Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
(2016 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Ваттисен тӗп канашӗн анлӑ ларӑвӗнче каланисенчен) Ларӑва уҫнӑ чухне каланиЧӑваш Ваттисен Тӗп канашӗ 1988 ҫултанпа йӗркеллех ӗҫлесе пырать. Ялсенче, тӗрлӗ организацисемпе учрежденисенче, вӑл шутра ЧР элтеперӗ ҫумӗнче те Ваттисен канашӗсем йӗркеленсе ҫитрӗҫ. Вӗсен кашнин хӑйсен тӗллевӗсем, майӗсем, ӗҫӗсем. Ял тӑрӑхӗсен ертӳҫисемпе ял мухтарӗсем (старостисем) хастар ҫӗрте Ваттисен канашӗсем питӗ тӑрӑшуллӑ. Вӗсем курӑмлӑ ӗҫсем тӑваҫҫӗ. Ӗҫлекене тиркекен те пур, ырлакан та пур. Ыйтусем килеҫҫӗ: Республика пуҫлӑхӗ ҫумӗнче, ЧНКара Ваттисен канашӗсем пур чухне пирӗн Тӗп канаш кирлӗ-и? теҫҫӗ. Кирлӗ. Пӗри теприне чӑрмантармасть. Граждансен обществине тӑвас тесен, Путин каланисене шута хурас пулать — вӗсем нумайрах та ӗҫлӗрех пулни кирлӗ. «Мы развиваем и будем развивать инструменты прямой демократии, имея в виду самые разные общественные организации. Но не может быть одинаковых клише в области демократии — американской, европейской, немецкой, российской, индийской», — терӗ В. |
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Енре пурӑнакансем хӑйсен тӗпренчӗкӗсем валли чӑвашла ятсем те суйлаҫҫӗ. Иртнӗ ҫул ҫуралнӑ пепкесене хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ Илемпи, Юман, Айдар, Хастар ят хунӑ. Республикӑн Юстици министерстви иртнӗ ҫулхине тишкернӗ тӑрӑх, уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ арҫын ача ячӗсем хушшинче — Кирилл, Максим, Артём, Дмитрий, Егор, Роман, Александр, Михаил, Иван, Илья. Хӗрачасене Анна, Мария, Виктория, Анастасия, Дарья, Валерия, Ксения, София, Екатерина, Елизавета тесе ҫыртаракансем ытларах. Вырӑссен авалхи ячӗсене кӑмӑллакан ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен пӗчӗк пӑхаттирӗсем валли Гордей, Матвей, Савелий, Семён, Степан, Арсений, Мирон, Макар, Прохор, хӗр ҫуралсан Захар, Елисей, Анисия, Есения, Таисия, Устиния, Варвара ятсене суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Шӑмат кун, кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсем Сурхурине пуҫтарӑннӑ. «Авалхи ҫак йӑларан чӑвашсемшӗн ҫулталӑк пуҫланнӑ», — тесе хыпарлать уяв пирки пӗлтернӗ май Тӗмен облаҫӗнчи наци ӗҫӗсен комитечӗ хӑйӗн официаллӑ порталӗнче. «Сурхурине уявлама чӑвашсем чи пысӑк пӳрте суйласа илнӗ те унта пуҫтарӑннӑ», — уҫӑмлатнӑ тӑван халӑхӑмӑрӑн уявӗ пирки асӑннӑ тӑрӑхӑн влаҫ органӗсен порталӗнче. Тӗмен облаҫӗнче сурхурине ирттерме унти чӑвашсем «Строитель» наци культурисен ҫуртне пухӑннӑ. Уяврисем валли наци ӗҫми-ҫиминчен апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ. Пуянлӑхпа ӑнӑҫӑва палӑртакан тӗп символа — пӑрҫана та — сӗтел ҫине лартма манман. Пӑрҫа кукӑлӗ те пулнӑ. Уявра ача-пӑча та савӑннӑ. «Ҫитрӗ Сурхури» ӳкерчӗксен конкурсӗнче ҫӗнтернисене парнепе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Николай Семенов режиссер Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче республикӑн Наци вулавӑшӗн кинозалӗнчи (вӑл 213-мӗш пӳлӗмре вырнаҫнӑ) Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗн киноклубӗнче черетлӗ кинокурав иртет. Кинокуравра Николай Семенов режиссерӑн «Сурхурипе кӑшарни йӑлисем паян...» этнографиллӗ документлӑ фильмне кӑтартӗҫ тата сӳтсе явӗҫ. «Тӗлпулура документлӑ фильмсем ӳкересси тата Республикӑмӑрта пулса иртекен тӗрлӗ пулӑмсене хамӑрӑн ӑрусене валли ӳкерсе упраса хӑварасси пирки тӗплӗн калаҫӑпӑр», — тесе пӗлтерет Чӑваш Республикин кинематографистсен пӗрлешӗвӗ. «Сурхурипе кӑшарни йӑлисем паян...» этнографиллӗ документлӑ фильма 2012-мӗш ҫулта Элӗк районӗнчи Татмӑш ялӗнче ӳкернӗ. Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» пӗрремӗш кинофестивалӗнче фильм «Чи ӑста документлӑ фильм» номинацине тивӗҫнӗ. Фильм 11 минут пырать. Кинокӑтрату 18 сехетре пуҫланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑвашсен тӗп хаҫачӗн — «Хыпарӑн» — паян 110 ҫулхи юбилейӗ. Чӑваш журналистикин никӗсне хывнӑ хаҫат тухма тытӑннӑранпа шӑп та лӑп 110 ҫул ҫитнӗ. Пӗрремӗш номер 1906 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче тухнӑ. Ӑна Николай Никольский профессор Хусанта йӗркеленӗ. «Хаҫат тӑрӑх ырра вӗренесчӗ», — ҫакнашкал тӗллев лартнӑ вӑл ун чухне. (эпир илнӗ ҫӑлкуҫра ҫак сӑмахсене Иван Яковлевӑн тесе йӑнӑшнӑ). Хаҫат чылай йывӑрлӑха чӑтса ирттернӗ. 1918 ҫулта ӑна хупнӑ. Каярахпа вӑл тӗрлӗ ятпа тухма пуҫланӑ: «Канаш», «Чӑваш коммуни», «Коммунизм ялавӗ». Тӗп редакторта тӑрӑшакансем те улшӑнса пынӑ. Халӗ ку тивӗҫе Михаил Арланов пурнӑҫлать. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче пирвайхи ятне тавӑрнӑ. Паян та ҫак ятпах тухса тӑрать вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Чементи вӑтам шкулта кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче «Савӑнӑҫлӑ Сурхури» уяв иртнӗ. Пӗтӗм шкулӗпех мар та, пӗр класра. Тӑваттӑмӗшӗнче вӗренекенсеме йӗркеленӗ ӑна. Сурухри — чӑвашсен авалтан килекен уявӗсенчен пӗри. Ӑна кун таврӑннӑ вӑхӑтра уявлаҫҫӗ. Вӑл христиан тӗнӗнчи Раштавпа пӗр вӑхӑта килет, Кӑшарниччен тӑсӑлать. Аслӑ Чементи 4-мӗш классем «Савӑнӑҫлӑ Сурхури» уявӗнче фольклор ларми йӗркеленӗ. Класс ертӳҫи А.И. Ананьева ачасене Сурхури епле пуҫланни пирки каласа кӑтартнӑ. Пурнӑҫра ӑнса пытӑр тата выльӑх-чӗрлӗх лайӑх ӗрчетӗр тесе вӑл вӑхӑтра тӗрлӗ йӑла ирттернине пӗлтернӗ. Сурхуринче юмӑҫ янӑ. Ларма евӗр йӗркеленӗ мероприятире ачасем йӑвачапа, ӑшаланӑ пӑрҫапа тата пылак-ҫимӗҫпе сӑйланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() ЧНК ҫурчӗн аялти хутӗнче вырнаҫнӑ «Ҫӑлкуҫ» кафере «Сӑвар» фонд ирттерекен Сурхури уявӗ пулчӗ. Вӑл кашни ҫул кӑрлач уйӑхӗнче чӑвашсем паллӑ тӑвакан Сурхури уявӗ вӑхӑтӗнче иртет. Яланхи пекех кафен пысӑках мар банкет пӳлӗмӗнче халӑх йышлӑн пухӑнчӗ. Сурхури уявне «Сӑвар» фонд ертӳҫи Тимӗр Тяпкин пуҫларӗ. Йӑли-йӗркине вара Виталий Станьял ӑсчах-таврапӗлӳҫӗ тытса пычӗ. Уявӑн сунӑм сӑмахӗсене каланӑ май вӑл ҫавра ҫӑкӑр касса пухӑннисене валеҫсе пама ыйтрӗ. Сурхури ҫакрине пурте тутанса пӑхрӗҫ. Ҫавӑн пекех сӑра куркине те пуҫласа ӗҫсе пачӗ. Уяв кӗрекинче Виталий Станьял, Праски Витти тата Муркаш ҫӗрӗнчи икӗ паллӑ таврапӗлӳҫӗ ларчӗҫ — Мартыновпа Морозов. Сурхури уявне кӑҫал ентешлӗх пуҫлӑхӗсем те килчӗҫ. Вӗсен ячӗпе Юрий Зорин тухса калаҫрӗ, ҫулталӑк хушшинче ентешлӗхсем тӑрӑшнипе мӗнле ӗҫсем туни пирки каласа пачӗ. Мускаври чӑвашсен пӑлхар обществин ертӳҫи Владимир Болгарский тухса сӑмах каларӗ ҫеҫ мар, Праски Виттин пӗр картинине туянса ватӑ ӳнерҫе пулӑшу кӳчӗ. Пухӑннисем Сурхури ячӗпе тутлӑ шӳрпе ҫирӗҫ, Николай Фомиряков тӗрлӗ инструментсеме кӗвӗ каланине итлесе савӑнчӗҫ. |
Чӑвашлӑх
![]() Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» (чӑв. Ленин хӗлхемӗ) колхоз лаптӑкӗнчи Тури Ачак ялӗнче XIX ӗмӗрти ӗлӗкхи хресчен хуҫалӑхне сӑнлакан уҫӑ музей пур. Ӗлӗк Ҫӗнӗ Ҫула хресченсем еплерех кӗтсе илнӗ, мӗнле вӑйӑсем вылянӑ? Кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче иртнӗ «Ӗлӗкхи хресченсен вӑйӑ-кулли» уява 500 ытла ҫын пуҫтарӑннӑ. Хӑнасем хушшинче ЧР Министерсен Кабинечӗн ҫумӗ Алла Салаева, культура министрӗн ҫумӗ Иван Иванов, Етӗрне район администраци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин, Мӑн Шемертен ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Альбина Егорова тата ыттисем пулчӗҫ. Чи малтанах вӗсем «Ленинская искра» колхоза чылай ҫул хушши ертсе пынӑ, ҫак музея уҫнӑ Аркадий Павлович Айдакӑн палӑкӗ умне чечексем хучӗҫ. Хӑнасем уява тӗрлӗ ҫӗртен пуҫтарӑннӑ. Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Муркаш, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Елчӗк районӗсенчен, ҫавӑн пекех Тури Ачакри Хӗл Мучи уявӗнче савӑнма Питӗртен, Тутарстанран, Марий Элтен, Киров облаҫӗнчен тата ытти вырӑнтан та ҫитнӗ. Хӗл Мучипе пӗрле пухӑннисене «Виръял» тата «Ладушки» ансамбльсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() 2013-мӗш ҫулхи конкурс саманчӗ Тутарстанра «Чӑваш пики – 2016» конкурс иртмелле. Ӑна унти чӑвашсен наципе культура автономийӗ, «Сувар» обществӑпа политика хаҫачӗ, Тутарстанри халӑхсен ассамблейи, Тутарстан халӑхсен Туслӑх ҫурчӗ пӗрле пулса йӗркелессине пӗлтереҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ ҫак конкурс тӗллевӗ яланхиллех темелле. Ӑна пуҫарса ирттерекенсем тӗллев шутӗнче халӑх йӑли-йӗркине, культурӑпа чӗлхене ҫамрӑксен хушшинче сарасси тесе пӗлтереҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫамрӑксене эстетика воспитанийӗ пама та пулӑшасшӑн. Тата, паллах, тепӗр пысӑк тӗллев те пур йӗркелӳҫӗсен. Тутарстанра «Чӑваш пики» ята тивӗҫнӗ хӗре Раҫҫей шайӗнче иртекен ун йышши ӑмӑртура республика чысне хӳтӗлеме ярӗҫ. Апла пулсан вырӑнти ҫӗнтерӳҫӗ ҫӗршыв шайӗнчи конкурс валли ҫул уҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тутарстанри Кивӗ Илтрекьел ялӗнче пурӑнакан пӗр ҫемьере тӗрӗ музейӗ тейӗн. Ҫакна унти чӑвашсен ассоциацийӗн канашӗн пайташӗсенчен тӑракан комисси автономи йӗркеленӗ «Чи лайӑх ял», «Чи лайӑх шкул», «Чи лайӑх чӑваш чӗлхи класӗ» конкурссене заявкӑсем панӑ Аксу тата Нурлат районӗсенчи ялсенче тӗрӗслевпе кайсан курнӑ. Кивӗ Илтрекьелти Зинаида тата Василий Баландовсен хӑйнеевӗр тӗрӗ музейӗ пур-мӗн. «Стенасем, минтерсем ҫинче, турӑш кӗтесӗнче — йӑлт тӗрленӗ чечексем. Диван витти те тӗрӗллӗ. Кил хуҫи арӑмӗ каласа панӑ тӑрӑх, тивӗҫлӗ канӑва тухиччен вӑл хӗресле тӗрлеме кӑна пӗлнӗ, унтан лап тӗрре вӗреннӗ. Тӗрӗсен эрешне хӑй шутласа кӑларать», — тесе пӗлтерет вӗсем патӗнче пулса курнӑ Константин Малышев журналист. Ӗмӗрне правленире ӗҫлесе ирттернӗ хӗрарӑмӑн чӑваш тӗррине те вӗренес килет-мӗн, сурпансем ҫинчи эрешсене курсан уйрӑмах иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |