Политика
![]() ЧР Экономика министрне Владимир Аврелькина «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Сӑмах май, ку наградӑна ӑслӑлӑхра, экономикӑра, социаллӑ культурӑра, общество тата ыркӑмӑллӑх ӗҫӗсенче палӑрнӑ ҫынсене параҫҫӗ. Ку таранччен Владимир Аврелькинӑн ЧР Промэнерги министерствин, РФ Промторг министерствин хисеп хучӗсем пулнӑ. Владимир Аврелькин министерствӑна 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен ертсе пырать. Пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнчен вӑл вице-премьер та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер Шупашкар ҫывӑхӗнчи Ҫӗктер поелокӗнче депутатсем пулнӑ. Вӗсене унта пурӑнакансем чӗнсе илнӗ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ депутачӗ Сергей Семенов Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, пухӑва пуҫтарӑннисенчен ытларахӑшӗ — Инҫет Ҫурҫӗртен куҫса килнисем. Сергей Семенов депутат нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем ҫуршар ҫул вӗри шывсӑр пурӑннинчен тӗлӗннӗ. Сивӗ шыв пур иккен, анчах вӑл аран юхать. Оппозици шутланакан парти пайташӗ тепӗр парти пайташӗсене ҫавӑншӑн ӳпкелени сисӗнет. Лешсем суйлав кампанийӗ вӑхӑтӗнче ку ыйтӑва татма шантарнӑ имӗш. «Ҫынсем питӗ кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ, пулӑшу пулассине тата влаҫа ӗненмеҫҫӗ!» — тенӗ Сергей Семенов. Тӗлпулӑва пынисене депутат коллективлӑ ҫыру хатӗрлеме сӗннӗ. Ӑна вӑл республика прокурорӗ патне ҫитерме, хускатнӑ ыйтусемпе ӗҫлеме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Атӑлҫи федераци округӗнчи субъекчӗсен мэрӗсен медиатанлаштарӑмне хатӗрленӗ. Шупашкар хулин экс-мэрӗ Ирина Клементьева миҫемӗш вырӑн йышӑннӑ-ха? Вӑл – 14-мӗш йӗркере. Танлаштарӑма «Медиалогия» хатӗрленӗ. Журналистсене Ирина Клементьева должноҫӗпе ытлашши усӑ курнипе кӑсӑклантарнӑ. Вӗсене следовательсем ун тӗлӗшпе пуҫиле пуҫарни интереслентернӗ. Анчах танлаштарӑмра вӑл япӑх хаклав илнӗ. Танлаштарӑмра пӗрремӗш вырӑна Хусан мэрӗ Ильсур Метшин йышӑннӑ. Вӑл журналистсене Хусан футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне 95 процент йышӑнма хатӗррине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Григорьеа, Трынова, Кошкин. «Правда ПФО» сайтри сӑнӳкерчӗк Ҫак кунсенче Аслӑ квалификаци комиссийӗ Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ валли ертӳҫӗ кандидатурине тишкернӗ. Унта вӗсем тӑватӑ ҫынна пӑхса тухнӑ. Ертӳҫӗ пуканне йышӑнас кӑмӑллисем малтанласа пиллӗкӗн те пулнӑ. Кайран вӗсенчен пӗри, Александр Кошкин, заявление илнӗ. Ку хыпара пӗлтерекен Александр Белов журналист Кошкинӑн мӑшӑрӗ миравай тӳре пулнине палӑртнӑ, апла пулсан Аслӑ суд ертӳҫине суйласан иккӗшӗнчен пӗрин ӗҫе пӑрахма тиветчӗ. Ытти кандидатурӑран Иван Григорьев, Сергей Ленковский, Галина Трынова пулнӑ. Вӗсене те коллеги ырламан. ЧР Аслӑ судӗнче председателӗн ҫумӗнче ӗҫлекен Анатолий Петрова вара ҫул парас шухӑшлӑ. Хамӑртан ҫакна пӗлтерер: регионсенчи судсен ертӳҫисене РФ Аслӑ сучӗ сӗннипе ҫӗршыв Президенчӗ ҫирӗплетет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президентне Николай Федорова чысласси пирки хушу кӑларнӑ. Кун пирки право информацин официаллӑ интернет-порталӗнче пӗлтернӗ. Хушура Чӑваш Енӗн экс-президентне, Федераци Канашӗн пайташне Николай Федорова Александр Невский орденӗпе чысласси пирки каланӑ. Владимир Путин ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Николай Федорова ҫак пысӑк наградӑпа Раҫҫей парламентаризмне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата саккун ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Власть» Раҫҫейри регионсен пуҫлӑхӗсен деклараци капманине пӗтемлетнӗ. Тӗпчев палӑртнӑ тӑрӑх, ертӳҫӗсем кризиса парӑнтарса тупӑша пысӑклатнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗр улпучӗсен списокне лекнӗ. Вӑл унта иккӗмӗш вырӑнта. Унӑн харпӑрлӑхӗнче 50 пин тӑваткал метр ҫӗр. Пӗрремӗш вырӑнта – Брянск облаҫӗн пуҫлӑхӗ Александр Богомаз. Виҫҫӗмӗш вырӑна Сахалин облаҫӗн ертӳҫи Олег Кожемяко лекнӗ. Михаил Игнатьев пӗлтӗр мӗн чухлӗ укҫа ӗҫлесе илни пирки те хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: Михаил Васильевич 2016 ҫулта 3 миллион та 739 пин те 245 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Ку – ӗҫ вырӑнӗнчи шалу. Пӗтӗмӗшле тупӑш вара 4 миллион та 163 пин тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Орденпа килӗшмесӗр пикета тухнӑ ҫын Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетсӗр вуннӑмӗш сессийӗ ӗҫлерӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусенчен пӗри республика Элтеперне Михаил Игнатьева «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысласси пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнерех пӗлтернӗччӗ. Элтепере чыслас сӗнӳпе Елчӗк районӗнчи Депутатсен пухӑвӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, регламент тата депутат этики енӗпе ӗҫлекен комитетне тухнӑ. Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем ку пуҫарӑва ырласа йышӑннӑ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков ҫеҫ орден панине «начар парне» тесе хакланӑ. Ҫав вӑхӑтрах Правительство ҫурчӗ умне Юрий Шакеев ятлӑ ҫын пикета пырса тӑнӑ. Сессирен тухакан депутатсене вӑл Элтепере наградӑланипе килӗшместӗп тесе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Владимир Ежеев Чӑваш Енри ҫынсене хӳтӗлесшӗн мар Чӑваш Енри ҪҪХПИ управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Владимир Ежеев Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӑн пуканне йышӑнма пултарассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Омбудсмен кандидатурине Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи сессийӗнче пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн уншӑн 33 депутат сасӑланине, улттӑн тытӑнса тӑнине, пӗри хирӗҫ пулнине те эпир ҫырнӑччӗ. Владимир Ежеев кандидатурине унччен ЧР ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ Сергей Павлов депутат сӗннӗ. Владимир Ежеев ЧР Патшалӑх Канашӗн паянхи сессийӗнче хӑйӗн унчченхи заявленине илессине пӗлтернӗ, депутатсем унӑн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ. Ҫакна та палӑртмалла: ҫитес уйӑхра 60 ҫул тултаракан Владимир Ежеев кандидатурине халӑхра, ҫав шутра хӑш-пӗр депутат та, тӗрлӗрен йышӑнни вӑрттӑнлӑх мар. Республикӑри омбудсмен кандидатурине Раҫҫейри этем прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй пӑхса тухса ырлать. |
Политика
![]() Сесси саманчӗ. Cap.ru порталти сӑнӳкерчӗк Паян иртекен Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Михаил Игнатьев Элтепере «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслас ыйтӑва пӑхса тухассине Чӑваш халӑх сайчӗ ирпе пӗлтернӗччӗ. Чӑн та, сессире ку ыйтӑва хускатрӗҫ. Элтепере чыслас сӗнӳпе Елчӗк районӗнчи Депутатсен пухӑвӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, регламент тата депутат этики енӗпе ӗҫлекен комитетне тухнӑ. Чӑваш парламенчӗн депутачӗсем Елчӗк районӗнчи халӑх тарҫисен ыйтӑвне тивӗҫтерме йышӑнчӗҫ. Сессие хутшӑннӑ депутатсенчен чылайӑшӗ ку шухӑша ырларӗ, Михаил Игнатьев Элтепер тӑрӑшӑвне пысӑка хурса хакланӑ май вӗсем наградӑна тивӗҫ тесе сасӑларӗҫ. Сӑмах май, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков вара урӑхларах шухӑш палӑртрӗ. |
Политика
![]() Игорь Моляковпа Николай Малов Паян Чӑваш Республикин улттӑмӗш созыври Патшалӑх Канашӗн вуннӑмӗш, черетсӗр, сессийӗ ӗҫленӗ. Черетсӗр сессире пӑхса тухма палӑртнӑ ыйтусем йышлах мар пулин те ӑна итленисем кӑсӑклӑ самантсем пулнине палӑртаҫҫӗ. Кӑсӑкли, тӗпрен илсен, оппозици партийӗсем шутланаканнисемпе ертсе пыракан парти пайташӗсемпе сиксе тухать. Хальхинче те ун пек самант пулнӑ. Чӑваш халӑх сайчӗ Николай Малов депутат РФ Патшалӑх Думин депутачӗ пулассине темиҫе хут та хыпарларӗ. Марат Сафин заявлени ҫырнӑ хыҫҫӑн та, кайран Тӗп суйлав комиссийӗнче тивӗҫлӗ йышӑну тусан та. Паян чӑваш парламентӗнче Николай Малов хӑйне ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗн мандатӗнчен хӑтарма ыйтса ҫырнине пӑхса тухнӑ. Валерий Филимонов спикер Николай Маловӑн ырӑ енӗсене палӑртнӑ май унра шӳт туйӑмӗ пуррине те асӑннӑ. Ҫак саманта астуса юлнӑ «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков Николай Маловран РФ Патшалӑх Думинче мӗнрен кулассипе кӑсӑкланнӑ. «Чи малтанах — хамран», — ҫухалса кайман Николай Малов политик. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |