Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Республикӑра
Шупашкарти аэропорт сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Шупашкарти аэропорт сайтӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти аэропортра интернет хӑвӑртрах ӗҫлеме пуҫланӑ. Халӗ унта мобильлӗ даннӑйсене ҫеккунтра 180 МБит таран уҫласа илме пулать. Телеком-инфраструктурӑна «Мегафон» компани вӑйлӑлатнӑ.

Шупашкарти аэропорт тӗплӗ юсав хыҫҫӑн хитреленсе-хӑтлӑланса кайнине эпир пӗлетпӗр-ха. Авӑн уйӑхӗнче вара перрона тата самолет вӗҫсе хӑпариччен ҫӳреме кирлӗ ҫула ҫӗнетсе пӗтернӗ.

Ҫыхӑнӑва лайӑхлатассипе те ҫине тӑнӑ. 4G сеть тытассипе ҫыхӑннӑ тӗп ӗҫе 2024 ҫул вӗҫӗнче туса ирттернӗ, кӑҫалхи кӗркунне валли ҫуртӑн хӗвелтухӑҫ енчи лаптӑкӗнчи, ҫав шутра паспорт тӗрӗслевӗ витӗр тухакан зонӑри, ҫыхӑнӑва вӑйлатнӑ.

Шупашкарти аэропорт Чӑваш Енпе Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Пӗлтӗр ку аэропорт пулӑшӑвӗпе 645 пин ҫын усӑ курнӑ. Пассажирсем уйӑхсерен 2,5 Тбайт таран интернет-даннӑйпа усӑ кураҫҫӗ. Ансат чӗлхепе каласан, ку вӑл «Экипаж» фильма смартфонпа 1,2 млн хутчен пӑхма ҫитет. Унсӑр пуҫне тата вӗҫсе каяс умӗн авиапассажирсем ҫывӑх ҫыннисем патне шӑнкравлаҫҫӗ. Ҫапла вӗсем уйӑхсерен 24,5 пин минут калаҫаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Тӗлӗнмелле пек те, анчах Чӑваш Енре юлашки вӑхӑтра ҫамрӑксем ҫухални пирки хыпарлама пуҫларӗҫ. Халӗ, акӑ, 28 ҫулти каччӑ ӑстине пӗлмеҫҫӗ.

«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ Шупашкарта пурӑнакан Роман Владимирович Аръяхова шырани пирки ӗнер пӗлтернӗ. Вӑл ӑҫтине юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнченпе пӗлмеҫҫӗ.

28 ҫулти каччӑ 185 сантиметр ҫуллӗш, начар пӳ-силлӗ, хура ҫӳҫлӗ, куҫӗ хӑмӑр тӗслӗ. Вӑл мӗн тӑхӑнса тухса кайнине пӗлмеҫҫӗ.

«Лиза Алерт» отряд каччӑна курнисене 8 800 700-54-52 телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтать. Е Симба (Наталия) шыравҫӑпа 89196666680 телефон номерӗпе ҫыхӑнма пулать.

Ҫав вӑхӑтрах 17 ҫулти Станислав Мозгова та шыраҫҫӗ. Вӑл ҫухални пирки те Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ҫул ҫитмен яш ҫухалнӑ хыҫҫӑн Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнче вутӑ валли вӑрман касаҫҫӗ. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ МАХри «Первый чувашский» каналта.

Вутӑ валли вӑрман касаҫҫӗ тесе шухӑшланине пӗренене вутта яма хатӗрленӗ евӗр купаласа хуни хистенӗ.

Вӑрманти йывӑҫсене кам тата мӗн сӑлтавпа каснине хула администрацийӗ хальлӗхе уҫӑмлатман иккен.

Йывӑҫ ҫутҫанталӑкӑн ӳпки тетчӗҫ тахӑҫан. Халӗ кун пек каланине питех илтмен пулин те йывӑҫ кислород кӑларса тӑнине, апла пулсан вӑл питех те кирлине пурте пӗлетпӗр. Паллах, хӑрса кайнӑ йывӑҫа касса вакласа тирпейлемелле-ха ӗнтӗ. Анчах пӗр йывӑҫ касни вырӑнне темиҫе лартсан ҫутҫанталӑкшӑн та паха, этемшӗн те. Сӑмах май каласан, йывӑҫ-тӗме тӗрлӗ объект ҫӗклесе лартма касни те тӗл пулкалать.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Санитари авиацийӗ Улатӑр округӗнчи Алтышево поселокӗнче пурӑнакан 85 ҫулти арҫынна икӗ ҫулта Шупашкар хулине икӗ хутчен илсе ҫитернӗ.

Михаил Кипкаев чӗрепе аптӑрать. Санитари вертолечӗ пӗрремӗш хутчен ун патне 2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче килнӗ. Унӑн ун чухне инфаркт пулнӑ. Улатӑр районӗн пульницин тухтӑрӗсем пӗр тӑхтамасӑр санитари авиацине чӗнсе илнӗ. Экипаж ватӑ арҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Ун чухне арҫын питӗ йывӑр аптӑранӑ, ыратнине темиҫе кун чӑтнӑ, нитроглицирен ӗҫнӗ, дозӑна пысӑклатса пынӑ. Ҫавӑнпа пӗрремӗш вӗҫеве вӑл астуса та юлман.

Иккӗмӗш хутчен ӑна кӑҫал авӑн уйӑхӗнче Шупашкара вертолетпа илсе ҫитернӗ. Вӑл татах чӗрепе аптӑраса ӳкнӗ. Хальхинче вӑл вертолетпа вӗҫнине астуса юлнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Паян, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче «Садовый» микрорайонта 14 ҫулти хӗрача машина кустӑрми айне лекнӗ.

Ку ирхи 9 сехетре Геннадий Айхи урамӗнчи 28-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 9-мӗш класра вӗренекен хӗрача юраман ҫӗрте ҫул урлӑ каҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине «Мерседес-Бенц» микроавтобус пырса кӗнӗ. Руль умӗнче 31 ҫулти арҫын ларнӑ.

Аварире хӗрача аманнӑ. Малтанлӑха каланӑ тӑрӑх, вӑл урине хуҫнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ку ӗҫ-пуҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.

 

Хулара

Шупашкар хулинче 17 ҫулти каччӑ ҫухалнӑ хыҫҫӑн Раҫҫей Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку ӗҫе мӗнле тӗпченине ведомство пуҫлӑхӗ Александр Бастрыкин хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ. Вӑл Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви уйрӑмӗн пуҫлӑхӗнчен Александр Полтининран следстви мӗнле пыни пирки доклад тума ыйтнӑ, ӗҫе хӑвартрах тӗпчеме хушнӑ.

Аса илтерер: Шупашкар хулинче 17 ҫулти каччӑна шыраҫҫӗ. Мозгов Станислав Романович юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫухалнӑ.

Сӑмах май, унччен тепӗр 17 ҫулти каччӑ та ҫухалнӑ. Вӑл – Константин Кудряшов. Вӑл килтен юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Телее, ӑна шыраса тупнӑ.

 

Республикӑра
Яндекс Карты сайтри сӑн
Яндекс Карты сайтри сӑн

Шупашкар хулинче виҫӗ арҫын ача валли атте-анне шыраҫҫӗ. Кун пирки Ленин районӗн администрацийӗн опекӑпа попечительлӗх пайӗ пӗлтерет.

Валерий 2011 ҫулта ҫуралнӑ. Калаҫма питех юратмасть пулсан та ырӑ крӑмӑллӑ. Унӑн инвалидность пур. Вӗренӳре ӑна аслисен пулӑшӑвӗ кирлӗ.

Сергей 9 ҫулта. Вӑл – ырӑ чунлӑ, лӑпкӑ, ҫынпа хутшӑнма юратакан, тавҫӑруллӑ арҫын ача. Вӑл йӗркене хӑнӑхнӑ, хӑйне тытма пӗлет, асӑрхаттарусене лӑпкӑнах йышӑнать.

Евгений 2018 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл – хастар, ҫынпа хутшӑнма юратать, лӑпкӑ ларма пӗлет. Унӑн тавракурӑмӗпе тимлӗхӗ аслисенни пекех. Арҫын ача тантӑшӗсемпе аван хутшӑнать.

Виҫҫӗшӗн амӑшне те амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ. Ашшӗсем пирки пурин те ҫуралнине ӗнентерекен свидетельствӑра сведенисем ҫук.

Тӗпленрех 8 (8352) 23-40-17 номерпе шӑнкӑравласа пӗлме пулать.

 

Сывлӑх

Шупашкар хулинче пурӑнакан 30 ҫулти арҫын тусӗсемпе уявра сӗтел хушшинче апатланнӑ хыҫҫӑн хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ. Хырӑмӗ вӑйлӑрах та вӑйлӑрах ыратма пуҫланӑ. Каяшра юн пулни ӑна тата вӑйлӑрах хӑратса пӑрахнӑ.

Арҫын Хулан тӗп пульницине терапевт патне кайнӑ. Тухтӑр ӑна тӳрех тӗрӗсленме янӑ. ФГДС тусан нимӗн те тупса палӑртман, колоноскопи вара пыршӑлӑхра темӗнле япала пуррине асӑрханӑ. Шӑл хушшине тасатмалли патак пыршӑлӑха тӑрӑннӑ иккен.

Хулан 1-мӗш клиника пульницинчи хирургсем патака эндоскопи мелӗпе кӑларнӑ. Халӗ пациентӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар, вӑл сипленет.

Аса илтерер: кӑҫал ҫулла Шупашкарта пурӑнакан арҫыннӑн вун ик пумӑклӑ пыршӑлӑхӗнчен шӑл тасатмалли патак кӑларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_31934
 

Республикӑра
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн архивӗнчи сӑн

Шупашкар хулинче 17 ҫулти каччӑна шыраҫҫӗ. Кун пирки «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗ пӗлтерет.

Кудряшов Константин Александрович юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Унтанпа унран пӗр хыпар та ҫук. Константин 184 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑ ҫырӑ, куҫӗ ҫутӑ кӑвак тӗслӗ. Ҫав кун вӑл хура куртка, тӗттӗм кӑвак кофта, кӑвак джинс шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ.

Константин Кудряшов ӑҫта пулнине пӗлетӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр), 8 987 668 70 81 (Виктория).

Сӑмах май, Шупашкарта 17 ҫулти тепӗр каччӑна шыраҫҫӗ. Мозгов Станислав Романович юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫухалнӑ.

 

Хулара
life.ru сайтри сӑн
life.ru сайтри сӑн

Шупашкарти полици участокне 59 ҫулти арҫын пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӑл хӑйӗн Toyota Rav4 машинине сутнӑ та ҫавӑн пеккинех, анчах ҫӗнӗреххине, илме шутланӑ. Мессенджерта вӑл пӗр ушкӑн тупнӑ. Унти ҫынсем ют ҫӗршывсенчен транспорт туянса кунта илсе килеҫҫӗ-мӗн.

Арҫын «менеджерпа» ҫырӑнма пуҫланӑ. Лешӗ пӗтӗмпех тӗплӗн ӑнлантарса панӑ, кирлӗ даннӑйсене ыйтнӑ, суту-илӳ договорне хатӗрленӗ. Документ ҫинче алӑ пусни те, пичетсем те пулнӑ. Ку суя мар иккенне кӑтартма палламан мар ҫын паспорт копине те янӑ.

Шупашкарти арҫын ӑна шаннӑ, утӑ тата ҫурла уйӑхӗсенче автомобиль илме тесе темиҫе хутчен укҫа куҫарнӑ. Пӗтӗмпе — 2,5 миллион тенкӗрен ытларах. Ку укҫан пӗр пайне вӑл кредит илнӗ. Машинӑна ҫурла уйӑхӗнче кӳрсе килмелле пулнӑ, анчах палӑртнӑ вӑхӑтра иномарка ҫитмен. «Сутуҫӑсем» вара ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.

Арҫын ултав серепине лекнине юпа уйӑхӗнче ҫеҫ ӑнланнӑ. Полицие кайса пулӑшу ыйтма тивнӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 1148
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 30

1908
118
Алатырцев Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1918
108
Хусанти РКП(б) губкомра чӑваш секциӗ йеркеленнӗ.
1926
100
Рогачёв Яков Капитонович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1946
80
Спиридонов Григорий Спиридонович, пӗрремӗш профессионаллӑ пӗлӳ илнӗ чӑваш скульпторӗ вилнӗ.
2005
21
Ефимов Георгий Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
2007
19
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси вилнӗ.
2010
16
Иванов Владимир Миронович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын