Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунне уявлаҫҫӗ. Ҫемье ҫирӗп пулсан ҫӗршыв та ҫирӗп пулӗ. Ҫемье институчӗн сумне ӳстерес тӗллевпе юлашки ҫулсенче ҫӗршывра самай тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑ ачаллӑ ҫемьесене пулӑшнинче уйрӑмах сисӗнет.
Ҫемье кунне Чӑваш Енри икӗ ҫемье уйрӑмах пысӑк хавхаланупа кӗтсе илӗ. Вӗсене орден пама йышӑннӑ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ 97-мӗш номерлӗ хушура пирӗн тӑрӑхри икӗ ҫемьене чыслама йышӑннӑ.
«Юратупа шанчӑклӑхшӑн» ордена Шупашкарта пурӑнакан Виталий Павловичпа Полина Александровна Васильевсем тата Вӑрнар районӗнчи Александр Ивановичпа Мария Андреевна Немиловсем тивӗҫнӗ.
Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штата кайса тӗпленнӗ чӑваш велоҫулҫӳревҫин Никита Тӗнчен пурнӑҫӗ ҫинчен эпир тӑтӑшах пӗлтерсе тӑратпӑр. АПШра чухне ҫемьере тепӗр ача, ывӑл, ҫуралнине те хыпарланӑччӗ.
Паян Никита ҫемье каллех йышланнине пӗлтернӗ. Анчах хальхинче сӑмах ачапа ҫыхӑнман. Кил хуҫи машина туяннӑ. Пилӗк метр тӑршшӗ «Toyota Avalon» седан. Вӑл виҫҫӗмӗш ӑрури машина шутланать. Машинӑн двигателӗ — 2GR FE 3,5 L. Автомобиле 2007 ҫулта туса кӑларнӑ. Пурӗ 211 000 милӗ чупнӑ. Никита пӗлтернӗ тӑрӑх, Америкӑри виҫепе ку вӑл питех те сахал.
«Машина шырама ман вӑхӑт пулман. Куҫ умне пулнӑ пӗрремӗш лайӑх варианта туянтӑм. Кузовӗ питӗ лайӑх — ҫавӑ маншӑн пӗлтерӗшлӗ», — тесе ҫырнӑ Тӗнче Фейсбукра.
РФ Президенчӗ Владимир Путин ачаллӑ ҫемьесене тата ача кӗтекен хӗрарӑмсене укҫан пулӑшасси ҫинчен хушу алӑ пуснӑ. Кун пирки ТАСС пӗлтерет.
Аса илтерер: Владимир Путин ку категорие кӗрекен ҫынсене укҫа парасси пирки Федераци Канашне янӑ ҫырура каланӑччӗ. Хушупа килӗшӳллӗн, утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа тулли мар ҫемьере ҫитӗнекен 8-17 ҫулсенчи ачасемшӗн уйӑхсерен пособи парӗҫ. Ку ачана уйӑхра пурӑнма кирлӗ чухлӗ виҫен ҫуррипе танлашать. Раҫҫейре вӑтамран – 5600 тенкӗ.
Пепке кӗтекен хӗрарӑмсене, шута 12 эрнеччен тӑракансене, уйӑхсерен пурӑнма кирлӗ виҫен ҫуррине тӳлеме тытӑнӗҫ. Авӑнӑн 1-мӗшӗнчен 7 ҫул тултарман ачапа больничнӑй илнӗшӗн ӗҫ укҫине 100 проценчӗпех тӳлӗҫ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енри икӗ ҫемьене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа чысланӑ. Сумлӑ наградӑна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Степановсем тата Шупашкарти Терентьевсем тивӗҫнӗ.
Степановсем 27 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем 7 ачана воспитани параҫҫӗ, вӗсенчен иккӗшӗ 18 ҫултан иртнӗ. Ҫемье пуҫӗ Эдаурд – харпӑр усламҫӑ, строительство тытӑмӗнче ӗҫлет. Мӑшӑрӗ Наталья та усламра тӑрӑшать, массаж тӑвать.
Терентьевсем 24 ҫул пӗрле. Вӗсен 11 ача, виҫҫӗшӗ – 18 ҫул тултарнӑ. Упӑшки Владимир ачасене пӑхать, арӑмӗ ача садӗнче кӗҫӗн воспитательте тӑрӑшать.
ЧР Правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесен йышӗ ӳснӗ. Ҫемьере 9 е 10 ача ӳсекен тӗслӗхсем те пур.
Кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсене шута илсен, республикӑра нумай ачаллӑ ҫемьесен йышӗ палӑрмаллах нумайланнӑ. Ку тапхӑрта виҫӗ ачаллӑ 835 ҫемьене шута илнӗ. 182 ҫемьере тӑваттӑмӗш пепке ҫуралнӑ. Пӗлтӗр вӗсен йышӗ сахалрах пулнӑ: 787 тата 161.
Шупашкарти Калинин районӗнче тата Ҫӗмӗрлере ҫак тапхӑрта 10-мӗш ача ҫуралнине шута илнӗ. Шупашкарти Мускав районӗнче тата Ҫӗрпӳ районӗнче 9-мӗш пепке кун ҫути курнӑ ҫемьесем пур.
Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин Федераци Канашне Ҫырупа тухрӗ. Мӗнле ҫӗнӗлӗхсем кӗтеҫҫӗ ҫӗршыв ҫыннисене?
Президент шкула каякан кашни ачашӑн 10 пин тенкӗ пама сӗнчӗ. Ку йыша 1-мӗш класа кайма хатӗрленекенсем те кӗреҫҫӗ. Тӳлеве ҫурла уйӑхӗн варринче парӗҫ.
Ашшӗсӗр е амӑшӗсӗр ӳсекен 8-16 ҫулсенчи ачасене утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 5650 тенкӗ /Раҫҫейри вӑтам виҫе/ пама йышӑнчӗ. 7 ҫул тултарман ачашӑн илнӗ «больничнӑя» ӗҫ стажне пӑхмасӑрах шалӑвӑн 100 процентне тӳлес ыйтӑва ҫитес вӑхӑтра татса пама шантарчӗ.
Ача кӗтекен хӗрарӑмсене те пулӑшӗҫ. Малтанхи вӑхӑтрах шута тӑнӑ, пурнӑҫра йывӑрлӑха лекнӗ хӗрарӑмсене уйӑхсерен укҫа тӳлӗҫ. Раҫҫейре ку виҫе вӑтамран 6500 тенкӗпе танлашӗ.
Владимир Путин Правительствӑна ачаллӑ ҫемьесене пулӑшмалли мерӑсене утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен хатӗрлеме хушнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫул ҫитмен ачасен социаллӑ реабилитаци центрне хулари ӗҫекен пӗр ҫемье пирки систерекенсем тупӑннӑ. Евитлекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗчӗк хӗрачан ашшӗ-амӑшӗ ӗҫкӗпе иртӗхет, хайхисем ниҫта та ӗҫлемеҫҫӗ.
Социаллӑ учреждени специалисчӗсем вырӑна тухса кайнӑ. Чӑн та, суйса хыпарламан иккен. Ҫемьене тата ачасене социаллӑ пулӑшу паракан пай специалисчӗсем ҫитнӗ вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ ӳсӗр пулнӑ, килте хӑтсӑрлӑх тата тирпейсӗрлӗх хуҫаланнӑ, аслисем вӗри апат та пӗҫермен. Учреждени специалисчӗсем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Ачана реабилитаци центрне илсе кайнӑ.
Ачасӑр юлнӑ ашшӗ-амӑшӗпе специалистсем ӗҫленӗ. Ҫине тӑни сая кайман. Амӑшӗ наркологи диспансерӗнче сипленме килӗшнӗ, ашшӗ ӗҫе вырнаҫнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ачана ҫемьене, ашшӗ-амӑшне, тавӑрса панӑ.
Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарти нумай ачаллӑ ҫемьере чутах пысӑк инкек пулман. Вӗсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ.
Ҫемье Кӗремечке урамӗнче пурӑнать. Ашшӗ-амӑшӗ тата виҫӗ ачи харпӑр ҫуртра сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Ачасене пульницӑна илсе кайнӑ. Аслисем те Васкавлӑ медпулӑшу пульницин токсикологи уйрӑмӗнче выртаҫҫӗ. Вӗсен сывлӑхӗ питех йывӑр мар.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗтӗм тухмалли вырӑн хупланса ларнӑ. Ҫавна май килте газ пухӑннӑ. Хальлӗхе ҫурта газ пымалла мар тунӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче нумай ачаллӑ виҫӗ ҫемьене социаллӑ тӳлев илме май паракан свидетельство тыттарнӑ. Унпа килӗшӳллӗн куҫарнӑ укҫапа ҫемьесем пурӑнмалли кӗтес туянма е хӑйсем ҫурт лартма пултараҫҫӗ.
Халӗ свидетельствӑна тивӗҫнисен ятарлӑ банк счечӗ уҫмалла, унта кайран социаллӑ тӳлев укҫи куҫӗ. Анчах кил-ҫурт туяннине ӗнентерекен документа банка тӑратсан ҫеҫ ҫемье унпа усӑ курма пултарать.
Свидетельствӑпа 7 уйӑх иртиччен усӑ курмалла. Ку тапхӑрта мӑшӑрӑн хваттер тупма, суту-илӳ килӗшӗвне тума, хваттере куҫман пурлӑхӑн пӗрлехи патшалӑх реестрӗнче регистрацилеме ӗлкӗрмелле.
Ҫӗнӗ Шупашкарта кӑҫал кун пек йӗкӗреш иккӗмӗш хут ҫеҫ ҫуралнӑ. Хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗмӗш ҫемьере хӗрпе ывӑл кун ҫути курнӑ.
Ачасене пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче регистрациленӗ. Павелпа Екатерина Бочкинсен халӗ 5 ача. Аслисем Илья, Евгений тата Мария – аслисем. Халӗ вара Романпа Ольга ҫуралнӑ. Пепкесем кашнийӗ 3 килограмм ытла пулнӑ.
ЗАГС ӗҫченӗсем Бабочкинсене телей, анӑҫу, ҫемьере ӑнлану суннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.