Шупашкарта пурӑнакан ҫемьере пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 13 сехет те 30 минутра пӗр килте хӗрарӑм виллине тупнӑ. 72 ҫултискер пурнӑҫран хӑйӗн вилӗмӗпе уйрӑлман тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫавна май тӗпчевҫӗсем вӑрах тӑхтамасӑр тӗпчев пуҫарнӑ. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫулланнӑ хӗрарӑма алӑпа пӑвса вӗлернӗ. Ҫавна май РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл статьяпа ҫын вӗлерекенсене явап тыттараҫҫӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫывӑх вӑхӑтра тӗрлӗ экспертиза, ҫав шутра медицина, генетика, психиатри, ирттерӗҫ.
Хӗрарӑма унӑн 46 ҫулти ывӑлӗ пӑвса вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна тытса чарнӑ. Тӗпчев малалла пырать.
Вырсарникун каҫхине Пӗрремӗш каналпа кӑтартнӑ «Лучше всех» телекӑларӑмра Чӑваш Енри маттур та ӑслӑ йӗкӗрешсемпе паллаштарчӗҫ. 11 ҫулти Адель тата Радель Фаизовсем — Куславккаран. Вӗсем тем те пӗлеҫҫӗ: куҫ мӗншӗн шӑннине те, вулкан сирпӗннин сӑлтавне те. Пӗртӑвансем хӑйсен ӑс-тӑнне тупӑшса тенӗ пек кӑтартрӗҫ.
Пӗрремӗш каналпа Чӑваш Енри ҫемьесем пирки ҫак кунсенче ҫине-ҫинех илтме тивнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Шел те, ыррипе мар. «Мужское/Женское» кӑларӑмра Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫпӳрт салинчи ӗҫекен хӗрарӑма тата унпа нушаланса пурӑнакан 17-ри хӗре кӑтартнӑччӗ. Ӗнер вара — Етӗрне районӗнчи Тури Ирҫери тепӗр ҫемьене. Унта хӗрарӑм килтен тухса кайнӑ, икӗ ывӑлӗпе пӗр хӗрне ашшӗпе пӑрахса хӑварнӑ терӗҫ. Ик тӗслӗхӗнче те опекӑпа асӑрхав органӗсем ӗҫлесе ҫитерейменни сисӗнчӗ.
Чӑваш Енри тата тепӗр ҫемьене Пӗрремӗш каналпа пыракан «Мужское/Женское» телекӑларӑмра кӑтартнӑ. «Терпила» ят панӑ кӑларӑм паян эфира тухнӑ.
Пӗрремӗш канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Етӗрне районӗнчи Тури Ирҫери 39 ҫулти Матлюба Юнусова тӑхӑр уйӑх каялла килтен тухса кайнӑ. Килӗнче вӑл ҫул ҫитмен виҫӗ ачана пӑрахса хӑварнӑ. Унтанпа 15 ҫулти Костя, 11 ҫулти Никита тата саккӑрти Валерия ашшӗпе, Сергей Барановпа, пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем амӑшӗнчен вӑтанаҫҫӗ, унпа тӗл пуласшӑн мар. Вӗсем ӗнентернӗ тӑрӑх, амӑшӗ ачисене хӗненӗ. Хӑйне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен килӗшӳсӗр тытнӑ. Тарса ҫӳрекен мӑшӑрне Сергей тавӑрма пӑхнӑ, вӑл килтен тухса кайсан та йышӑнас тенӗ. Халӗ арҫын хӗрарӑма амӑш прависӗр хӑварасшӑн. Матлюба кун пек каланипе килӗшесшӗн мар.
Шупашкарта пӗр хӗрарӑм ачана кун ҫути парнеленӗ те ӑна ҫуратмалли ҫуртрах хӑйӗн ирӗкӗпе хӑварнӑ. Тин ҫуралнӑ хӗрачана урӑх ҫемье усрава илнӗ.
Калинин районӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, амӑшӗ ача ҫуралсанах ӑна хӑварасси пирки пӗлтернӗ. Вӑл хӗрачана медицина организацийӗнче хӑварса хӑй киле кайнӑ.
Юрать, ачан телейӗ ҫумрах пулнӑ. Тепӗр хӗрарӑм, ачашӑн пачах ют ҫын, ун ҫине пӑхнӑ та ӑна хӑйӗн хӳттине илме шухӑшланӑ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ ҫемьере хӗрача валли пӗтӗм услови пур.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫпӳрт Салинче пурӑнакан хӗр Дарья Сорокина Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Мужское / Женское» программӑран пулӑшу ыйтнӑ.
17-ри пике ӗнентернӗ тӑрӑх, унӑн амӑшӗ эрех ӗҫет, хӗрарӑмӑн урӑ кунӗ сахал. Эрне ӗҫмесӗр пурӑнать те сиенлӗ ҫав йӑлапа каллех туслашать. Хӗр халӗ Ҫӗрпӳре общежитире пурӑнать. Килте амӑшӗпе, Людмила Григорьевнӑпа, пурӑнма май ҫук. Ашшӗ те ӗҫсе тарӑхтарнӑ.
Людмила Сорокина хӑйне лайӑх амӑшӗ тесе шухӑшлать. Хӗрӗ ҫамрӑклах эрех-сӑрапа туслашнине пӗлтерет. Каччӑсене ылмаштарать тесе ҫӗршыв илтмелле тӑван хӗрне ӳпкелет. Амӑшӗн чӗри кулянать, ҫавна май алли эрех черкки патне туртӑнать имӗш. Хӗр, чӑн та, йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем пулкаланӑ иккен. Ӗнер эфира тухнӑ кӑларӑмра ҫемьери пӑтӑрмаха тишкерчӗҫ.
Вӑрнар поселокӗнчи Дача урамӗ пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнченпе шывсӑр пурӑннӑ. Асӑннӑ уйӑхӑн 29-мӗшӗнче унта шыв пӑрӑхӗ ҫурӑлса кайнӑ. Вӑхӑт самай иртсен те яваплисем кӑлтӑка пӗтерме васкаман. Шыв пӑрӑхне хупса хунӑ та — ӗҫӗ-пуҫӗ пӗтнӗ. Ҫав урамра вара нумай ачалисен ҫӗр лаптӑкӗсем пулнӑ. Вӗсене ҫӗре ҫурт тума уйӑрса панӑ.
Шывсӑр пурӑнса ывӑннӑ ҫынсем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче ҫырма пуҫланӑ, прокуратурӑна ҫитнӗ.
Ҫынсен интересне хӳтӗлесе прокуратура суда ҫитнӗ. Суд Вӑрнар район администрацине Дача урамне шывпа тивӗҫтермелле тесе йышӑну кӑларнӑ. Вӑл хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Апла пулин те вырӑнти ҫынсем ку хыпаршӑн савӑннӑ, лав вырӑнтан хускаласса вӗсем халӗ тем пекех шанаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан ҫулталӑк ҫурӑри ача валли ҫемье шыраҫҫӗ. Кун пирки Мускав районӗн администрацийӗ пӗлтерет.
Ачан амӑшӗ пур-ха, анчах ӑна амӑшӗн прависӗр хӑварнӑ. Хӗрарӑм килтен час-часах тухса кайнӑ, арҫын ачана тивӗҫлӗ воспитани паман. Ашшӗ вара ҫук. Тӑванӗсенчен нихӑшӗ те пӗчӗкскере хӳтте илме килӗшмен, мӗншӗн тесен ача йывӑр чирпе нушаланать.
Администраци ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ача хастар, ҫынпа хутшӑнма юратать. Ӑна ҫемье ӑшши кирлӗ. Арҫын ачана телей парнелес килет-и? (8352) 23-52-33, 23-52-18 номерпе шӑнкӑравлӑр.
Чӑваш Енре пурӑнакансен ача ҫуратма тӑрать. Вӗсем ҫӗршывра паракан амӑш укҫине ҫеҫ мар, республикӑра уйӑраканнине те илейреҫҫӗ. Вӑл укҫана ҫемьере виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан параҫҫӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӗ. Унта вӑл хускатнӑ самантсенчен пӗри ачаллӑ ҫемьесемпе ҫыхӑннӑччӗ. Михаил Васильевич ачаллӑ ҫемьесене малашне республикӑн амӑш (ҫемье) капиталне хальхи пек 100 пин тенкӗ мар, 150 пин тенкӗ пама йышӑннине пӗлтерчӗ.
Аса илтерер: амӑшӗн капиталне Раҫҫейре 2007 ҫултанпа параҫҫӗ. 2015 ҫултанпа вӑл 453 026 тенкӗпе танлашать, мӗншӗн тесен унӑн виҫи тӑватӑ ҫул ӳсмен. Амӑшӗн капиталӗпе ҫурт-йӗре лайӑхлатма, ача вӗреннӗшӗн тӳлеме е амӑшӗн пенсине пысӑклатма пулать.
Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Энтриел ял тӑрӑхӗнче япӑх пурӑнакан ҫемьесенче рейд иртнӗ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра ятарлӑ комисси пӗр ҫемьере амӑшӗ ачана ӳсӗр арҫынсемпе хӑварнине тупса палӑртнӑ. Ҫавӑн чухне ача пиҫсе кайнӑ.
Йӗпреҫ район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, амӑшӗпе ачине Шупашкара Республикӑри ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ.
Ятарлӑ комисси Йӗпреҫ хула тӑрӑхӗнчи 5 ҫемьене те ҫитсе курнӑ. Кунта, телее, япӑх тӗслӗхсем тупса палӑртман.
Шупашкар районӗнчи Сарапакасси ял тӑрӑхне кӗрекен Ҫатракасси ялӗнче кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче нумай ачаллӑ ҫемье пушарта шар курнӑ. Инкек ҫемьен хуҫалӑхне кӗллентерсе ҫӗрпе танлаштарнӑ.
Кил хуҫи, Ольга Илларионова, ялта юлташӗсем патӗнче вӑхӑтлӑх тӗпленнӗ, ачисем — хулара, тӑванӗсем патӗнче.
Ҫемьене вырӑнти ял тӑрӑхӗ вӑхӑтлӑх икӗ вырӑн сӗннӗ: унчченхи ваттисен ҫуртне тата хваттерти пӳлӗме. Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хуҫи ваттисен ҫурчӗ пулнӑ ҫуртра ачисемпе пӗччен пурӑнма шикленет иккен, вӑл хваттерти пӳлӗме кайса пӑхасшӑн.
Ял ҫыннисем ҫемьене кӑштах пулӑшкаланӑ-ха. Пушарта нимсӗр юлнӑ йыша сӗтел-пукан, йӑлари техника таранах кирлӗ.
Ольга Илларионова Ҫатра Хочехматри шкулта директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑрӑшать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.