Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре Комсомольски районӗнчи Йӳҫ Шӑхаль ялӗнче пӳрт ҫунма тытӑннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин специаличӗсем палӑртнӑ тӑрах, ҫулӑм электропралука пула тухнӑ.
Шел те, пушар нимӗн те хӑварман – пӳрт ҫунса кӗлленнӗ. Унта вара виҫӗ ачаллӑ ҫемье пурӑннӑ. Шӑпӑрлансем пурте пӗчӗк.
Нумай ачаллӑ ҫемье нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Халӗ вӗсене пулӑшу кирлӗ.
Германире пурӑнакан чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, «Ирӗклӗ сӑмах» сайта пуҫарнӑ Александр Савельевпа (Сантӑр Савкилта) мӑшӑрӗ Мария тата вӗсен ывӑлӗ тӑван ҫӗршыва таврӑнӗҫ. Ҫакӑн пирки Мария Фейсбукра пӗлтернӗ. Савельевсем Германие тухса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ хай вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер: Савкилта «Eurasia3angle» тӗпчевҫӗсен ушкӑнӗнче 2016 ҫултанпа ӗҫленӗ. Вӑл ушкӑн алтай чӗлхи мӗнле сарӑлнине тата мӗнле пулса кайнине тишкерес тӗллевпе йӗркеленнӗ, Германири Йена хулинче тӗпленнӗ.
Мария пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр арҫын пурнӑҫламалли виҫӗ тӗп тӗллеве виҫӗ ҫулта пурнӑҫланӑ: тӗрӗк чӗлхисен классификацийӗн йывӑҫне компьютер меслечӗпе хатӗрленӗ, ывӑлӑн ашшӗ пулса тӑнӑ, Мускавран 18 километрта хваттер туянмалӑх укҫа ӗҫлесе илнӗ.
Мария хӑй те ӗҫсӗр ларман. Ача пӑхнипех ҫырлахман вӑл. Виҫӗ ҫул каялла «хенде хох» тата и «Гитлер капут» тенисӗр пуҫне нимӗҫле тек ним пӗлменскер Германири университетра ӗҫлеме ирӗк илмелӗх ӑша хывнӑ, ҫавӑн ҫинчен калакан С1 сертификата тивӗҫнӗ. Сантӑр Савкилта вара акӑлчан чӗлхине ӑша тарӑннӑн илсе те ӗлкӗрнӗ.
Макаровсен ҫемйинче йыш палӑрмаллах хушӑннӑ: виҫӗреш ҫуралнӑ! Ачасем Президент амӑшлӑх центрӗнче кун ҫути курнӑ.
Макаровсен халӗ пилӗк ача. Виҫӗреш ҫӗртме уйӑхӗнче, срокран маларах, ҫуралнӑ. Пӗчӗскерсене нумаях пулмасть ҫеҫ киле илсе кайма ирӗк панӑ. Ачасем малтан реанимаци тата интенсивлӑ терапи уйрӑмӗнче пулнӑ, унтан тепӗр уйӑх амӑшӗ пӗрле выртнӑ. Пепкесем вӑй илсен киле илсе кайма ирӗк панӑ.
Амӑшӗ Оксана каланӑ тӑрӑх, тухтӑр виҫӗреш пулассине пӗлтерсен тӗлӗннӗ, анчах савӑннӑ. Палӑртмалла: кӑҫал пӗтӗмпе икӗ виҫӗреш кун ҫути курнӑ.
Ҫемьесене упраса хӑварас тӗллевпе Чӑваш Енре «Сохраним семью» (Чӑв. Ҫемьене упрар) проект пурнӑҫланать. Ӑна республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви шухӑшласа кӑларнӑ.
Проект тӗллевӗ — ҫемье ҫавӑракан мӑшӑрсене, уйрӑлас патне ҫитнӗ арӑмӗпе упӑшкине психологи пулӑшӑвӗ парасси. Проекта загс органӗсен ӗҫченӗсем, Шупашкарти Ҫул ҫитмен ачасене социаллӑ реабилитаци пулӑшӑвӗ кӳрекен центр психологӗсем, Шупашкарпа Чӑваш Ен епархийӗнче тӑрӑшакансем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем лекцисем вулаҫҫӗ, семинарсемпе психологи тренингӗсем ирттереҫҫӗ, ҫемьери хутшӑнусемпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе сӗнӳ-канаш параҫҫӗ.
Проекта пурнӑҫланӑ май шкул ачисемпе, студентсемпе тӗл пулаҫҫӗ, вӗсене те ҫемье пӗлтерӗшӗ пирки ӑнлантарасҫӗ.
Сӑмах май каласан, ҫемьесем арканасси пирӗн республикӑра юлашки 5 ҫулта пӗчӗк тесе ӗнентерет ЧР Юстици министерстви. Ҫемье арканнин 1000 ҫын пуҫне илнӗ кӑтартӑвӗпе пӗлтӗр пирӗн тӑрӑхри коэффициент 2,9 пулнӑ. Ку вӑл Федерацин Атӑлҫи регионӗнче чи пӗчӗкки иккен.
Нумай ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх ҫӗр пама тытӑннӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енре пурӑнакансем те ҫав пурлӑхлӑ пулса тӑчӗҫ. Саккун вӑя кӗнӗренпе 8 пине яхӑн ҫӗр илнӗ.
Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемьесен ытларах пайӗ, 64 проценчӗ, е 5162 ҫемье, ҫурт-йӗр хӑпартма лаптӑк илнӗ, пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ (2685 ҫемье, е 34 проценчӗ) — хушма хуҫалӑх тытма, 151 ҫемье — пахча вырӑнне усӑ курма.
Нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр илнӗ хыҫҫӑн малтанхи виҫӗ ҫулта ҫӗр налукӗ хурса памаҫҫӗ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче РФ Налук кодексне улшӑну кӗртнӗ. Вӑл налук ҫӑмӑллӑхӗпе ҫыхӑннӑ. Саккунта пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, виҫӗ е ытларах ача (вӗсем 18 ҫула ҫитиччен) ӳстерекен ҫемьесене ҫӗршӗн налук сахалтарах тӳлеттермелле.
2018 ҫултанпа Раҫҫейре пӗрремӗш ача ҫуратнӑшӑн пособи пама тытӑннӑ. Анчах ӑна илес тесен ҫемьен тупӑшӗ пурӑнма кирлӗ виҫерен 1,5 хут ытларах пулмалла мар. РФ Президенчӗ ҫитес ҫултан улшӑнусем пуласси пирки хушу алӑ пуснӑ.
2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче вӑя кӗрекен саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, пособие ача 3 ҫул тултариччен (унччен 1,6 тултариччен пулнӑ,) тӳлӗҫ. Ҫитес ҫултан ку пособие ытларах ҫемье тивӗҫӗ: тупӑш пурӑнма кирлӗ виҫерен 2 хут ытларах пулмалла мар.
Палӑртмалла: халӗ ку пособие 3628 ачана параҫҫӗ. Ҫитес ҫултан ҫак пособие тивӗҫекен ҫемьесен йышӗ 7600 ҫитме пултарать.
Чӑваш Енри пӗр хӗрарӑм упӑшки пулнӑ арҫына хӑратас тесе алимент шыраса илес тенӗ. Ҫав хут кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче Ҫӗмӗрле тата Пӑрачкав районӗсенче, ҫавӑн пекех Ҫӗмӗрле хулинче ӗҫлекен суд приставӗсем патне ҫитсе выртнӑ.
Хӗрарӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, 37 ҫулти арҫын — калама ҫук явапсӑр. Хӑй вахтӑпа ӗҫлеме ҫӳрет пулин те 7-ри ачине укҫа-тенкӗпе пулӑшмасть. Арҫын ӑҫта ӗҫленине пӗлменнине ӗнентернӗ хӗрарӑм.
Явапсӑрскерне суд приставӗсем (ара, арӑмӗ каланӑ тӑрӑх ҫапла пулса тухнӑ-ҫке) шырама пуҫланӑ. Арҫын килӗнчех, унта унчченхи арӑмӗпе пурӑнать сӑмах суд приставӗсен хӑлхине кӗнӗ. Вӗсем тӗрӗслеме кайнӑ. Алӑка уҫнӑ хӗрарӑм курман-илтмен тесе тунма пӑхнӑ-ха. Анчах приставсем ӗненмен. Чӑн та, арҫын килтех пулнӑ. Шкапра пытанса ларнӑ. Хӗрарӑм хистенипе кӗрсе ларнӑ иккен.
Алимент парӑмне пухса янӑ арҫынна приставсем тытса кайнӑ. Суд хайхине 10 талӑка хупма йышӑннӑ.
Упӑшка пулнӑ этеме пуҫиле ӗҫ пуҫарса явап тыттарассине илтсен хӗрарӑм алимент шыраса илмелли хута каялла илнӗ. Уйрӑлнӑ мӑшӑрӗпе иккӗш шӑкӑл-шӑкӑл пурӑннине пӗлтернӗ, малашлӑх планӗсемпе паллаштарнӑ. Упӑшка пулнӑскере хӑратас тесе ҫеҫ алимент шыраса илме йышӑннине каласа кӑтартнӑ.
Арӑмӗпе тата ҫулталӑкри хӗрӗпе тӗнче курса ҫӳрекен чӑваш велоҫулҫӳревҫи Никита Тӗнче хальхинче, аса илтерер, Финлянди енне ҫул тытрӗ. Ҫемье Финляндинчен тухса Швецие ҫитнӗ.
Никита Тӗнче Инстаграмра ҫырнӑ тӑрӑх, Швецинче ватӑ юман патӗнче чарӑннӑ май ӑна чӑваш юманӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Финляндинех таврӑнар-ха. Унта мӗнпур кӑтартӑва икӗ чӗлхепе: финла тата шведла — ҫыраҫҫӗ иккен. Турку — Швецин унчченхи тӗп хули. Ӑна шведсем йӗркеленӗ. Швед чӗлхи Финляндинче — фин чӗлхипе пӗр тан чӗлхе. «Кӑтартса ҫырнисене ҫавӑнпа та икӗ чӗлхепе ҫыраҫҫӗ. Пирӗн вара Чӑваш Енре чӑвашла ҫыраймаҫҫӗ» — тесе ҫырнӑ Никита хӑйӗн сайтӗнче.
«Раҫҫее юратмасть тесе шухӑшлама кирлӗ мар. Раҫсейӗпех ҫӳренӗ эпӗ. Унӑн вӗҫсӗр-хӗрсӗр уҫлӑхне, ҫыннисене питӗ юрататӑп. Анчах ҫынсене телейлӗ тата йӑлтах тӗрӗс пултарас килет. Тӑван ҫӗршыв вӑл — пӗр япала, патшалӑх вӑл тепӗр пулнине нихӑҫан та ан манӑр», — уҫӑмлатнӑ Никита Тӗнче.
Никита Тӗнче ҫемйипе Швецие ҫитнӗ. Аса илтерер: вӑл мӑшӑрӗпе Настьӑпа тата хӗрӗпе Аяпа велосипедпа ҫула тухнӑ.
Ҫемье кашни ҫӗршывра йӳнӗ е тӳлевсӗр пурӑнмалли кӗтес тупма тӑрӑшать. Стокгольмра вӗсене ӑннӑ – 72 ҫулти Кристиан Чӑваш Енри ҫынсене мӑнукӗсем вырӑннех йышӑннӑ. Арҫын тискер чӗрчунсене ҫӑлас енӗпе ӗҫлет. Кун пирки Никита Тӗнче хӑйӗн сайтӗнче ҫырса кӑтартнӑ.
Вӗсем акӑлчанла калаҫнӑ. Кристиан пӗчӗк Айӑна шведла калаҫма вӗрентнӗ. Настя вӗсем патӗнчен каяс умӗн борщ пӗҫерсе кӑтартнӑ. Кун пирки Кристианӑн мӑшӑрӗ тахҫанах ӗмӗтленнӗ-мӗн.
Тӗнчесем малалла ҫул тытнӑ. Вӗсем шыв хӗрринче чарӑнма тӑрӑшаҫҫӗ, мӗншӗн тесен Европӑра шӑрӑх тӑрать.
Чӑваш Енри хыснаран нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшас тӗллевпе 800 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кун пирки ТАСС пӗлтерет.
Палӑртмалла: пирӗн республикӑра нумай ачаллӑ 12 пин ытла ҫемье пурӑнать. Ку уйӑхра 3814 кунашкал ҫемье пособи илнӗ. Ку тӗллевпе хыснари 40 миллион ытла тенкӗ тӑкакланнӑ.
Правительство пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралнӑшӑн пособи тӳлемешкӗн 793,6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах ӑна пур ҫемье те тивӗҫеймест. Кунашкал пособие илес тесен ҫемье тупӑшӗ Чӑваш Енре пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ укҫа виҫинчен ытларах пулмалла мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.