Политика
![]() Чӑваш Республикинче обществӑпа политика лару-тӑрӑвне хакламашкӑн ятарлӑ тӗпчев ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Ҫавна май Республика Элтеперӗн Администрацийӗ уҫӑ конкурс пуҫарнӑ. Контрактӑн хакӗ самаях пысӑк: 1 миллион та 280 пин тенкӗ. «Правда ПФО» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑваш Енри обществӑпа политика лару-тӑрӑвӗ» темӑпа социаллӑ тӗпчев ирттерме кӑмӑл пуррисен пӗтӗм документсене чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен хатӗрлесе памалла. Конкурс докуменчӗсенче палӑртнипе килӗшӳллӗн, Чӑваш Енре пурӑнакансенчен телефонпа шӑнкӑравласа ыйтса пӗлӗҫ. Пӗтӗм шӑнкӑравран 75 процентне карас телефонӗ ҫине, ытти 25 процентне стационарлӑ телефон ҫине шӑнкӑравлӗҫ. Номерсене ятарласа суйламӗҫ. Тӗпчев ирттерекенсен ҫапла майпа Чӑвашра пурӑнакансем пурнӑҫ шайне, хӑйсен пурлӑх-мулне епле хак панине, халӑх вырӑнти тата республика влаҫне мӗнле паллӑпа хакланине, регион тата федераци ведомствисенче ӗҫлекен тӳре-шара ӗҫӗпе, патшалӑх пулӑшӑвӗсен пахалӑхӗпе кӑмӑллӑ е кӑмӑллӑ мар пулнине, хӑш политика партине ытларах килӗштернине пӗлмелле. Тепӗр пӗлтерӗшлӗ самант та пур ыйтӑмра: халӑх протестлӑ акцисене хутшӑнасшӑн-и? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Ен парламенчӗн сайтӗнчи сӑн ӳкерчӗк Ҫак уйӑхӑн вӗҫӗнче чӑваш парламенчӗн депутачӗсем Крымра тата Севастопольте пулнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, унта пулнӑ чух Крым Республикипе Чӑваш Ен парламенчӗсем килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута алӑ пуснӑ. Ӑна, сӑмах май, тӑватӑ чӗлхепе: чӑвашла, вырӑсла, украинӑлла тата Крымри тутарсеннипе — хатӗрленине те эпир ҫырнӑччӗ. Кӑнтӑр енти региона чӑваш парламентӗнчи мӗнпур фракци пайташӗсем кайнӑччӗ. Паян Чӑваш Ен парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов Крымра тата Севастопольте мӗн тӗллевпе пулнине журналистсене пухса каласа кӑтартнӑ. Унта Василий Чапаевӑн ятне Крымри ҫар пӗрлешӗвӗсенчен пӗрне парассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва та сӳтсе явнине (ун пирки те эпир ҫырнӑччӗ) асӑнса хӑварнӑ. Валерий Филимонов спикер депутатсем килес ҫул та Крыма каяс ӗмӗтлине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Александр Осипова (сылтӑмри) Ҫитес уйӑхран Каҫал тӑрӑхне Александр Осипов ертсе пыма пуҫлӗ. Комсомольски районӗнче 1974 ҫулта ҫуралнӑ ҫак ҫынна тӑван тӑрӑхри муниципалитета сити-менеджер пулса ертсе пыма паян суйланӑ. Районти Депутатсен пухӑвне конкурс комиссийӗ икӗ кандидата сӗннӗ: район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫнӗ вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ Александр Краснова (вӑл – капиталлӑ строительствӑпа ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ) тата Шупашкарти «Спартак» спорт шкулӗн директорне Александр Осипова. Уҫҫӑн ирттернӗ сасӑлавра Александр Осипов ҫӗнтернӗ. Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Алексей Самаркинпа тунӑ контракта вӑхӑчӗ тухнӑ тесе кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче тӑсса паманччӗ. А. Самаркин тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни те паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен пысӑк йышӗ этем правине унччен юстици министрӗ пулнӑ Надежда Прокопьевана хӳтӗлеттересшӗн. Маларах министр пулнӑ ҫын юлашки вӑхӑтра республикӑн Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн Ертӳҫинче тӑрӑшать. Этем правине хӳтӗлеме ӗнерхи министрсӑр пуҫне Эдурад Васильев, Виктор Ильин та ӑнтӑлнӑ. Сӑмах май, Виктор Ильин — Надежда Прокопьеван унчченхи упӑшки иккен. Депутатсем вӑрттӑн сасӑласа чылайӑшӗ Надежда Прокопьевашан пулнине палӑртнӑ. Ку кандидатурӑна этем правине хӳтӗлекен ҫӗршыври уполномоченнӑй пӑхса тухӗ. Аса илтерер, республикӑра пурӑнакансене Чӑваш Енри ҪҪХПИ управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Владимир Ежеев та хӳтӗлес тенӗччӗ. Омбудсмен кандидатурине Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи сессийӗнче пӑхса тухнӑччӗ. Владимир Ежеев ЧР Патшалӑх Канашӗн ҫӗртме уйӑхӗнчи сессире хӑйӗн унчченхи заявленине илессине пӗлтернӗ, депутатсем унӑн ыйтӑвне тивӗҫтернӗччӗ. Теприсем пӑшӑлтатнӑ тӑрӑх, Ежеев кандидатурине Мускавра ырламан имӗш. |
Политика
![]() Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, тӗп хуламӑрӑн ҫуралнӑ кунӗнче, пӗр арҫын пӗчченех пикета тухнӑ. Оппозиционер пикета тухмалли вӑхӑта шӑпах уяв кунӗнче суйланӑ. Ҫак ҫын халӑх нумай утакан вырӑна, Гагарин палӑкӗ умне, плакат йӑтса тухса тӑнӑ. Унта «Пора менять эту власть» тесе ҫырнӑ. Унта кунсӑр пуҫне 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗ тесе ҫырнӑ. Пикета тухнӑ оппозиционер ҫине ҫынсем ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхнӑ. Полицейскисем те ун патне пынӑ, унран ыйтса пӗлнӗ. Кун хыҫҫӑн ҫав ҫынпа мӗн пулни паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫитес уйӑхӑн 10-мӗшӗнче Пӗрлехи сасӑлав кунӗ иртмелле. Аса илтерер, ун чухне чӑваш парламентне тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхсен пухӑвне 70 депутата суйламалла. Суйлав 21 муниципалитетра иртмеллине те эпир пӗлтернӗччӗ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑха депутатсене Улатӑрпа Ҫӗмӗрле хулисенче, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри тата Елчӗк районӗсенче суйлама тивмӗ. Шупашкарта РФ Патшалӑх Думине депутата Леонид Черкесов суйланнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ юлнӑ вырӑна черетлӗ «халӑх тарҫине» палӑртӗҫ. «Тарҫӑ» пулма хальлӗхе «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен Владислав Григорьев усламҫӑ, РФКП-рен – Николай Перцев усламҫӑ, РЛДП-тан – РФ Патшалӑх Думин депутачӗн пулӑшуҫи Кристина Алексеева, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫейрен» – юрист бюровӗн пуҫлӑхӗ Алексей Григорьев, Пенсионерсен партийӗнчен Сергей Зотов техник тата тепӗр виҫӗ кандидат суйлав кӗрешӗвне хӑйсем тӗллӗн тухнӑ: ниҫта та ӗҫлемен Александр Арланов тата икӗ Александр Борисов. Юлашкинче каланисенчен пӗри – электросварщик, тепри ниҫта та ӗҫлемест. Канаш хулинчи Депутатсен пухӑвне депутата 14 ҫын суйланасшӑн тапаҫланать, Ҫӗнӗ Шупашкара — 11, Улатӑр районне – 5, Канаш районне —10, Пӑрачкав районне — 4, Ҫӗрпӳ районне — 5, Шупашкар районне — 11, Шӑмӑршӑ районне — 10, Етӗрне районне — 16. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкарти депутатсем хулан ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйламан. Кунашкал йышӑнӑва Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче тунӑ. Лару ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртнӗ. Кун йӗркине пилӗк ыйту кӗртнӗ. Малтанах хулан ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйласси пирки хушма ыйту кӗртнӗ. Анчах чылайӑшӗ ҫакна ырламан. Аса илтерер: экс-мэр Ирина Клеменьева хӑйӗн тӗлӗшпе тӑватӑ пуҫиле пуҫарсан ӗҫ вырӑнӗнчен хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Унтанпа мэр тивӗҫӗсене Николай Владимиров пурнӑҫлать. Ҫитес лару авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче иртӗ. Тен, хулан ҫӗнӗ пуҫлӑхне ун чухне суйлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар хулин экс-мэрне Ирина Клементьевӑна килти ареста лартнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Нумаях пулмасть следовательсем суда ходатайствӑпа тухнӑ. Вӗсем килти ареста 3 уйӑхлӑха тӑсма ыйтнӑ. Суд следовательсем ыйтнине тивӗҫтернӗ. Ҫапла майпа Ирина Клеменьева кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен килти арестра пулӗ. Аса илтетер: экс-мэра должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн 3 эпизодпа айӑпласшӑн. Следовательсем 19 ухтару ирттернӗ, 40 ытла кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ. Ирина Клеменьевӑн 40 ытла пин тенкине, Шупашкарти, Чулхулари виҫӗ хваттерне, виҫӗ ҫӗр лаптӑкне арестленӗ. Ирина Клеменьева хӑйӗн айӑпне йышӑнмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Пӗрлехи суйлав кунӗнче чӑваш парламентне тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхсен пухӑвне 70 депутата суйламалла. Суйлав 21 муниципалитетра иртмелле. Ытларахӑшӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей», РФКП, РЛДП, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» тата пенсионерсен ячӗпе суйлава хутшӑнать. Вӗсен нихӑшӗн те суйлавҫӑсене алӑ пустармалла мар. Пенсионерсен партийӗ ячӗпе кӗрешӗве ветерансем ҫеҫ мар, ҫамрӑк политиксем те тухнӑ. «Парламента тата муниципалитет пухӑвӗсене эпир ултӑ кандидата тӑратрӑмӑр», — тенӗ пенсионерсен партийӗн регионти ертӳҫи Николай Степанов. Хӑш-пӗр кандидат ҫамрӑккишӗн вӑл пӑшӑрханма сӗнмест, мӗншӗн тесен вӑхӑт хӑвӑрт иртет, паянхи ҫамрӑксем сисмӗҫ те тивӗҫлӗ канӑва тухӗҫ. Тата ҫамрӑксем пенсионерсен правине хӳтӗлесшӗн иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Надежда Гладкова ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗн пуканне кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче кӑна йышӑннӑ. Анчах вӑл ку должноҫре нумай тӑрӑшайман. Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Енилина «Гладкова Н.Б. пирки» хушу алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, 50 ҫулти Надежда Гладковӑна ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнчен кӑларнӑ. Сӑмах май, вӑл унччен Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн экономика тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |