
Нимӗҫ овчарки Тирада Шупашкар хулинче ҫухалнӑ электроведлосипеда тупма пулӑшнӑ.
Арҫын ача велосипеда Гайдар урамӗнчи ҫӳп-ҫап контейнерӗ патӗнче кӑкармасӑрах хӑварнӑ. Каялла таврӑннӑ та – ҫук. Ӑна тупма кӗҫӗн инспектор-кинолог Тирада ятлӑ йытӑпа килнӗ. Инҫех кайма тивмен – велосипеда кӳршӗ ҫуртри подъездра тупнӑ. Хӗрарӑмӑн ӑна вӑрлас шухӑш пулман. Вӑл ҫӳп-ҫап контейнерӗ патӗнче тӑракан велосипеда тухса пӑрахнӑ тесе шухӑшланӑ та хӑйӗн валли илсе кӗнӗ.
Сӑмах май, Тирада велотехникӑна пӗрре мар тупма пулӑшнӑ. Кӑҫал вӑл курьерӑн велосипедне шыраса тупнӑ. Ӑна ӳсӗр ҫын вӑрланӑ.

Шупашкар хулинче пурӑнакан арҫын тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайчӗ урлӑ телефон туянас тенӗ те ултавҫӑ аллине лекнӗ. 29 пин тенкӗ тӑракан телефон вырӑнне ун патне рис ярса панӑ.
Арҫын полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, сутуҫӑпа калаҫнӑ хыҫҫӑн хайхискер унӑн картти ҫине 29 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Посылка чӑнах та килнӗ. Анчах ӑна уҫсан, ахӑртнех, чутах кайса ӳкмен. Унта рис пулнӑ.
Телефон сутуҫи ҫыхӑнӑва тухма пӑрахман. Хӗр чӑнах та телефон ярса панине ӗнентернӗ, уҫҫи-хуппине тупма пулӑшу службипе ҫыхӑннӑ.
Халӗ полицейскисем тӗрӗс мар тавар ярса панӑшӑн кам яваплӑ пулнине палӑртаҫҫӗ.

Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑмӑн хваттерне сутса ярӗҫ. Вӑл кредитпа вӑхӑтра татӑлса пыман иккен.
Хӗрарӑмӑн парӑмӗпе ҫыхӑннӑ гражданла ӗҫе хулари Ленин районӗн судӗнче пӑхса тухнӑ. Тавӑҫпа суда тухаканни – «Альфа-Банк» акционер обществи. Банк кредит парӑмне шыраса илесшӗн, банкра салукра шутланакан хваттере сутса ярасшӑн пулнӑ.
Хӗрарӑм банкран потребитель кредичӗ илнӗ. Парӑм илнӗ чух вӑл хӑйӗн хваттерне салука панӑ. Парӑма вӑхӑтра тӳлесе пыманран банк суда тавӑҫпа тухнӑ. Хӗрарӑм ҫулталӑкра виҫӗ хутран кая мар парӑма тӳлемесӗр пурӑннӑ. Банк унпа йӗркеллӗ калаҫса татӑлма хӑтланса пӑхнӑ-ха, анчах усси пулман.
Кредит парӑмне тӳлесе татма хӗрарӑмӑн хваттерне сутса ярас тенӗ. Суд приговорӗ вӑя кӗнӗ ӗнтӗ.

Чӑваш Республикинче йӑлана кӗнӗ тӑрӑх «Ӳнерсен каҫӗ» акци иртӗ. Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ умӗн, республика ҫыннисене Чӑваш наци музейӗнче тата Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче кӗтеҫҫӗ.
Наци музейӗнче хӑнасем вӑхӑт ҫулҫӳревне тухӗҫ: пӑхӑр ӗмӗрӗнчи тӑм савӑт-сапаран пуҫласа гобеленсем таран. Ҫавӑн пекех сехет механизмӗсен вӑрттӑнлӑхӗсем пирки хатӗрленӗ куравпа паллашӗҫ, ӑсталӑх класне хутшӑнӗҫ.
Ӳнер музейӗнче 14:00-16:00 сехетсенче автор ӑсталӑх класӗсем пулӗҫ, 16:00-18:00 сехетсенче вара Шупашкарти В.П.Воробьев ячӗллӗ 2-мӗш музыка шкулӗн шӑпӑрланӗсем юрӑсемпе савӑнтарӗҫ. Ҫав кунах музейра куравсемпе паллашма май пулӗ.
Палӑртса хӑварар: «Ӳнерсен каҫӗ» акципе килӗшӳллӗн иртекен мероприятисене «Ҫемье» наци проекчӗн Пушкин карттипе кӗме май пулӗ.

Чӑваш Енре вак укҫа ылмаштармалли акци иртӗ. Вӑл паянтан, юпа уйахӗн 26-мӗшӗнчен, пуҫланнӑ. Акци чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
«Монетная неделя» (чӑв. Вак укҫа эрни) ята панӑ пӗтӗм ҫӗршыври акци вӑхӑтӗнче банксем, магазин-партнёрсем вак укҫана хут укҫапа ылмаштарӗҫ е банкри счет ҫине комисси тӳлемесӗр куҫарса парӗҫ.
Пӗтӗм Раҫҫейри акцие Перекет банкӗ, Россельхозбанк, «Кузнецкий» банк, НБД-Банк, Газпромбанк, ВТБ, Альфа-Банк, Барс Банк, ҫавӑн пекех «Пятерочка» тата «Магнит» суту-илӳ сечӗн магазинӗсем хутшӑнӗҫ.
Вак укҫана йышӑнакан точкӑсем 77 адреспа вырнаҫнӑ: Улатӑрта, Канашра, Куславккара, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗрпӳре, Шупашкарта, Вӑрнарта, Кӳкеҫре, Ҫӗмӗрлере, Етӗрнере, Элӗкре, Патӑрьелте, Йӗпреҫре, Комсомольскинче, Красноармейскинче, Муркашра, Пӑрачкавра, Тӗрлемесре, Вӑрмарта, Шӑхасанта, Шӑнкӑртамра, Елчӗкре.

Лайӑх хыпар: Шупашкар хулинче ҫухалнӑ 17 ҫулти каччӑ тупӑннӑ! Кун пирки «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче амӑшӗ хӑй пӗлтернӗ, ывӑлне шырама пулӑшнӑ ҫынсене тав тунӑ, уйрӑмах – «Лиза Алерт» ҫалавпа шырав отрячӗн хастарӗсне.
Каччӑна 10 кун шыранӑ. Амӑшӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак тапхӑрта вал вутри пек ҫуннӑ. Паллах, амӑшне ӑнланма пулать.
Каччӑна Мускав хулинчи метрополитенра тупнӑ. «Никам та вербовка туман, хӑратман, укҫа ыйтман», — ҫапла ҫырса пӗлтернӗ амӑшӗ.
Йӗрке хуралҫисем ҫамрӑкран йӑлтах ыйтса пӗлнӗ, тӗпченӗ. Унтан ӑна киле янӑ.
Аса илтерер: Шупашкарта 17 ҫулти каччӑ ҫухалнӑ хыҫҫӑн Раҫҫей Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку ӗҫе мӗнле тӗпченине ведомство пуҫлӑхӗ Александр Бастрыкин хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ. Вӑл Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви уйрӑмӗн пуҫлӑхӗнчен Александр Полтининран следстви мӗнле пыни пирки доклад тума ыйтнӑ, ӗҫе хӑвартрах тӗпчеме хушнӑ.

Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче республика Элтеперӗ Олег Николаев тӗрлӗ отрасльте тӑрӑшакансене професси уявӗпе саламласси йӑлана кӗнӗ. Салама Элтепер икӗ чӗлхепе хатӗрлекенччӗ: вырӑсла тата чӑвашла. Анчах автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗн ӗҫченӗсене Олег Николаев вырӑсла ҫеҫ саламлас тенӗ.
Паянхи кун пирӗн республикӑра пассажирсене турттаракан 400 маршрут иккен, ҫула кунсерен 1100 ытла автобус тухать, вӗсем ял-хулана ҫыхӑнтараҫҫӗ. Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта вара 190-а яхӑн троллейбус хутлать.
Элтепер хӑйӗн саламӗнче ветерансене те аса илнӗ. Шӑпах вӗсем паян отрасльте тӑрӑшакан водительсене, диспетчерсене тата юсавҫасене хӑйсен опытне парса хӑварнине палӑртнӑ.

Республикӑра хӗвеллӗ те уяр кунсем тӑраҫҫӗ, хӗл ҫывхарасси палли те ҫук.Шупашкар хулинче вара Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме тытӑннӑ.
Хӗрлӗ тӳремре, варринче, тухья евӗр инсталляцие вырнаҫтарма тытӑннӑ. Вӑл каҫхине тӗрлӗ ҫутӑпа ялкӑшса куҫа илӗртет.
«Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш наци тумне, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗре, тӳреме илсе тухса лартнӑ, хальхи вӑхӑтра рабочисем тӗпне хӑмасенчен хатӗрлеҫҫӗ.
Кӑҫал Шупашкар хули Ҫӗнӗ ҫула питӗ ир хатӗрленме пуҫланӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр тухья евӗр инсталяцие чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче кӑна вырнаҫтарма тытӑннӑ.
Хӗрлӗ тӳремри ҫак вырӑнта ҫулла фонтансем пӗрӗхеҫҫӗ, унта ачасем шӑрӑхра шывпа выляҫҫӗ. Хӗлле вара унта йӑлтӑр-ялтӑр тухья ларать, тавралӑха Ҫӗнӗ ҫул сӗмне кӗртет.

Шупашкар хулинче грипран вакцинаци тӑвас ӗҫ пырать. Паянхи куна илес тӗк, 40542 ачана тата 57280 аслӑ ӳсӗмри ҫынна вакцинациленӗ. Ку – планра пӑхса хунин 44,1 проценчӗ.
Вакцинаци ӗҫӗ республикипех пырать. Кӗркунне пуҫланнӑранпа республикӑна 433 пин ытла доза вакцина илсе килнӗ. Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче тепӗр парти ҫитнӗ: 82 пин ытла доза. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав шутра 33 пин ытла доза — «Ультрикс-квадри», ӑна ачасене, ача кӗтекен хӗрарӑмсене тата сывлӑх енчен хӑрушлӑх пуррисене тӑваҫҫӗ. Тепӗр 39 пин ытла доза – «Совигрипп» тата 17 пин ытла доза «Флю-М». Ку вакцинӑсем – аслӑ ӳсӗмри ҫынсем валли.
Грипран прививка тӑвас тесен вырӑнти поликлиникӑна ҫитмелле.

Шупашкар хулинчи шкулта вӗренекен 16 ҫулти хӗр ултавҫӑсене 2 миллион тенкӗ парса панӑ.
Ку укҫа ашшӗ-амӑшӗн пулнӑ. Вӗсем ӑна машина туянма пухнӑ. Хӗр патне «шкулти секретарь» шӑнкӑравланӑ, пӗтӗмпех ҫавӑнтан пуҫланнӑ. Хайхи «секретарь» электрон журналта регистрациленмелле тесе телефон ҫине смс-ҫырупа килнӗ кода калама хушнӑ. Кун хыҫҫӑн палламан ҫынсем шкул ачинчен хӑпман, ҫине-ҫинех шӑнкӑравланӑ, хӑрата-хӑрата килти укҫана «деклараци тумалла» тесе ӗнентернӗ.
Хӗр патне курьер килнӗ. Вӑл ӑна 2 миллиона яхӑн тенкӗ тыттарса янӑ. Укҫа ҫухалнине ашшӗ-амӑшӗ тепӗр кунхине кӑна асӑрханӑ
