Патӑрьел районӗнчи нумай ачаллӑ ҫемьене ҫурт туса панӑ. Ҫакӑн пек телее Иванпа Тамара Чунчурскийсем тивӗҫнӗ. Вӗсем Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче пурӑнаҫҫӗ.
Патӑрьел район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Сӑкӑт тӑрӑхӗнче Чунчурскийсемччен те нумай ачаллисене патшалӑх шучӗпе ҫурт-йӗр хӑпартса панӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Асӑннӑ ял тӑрӑхӗнче ун пек ҫемьесен йышӗ тӑваттӑпа танлашнӑ.
Чунчурскийсем 6 ача ӳстереҫҫӗ. Иван Николаевич «Красная Знамя» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Халӗ вӑл — тивӗҫлӗ канура. Тамара Васильевна — кил хуҫи хӗрарӑмӗ, ҫул ҫитмен ачасене ӳстерет.
Ҫемьене пӳрт хӑпартса пама федераци хыснинчен 4 миллион ытларах тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫурт лаптӑкӗ 144 тӑваткал метр ытла.
Шупашкарти пульницӑна 6 ҫулти хӗрачана илсе килнӗ. Унӑн ӳт температури хӑпарнӑ. Ҫав вӑхӑтра вара амӑшӗ ӳсӗр пулнӑ. Ҫемьене ӑнӑҫсӑррисен йышне шута илнӗ.
Ача килте пулнӑ, унӑн ӳт температури хӑпарнӑ, амӑшӗ ӳсӗр пулнӑ. Полицин ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен пай инспекторӗ ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Амӑшӗ тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн, ачине тивӗҫлипе пӑхманшӑн протокол ҫырнӑ. Ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комисси ҫемьене шута тӑратма йышӑннӑ.
Чӑваш Енри виҫӗ ҫемьене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе чысланӑ. Сӑмах май, кунашкал наградӑна тӑватӑ е ытларах ачана воспитани паракан ҫемьесем тивӗҫеҫҫӗ.
Орден медальне Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Мешковсем илнӗ. Александрпа Валентина 17 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ, ултӑ ача ҫитӗнтереҫҫӗ. Ачисем маттур: конкурссене, олимпиадӑсене хутшӑнаҫҫӗ, кружоксемпе секцисене ҫӳреҫҫӗ. Мешковсем республикӑри конкурсра та палӑрнӑ.
Ҫавӑн пекех «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне Чӑваш Енре пурӑнакан Виктор тата Наталия Кротовсем, Алексей тата Наталия Шиловсем тивӗҫнӗ.
Шупашкарти Мир проспектӗнчи 21-мӗш ҫуртра пурӑнакансем кӳршисем тӗлӗшпе ҫӑхавласа ывӑнса ҫитнӗ. Лешсем хваттерне питӗ тирпейсӗр тытнӑ, ҫӳп-ҫаппа тултарнӑ.
Муниципалитет хваттерӗнче виҫӗ ҫынран тӑракан ҫемье пурӑннӑ. Вӗсем унта 1989 ҫултанпа тӗпленнӗ, анчах юлашки ҫулсенче хваттер свалкӑна ҫаврӑннӑ. Ҫавна май унтан ырӑ мар шӑршӑ кӗнӗ, хурт-кӑпшанкӑ ӗрченӗ.
Коммуналлӑ тӑкаксемшӗн парӑм пулман. Ҫапах суд социаллӑ найм килӗшӗвне пӑрахӑҫлама йышӑннӑ, пурӑнакансене урӑх хваттер памасӑр кӑларса янӑ.
Каласа хӑварар: ҫак хваттерпе «Шупашкарти ҫурт-йӗр фончӗн управленийӗ» икӗ ҫул ӗҫленӗ. Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче суда панӑ, кун хыҫҫӑн та лешсем хӑнк та туман. Суд иккӗмӗш хут пулнӑ, унта ҫемьене хваттертен кӑларса яма йышӑннӑ. Ҫемьен Хевеш урамӗнче те хваттер пур-мӗн.
Канашри Симӗс урамӗнчи 9-мӗш «а» ҫуртра пурӑнакансем, амӑшӗпе ачисем тата ватӑ ашшӗ-амӑшӗ, килте пулман. Вӗсем таврӑнсан ҫакӑн пек ӳкерчӗк курнӑ: пӳрте ишсе антарнӑ. Мӗн япали ку? Рабочисем йӑнӑшпа ишсе антарнӑ-мӗн. Чӑннипе вӗсен кӳрши ҫурта сӳтмелле пулнӑ. Ӑна авариллисен йышне кӗртнӗ, пурӑнакансене урӑх ҫӗре куҫарнӑ.
Ку пӑтӑрмах пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ: ку ҫурт та пурӑнма юрӑхсӑр иккен. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, ҫемьене черетсӗрех хваттер панӑ.
Чӑваш Енри чи лайӑх участковӑй Тӑвай районӗнче пурӑнать. Ҫапла палӑртнӑ ЧР Шалти ӗҫсен министерстви ирттернӗ он-лайн сасӑлава хутшӑннисем.
Тӑвай районӗнчи Николай Шамбулин «Народный участковый 2019» (чӑв. 2019 ҫулхи халӑх участковӑйӗ) Пӗтӗм Раҫҫейри конукрсӑн Чӑваш Енри тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ. Чӑваш Енри участковӑй Раҫҫерйи конкурса хутшӑнӗ.
Николай Шамбулин — полици капитанӗ. Шалти ӗҫсен пайӗнче 14 ҫул тӑрӑшать, ҫав шутран 10 ҫул ытларах — участковӑй пулса. Шамбулин участковӑй 6 ялти йӗркелӗхе тытса тӑрать. Унӑн участокӗнче 4200-е яхӑн ҫын пурӑнать. Пушӑ вӑхӑта вӑл ҫемьепе ирттерме кӑмӑлать. Инна мӑшӑрӗпе вӗсен 3 ҫулхи ывӑла, Димитрие, ӳстереҫҫӗ. Май килсенех Николай Шамбулин пулла каять.
Шупашкар тата Чӑваш епархийӗ сахал тупӑшлӑ ҫемьесене, пӗччен пурӑнкан ҫынсене тӳлевсӗрех ҫӗрулми леҫсе панӑ. Ҫапла майпа ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттернӗ.
Епархи пӗлтернӗ тӑрӑх, ку акцие ватӑ ҫынсем, сусӑрсем, сахал тупӑшлӑ тата нумай ачаллӑ ҫемьесем валли йӗркеленӗ. Вӗсем патне ыркӑмӑллӑх акци йӗркелӳҫисем ҫӗрулми илсе ҫитернӗ.
Чылай ҫемье патне епархи ҫыннисем хӑйсем ҫитнӗ. Аякри районсенче пурӑнакансем патне вара ҫӗрулмине социаллӑ пулӑшу паракан центрсем урлӑ илсе ҫитернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесене тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Ӑҫта? Ҫук, хула ҫывӑхӗнче мар, Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗпрел ялӗнче.
Ольга Чепрасова алӑ пуснӑ постановленире палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ ялта пӗтӗмпе 10-11 соткӑллӑ 50 лаптӑк уйӑрнӑ. Палӑртмалла: ку таранччен Спутник хулари нумай ачаллӑ ҫемьесем валли 253 ҫӗр лаптӑкӗ панӑ. Вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарта, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тата Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫамрӑксен поселокӗнче вырнаҫнӑ.
Ҫӗпрел ялӗ Ҫӗнӗ Шупашкартан ҫывӑхах мар: 120 ҫухрӑма 1 сехет те 40 минут каймалла. Автобуспа Шупашкарти автовокзалтан каяс тӑк 350 тенкӗ тӳлемелле.
Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ икӗ ҫемьен пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Вӗсене патшалӑх тӳлевсӗрех ҫурт туса панӑ. Кун пирки Улатӑр район администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ҫемьесем валли республикӑри «Ҫурт-йӗр хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси пирки» саккунпа килӗшӳллӗн туса панӑ. Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнче пурӑнакан 7 ачаллӑ ҫемье валли ҫурт тумашкӑн республика хыснинчен 1 миллион та 29 пин те 476 тенкӗ уйӑрнӑ. 6 ачаллӑ ҫемье валли вара 1 миллион та 343 пин те 581 тенкӗ уйӑрса панӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Пӑрачкав ялӗнче пурӑнакан 7 ачаллӑ ҫемьене те патшалӑх ҫурт туса пани пирки хыпарланӑччӗ.
Никита Тӗнчен ҫемйи мӗнле пурӑнать? Ӑҫта ҫитнӗ вӗсем? Кун пирки сайтра ҫак кунсенче ҫырман. Апла, Тӗнчесен ҫулҫӳревне пӑхса тухар.
Тӗнчесем Европӑна ҫул тухни пирки пӗлтернӗччӗ. Халӗ Никитӑпа Настя тата вӗсен пӗчӗк хӗрӗ Аяран Европӑран урӑх ҫӗрелле ҫул тытнӑ – вӗсем Африкӑна, Мароккӑна, каяҫҫӗ.
Пирӗн паталла хӗл ҫывхарать, Тӗнчесем вара ҫулталӑкӗпех ҫулла хуҫаланакан ҫӗршыва каяҫҫӗ. «Африкӑн ҫурҫӗр енче пулӑпӑр, питӗ интереслӗ, мӗн унта?» - ҫырнӑ Никита.
Тӗнчесен виза пӗтнӗ-мӗн, ҫавӑнпа Испанирен тухма тивнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.