Чӑвашлӑх
![]() Малтанхи ларури сӑн / Тимӗр Акташ тунӑскер Ҫак кунсенче Наци вулавӑшӗнче Тӗп ваттисен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Тимӗр Акташ журналист каласа панӑ тӑрӑх унта тӗрлӗ ыйтусем ҫӗкленӗ. Чи малтанах шурсухалсем ҫитес ҫулхи плана мӗн кӗртмеллине сӳтсе явнӑ. Кӑҫал «Кӗр сӑри» лайӑх иртнине шута илсе чӑвашсен уявӗсене малалла та аталантарма шутларӗҫ. Тӗп ваттисен канашне ҫырусемпе сӗнӳсем килсе тӑраҫҫӗ. Ларура вӗсене пӑхса тухнӑ. Тӗслӗхрен, Муркаш районӗнче ҫуралнӑ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗ ятне тивӗҫнӗ Алексеевсен пӗртӑванӗсене мӗнле те пулин асӑмра хӑварасси пирки. Ҫыру авторӗ Г. Михайлов вӗсен ячӗпе пӗр-пӗр шкула ят пама е Шупашкарта палӑк лартма сӗннӗ. Ку ыйтупа патшалӑх влаҫӗ патне тухма шутларӗҫ. Тепӗр ҫыру якутсенчен килнӗ — икӗ халӑх хушшинчи ҫыхӑнӑва аталантарма сӗннӗ. Ваттисен канашӗ автора хурав панӑ пулин те ҫак ыйтупа Культура министерствипе калаҫма йышӑнчӗҫ. Ваттисен канашӗ ячӗпе килнӗ ытти ҫырусем те пулнӑ пулине те вӗсене тепӗр лурура пӑхса тухма шутларӗҫ. Ларура Чӑваш Республикин Элтеперӗ ҫумӗнче тепӗр ваттисен канашне туса хунине те сӳтсе явнӑ. Аса илтеретпӗр, ҫӗнӗ пӗрлешӗве юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче йӗркелерӗҫ. |
Чӑвашлӑх
![]() Ку тахҫантанпах кӗтнӗ пулӑм. Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмине сасӑпа вуласа аудикокӗнеке кӑларассине унччен те пӗлтерсе тӑнӑччӗ. Халӗ аудиодиск «Книжные новинки» лавккасенче сутлӑха тухнӑ. Кун пирки Чӑваш кӗнеке издательстви хыпарлать. Комплекта 2 диск кӗрет. Пӗри – чӑвашла, тепри – вырӑсла. Диска 350 тенкӗпе сутнине пӗлтереҫҫӗ. Вырӑсла диск 1 сехет те 33 минута тӑсӑлать. Унта автора Михаил Ефремов паллӑ актер вулать. Нарспи амӑшне – Лариса Родик, Нарспие – Диана Яковлева, Сетнера – Николай Ефремов, Михетера – Василий Куприянов, кӳрше – Людмила Коземир, Сетнер амӑшне – Людмила Коземир, Нарспи тусне – Наталья Ромашенко, сиплевҫе – Василий Куприянов, Тӑхтамана – Александр Тырлов, Сенттие – Наталья Ромашенко, арҫынна Бурис Кукин вулаҫҫӗ. Чӑвашла диск 1 сехет те 18 минута тӑсӑлать. Унта автор сӑмахӗсене Николай Сергеев вулать. Нарспи амӑшне – Ирина Архипова, Нарспие – Татьяна Володина, Сетнера – Николай Тарасов, Михетера – Валерий Карпов, кӳрше – Валентина Ситова, Сетнер амӑшне – Валентина Ситова, Нарспи тусне – Ольга Мацуцина, сиплевҫе – Петр Садовников, Тӑхтамана – Владимир Григорьев, Сенттие – Алевтина Семенова, арҫынна Владимир Григорьев вулаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш ССРӗн халӑх депутачӗсем 25 ҫул каялла Чӑваш ССРӗн Аслӑ Канашӗн иккӗмӗш сессийӗнче — вӑл 1990 ҫулхи юпан 24–27-мӗшӗсенче иртнӗ — республикӑри чӗлхесем пирки калакан саккуна пӗрремӗш хут йышӑннӑ. Депутатсен пухӑвӗ ӑна пӑхса тухса юпан 27-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Чӳкӗн 2-мӗшӗнче вара саккун чӑвашла «Коммунизм ялавӗнче», вырӑсла «Советская Чувашия» хаҫатсенче пичетленсе тухнӑ. Хальхи «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккунпа танлаштарсан вӑл чӑваш чӗлхине самай пысӑк ирӗксем панӑ. Тӗслӗхрен, унпа килӗшӳллӗн хальхи вырӑнти ял тӑрӑхӗсенче ҫыру ӗҫне чӑвашла туса пыма тивнӗ пулӗччӗ. Ҫавӑн пекех Чӗлхесем пирки калакан саккунӑн 1990 ҫулхи вариантӗнче чӑваш чӗлхине пропагандӑлас, ӑна аталантарас тӗлӗшпе самай пысӑк ирӗклӗх панӑ пулнӑ. Аса илтеретпӗр, хальхи «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккуна 2003 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Николай Фёдоров Президентра ларнӑ вӑхӑтра йышӑннӑ. Унтанпа вӑл та чӑваш чӗлхине хӳтӗлес енчен ҫулран ҫул самай хавшаса пынӑ. Улшӑнусене 2008, 2011, 2014 ҫулсенче кӗртнӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() Иркутск облаҫӗнчи Зима районӗнче чӑваш чӗлхине уроксем хыҫҫӑн вӗрентме тытӑннӑ. «Чӑваш халӑхӗн ҫӑлкуҫӗсем» ят панӑ урок хыҫҫӑнхи занятисене унти Масляногорскри вӑтам пӗлӳ паракан шкулта йӗркеленӗ. Хальхи вӑхӑтра 15 ытла ача чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе кӑсӑкланать, ӑна ӑша хывать. Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗ занятисене шкулта кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче йӗркелесе янине хыпарлать. Урока 5-мӗш класра вӗренекенсемпе ирттереҫҫӗ. Заняти вӑхӑтӗнче ачасем чӑваш чӗлхипе, культурипе, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе паллашаҫҫӗ. Кайран занятисене Новолетники ялӗнчи шкулта та йӗркелесшӗн. Унсӑр пуҫне вырӑна тухса Балаганск, Тайшет, Зима районӗсенчи ачасемпе уроксем ирттерме шухӑшлаҫҫӗ. Шкулсенче чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе ачасене паллаштарасси маларах асӑннӑ «Юлташ» автономи пуҫарнипе пурнӑҫа кӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() 25 ҫул каялла Чӑваш Совет Социализмла Республикин патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен калакан Декларацине йышӑннӑ. Ку 1990 ҫулхи юпан 24-мӗшӗнче иртнӗ Аслӑ Канаш депутачӗсен пухӑвӗнче пулса иртнӗ. Ҫак куна паллӑ туса паян чӑваш халӑхӗн хастарӗсем темиҫе вырӑна ҫитсе чечек хучӗҫ. Чи малтан Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши палӑкӗ умӗнче пухӑнчӗҫ. Чечек хурас умӗн темиҫе ҫын сӑмах тухса каларӗҫ. Вӗсен шутӗнче Николай Лукианов, Фёдор Мадуров, Тимӗр Тяпкин, Олег Цыпленков тата ыттисем пулчӗҫ. Вӑл вӑхӑтра ҫак декларацие йышӑнас ӗҫре самай вӑй хунисем те тухса сӑмах каларӗҫ. Фёдор Мадуров хӑйӗнпе пӗрле хатӗрлесе илсе килнӗ халӑх пухӑвӗн резолюцине вуласа пачӗ. Пухӑннӑ халӑх вара ӑна тӳрлетӳсем кӗртнӗ хыҫҫӑн йышӑнма килӗшрӗ. Вырӑнта тӳрех алӑ пусакансем те чылай пулчӗҫ. Унтан чӑваш хастарӗсем тепӗр тӑватӑ вырӑна ҫитсе чечек хучӗҫ: Богдан Хмельницкий урамӗнче вырнаҫнӑ ҫӑвара, Ҫӗнтерӳ Паркӗнчи Ӗмӗр-ӗмӗр ҫунакан ҫулӑм патӗнче, Республика тӳремӗнчи Ленин палӑкӗ умӗнче тата ҫавӑнтах вырнаҫнӑ чӑваш ялавӗн флагштокӗ патӗнче. |
Чӑвашлӑх
![]() Шупашкарта Иван Яковлев Вӗрентекенӗмӗр ячӗпе митинг ирттерме палӑртнӑ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫуттакӑларуҫӑн скверӗнче хулари инеллигенци пухӑнӗ. Митинг юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче скверти Иван Яковлев палӑкӗ умӗнче иртӗ. Вал Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ. Мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ. Сквера студентсемпе шкул ачисем, вӗрентекенсем, поэтсем, ҫыравҫӑсем, пултарулӑх интеллигенцийӗ пухӑнӗ. Сӑмах май, ҫак кунах Иван Яковлев ҫуралнӑ тӑрӑхра, Тутар Республикинчи Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушки ялӗнче, Вӗрентекенӗмӗре асӑнса мероприяти иртӗ. Яковлев Иван Яковлевич 1848 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1930 ҫулхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Мускавра вилнӗ. Ун вил тӑпри Мускаври Ваганьково ҫӑви ҫинче выртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() ЧПГӐИ директорӗ Юрий Исаев тата Эльвира Булатова Ӗнер иртнӗ Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн ларӑвӗнче тепӗр ыйтӑва та хускатнӑччӗ: чӑваш чӗлхипе хӑш хутсене кӑларса йӗркелесси пирки. Ку ӗҫпе тӳре-шара пуҫ ватни ҫинчен ларӑва ятарласа чӗннӗ Булатова Эльвира Александровна каласа пачӗ. Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗпе ӗҫлекен сектор ӗҫтешӗ Раҫҫейри ытти республикӑсенче ку тӗлӗшпе саккунсем мӗнле пулнине паллаштарчӗ, пухӑннисенчен хӑш хута чӑвашла тума сӗнесси пирки ыйтрӗ. Комисси пайташӗсем вара ҫак хутсене чӑвашла тивӗҫтерме сӗнчӗҫ: ЗАГС паракан хутсене (ҫурални, мӑшӑрланни тата вилни ҫинчен пӗлтерекеннисене /вӗсемпе халӗ те тивӗҫтереҫҫӗ/), республикӑна пӑхӑнакан вӗренӳ учрежденийӗсем паракан вӗренӳ аттестачӗсене икӗ чӗлхепе. Паспортри чӑвашла вкладыша вара ҫын ыйтсан чӑвашла тивӗҫтерме сӗнчӗҫ. Ларура вкладыш епле пулмалли пирки те сӑмахларӗҫ. Ӑна хӑй вӑхӑтӗнче тума та пуҫланӑ, анчах ларӑва хутшӑннӑ тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак ӗҫе вӗҫне ҫитереймен. Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫтешӗ Геннадий Дегтярёв ҫав вӑхӑтри хутсене ҫӗклесе вкладышӑн шаблонне тупса ӑна тӳре-шарасене тивӗҫтерме шантарчӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш наци культурин «Сӑвар» фончӗпе пӗрле чӑвашла календарь кӑларасси пирӗн йӑлана кӗчӗ теме пулать. Чи пирвайхи хут 2012 ҫул валли кӑларнӑ хыҫҫӑн кашни ҫулах ҫак ӗҫе тӑватпӑр. Кӑҫал та ҫак йӑларан хӑпас темерӗмӗр, пиллӗкмӗш хут пичетлерӗмӗр. 2016 ҫулхи кунталӑка (календаре, эппин) эпир икӗ вариантпа хатӗрлерӗмӗр: пӗри пӗлтӗрхи пекех, тепри вара — «Паянхи улӑпсем» ятлӑ. «Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкӗ» ятлӑскерӗ малтанхи ҫултисенчен ытлашшиех уйрӑлса тӑмасть — унта чӑваш уявӗсене палӑртнӑ, официаллисене те манман. Ҫавӑн пекех тепӗр пайӗнче чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗнчи XIX-XXI ӗмӗрсенчи паллӑ кунӗсене кӑтартнӑ. «Паянхи улӑпсем» календарьте вара паян пурӑнакан чи сумлӑ чӑваш халӑхӗн ывӑлӗсен портречӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсен ячӗсем самай паллӑ пулин те пӗлменнисем те ҫук мар. Ҫапла май ҫакӑн йышши календаре «Сӑвар» фонд кӑларас терӗ те. Чӑваш халӑх сайчӗ вара ҫак ӗҫе йӗркелесе пачӗ. Ку календарьте вырнаҫнӑ: Иван Христофоров, Юхма Мишши, Праски Витти, Анатолий Кипеч, Виталий Станьял, Фёдор Мадуров, Николай Егоров (ҫуралнӑ кунсем тӑрӑх йӗркеленӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӗмпӗр хулинчи культура ҫуртӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата Чӑваш Республикинчи ӑстасем хатӗрленӗ япаласене, халӑх стилӗпе хатӗрленӗскерсене, кӑтартӗҫ. Унта чӑваш наци костюмне халалланӑ «Нарспи» фестивалӗ иртӗ. Ӑна К.Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Фестиваль пӗрремӗш хут иртӗ. Ӑна наци тумне аталантарас, ӑстасене тупса палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Унта ӳнерҫӗсен, ӑстасен чи лайӑх коллекцийӗсене кӑтартӗҫ. Вӗсен йышӗнче Зинаида Вороновӑн ӗҫӗсем те пулӗҫ. Ҫавӑн пекех фестивальте «Паха тӗрӗ» фабрика ӗҫӗсем те пулӗҫ. фестивале Чӑваш Енри «Асамат» эстрада ушкӑнӗ те хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш наци музейне хӑнасем час-часах килеҫҫӗ. Тӗрлӗ ҫӗршыв ҫыннисем кӗрсе тухаҫҫӗ унта. Нумаях пулмасть Наци музейӗнче интереслӗ хӑна пулса курнӑ. Румынири таврапӗлӳҫӗ Левенте Борбей музейпа паллашнӑ. Археологи тата авалхи истори секторӗн заведующийӗ Александр Волков аякран килнӗ хӑнана Чӑваш Ен историйӗпе, халӑх мӗнле пулса кайнипе паллаштарнӑ. Хӑнана Атӑлҫи Пӑлхар территорийӗсен картти уйрӑмах кӑсӑклантарнӑ. Левенте Борбей «История чувашского народа и Чувашского края с IX в. до начала ХХ в.» экспозицири карттӑн цифра копине пама ыйтнӑ. Вӑл ыйтнине тивӗҫтернӗ. Левенте Борьей музей ӗҫченӗсене чӗререн тав тунӑ. Вӗсем тӑван халӑх историне хисепленӗрен кӑмӑллӑ юлнӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |