
Чӑваш Енри следовательсем Шупашкар хулинче пулса иртнӗ тискер преступление уҫӑмлатаҫҫӗ. Ӗнер каҫхине, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи пӗр ҫуртра 15 ҫулти хӗр виллине тупнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, ӑна хӑйӗнпе тантӑш ҫамрӑк пӑвса вӗлернӗ. Вӗсем вӑрҫӑнса кайнӑ. Каччӑ хӗре зарядник пралукӗпе пӑвнӑ. Тискер преступление тусан вӑл тарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Республикинчи следстви органӗсем ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак ӗҫе тума пултарнӑ ҫамрӑка тытса чарнӑ. Ӑна Сӗнтӗрвӑрри хулинче шыраса тупнӑ. Вӑл айӑпне йышӑннӑ.
Следстви малалла пырать.

Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкар хулинче ретротроллейбуспа экскурсие кайма май пулӗ. Анчах ку – тӳлевлӗ, билет 300 тенкӗ тӑрать, 7 ҫул тултарман ачасене вара ахалех илсе каяҫҫӗ.
Экскурсие Чӑваш транспорт управленийӗ йӗркелет. Ҫула 1964 ҫулта туса кӑларнӑ троллейбуспа тухӗҫ. Вӑл 12 сехетре чукун ҫул вокзалӗ патӗнчен (Хула ҫум урамӗ, 1-мӗш ҫурт) тапранса кайӗ. Экскурси 2 сехете тӑсӑлӗ. Троллейбус чарӑнусенче урӑх пассажирсене лартмӗ. Экскурси вӑхӑтӗнче салонра апат ҫиме, ӗҫме юрамасть.
Сӑмах май, Чӑваш транспорт управленийӗ кун пек экскурсие пӗлтӗр те ирттернӗ.

Чӑваш Енре Наци театрӗсен конгресӗ иртӗ. Кун пирки К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн директорӗ Елена Николаева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Кунта сӑмах Наци театрӗсен III конгресӗ пирки пырать. Ӑна ҫитес ҫул Шупашкарта ирттерсшӗн. Кун пирки Питӗр хулинче Чӑваш Енӗн кунӗсем иртнӗ ҫул калаҫса татӑлнӑ иккен.
Елена Николаева хыпарланӑ тӑрӑх, Питӗрте вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗпе Олег Николаевпа тата республикӑн культура министрӗпе Светлана Каликовӑпа пӗрле Александринский театрӑн президенчӗпе Валерий Фокинпа тӗл пулнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне конгреса Шупашкарта ирттересси пирки сӑмах хускатнӑ.
Унсӑр пуҫне ку тӗлпулура театрсем пӗр-пӗрин патне гастрольпе ҫитес ыйтӑва та сӳтсе явнӑ.

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта кашни ир зарядкӑран пуҫланать. Кунта сӑмах асӑннӑ центрти стационар уйрӑмӗнче пурӑнакансем пирки пырать.
Стационар уйрӑмӗнче пурӑнакан кинеми-мучие кашни кунах, ирхи апат ҫинӗ хыҫҫӑн, хӑтлӑ музыка залне йыхравлаҫҫӗ. Унта ватӑсем ларса зарядка тӑваҫҫӗ. Ҫапла-ҫапла. Мӗншӗн тесен тӑрса хускану тума вӗсене ҫӑмӑл мар: пуҫ ҫаврӑнса кайма пултарать, сулӑнса каясран хӑрамалла. Ҫавӑнпа та ларса тумалли хусканӑва пурнӑҫлаҫҫӗ. Мӗн хыҫҫӑн мӗн тумаллине специалист кӑтартса пырать.
Ҫынсен ҫулне кура ирттерекен хускану ватӑсен шӑм-шакне ҫӑмӑллӑх кӳрет. Хӑйсем калашле, ытлашши хытса ларасран пулӑшать. Зарядка тума ӳркенекенсене е вӑй ҫуккисене вара хистемеҫҫӗ.

Ҫӗркаҫ Шупашкарта мотоциклист ҫул ҫинчи инкеке лекнӗ. Вӑл вилмеллех сурналаннӑ.
Пӑтӑрмах каҫхи 9 сехет те 30 минутра «Контур» завод ҫывӑхӗнче пулса иртнӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, Етӗрне шоссипе Университет урамӗ хӗресленнӗ вырӑнта.
«Н003ОА21рус» патшалӑх номерӗллӗ «БМВ» машина автозаправка енне сулахаялла, хирӗҫ килекен ҫулпа пӑрӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра ҫулпа мотоциклист пынӑ. «Aprilia» мотоцикл ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ автомобильпе ҫапӑннӑ.
40 ҫулти байкер инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Ҫул-йӗр правилине пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, машинӑн мотоциклиста ирттерсе ямалла пулнӑ. Сӑмах май каласан, мотоциклист байкерсен колоннинчен юлас темен пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Апла-и, капла-и — инкек сӑлтавне патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем палӑртӗҫ.

Паян – Пӗлӳ кунӗ, ачасем каллех парта хушшине ларчӗҫ. Чӑваш Енре кӑҫал 275 пине яхӑн ача шкула каять. Вӗсенчен 11,4 пинӗшӗ – пӗрремӗш классем.
Паллах, 1-мӗш класа каякансем ытларах — Шупашкар хулинчен. Сӑмахран, 64-мӗш шкулта 500 яхӑн ача пӗрремӗш класа кайнӑ.
Кӑҫал шкул паркӗ вӗр ҫӗнӗ 40 автобуспа пуянланнӑ. Халӗ пӗтӗмпе – 400 автобус. Вӗсем кунсерен 13,5 пин ачана шкула илсе ҫӳрӗҫ.
Пуҫламӑш класра ӑс пухакан 55 пин ача тӳлевсӗр апатланӗ. Кун валли федераци хыснинчен 780 ытла миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Тепӗр 200 миллион тенкӗ сусӑрсене, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ачисене тата нумай ачаллӑ ҫемьери шӑпӑрлансене тӳлевсӗр апатланма уйӑрнӑ.

Ҫурла уйӑхӗнче Шупашкар хулинчи Республикӑри клиника пульницине вӗри шывпа пиҫсе кайнӑ ачана илсе килнӗ. Унӑн кӗлеткин 45 проценчӗ сиенленнӗ. Чылай чухне кун пек самантра пациентсен шалти органӗсемпе кӑлтӑксем сиксе тухаҫҫӗ.
Чи малтан тухтӑрсем терапи тунӑ, антибиотиксемпе сипленӗ, сурансене ҫыхнӑ, ытти процедурӑна пурнӑҫланӑ. Ҫав вӑхӑтрах пӗчӗк пациента хирургсемпе педиатрсем тӗрӗслесе тӑнӑ. Темиҫе эрнерен сывлӑхӗ операци тумалӑх йӗркеленнӗ.
Ҫапла тухтӑрсем операци вӑхӑтӗнче кӗлеткин ытти пайӗнчен ӳте илсе сиенленни вырӑнне сыпнӑ. Процедура ӑнӑҫлӑ иртнӗ.
Палӑртса хӑвармалла: Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинчи пиҫсе кайнине сиплекен уйрӑм Чӑваш Енре пӗртен-пӗрре шутланать. Ҫулсерен унта 350 ытла пациент сипленет, 150 ытларахӑшӗ – ачасем.

Тӳрех палӑртар: акӑлчан чӗлхинчен кӗнӗ ку сӑмах вӗренӳпе ҫыхӑннӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, ку вӑл хӑйне евӗр, уйрӑлса тӑракан тенине пӗлтерет.
Паян Шупашкарта хайхи-майхи Сингулярити уҫӑлнӑ ҫӗре тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев тата Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева ӑшӑ сӑмах хавхаланса каланӑ.
Сингулярити текен япала Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх ҫуртӗнче уҫӑлнӑ. Ун пирки МАХри «Хыпар - Вести Чувашии» каналта «ҫӗнӗ ӑрӑвӑн вӗрентӳ центрӗ» тесе пӗлтернӗ. Сингулярити текен вӗрену центрӗ унччен пӗрре, 2023 ҫулта, уҫӑлнӑ иккен. Вӑл та Шупашкарта вырнаҫнӑ.
Роза Власова хаҫатҫӑ пӗлтернӗ тӑрӑх, Олег Николаев Элтепер «асӑннӑ центр ҫамрӑксене илӗртекен, туртакан центр пулса тӑрасса», ӳсекен ӑрӑва хальхи йышши ҫӗнӗ профессие суйласа илме пулӑшасса шаннине палӑртса хӑварнӑ.

Паянтан Шупашкарта ҫӗнӗ, 28-мӗш маршрут, ҫӳреме пуҫлассине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ-ха. Чӑн та, ҫӳреме пуҫланӑ. Ҫӗнӗ маршрут Алькеш поселокне «Благовещенский» микрорайонпа ҫыхӑнтарнӑ.
«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн Транспорт министерстви асӑннӑ маршрутпа хальхи вӑхӑтри ҫӗнӗ автоубуссем ҫӳреме пуҫлӗҫ тесе шантарнӑ иккен. Анчах ҫула «Iveco Daily» микроавтоубссем тухнӑ. Унччен вӗсем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан 101-мӗш маршрутпа хутланӑ. Ҫула кӑлариччен кӑвак тӗслӗ транспорта шурӑ тӗспе сӑрланӑ.
28-мӗш маршрут схеми ҫапларах: Ярославль урамӗ — Дзержинский урамӗ — Карл Маркс урамӗ — Ленин проспекчӗ; Гагарин урамӗ — Калинин урамӗ — Мир проспекчӗ; Эгер бульварӗ — Розы Люксембург урамӗ.

Ыран – аван уйӑхӗн 1-мӗшӗ, Пӗлӳ кунӗ. Ҫак кун «Чечек вырӑнне – ачасем» акци иртет. Кӑҫалхипе ӑна 10-мӗш хут йӗркелеҫҫӗ: класс 30 чечек ҫыххи вырӑнне класс ертӳҫине пӗрре парнелет, перекетленӗ укҫана йывӑр чирлӗ ачасене сиплемешкӗн Аня Чижова ячӗллӗ фонда парать. Кӑҫал фонд ку акцире 1,5 миллион тенкӗ пухма палӑртнӑ.
Шупашкар хулинчи 59-мӗш шкулта ку акци ырӑ йӑла пулса тӑнӑ. Унти педагогсем, ачасем тата ашшӗ-амӑшӗ Пӗлӳ кунне ку акцисӗр курмаҫҫӗ те. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗрентекенсем «Ырӑлӑх урокӗсем» ирттереҫҫӗ. Фонд вара кашни класа фирмӑллӑ атрибутика парать: открытка, наклейка, хӑмпӑсем е чечек ҫыххи ҫыхмалли хӑюсем. Фонд тулли отчет туса кашни класа электронлӑ почтӑна ярса парать.
Палӑртма кӑмӑллӑ: акцие хутшӑнакансем ҫулран ҫул ӳсеҫҫӗ.
