
Шупашкарти тирпейлӳҫӗ пуяс тенӗ пулмалла – инвестицисемпе ӗҫлесе илме ӗмӗтленнӗ. Анчах ҫурӑк валашка умӗнче тӑрса юлнӑ.
Ку кӑна мар-ха тӗлӗнмелли. Вӑл ултавҫӑсен аллине иккӗмӗш хут лекнӗ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче хулари пӗр предприятире тирпейлӳҫӗре ӗҫлекенскер тӗнче тетелӗнче хушма тупӑш пирки пӗлтерӳ асӑрханӑ. Кӗҫех «менеджерпа» калаҫма пуҫланӑ, лешӗ ӑна телефонӗ ҫине инвестици валли тесе сарӑм вырнаҫтарма хушнӑ. Ҫапла хӗрарӑм пӗр уйӑх палламан ҫынсем каланӑ счетсем ҫине укҫа куҫарса тӑнӑ. 2,2 миллион тенкӗ таранах хывнӑ вӑл. Вӗсенчен ҫурри ытларахӑшӗ – кредит тата заем илнӗскерсем.
Анчах шантарнӑ тупӑш пулманнине кура хӗрарӑмӑн полицие кайса заявлени ҫырма тивнӗ.
Палӑртмалла: пӗрремӗш хутчен вӑл 2023 ҫулхи хӗлле ултавҫӑсен серепине лекнӗ. Ун чухне хӗрарӑм такам ун ячӗпе кредит илнине ӗненсе 75 пин тенкӗ «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарнӑ. Паллах, кайран ку укҫана курман вӑл.

Паян кӑнтӑрла Шупашкар хулинче пурӑнакансем МТВ ҫывӑхӗнче тӗтӗм йӑсӑрланса тухнине асӑрханӑ. Мӗн ҫуннӑ?
Ан пӑшӑрханӑр, ним хӑрушши те пулман. Унта электроподстанци тивсе илнӗ. Ҫавна май хулари хӑш-пӗр районта электричество сӳннӗ. Ҫав вӑхӑтра Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче пурӑнакансем электричество вылянине асӑрханӑ.
Хальхи вӑхӑтра пушара сӳнтернӗ. Халӗ специалистсем ҫуртсене тата социаллӑ объектсене электроэнерги парас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем резерв мелсемпе усӑ курасшӑн.

Паян Шупашкарта ӑшӑ шыв пӑрӑхӗ ҫинче инкек пулса иртнӗ. Ҫавна май ирхи 9 сехетре «Т Плюс» организаци юсав ӗҫне пуҫӑннине пӗлтернӗ.
Пӑтӑрмах Максим Горький проспектӗнчи 51-мӗш ҫурт патӗнче пулса иртнӗ. Ҫавна май Шупашкарӑн Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ районӗнчи ҫак ҫуртсенче вӗри шыв ҫук:
Талвир урамӗнчи 4, 6, 8, 10, 12, 14, 16, 20, 22, 28, 30, 32-мӗш ҫуртсем;
Сверчков урамкӗнчи а, 2, 4, 6, 8, 15-мӗш ҫуртсем;
Ахазов урамӗнчи 1, 3, 5, 7, 9, 11, 13-мӗш ҫуртсем;
Максим Горький проспктӗнчи 37, 36/1, 38/2, 39, 40/1, 41, 43, 45, 47, 49, 51-мӗш ҫуртсем;
Элкер урамӗнчи 13, 17, 19-мӗш ҫуртсем; ҫав шутра — 117-мӗш ача пахчи;
Игнатьев урамӗнчи 4-мӗш ҫурт.
Унсӑр пуҫне вӗри шыв Ахазов урамӗнчи ача-пӑча пульницинчи педиатри уйрӑмӗнче тата 116-мӗш ача пахчинче ҫук.

Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр каччӑ кафене кайни пӑтӑрмахпа вӗҫленнӗ.
Пӑтӑрмах ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ирхи пӗр сехетре, пулса иртнӗ. Хулари «Перекресток» суту-илӳ ҫуртӗнчи виҫҫӗмӗш хутра вырнаҫнӑ кафере ҫав каччӑ хӑйне килӗшӳсӗр тытнӑ-мӗн. Вӑл унта канма пынисене тата клубра ӗҫлекенсене кансӗрленӗ. Администраторпа официант ӑна клубра кайма ыйтсан каччӑ вӗсене хӗнесе пӗтернӗ.
Инкек пирки клуб ӗҫченӗсем пакунлӑ йӗрке хуралҫисене пульт пусса систернӗ. Вӗсем пӑтӑрмах вырӑнне васкавлӑн пырса ҫитнӗ.
Ведомствӑлла мар хурал ӗҫченӗсем 21 ҫулти каччӑна полицие илсе кайнӑ. Пакунлисем пӑтӑрмаха тӗпчӗҫ. Халӗ, тен, каччӑ кулянать пулӗ те, чавса ҫывӑх та ҫыртма ҫук тесе ваттисем ахальтен каламан пуль ҫав.

Шупашкарӑн тӗп архитекторӗн пуканӗ пушаннӑ. Ку должноҫре Сергей Стройков ӗҫленӗ. Вӑл ӗҫрен иртнӗ эрнерех кайнӑ иккен. Анчах ку должноҫ пушанни пирки хула администрацийӗн сайтӗнче халь тин курӑнма тытӑннӑ.
Палӑртса хӑварар: Сергей Стройков ку должноҫе 2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче йышӑннӑ. Вӑл тӗп архитекторта унччен те, 2007-2012 ҫулсенче ӗҫленӗ. Ун чухне Шупашкар хулинче Замамья тума тытӑннӑ, хула варринче нумай хутлӑ ҫӳллӗ ҫуртсем курӑнма пуҫланӑ. Тӗслӗхрен, Гайдар урамӗнчи 5-мӗш ҫурт. Вӑл Юханшыв порчӗн планировкине ырлас ҫӗре те хутшӑннӑ. Кайран унта ҫӳллӗ ҫуртсем, Альбатрос тата Ривьера, «ӳссе» ларнӑ.
Шупашкарӑн тӗп архитекторӗ кам пуласси пирки хальлӗхе калама ҫук. Ӑна конкурс ирттерсе суйлӗҫ.

«Раҫҫейри ӗҫ» кадрсен центрӗнче «Профессире чи лайӑххи» конкурсӑн регионти тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Шупашкар хулинче ӗҫлекен Екатерина Иванова «Чи лайӑх карьера консультанчӗ» номинацире мала тухнӑ. Халӗ унӑн Чӑваш Ен чысне федераци шайӗнче хӳтӗлемешкӗн хатӗрленмелле.
Чи лайӑх кадрсен центрӗ Етӗрнери центр тесе палӑртнӑ. Ӑна Михаил Чернов ертсе пырать. Ҫурла уйӑхӗнче 10-мӗшӗ валли хатӗрленӗ статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, Етӗрне районӗнче регистрациленӗ 53 ӗҫсӗр ҫын пуҫне вӑтамран пилӗк ваканси лекет.
Палӑртса хӑварар: конкурс «Кадрсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн виҫҫӗмӗш ҫул иртет. Ӑна специалистсен професси ӑсталӑхне ӳстерес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.

Кӗҫнерникун, ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Шупашкарти Введени чиркӗвне Спиридон святителӗн ҫӗрмен ӳтне илсе килӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Корфу утравӗнчен Раҫҫее Спиридон Тримифунтский святителӗн сылтӑм аллине илсе килнӗ. Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗччен вӑл пирӗн ҫӗршыври 13 хулара пулӗ. Ҫав шутра – Шупашкарта та. Ку православи тӗнне ӗненекен миллион-миллион ҫыншӑн христанлӑхри чи сумлӑ святоя кӗлтумалли май пулӗ.
Питӗ кӑмӑллӑ: святой чи малтан Шупашкара ҫитӗ. Вӑл кӗҫнерникун 9 сехет ҫурӑран пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗччен 15 сехетчен Введени чиркӗвӗнче пулӗ.
Унтан ковчег Хусан хулине ҫул тытӗ, ун хыҫҫӑн ӑна Чулхула облаҫне илсе кайӗҫ. Юлашкинчен Мускав хулине ҫитӗ.

Чӑваш Енри 20 учреждени Чӑваш Республикин Элтеперӗн грантне тивӗҫнӗ. Кашнине 500-шер пин тенкӗ лекнӗ. Хушӑва Олег Николаев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Списокра – сакӑр шкул, вунӑ ача пахчи, колледж тата ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗ. Палӑртса хӑварар тӳрех: Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне ҫулсерен вӗренӳ сферинчи инновацие пулӑшма параҫҫӗ.
Гранта тивӗҫнисен хушшинче Улатӑрти технологи колледжӗ, Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗ, Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкул, Ҫӗмӗрлери 1-мӗш ача пахчи, Канашри 17-мӗш ача пахчи, Шупашкарти 49-мӗш, 78-мӗш, 125-мӗш, 204-мӗш, 208-мӗш ача пахчисем, Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкул, Шупашкарти 4-мӗш гимнази, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнарти шкул тата ыттисем пур.

Пирӗн ентеш, йывӑр атлетка, Раҫҫейри халӑхсен Пӗтӗм Раҫҫейри спартакиадинче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.
Алана Скрипко 77 килограмм тайман виҫе категорийӗнче тупӑшнӑ. Вӑл штангӑна тӗртсе – 94 килограмм, тӗксе 125 килограмм пухнӑ. Ҫапла вӑл пӗтӗмӗшле 219 килограмм пухнӑ та ҫӗршыври чи вӑйлӑ йывӑр атлетсемпе пӗрле пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Ку медаль Чӑваш Республикишӗн ҫӗршывра иртнӗ ӑмӑртусенчи черетлӗ ҫитӗнӳ пулса тӑнӑ.
Палӑртса хӑварар: Алана Скрипко Шупашкар хулинчи В.С.Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Раҫҫейри халӑхсен Пӗтӗм Раҫҫейри спартакиади Свердловск облаҫӗнчи Тури Пышма хулинче иртнӗ.

Шупашкар хулинче подъездра арҫын ачан ури ҫумӑр шывӗ юхмалли пӑрӑхпа стена хушшине хӗсӗнсе ларнӑ.
Ку ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулнӑ. «Пӑрӑх тыткӑнне» лекнӗ арҫын ача унтан хӑй тӗллӗн тухайман, ҫӑлавҫӑсене чӗнме тивнӗ. Вӗсем вырӑна васкавлӑн ҫитсе пӑрӑха ятарлӑ инструментпа авса урана кӑларнӑ.
Юрать-ха, арҫын ачана вӑхӑтра пулӑшнӑ, унӑн сывлӑхӗ йӗркеллех, вӑл хӑйне чиперех туять.
