Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗрпӳ районӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем К.В. Иванов ҫуралнӑранппа 125 ҫул ҫитнине халалласа «Ҫакӑ тӗнчере вӑйли ҫук та этемрен» темӑпа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ. Конференцие Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлпа ӳнер академийӗн чӑн пайташӗ, тавра пӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи, Николай Казаков ҫыравҫӑ, Чӗмпӗр облаҫӗнчи хастар таврапӗлӳҫӗ Николай Кирюшин, Василий Журавлев паллӑ сӑвӑҫ тата Аслӑ Нагаткинти вӑтам шкул вӗрентекенӗ Лидия Ярославская хутшӑннӑ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи хӑнасене Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн, вӗренӳпе социаллӑ политика пайӗн пуҫлӑхӗ Алла Волчкова Тав хучӗпе чысланӑ, пӗрле ӗҫлесе пыма ырлӑх-сывлӑх суннӑ. Хӑнасем те, вӗрентекенсем те мероприятипе кӑмӑллӑ юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Вӑрнарти клубра чылай кӗтнӗ премьера тинех сцена ҫине тухнӑ. Унта Константин Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх спектакль лартнӑ. 2015 ҫула К.Иванов ҫулталӑкӗ тесе пӗлтерсенех халӑх театрӗн режиссерӗ Галина Иванова районти культура обществисене явӑҫтарса классикӑн поэми тӑрӑх спектакль хатӗрлеме шутланӑ. Репетицисем тӑватӑ уйӑх ытла иртнӗ. Премьерӑна 70 ытла артист хутшӑннӑ. Спектакле халӑх питӗ лайӑх йышӑннӑ. Ӑна депутатсем те ырланӑ. Нарспи рольне Галина Блинова вылянӑ, Сетнера вара — Владимир Димитриев. Тӑхтаман Иван Комаров пулнӑ, Сентти — Геннадий Никитин, Михетер — Валерий Кураков, унӑн арӑмӗ — Надежда Куракова, Сетнер амӑшӗ — Надежда Захарова. Ял халӑхне калӑпланма ытти ҫынсем пулӑшнӑ. Спектаклӗн сасӑ режиссерӗ — Павел Васильев, декораторӗ — Виктор Попов, операторӗ — Игорь Сидоров. Сӑнсем (16) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленӗ йыш вилӗмсӗр "Нарспи" поэма авторӗн К.В. Ивановӑн ҫулталӑкне халалланӑ мероприятие ирттерме анлӑ мероприяти ирттерме классик ҫуралнӑ яла, Пушкӑртстанри Слакпуҫ ялне тухса кайӗ. Унта "Силпи-2015 фестиваль" иртмелле. Шупашкартан ҫула тухакан и60 ытла ҫын хушшинче Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗ Николай Угаслов, унӑн пӗрремӗш ҫумӗ Валерий Клементьев, президиум пайташӗсем, комитетсен хастарӗсем, вӗрентекенсем, халӑх ӑстисем, эстрада юрӑҫисем пулассине пӗлтереҫҫӗ. ЧНКн районсенчи уйрӑмӗсем те те Слакпуҫне ҫитсе килӗҫ. Программӑпа http://www.chnk.ru/a/documents/32.html каҫӑпа кӗрсе паллашма май пурри пирки пӗлтернӗ Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫак эрнере Чӑваш наци конгресӗн Ваттисен канашӗпе Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн Ваттисен канашӗ тӗп хулари урамсене, парксемпе чарӑнусене тӗрӗсленӗ. Ҫула тухнисен тӗллевне конгресӗн пресс-служби ҫапларах ӑнлантарать: часах Республика кунне, Акатуя тата тӗнче шайӗнчи спорт ӑмӑртӑвне сумлӑ хӑнасем килмелле, тӗп хуламӑра чи таса та хӑтлӑ тесе шутлатпӑр пулин те «пурнӑҫ курнӑ ҫынсен куҫне ҫитменлӗхсем те курӑнаҫҫӗ». Шупашкарти Афанасьев урамӗ чарӑнӑва ислен унта тротуарсене тирпей-илем кӳмен имӗш, студентсем иртсе ҫӳрекен вырӑна Литература ҫулталӑкне кӑтартакан палӑртакан баннерсем вырнаҫтарман. Туберкулезран сиплекен диспансера сывӑ ҫынсенчен нимӗнле кратапа уйӑрманни те шур сухалсене тӗлӗнтернӗ. Ватӑсем ҫав сывату ҫурчӗ патӗнчен иртсе ҫӳрекен студентсен сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ иккен. «Шупашкара – 500 ҫул» паркра чӑваш сӗмӗ туйӑнманни пӑшӑрхантарнӑ. Пырса кӗнӗ ҫӗрте ларакан кивелсе кайнӑ палӑк та ЧНК Ваттисен канашӗн пайташӗсене килӗшмен. Гузовский вӑрманне те кӗрсе тухнӑ. Анчах таса марришӗн чуна ыраттараҫҫӗ иккен тӑнлав пас тытнӑ ватӑсем. Ятснее чӑвашла ҫырманни пирки те сӑмах хускатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Элӗк районӗнчи Кӗҫӗн Тӑван ялӗнче чӑвашсен юрӑ уявне паллӑ тунӑ. «Хураҫтӳ» уявне паллӑ тума халӑх нумай пухӑннӑ. Хураҫтӳ – юрӑ, ӗҫ, спорт, вӑйӑ уявӗ. Ӑна ҫураки вӗҫленсен Акатуй пек те уявлаҫҫӗ. Мӗнпе ҫыхӑнна унӑн ячӗ? Вӑл Хураҫ ялӗнчи арӑмӗнчен тӑлӑха юлнӑ 60 ҫулти арҫынпа ҫыхӑннӑ. Вӑл Христос тӳпене хӑпарнӑ кун Юпшик Ялтӑрари вилсе чӗрӗлнӗ 18 ҫулти хӗрпе туй тума килӗшнӗ. Ҫавна май ярмӑрккӑна «Хураҫ туй» тенӗ. Туй кунне Хураҫ ял халӑхне 5 пичке сӑра алтӑрпа ӗҫтернӗ. Туй питӗ лайӑх иртнӗ. Ҫавӑнпа уява «Хураҫтӳ» ят панӑ. Ҫапла ӑнлантарнӑ Элӗк районӗнчи Тавӑт ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче «Чӑваш вӑййи» уяв иртнӗ. Унта шкулта вӗренекенсем чӑвашсен тумӗсемпе пынӑ. Ҫавӑн пекех унта вӗрентекенсем, ял ветеранӗсем, хӗрарӑмсен канашӗн хастарӗсем, Канаш районӗнчи Катек ялӗнчи шкул ачисем, Пучинке ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Н.Г.Федоров, Йӗпреҫ районӗнчи ЧНК уйрӑмӗн ертӳҫи В.А.Марушев тата ыттисем пулнӑ. Хӑнасем умне Пучинкери ӳнер шкулне ҫӳрекен ачасен пултарулӑхне кӑларнӑ. Ҫавӑн пекех ветерансен, хӗрарӑмсен канашӗн хастарӗсен, чӑваш апат-ҫимӗҫӗн куравӗсене йӗркеленӗ. Хӑнасем Пучинке шкулӗнче сӑнав мелӗпе «Чӑваш халӑхӗн ырӑ йӑли-йӗрки» проекта пурнӑҫа кӗртессипе лайӑх ӗҫленине курнӑ. Пучинкере чӑвашсен вӑйӑ карти илемлӗн курӑннӑ. Унта юрӑ-ташӑ, шӳт, такмак пулнӑ. Шкул ачисем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Ҫамрӑксем такмак каланӑ. Пучинкере чӑвашсен авалхи йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Вилле Хаапасало Чӑваш Ене кӗҫех Вилле Хаапасало актер килмелле-мӗн. Вӑл «Волга с Вилле Хаапасало за 30 дней» проектпа килӗ. Кӑҫал ҫурла тата авӑн уйӑхӗсенче Атӑл пирки вунӑ сериллӗ проект старт илӗ. Вӑл финн телекуравӗ валли пулӗ. Марат Никитин режиссер пӗлтернӗ тӑрӑх, Вилле Хаапасало актер Чӑваш Енре темиҫе кун пулӗ. Вӑл чӑвашсемпе тӗл пулӗ, вӗсем пулӑшнипе вырӑнти йӑла-йӗркепе паллашӗ. Фильма авалхи чӑвашсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки ӳкерӗҫ. Ҫавӑн пекех унта республикӑри ҫамрӑксем пирки каласа кӑтартӗҫ. Сӑмах май, Вилле Хаапасало — финн тата Раҫҫей актерӗ. Вӑл — РФ патшалӑх премийӗн лауреачӗ (2003). Ӑна ҫак ята литература тата ӳнер тытӑмӗнче «Кукушка» фильмӗшӗн панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне Питӗр чӑвашӗсен пайташӗсем финн вӑрҫинче паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫне хунӑ, Ленинград тӑрӑхӗнче тӑванла масарта пытарнӑ Сергей Бутяков вилтӑпри ҫине кайса килнӗ. Ушкӑнра Ваттисен Канашӗн ертӳҫи Виталий Золотов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Станислав Кошкин, «Парне» чӑваш ансамблӗн ертӳҫи Татьяна Ильина, малтан чӑваш центрӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Юлий Леонтьев, Шалти ӗҫсен министерствин полковникӗ Николай Парфенов, Святослав Ларионов юрист, чӑваш ентешлӗх хастарӗсем Николай Васильевпа Валерий Филиппов тата наципе культура автономийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Живов хӑйӗн улттӑри Михаил мӑнукӗпе пулнӑ. Чӑваш пайташӗсене Ленинград облаҫӗнчи Красноозер тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Заремский кӗтсе илнӗ. Вӑл унти вырӑнпа паллаштарнӑ тата ҫавӑнта пытарнӑ паттӑрсен вилтӑприйӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӗсен хушшинче чи малтисен шутӗнче Совет Союзӗн Геройӗ ята тивӗҫнӗ Сергей Бутяков та пулнине палӑртнӑ. Тӑванла масар ҫинчи хурлӑхлӑ митинга Приозерск тӑрӑхӗнче пурӑнакан ветерансем, шкул ачисем, ахаль ҫынсем, nypӗ ukҫӗpe яхӑн ҫын пуҫтарӑнчӗ тесе пӗлтернӗ Чӑваш наци конгресӗн сайтӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() ЧР Наци вулавӑшӗ Пӗтӗм тӗнчери проекта «Нарспие» вулатпӑр» проекта вӗҫлесе пырать. Пӗрремӗш тапхӑрта поэмӑна пысӑках мар сыпӑксем ҫине пайланӑ. Ӑна акцие хутшӑнакан 120 ҫын питӗ хӑвӑрт ярса илнӗ. Йӗркелӳҫӗсем хӑйсем те тӗлӗнсе пӗтереймен: ҫынсем шӑнкӑравласа, электронлӑ почтӑна ҫыру ярса поэма сыпӑкне хӑйсене, тӑванӗсене, юлташӗсене пама ыйтнӑ. Проект тӗнчипех сарӑлнӑ. Поэма сыпӑкӗсене Раҫҫейре, Китайра, АПШра, Швецире, Кувейтра, Перура, Германире, Англире, Гоара, Турцире, Испанире, Мексикӑра, Канадӑра, Австралире, Ирландире, Грецире, Иорданире, Австрире, Казахстанра, Венгрире, Финляндире, Таиландра, Латвире, Ҫӗнӗ Зеландире — пӗтӗмпе 25 ҫӗршывпа 45 хулара — вуланӑ. Проекта хутшӑннисен йышӗнче Францири чӑваш культурин «Avan-T-garde» ассоциацийӗн президенчӗ Ольга Николаева тата секретарӗ Ольга Барбье пур. «Пуэр-бар» чей клубӗн директорӗ Андрей Кудрин Дали хулинчен (Юньнань) видео ярса панӑ. Норвеги поэчӗ Гуннар Вэрнесс тата Швеци куҫаруҫи Микаэль Нюдаль те сыпӑка вуланӑ. Шупашкар ҫыннисем те айккинче юлман. Халӗ йӗркелӳҫӗсенче поэмӑн пур сыпӑкӗ те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче Чӑваш Республикин символӗсен кунне анлӑн паллӑ тунӑ. Ҫав кун шкул ачисем пӗлӳ ҫуртне чӑвашсен тумӗсемпе пынӑ. Ирхине вӗсем ҫак тумсемпех хускану тунӑ. Ритмика урокне ертсе пыракан чӑваш ташшин хусканӑвӗсене кӑтартнӑ. Ӑна волонтерсем пулӑшнӑ. Тепӗр шӑнкӑрав пурне те урока йыхравланӑ. Кашни класс пӳлӗме вырнаҫнӑ. Уроксем ытти чухнехинчен урӑхла иртнӗ. Анчах кашнинех чӑваш халӑх историйӗпе тата культурипе ҫыхӑннӑ. Акӑлчан урокӗнче ачасем тӑван ял ҫинчен акӑлчанла калаҫнӑ. Географи урокӗнче чӑваш карттине аса илнӗ. Физикӑра вара К.Ивановӑн «Нарспи» поэминчи сӑнланӑ ҫутҫанталӑк пулӑмӗсене тишкернӗ. Ачасем тӑхтавсенчен те ахаль ларман. Чӑваш символикине пӗлес енӗпе мини-конкурс иртнӗ. 10-мӗш тата 6-мӗш классем Чӑваш Ен ялавне, гербне, гимнне лайӑхрах пӗлни курӑннӑ. Кун сисӗнмесӗр иртнӗ. Унтан ачасем шкул умӗнчи лапама пухӑннӑ, чӑваш кӗввисене итленӗ. Шкул директорӗ тухса калаҫнӑ май тӑван халӑха хисеплемеллине, юратмаллине палӑртнӑ. Кӑштахран 6-мӗш класара ӑс пухакан Роман Киселев купӑс йӑтса тухнӑ та ташша янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |