Мускавра пурӑнакан 9 ҫулти Алиса Теплякова пирки юлашки вӑхӑтра чылай МИХ хыпарларӗ пулӗ. Вӑл Мускаври патшалӑх университетне кӗме экзамен тытнӑ. Ача психологи факультетӗнче вӗренесшӗн иккен.
Ачана ятарлӑ программӑпа ашшӗ-амӑшӗ килте вӗрентнӗ. Алиса шкул программине ӑша хывса ӗлкӗрнӗ, экзаменсене аван тытнӑ.
Пултаруллӑ ачан кукашшӗпе кукамӑшӗ — Вера Ивановнӑпа Аркадий Евсеевич Миневичсем — Шупашкарта 40 ҫул ытла пурӑнаҫҫӗ иккен. Вӗсем кунта аслӑ шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн направленипе килсе ҫитнӗ. Чӑваш Енре мӑшӑрӑн икӗ хӗр: Жанна тата Наталия (Алиса Теплякован амӑшӗ) — ҫуралнӑ. Наташа та пӗчӗкренех ӑслӑ пулнӑ иккен. Вӑл механикӑпа математика факультететӗнчен вӗренсе тухнӑ, Финанс университетӗнчи магистратурӑра пӗлӳ илнӗ. Маларах банкра ӗҫленӗ.
Наташа пулас мӑшӑрӗпе Женьӑпа 2011 ҫулта паллашнӑ. Паян вӗсем 7 ача ӳстереҫҫӗ. Женя Мускаври патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫамрӑк мӑшӑр пӗр вӑхӑтра та Китайра та пурӑннӑ.
Кӗҫнерникун, ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ҫемьери хутшӑнусене психологпа сӳтсе явма май килӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн Юстицин патшалӑх комитечӗ «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче 15 сехетре ирттерӗ.
Тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче телейлӗ ҫемье пултӑр тесен мӗн пӗлмелли, кашӑк-тирӗк шӑкӑртатассипе мӗнпе ҫыхӑнни, пӗрне-пӗри итлеме тата илтме пӗлмелли тата ытти ҫавӑн йышши ыйтӑва хускатӗҫ.
«Вместе навсегда – высшая цель семейной жизни» (чӑв. Ҫемье пурнӑҫӗн тӗп тӗллевӗ — пӗрле яланлӑха) проектпа килӗшӳллӗн йӗркелекен уҫӑ эфира Марина Назарова ҫемье психолог тухӗ. Эфира ҫак каҫӑпа https://vk.cc/c4ooNS кӗме май килӗ.
Етӗрнере ҫемье ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Пушарта йӑлтах ҫунса кӗлленнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Пушар тухнине кӳршисем курнӑ та пушарнӑйсене чӗннӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм мунчаран тухса ҫурт ҫине куҫма пултарнӑ.
Ҫемьене халӗ тумтир кирлӗ. Пӗтӗмпе – 6 ҫын. Арҫын тата хӗрарӑм тумтирӗ, хӗрачасемпе арҫын ача валли тӑхӑнмалли кирлӗ. Ашшӗн ури калӑпӑшӗ – 43-мӗш, тумӗ – 50-52-мӗш. Амӑшӗн ури - 38-39-мӗш, тумӗ – 48-мӗш. Йӑмӑкӗн ури – 33-мӗш, тумӗ – 40-мӗш. Ҫемьери хӗрӗн ури 36-мӗш, тумӗ 46-мӗш. Арҫын ача 10-ра, 140 сантиметр ҫӳллӗш, ури – 36-мӗш калӑпӑшлӑ. 8 ҫулти хӗрачана та 30-31-мӗш калӑпӑшлӑ пушмаксем кирлӗ, хӑй 122 сантиметр ҫӳллӗш.
Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пушар тухнӑ хыҫҫӑн хулара инкеклӗ лару-тӑру режимӗ туса хунӑ.
Пушар утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 17 сехет те 45 минутра тухнӑ. Вут-ҫулӑм хулари Совет урамӗнчи 14-мӗш ҫуртра (вӑл общежити шутланать) алхаснӑ. Пушара 19 сехет те 30 минутра сӳнтернӗ.
Инкекре 1,3 пин тӑваткал метр лаптӑк ҫинче ҫивитти сиенленнӗ. Ҫынсем шар курман.
Ҫуртра пурӑнакансенчен 56 ҫынна, ҫав шутра — 12 ачана, эвакуациленӗ. 15 ҫынна, ҫав шутра 2 ачана, пурӑнмалли вӑхӑтлӑх вырӑна вырнаҫтарнӑ, ыттисем тӑванӗсем патне кайнӑ.
Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗрӗслеҫҫӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев та ҫивиттие вӑраха ямасӑр юсама хушнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин администрацийӗ «хӗрӳ лини» йӗркеленӗ. Унӑн номерӗ — 73-74-54.
Йӗпреҫ районӗнчи ҫемье пушар хыҫҫӑн ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Вӗсен пӳрчӗ юрӑхсӑра тухнӑ, йӑлтах ҫунса кайнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Паян ҫӗрле Йӗпреҫ поселокӗнче пушар алхаснӑ. Ҫур ҫӗр иртни 15 минутра Киров урамӗнчи ҫуртра ҫулӑм тухнине асӑрханӑ. Вут-ҫулӑм хуралтӑ таврашне те тӗп тунӑ. Ку кӑна мар, пушар кӳршисем патне те куҫнӑ, вӗсен ҫурчӗн тӑррине сиенлетнӗ.
Паян ҫӗрле Тӑвай районӗнчи Чутей ялӗнче агроферма ҫунни пирки пӗлтернӗччӗ.
Республикӑра паракан Амӑшӗн капиталӗпе ҫӑмӑл машина туянма ирӗк парӗҫ. Анчах ку ҫӗнӗлӗх 2022 ҫултан кӑна вӑя кӗрӗ.
Аса илтерер: ӑна виҫҫӗмӗш ачине ҫуратнӑ сахал тупӑшлӑ ҫемьесене параҫҫӗ. Унӑн виҫи 150 пин тенкӗпе танлашать. Унччен 100 пин тенкӗ пулнӑ.
Ку укҫапа ҫӑмӑл машина туянма ирӗк парӗҫ. Анчах пурӑнмалли условисене лайӑхлатмалла мар пулсан ҫеҫ ҫемьесем машинӑллӑ пулайӗҫ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗ утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Паян Шупашкарта «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ӑнӑҫлӑ ҫемье» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ.
Конкурса кӑҫал 14 ҫемье хутшӑннӑ. Чӑваш Ен чысне Шупашкарта пурӑнакан Львовсем хӳтӗлерӗҫ.
Икӗ куна пынӑ тупӑшӑва Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пӗтӗмлетрӗҫ.
Конкурса пӗтӗмлетиччен РФ Президенчӗн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи полномочиллӗ представителӗн заместителӗ Олег Машковцев Николайпа Татьяна Тихоновсене тата Эдуардпа Наталия Степановсене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденсемпе (ӑна пама Раҫҫей шайӗнче йышӑннӑ) чысларӗ. Шупашкарти Васильевсем тата Вӑрнар районӗнчи Немиловсем «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» ордена тивӗҫрӗҫ.
Конкурса хутшӑннӑ ҫемьесенчен тӑваттӑшне 4 номинацире чысларӗҫ. «Манӑн ҫемье – манӑн пуянлӑхӑм» номинацире Пенза облаҫӗнчи Валякинсене палӑртӗҫ, «Ҫемье – йӑла-йӗрке управҫи» — Чулхула тӑрӑхӗнчи Шутливсене, «Ырӑ чӗре» — Самар облаҫӗнчи Филипповсем, «Куракансем килӗштернӗ ҫемье» – Мордва Республикинчи Мещеряковсем.
Пӗрремӗш степеньлӗ диплома Пермь крайӗнчи 22 ачаллӑ Абакшинсем тивӗҫрӗҫ; иккӗмӗш степеньлине – Чӑваш Енри Львовсем, виҫҫӗмӗш степеньлине – Удмурт Республикинчи Корякинсем.
Паян, Пӗтӗм Раҫҫейре уявлакан Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшассипе ҫыхӑннӑ хушӑва алӑ пуснӑ.
Документра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, ҫул ҫитмен сакӑр е унран та ытларах ача ӳстерекен ҫемьесене 150 лаша вӑйӗнчен пӗчӗкрех двигательлӗ автомбильшӗн транспорт налукӗ тӳлеттермӗҫ. Ку йышӑну кӑҫалтан вӑя кӗрӗ.
Республикӑра паракан амӑш капиталне ҫитес ҫултан нумай ачаллӑ ҫемьесем автотранспорт туянма усӑ курайӗҫ. Унсӑр пуҫне нумай ачаллисене шкулта апат тӳлевсӗр ҫитерессине те пӑхса хӑварнӑ.
Маларах асӑннӑ тӗллевпе республика хыснинчен 120 миллион тенкӗ ытла уйӑрӗҫ.
Чӑваш Енрен Мускава ӗҫлеме тухса кайнӑ ҫемье асӑннӑ тӑрӑхра вӑрманта пурӑнать.
Василий ятлӑ арҫын унта пурӑнма тытӑнни ултӑ ҫул ытла иккен. Малтан ҫемье хваттер тара илсе пурӑннӑ, кайран, аренда хакланса кайсан, вӑрмана тухса утнӑ. Унта арҫын ал айӗнчи хатӗр-хӗтӗртен (пӗренепе полиэтиленран) пӗчӗк хуралтӑ туса лартнӑ.
Василий ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл та, унӑн арӑмӗ те ӗҫлеҫҫӗ. Вӑрманти хуралтӑра хӗл каҫма уйрӑмах йывӑр иккен. Хӗлле ҫемье газ баллонӗпе ӑшӑнать. Ҫутӑ валли мӑшӑр генераторпа усӑ курать. Апатланма ҫурма фабрикат туянаҫҫӗ: пельмен, хутаҫри яшка, котлет. Шыв ӑсма тата ҫӑвӑнма юханшыв хӗрне анаҫҫӗ. Вӑл ҫуртран 1 километрта вырнаҫнӑ.
Чӑваш Енрен мӗншӗн тухса кайнӑ тесе кӑсӑклансан Василий: «Унта нимӗнле ӗҫ те ҫук. Пачах та», — тесе хуравланӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан ҫамрӑк арҫын Геленджикра канас тенӗ. Краснодар крайӗнчи хулана тухса кайиччен вӑл уйрӑм ҫын ҫуртне броньленӗ. Ҫав ҫурт Хура тинӗс хӗрринче пулнӑ. Ҫуртшӑн каччӑ хакӑн пӗр пайне — 9 пин тенк — тӳлесе хунӑ.
Кавказ тӑрӑхӗнчи курорт хулине 24 ҫулти ҫамрӑк хӑйӗн ҫемйипе ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тухса кайма ӗмӗтленнӗ. Анчах шухӑшланӑ пек пур чухне те пулса пымасть те, кӑштахран ҫула тухаймассине ӑнланса илнӗ. Ҫурт хуҫине укҫана каялла тавӑрса пама ыйтнӑ. Анчах лешӗ килӗшмен. Тарӑхнипе каччӑ ӗнер йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Шупашкарти йӗрке хуралҫисем РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.