Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Чӑваш тавраплӳҫисен союзӗн председателӗ Сергей Сорокин вӑй хунипе Станъял ялӗнче 2015 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнче кӗрхи сӑра уявӗ пулса иртрӗ. Шурӑ юр ҫинчи ку Кӗрсӑри йӑлтах ҫӗнӗлле кӗрлерӗ. Кун пекки халиччен тата ӑҫта пулнине эпӗ курман та, илтмен те. Пӗтӗм ял хутлӑхӗн халӑхӗ харӑслатса пухӑнчӗ. Чӑнах та, Н.И. Ашмарин ҫырнӑлла «ҫакӑ пирӗн халӑхсем пӗр сӑмахпа кӗр тӑвать» тени пулчӗ-тӑр вӑл. Малтанах Мускав Мӑнҫулӗ хӗрринчи тӑватӑ башньӑллӑ Чемен карти текен хулаш йӗри-тавра ялҫ-ялӑн йывӑҫсем лартрӗҫ, стан пӳрчӗсене капӑрлатрӗҫ, кӑвайтсем чӗртсе, 16 хуран ҫакса яшка та шӳрпе пӗҫерчӗҫ. Унтан хулаш варринчи ҫавра шилӗк ҫине хӑпарса Ҫӑкӑр касрӗҫ, Пичке пуҫларӗҫ, ҫичӗ метр ҫӳллӗш Асӑну юпи лартрӗҫ, вара халӑх юрларӗ-ташларӗ, кашни стан кӗреки умне пухӑнса кӗр-кӗрлесе сӑйланчӗ. Кунти халӑх хирти ӗҫсене пӗтерсен авалтанпах юпа е чӳк уйӑхӗнче Кӗрсӑри ирттернӗ. Кӗр мӑнтӑрӗпе сӑра туса, икерчӗ пӗҫерсе, автан е чӑхӑ пусса, тӑвансене пӗрле пухса канашланнӑ, хӑналаннӑ. Эпӗ ӳснӗ вӑхӑтра кӗрсӑрине «колхоз ӗҫки» тетчӗҫ. |
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ эчлчи Леонид Волков (сулахайри) Мускаври Н.А. Некрасов ячӗллӗ хула вулавӑшӗнче ҫитес шӑматкун, юпан 17-мӗшӗнче, 13 сехетре литература каҫӗ иртӗ. «Чӑваш писателӗсем — фронтовиксем» ят панӑскере Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчӗлӗхӗ тата Мускаври чӑваш культурин обществи йӗркеленӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе кӑҫал 70 ҫул ҫитнине халалланӑ. Уяв каҫӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинчи ҫӗнтерӳшӗн пуҫне хунисене аса илсе тата фронтран таврӑнса пурнӑҫа литературӑна халалланисене хисеплесе аса илме палӑртаҫҫӗ. Вӑрҫӑ вут-хӗмне кӗнӗ ҫыравҫӑсенчен «А» саспаллипе пуҫланаканнисем кӑна темиҫе тесе палӑртнӑ май Леонид Агакова, Александр Алкана, Василий Алентее, Александр Артемьева, Степан Аслана асӑнса хӑварнӑ маларах асӑннӑ элчелӗх хйӑӗн сайтӗнче. Ытти паллӑ ҫыравҫӑ та пур: Петӗр Хусанкай, Ухсай Яккӑвӗ, Илпек Микулайӗ, Мӗтри Кипек, Валентин Урташ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тӗмен облаҫӗнчи Канаш ялӗнче чӑваш туйне ӳкернӗ. Ку пулӑм унтисемшӗн кӗтменлӗх пулни каламасӑрах паллӑ темелле. «Ял кӗҫех ҫӗр ҫула ҫитет. Пирӗн патра вара пуҫласа кино ӳкереҫҫӗ», — тӗлӗнсе калаҫнӑ ял ҫыннисем фильм ӳкернине сӑнанӑ май. «Хӗрӗ тата мӗн кулать? Пӗркенчӗк айӗнче унӑн кулмалла мар, йӗмелле», — ӑна-кӑна чухласа тиркесерех те калаҫнӑ теприсем. Канаш ялне Чӑваш Енри Вӑрнар районӗнчен куҫса кайнӑ чӑвашсем 1921 ҫулта йӗркелесе янӑ. Чӑваш туйне ӳкернӗ май ҫынсем хӑйсен йӑх-несӗл тымарӗсене те аса илнӗ, манӑҫма пуҫланӑ йӑла-йӗркене те. Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова каланӑ тӑрӑх вӗсене вырӑнти «Регион-Тюмень» телерадиокомпани те кӑтартнӑ. «Чӑваш туйӗ» документлӑ фильм унти чӑвашсемшӗн пӗрремӗш мар. Унччен, кӑрлач уйӑхӗнче телеканал «Никита Бичурин» фильм ӳкернӗ, ҫурла уйӑхӗнче — «Ҫӗпӗр кӑмӑлӗллӗ чӑвашсем» ятлине. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Вӑрнарти тӗп вулавӑшра тата историпе таврапӗлӳ музейӗнче «Халӑх ҫӳпҫинчен» ятпа фольклор уявӗ иртнӗ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн ламран лама куҫса пыракан пуянлӑхне кӑтартма ҫамрӑксене пуҫтарнӑ. «Халӑх ҫӳпҫинчен» фольклор уявне йӗркелекенӗ вара вырӑнти культура ӗҫченӗсем пуҫарса янӑ «Эткерлӗх» клуб. Вӑрнар рйаонӗнчи тӗп вулавӑшӑн пулӑшу кӳрекен пайӗн пуҫлӑхӗ Л.Г. Кадыкова ҫамрӑксене чӑвашсен ал ӑсталӑхӗпе, ытти пултарулӑхӗпе паллаштаракан кӗнекесене кӑтартнӑ. Кӗнекесенче тӗрӗ ӑсталӑхӗ, йывӑҫран касса тӗрлӗ япала тӑвас вӑрттӑнлӑх, ҫӗвӗ тата пир тӗртес пултарулӑх пирки каласа кӑтартнӑ. Таврапӗлӳ музейӗн пуҫлӑхӗ Е.И. Шарипова вара Чӑваш Енре ӳнер хуҫалӑхӗсем епле аталанса пыни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Ирӗклӗх» пӗрлӗх Чӑваш Республикин элтеперӗн администрацине тепӗр ҫыру шӑрҫаланӑ — хальхинче вӗсем республикӑна таврӑнма шухӑшлакан чӑвашсене пулӑшма ыйтнӑ. «Ирӗклӗх» палӑртнӑ тӑрӑх Раҫҫейре ятарлӑ программа пур иккен, ун тӑрӑх инҫетре пурӑнакан Раҫҫей халӑхӗ хӑйӗн тӑван ҫӗршывне куҫнӑ чухне тӗрлӗ пулӑшу илейрет. Пӗрлӗх шухӑшӗпе ҫав программа евӗр чӑвашсем валли те ятарлине хатӗрлеме пулать. Республикӑна таврӑнма шутлакансен йышне «Ирӗклӗх» ҫак ушкӑнсене кӗртме сӗннӗ: хуть те ӑҫта ҫуралнӑ чӑвашсем, хуть те ӑҫта ҫуралнӑ ашшӗ е амӑшӗ чӑваш пулнӑскерсем, чӑваш чӗлхине пӗлекен хуть те мӗнле халӑх ҫынни, Чӑваш Республикинче ҫуралнӑ хуть те хӑш халӑх ҫынни. «Ирӗклӗх» хастарӗсем сӗннӗ тӑрӑх, пулӑшма тивӗҫ таврӑнакан ҫыннӑн чӑвашла пӗлмелле. Таврӑнакан чӑвашсене республикӑра тӗпленме укҫа уйӑрса пама тата республика шучӗпе пурӑнмалли ҫуртпа тивӗҫтерме сӗнеҫҫӗ. «Ирӗклӗх» шучӗпе унашкал программа республикӑра ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме, экономикӑна аталантарма пулӑшӗ. Ҫавӑн пекех демографи енчен те улшӑнусем лайӑх енне пулӗҫ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Фильма ӳкернӗ чухне Ҫак ытларикун авӑнӑн 29-мӗшӗнче Парижра Чӑваш культурин кунӗ иртнӗ. Паллӑ искусствовед Геннадий Иванов-Орков хӑйӗн Facebook страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх ӑна Ульпи (Ольга) Николаева йӗркеленӗ. Куракансемшӗн «Чӑваш Ен» телекомпани хатӗрленӗ фильм кӑсӑклӑ пулнӑ. Ӑна хатӗрлес ӗҫе Марина Карягина, Сергей Мышев тата Ульпи Николаева хутшӑннӑ. Фонограмма валли чӑвашла тата вырӑсла текстсене ҫырма Геннадий Орков та пулӑшнӑ. Фильма ӳкернӗ чухне Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн ӗҫченӗсем хастар хутшӑннӑ — фонд управҫисем, ҫав шутра тӗп управҫӑ Г.Г. Исаев та. Пулӑшакансен йышӗнче фотографа тата Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ӗҫтешӗсемпе 4 струдентне асӑнма пулать. Фильмра анат енчи чӑвашсен хӗр тата хӗрарӑм тумӗсене кӑтартнӑ. Унта ӳкернӗ кашни ҫипуҫ пайӗ музей фондӗнче упранакан чӑн-чӑн япаласем пулни пирки ҫирӗплетет Геннадий Орков. Фильма музейӗн тӗп залӗнче ӳкернӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() Авӑнӑн 24-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче ватӑсен тӗп канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Виталий Станьял ирттернӗ. Унта ҫамрӑк чӑваш ӑсчахсен прависене хӳтӗлесси пирки калаҫнӑ. «Хыпар» хаҫатри А.Бойковӑн Наци лицейӗн шӑпи пирки ҫырнӑ статйине сӳтсе явнӑ. Унтах «Кӗр сӑрине» ирттересси пирки, район энциклопедийӗсем ҫинчен калаҫнӑ. Ытти ыйтӑва та пӑхса тухнӑ унта. Станьял палӑртнӑ тӑрӑх, гуманитари ӑсчахӗсене ӗҫе вырнаҫтарнӑ, анчах ҫивӗч ыйту сирӗлмен-ха. «Лицей никама та кирлӗ мар-и?» статьяра лицей шӑпишӗн пӑшӑрханнине палӑртнӑ. Администраци ӑна 4-мӗш лицее пама йышӑннӑ. Анчах ку районсенчи пултаруллӑ ачасене хатӗрлеме май памасть. Ку ыйту уҫӑ-ха… Национальноҫ ӗҫӗсене туса пыракан федераци агентствине янӑ ҫырӑва пӑхса тухнӑ. Унта наци политикин ыйтӑвӗсене ҫӗкленӗ. Унта чӑваш чӗлхине пусмӑрланине палӑртнӑ. Чӑваш чӗлхине тарӑннӑн вӗрентекен классене, шкулсене, Наци лицейне хупнине пӗлтернӗ. Чӑваш орфографине пырса тивекен ыйтӑва та хускатнӑ ҫырура. Чӑваш сӑмахне юратакан журналистсене, ҫыравҫӑсене, вӗрентекенсене «сыхлаҫҫӗ». Вӗсене «экстремистсем» теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() ЧР Наци вулавӑшӗнче ҫуллахи каникул хыҫҫӑн «Асамлӑ тӗрӗ» кружок каллех ӗҫлеме тытӑнать. Ӑна паллӑ ӑста, чӑваш орнаменталистикин виртуозӗ Евгения Жачева ертсе пырать. Унӑн аллинчи йӗп асамлӑха ҫаврӑнать. Вӑл шурӑ пире илеме ҫавӑрать. Символсем, чӗрчунсем, кайӑксем тата ыттисем шурӑ пир ҫине тӗрленеҫҫӗ. Евгения Жачева палӑртнӑ тӑрӑх, унччен пур хӗрарӑм та тӗрленӗ. Пирӗн асаннесемпе кукамайсем юрӑ юрланӑ пекех тӗрленӗ, вӗсем пир ҫине хӑйсен кӑмӑлне кӑларнӑ. Кружокра тӗрлемелли композицие вӗренме кашниех пултарӗ. Пӗрремӗш хут килекенсем пусмасемпе, ҫипсемпе паллашӗҫ, чӑваш орнаментне тишкерӗҫ. Кружокӑн пӗрремӗш занятийӗ юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 10 сехетре пуҫланать. Пурне те «Чӑваш кӗнеки» центра йыхравлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Симферопольте чӑваш наци культурин пӗрлешӗвӗ уҫӑласси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш наци конгресӗн президенчӗпе Николай Угасловпа тӗл пулнӑ чух асӑнса хӑварнӑ. Нумаях пулмасть Крым Республикинче чӑвашсен тӑватӑ наци автономине йӗркеленӗ те. Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева каланӑ тӑрӑх, ҫак ӗҫе туса ҫитерме Чӑваш наци конгресӗ те, Крымри чӑваш хастарӗсем те хатӗрленнӗ. Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа 21-мӗшӗччен ЧНК ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Валерий Клементьев ертсе пыракан пысӑках мар ушкӑн Крымра пулнӑ Малтанах вӗсем Керчь хулине ҫитсе унти чӑвашсемпе тӗл пулнӑ. Часах Керчь хулинче те чӑваш наципе культура автономине уҫма палӑртнӑ. Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Симферополь хулине Крым ҫур утравӗнче пурӑнакан чылай чӑваш пуҫтарӑннӑ, унта автономи туса хунӑ. Унӑн ертӳҫи пулма Николай Пропынина шаннӑ. Хыҫҫӑнах пӗтӗм Крым Республикин чӑвашӗсен пӗрлӗхне туса хурасси пирки йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Пушкӑртстанри чӑваш общество юхӑмӗ «кӑҫал малалла пысӑк утӑм турӗ» тесе хаклать ку пулӑма асӑннӑ регионти чӑваш наципе культура автономийӗн ертӳҫин ҫумӗ Юрий Михайлов. Вырӑнсенче автономисем уҫӑлнӑ хыҫҫӑн унти чӑвашсем чӑваш наципе культурин автономине йӗркеленӗ. Маларах асӑннӑ Юрий Михайлов общество юхӑмӗн тӗллевӗ ӗҫе лайӑхлатасси тесе палӑртать. «Халӑхӑн тата патшалӑх органӗсемпе муниципаллӑ влаҫӑн шанӑҫӗпе хисепне автономи ӗҫӗн паха кӑтартӑвӗпе ҫеҫ ҫӗнсе илеетӗн», — тесе шухӑшлать регионти автономин ертӳҫин ҫумӗ. Малашлӑх плансем пирки шухӑшланӑ май Юрий Михайлов автономин кӗҫӗн звеносен пӗлтерӗшне ӳстерессине, Пушкӑртстан Республикинчи чӑвашсен пӗрлешӗвӗ комиссисем урлӑ ӗҫлессине палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |