Чӑвашлӑх
![]() Шупашкар районӗнчи Лапсар ял тӑрӑхне кӗрекен Вӑрманкас ялӗнче ӗнер «Паттӑрлӑх кунӗ» уяв иртнӗ. Ун пирки Шупашкар район администрацийӗ «йӑлана кӗнӗ уяв» тесе палӑртать. «Паттӑрсен кунне» пухӑннисем Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ тутар-монголсене ҫӗнтернине халалласа пухӑннӑ. Йышра Анатолий Кипеч ҫыравҫӑ, художниксем, Тутарстанри, Пушкӑртстанри чӑваш диаспорин элчисем пулнӑ. Вӑрманкасри Фолькор ҫурчӗн «Парне» ушкӑнӗ уява йӗркелекенсене парне туса панӑ — юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Ку уяв пирки Чӑваш наци конгресӗн сайтӗнче, сӑмах май, кӑшт урӑхларах пӗлтернӗ. Унта «Чӳк» уявӗ иртни пирки каланӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулӗсенчен вара ҫӗнӗрен йӗркелесе янӑ уява Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, ЧНК Ваттисен Канашӗн ертӳҫин ҫyмӗ Федор Мадуров скульптор ертсе пынӑ. Шупашкар район сайтӗнче асӑннисемсӗр пуҫне Владимир Агеев художник, «Сӑвар» чӑваш культурин фончӗн ертӳҫи Владимир Тяпкин, Николай Фомиряков, Юрий Дядюков, Анатолий Павлов тата ыттисем хутшӑннӑ. Caкӑp ҫул каялла ҫaв вырӑнта Федор Мадуров ӑсталаса вырнаҫтарнӑ Юпа умӗнче кӑвайт чӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Нарат Чаккинчи ҫурт Байкал хутлӑхӗнчисене те кӑсӑклантарать тесе пӗлтерет Надежда Смирнова хаҫатҫӑ. Инҫет ҫӗртен асӑннӑ ялти Людмила Данькова килне курма ҫитнӗ. Ҫав хӗрарӑм мӑшӑрӗн ҫывӑх ҫыннисенчен юлнӑ еткерлӗхе — авалхи ӗҫ хатӗрӗсене, йӑла-йӗркепе ҫыхӑннӑ япаласене, куллен-кун усӑ куракан савӑт-сапана тата ыттине те — упраса хӑварнӑ. 2007 ҫулхи ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗнче, хӗрарӑм «Сире кӗтекен ҫурт» музей-ҫурт уҫнӑ. Аваллӑхран юлнӑ япаласене вите, сарай пулнӑ хуралтӑсенче вырнаҫтарнӑ. Кашнин алӑкӗ ҫине чӑвашла, вырӑсла, акӑлчанла ӑнлантарса ҫырнӑ. Ҫак кунсенче вара музей-ҫуртпа Байкал хутлӑхӗнче пурӑнакансем паллашнӑ. Инҫетри хӑнасемшӗн, Нарат Чаккине хӗсметре пӗрле тӑнӑ юлташӗ патне килсе ҫитнӗскерсемшӗн, чӑвашсен авалхи йӑли-йӗрки, япалисем, уйрӑмах асамлӑ тӗрри, питӗ кӑсӑклӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗпӗрти йӑхташӑмӑрсемпе пӗрле Нумаях пулмасть пирӗн республикӑри хастарсем Тӗмен тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсем патне ҫитсе килнӗ. Курса калаҫма кӑна мар, вӗсен пурнӑҫӗ пикри документлӑ фильм ӳкерме те. Инҫе ҫула Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева тата Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Владимир Васильев тухнӑ. Вӗсем Сургут, Нефтеюганск, Тобольск тата Тӗмен хулисене, вӑл тӑрӑхри Пӗчӗк Хутор, Канаш, Анат Тавда ялӗсене ҫитсе курнӑ. Тӗмен тӑрӑхӗнчи маттур чӑвашсем ҫинчен вӗсем самай фото- тата видеоматериал пуҫтарнӑ. Ҫӗпӗр чӑвашӗсен пурнӑҫне, вӗсен кулленхи ӗҫне-хӗлне Раҫҫей журналисчӗсен союзӗн пайташӗсем Владимир Васильевпа Зоя Яковлева фильмра кӑна мар, хаҫатсенче те, радиокӑларӑмсенче те ҫутатасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев халалне Раҫҫейӗпех вӗрентӗҫ. Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчине Леонид Волкова кун пирки «Основы духовно-нравственной культуры народов России» (чӑв. Раҫҫей халӑхӗсен ӑс-хакӑл культурин никӗсӗ) вӗрентӳпе методика пуххин авторӗ Георгий Гогиберидзене пӗлтернӗ. Халал хальлӗхе кӗнекене кӗмен-ха. Анчах Геннадий Волков Иван Яковлев пирки нумай калаҫса ларнӑ хыҫҫӑн кӗнеке авторӗ, Рособрнадзор эксперчӗ «Система просвещения и образования в России во второй половине XIX века» (чӑв. Раҫҫейри XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи ҫутӗҫпе вӗренӳ системи) 8-мӗш классен истори учебникӗн ҫӗнӗ кӑларӑмне Иван Яковлева тата унӑн халалне килти ӗҫ пек вӗрентме кӗртме пулнӑ. Геннадий Волков Георгий Гогиберидзене халалпа паллаштарнӑ кӑна мар, тӑван халӑхӑмӑр кун-ҫулӗ пирки те каласа кӑтартнӑ. |
Чӑвашлӑх
![]() Нумаях пулмасть Тӑвай районӗнчи Тенеяльне Литва Республикинчи ҫамрӑк тӗпчевҫӗ ҫитсе курнӑ. Вӑл чӑваш халӑхӗн историйӗпе кӑсӑкланнӑ. Чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗ вӑрӑм, вӑл паян та кӑсӑклӑ. Чылай ҫул хыҫа юлнӑ май культуринче, йӑли-йӗркинче улшӑнусем пулнӑ. Литва тӗпчевҫи Тенеяльӗнче тӗне кӗмен чӑвашсем пуррине пӗлнӗ иккен. Вӑл вӗсен йӑли-йӗркине тӗпчесе пӗлесшӗн пулнӑ. Тӗпчевҫӗ чӑвашсен авалхи тумӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ пирки, чӳк тумалли, киремет вырӑнӗсемпе кӑсӑкланнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ Клавдия Ахтямова, унӑн мӑшӑрӗ тӗне кӗмен чӑваш, ӑна ялти ватӑсем патне илсе кайнӑ. Культура ӗҫченӗсем ялти тӗне кӗмен чӑвашсен йӑли-йӗрки пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсем Роза Анатольевнӑн пӗр ӗмӗр каялла тӗртсе тунӑ пусмаран ҫӗленӗ кӗписемпе, сурпансемпе паллаштарнӑ. Вӗсем клубра упранаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗ чӑваш хӗрарӑмӗн тумӗпе кӑсӑкланнӑ. Роза Ермолаева хӑй хатӗрленӗ хушпупа паллаштарнӑ. Тӗпчевҫӗ тумӑн кашни ҫӗввине, тӗррине ӳкерсе илнӗ. Ял ҫыннисем хӑнана сурпан тата пушӑтран хуҫа ҫыхнӑ ҫӑпата парнеленӗ. Вӗсем ҫамрӑк хӗре чӑвашла тумлантарса пурте пӗрле сӑн ӳкерӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш наци музейӗн йӑла-йӗрке залӗ чылайӑшне килӗшет. Уйрӑмах – туристсене. Ҫуллахи вӑхӑтра унта нумай турист пулса курать. Акӑ нумаях пулмасть музея каллех хӑнасем ҫитнӗ. Самар облаҫӗнчи туристсем Шупашкара «Разумовский» теплоходпа ҫитнӗ. Вӗсем те Чӑваш наци музейӗн йӑла-йӗрке залне кӗрсе курнӑ. Музей ӗҫченӗсем вӗсене валли интерактивлӑ мероприяти йӗркелесе чӑваш тумӗсене кӑтартнӑ. Этнографи секторӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Наталья Захарова 18-19-мӗш ӗмӗрсенче пурӑннӑ чӑвашсен кун-ҫулӗ, анатри, тури тата хутӑш чӑвашсен ун чухнехи тумӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Туристсене музей фондӗнчи тумсем кӑсӑклантарнӑ. «Янтал» фольклор ансамблӗ «Хӗр макӑрни» йӑлана кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем чӑваш тата вырӑс халӑх юррисене юрланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Константин Иванов ҫуралнӑранпа 125 сул ҫитрӗ. Вӑл историе поэт, драматург, прозаик, куҫаруҫӑ, фольклорист пек кӗнӗ. Классикӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэмине халӗ те юратса вулаҫҫӗ. Аслисем ачасене ун пирки нумай каласа кӑтартаҫҫӗ. Кӑҫал Чӑваш Енре К.Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май чылай мероприяти ирттереҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Етӗрнери «Непоседы» сывлӑха ҫирӗплетмелли уйлӑха ҫӳрекенсемпе Константин Ивановӑн тӑван тӑрӑхне экскурс ирттернӗ. Вӗсем «Нарспи» поэма авторӗн тӑван тӑрӑхӗнче» хӑтлав кӑтартнӑ. Ачасем Константин Ивановӑн йӑхӗ, Слакпуҫ ялӗ пирки, Константин Иванов пултарулӑхӗн ҫинчен нумай пӗлнӗ. Вӗсем «Нарспин» поэмине вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Раҫҫей Почти» уйрӑмӗсенче салам ямалли чӑвашла открыткӑсем сутлӑхра пур — вӗсем пурӗ те 15 тенкӗ кӑна тӑраҫҫӗ. Чӑвашла открыткӑсене «Энтри» ТМЯП типографийӗнче кӑларнӑ, саккас тӑваканни — «Раҫҫей Почти». Открыткӑсем ҫинче паллӑ чӑваш ӳнерҫисен картинисем вырнаҫнӑ — тӗслӗхрен, Никита Сверчковӑн «Чӑваш туйне» (1963–67), Моисей Спиридоновӑн «Шӑпӑрҫине» (1926) тупма пулать. Ҫавӑн пекех тематикӑсӑррисем те пур — «Чӑваш Енрен ырӑ сунса!», «Чун-чӗререн...» ятлисем. Чӑваш Ен тулашӗнчисем открыткӑсене «СУМ» лавккара туянма пултараҫҫӗ. Унти хак — 20 тенкӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() Елчӗк районӗнчи Шӑмалак ялӗнче чӑвашсен уявне, Хоята, паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнӗ. Ҫав кун арҫынсемпе хӗрарӑмсем кӑнтӑрла хыҫҫӑн вӑйӑ картине тӑраҫҫӗ. Шӑмалаксем Хоята виҫҫӗмӗш ҫул паллӑ тунӑ. Кӑҫал та вӗсем чӑваш тумӗсем тӑхӑнса уява пухӑннӑ. Николай Львов, Раиса Львова, Людмила Чернова, Алевтина тата Ирина Ермаковӑсем, Людмила Степанова, Полина Львова, Валентина Лисова, Валентина Чернова, Валентина Сидорова, Николай Печков хастаррисене йышӗнче пулнӑ. Чӑвашсен тумне тӑхӑннӑ шӑмалаксем илемлӗн курӑннӑ. Ку ӳсекен ӑрӑва тӗслӗх кӑтартать, чӑвашлӑха упрама май парать. Сӑнсем (8) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Кӑҫал «Чунҫӳревҫӗсем» ҫирӗм улттӑмӗш хут ҫула тухнӑ. Вӗсем унтан утӑн 16-мӗшӗнче ирхине таврӑннӑ. Малтан вӗсем Чӗмпӗре ҫитсе Ӗренпур тӑрӑхӗнчи Курак районӗнчи Ҫирӗклӗ Тук чӑваш ялне тухнӑ. Унтан Самар кукрине тухса кайнӑ, Ҫӑлкуҫ ялне ҫитнӗ. Самар кукринче вӗсем хулашсене кӗрсе тухнӑ. Муром хулашӗ Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ. Унта вӗсем Азербайджана илсе кайма тӑпра илнӗ. Утӑн 7-мӗшӗнче ҫӗрле вӗсем Волгоградра пулнӑ. Тепӗр кунхине Дагестана ҫитнӗ. Унта чунҫӳревҫӗсене кумыксем тата нухайсем кӗтсе илнӗ. Унта палаткӑсем лартса икӗ кун каннӑ. Утӑн 9-мӗшӗнче Азербайджана ҫут тытнӑ май вӗсем Байнука, Улӑпи ялне кӗрсе тухнӑ. Вӗсем 2013 ҫулта лартнӑ юпа тӗлне ҫитсе курнӑ. Кайран Дербентра пулнӑ. Бакура вӗсене Элшат Абдуллаев кӗтсе илнӗ. Вӑл Пӗтӗм тӗрӗк ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗн тӗп координаторӗ. Хӑнасем валли ятарласа така пуснӑ, экскурси ирттернӗ. Вӗсен таврапӗлӳ музейӗ пуян. Вӗсен тӗррисем чӑвашсенни пекех-мӗн. «Пирӗн Шупашкар хули хӑй вӑхӑтӗнче Вӑта Сӑвар пулнӑ», — тенӗ хыҫҫӑн вӗсем тӗлӗннӗ. «Вара мӗнле апла? Эпир пӗлмен те», — тенӗ вӗсем. Пӳлесӑвар маларах тата та чикӗ ҫумнерех вырнаҫнӑ пулнӑ, Иран чиккинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |