Политика
![]() Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Владислав Софронов ӗнертенпе отставкӑна кайнӑ. Ӗҫрен хӑтарма ыйтса вӑл заявлени ҫырнине «Правда» ПФО интернет-хаҫат чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнчех пӗлнине ҫырнӑччӗ-ха. Тӳре-шаран ыйтӑвне хулари Депутатсен пухӑвӗн чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи ларӑвӗнче пӑхса тухассине те унта систернӗччӗ. Хыпар вӗсем хӑйсен ҫӑлкуҫӗсем калани тӑрӑх хатӗрленине палӑртнӑччӗ. Чӑн та, Владислав Софронов ӗҫрен кайма ыйтса заявлени ҫырнӑ. Унӑн ыйтӑвне депутатсем ӗнер нумай калаҫса тӑмасӑр тивӗҫтернӗ, ҫав вӑхӑтрах вӗсем ӑна ырӑ йӑлана пӑхӑнса (ҫын кайнӑ чух лайӑххине сунаҫҫӗ-ҫке) ӑшӑ сӑмахсем калани паллӑ. Владислав Софронов малтан Канаш район админитсрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑччӗ, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине вӑл икӗ ҫул ытларах тытса пычӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин ҫӗршыври демографи политикине лайӑхлатассипе татӑклӑ утӑмсем тӑвасси ҫинчен ҫак кунсенче МИХсем тупӑшса тенӗ пек пӗлтереҫҫӗ. Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Светлана Чернова Пӑлапа Юхма тӑрӑхӗнче реформӑна ырласа йышӑннине пӗлтернӗ. «Ҫакӑншӑн районта пурӑнакан кашни ҫемье, ача амӑшӗ пулма хатӗрленекен кашни мӑшӑр хӗпӗртерӗ, савӑнчӗ тесе шутлатӑп. Пӗрремӗш ачашӑнах ҫулталӑк ҫурӑна ҫитиччен тӳлекен укҫа хальхи вӑхӑтра кашни ҫемьешӗн пӗлтерӗшлӗ. Амӑшӗн капиталне 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗчченех тӑсма палӑртни те Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнчи демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатма, ҫемье тӗрекне ӳстерме пулӑшӗ. Шанас килет, ҫывӑх вӑхӑтра нумай ачаллӑ ҫемьесен йышӗ тата ытларах ӳсӗ. Сӑмах май каласан, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн районта 315 пепке ҫуралнӑ. Вӗсенчен пӗрремӗш ачана алла илекенсем 85, иккӗмӗшӗне ҫуратакансем 98, виҫҫӗмӗшне хапӑл тунисем 91 мӑшӑр. Тӑваттӑмӗшпе пиллӗкмӗш, улттӑмӗш-ҫиччӗмӗш пепкесем ҫемьене пуянлатни те савӑнтарать. Ҫӗнӗ ҫулта ҫак кӑтартусем тата ытларах ӳсессе ӗмӗтленетпӗр», — тенӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян кӳршӗри Тутарстанра чӗлхесене вӗрентессине пӑхса тухнӑ. Унта Тутарстан прокурорӗ Илдус Нафиков та тухса калаҫнӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл хӑйне пӑхӑнакан ведомство республикӑри вӗренӳ системинче тунӑ тӗрӗслевсен пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллаштарнӑ. Пурӗ 3856 нарушени тупнӑ, йӗркене пӑсман пӗр вӗренӳ учреждени те юлман. Малашне тутар чӗлхине республикӑра хӑйсен ирӗкӗпе ҫеҫ вӗренме май пуррине ҫирӗплетнӗ вӑл. Тутарстанӑн Патшалӑх канашӗ республикӑра тутар чӗлхине вӗрентмелли постановленине те йышӑннӑ. Уншӑн пур депутат та пӗр саслӑн сасӑланӑ. Йышӑнупа килӗшӳллӗн Тутарстанра патшалӑх чӗлхине вӗрентме ирӗк пур, анчах куншӑн ашшӗ-амӑшӗсен ытларахӑшӗ йышӑнмалла. Аса илтеретпӗр, нумай пулмасть Михаил Бабич патшалӑх чӗлхисене вӗрентме ирӗк парасси пирки каланӑччӗ. Анчах пурне те вӗрентесси е хӑйсен ирӗкӗпе-и — паллӑ марччӗ. Чӑннипе вара иккӗмӗш варианчӗ пурнӑҫа кӗни палӑрчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Виталий Станьял «Idel.Реалии» сайтра Виталий Станьял ертсе пыракан Чӑваш ваттисен тӗп канашӗ шкулсенче чӑваш чӗлхине вӗренттерессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва ҫӗршыв ертӳҫисен ячӗпе шӑрҫаланипе ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑх пирки каласа кӑтартнӑ. Унта Чӑваш халӑх сайтӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай сӑмахӗсене те илсе кӑтартнӑ: «Нумаях пулмасть эп ЧР пуҫлӑхӗн сайтӗнче Кураковпа Игнатьев тӗл пулнине ҫирӗплетекен видеона куртӑм. Хӑрушӑ! Кураков ӗмӗрӗ тӑршшӗпех политика ... (сӑмахӗ илемлӗ мар та, кунта ҫырмӑпӑр. — Авт.) пулнӑ. Кун пирки пурте пӗлеҫҫӗ. Анчах та Кураков КУ ӖҪРЕ халь хӑйӗнчен те иртсе кайрӗ. Халь, пур чӑвашӑн та Тӑван Чӗлхемӗре хӳтӗлемелле чухне, вӑл, намӑссӑр, Станьяла питлет, «тӑрӑ шыв» ҫине кӑларать. Паянтан пуҫласа маншӑн Кураков текен чӑваш ҫук! Кун пирки эп ӑна тин кӑна шӑнкӑравласа каларӑм. Станьялпа та нумаях пулмасть калаҫса илтӗмӗр. Чыс та мухтав вилӗмсӗр Виталий Станьяла!», — тесе поэт сайтӑн хурал кӗтесӗнче каланине «Idel.Реалии» ӳкерчӗк евӗр илсе кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче патшалӑх учрежденийӗсен, миравай судяьсен тата ыттисен ӗҫ фончӗн тӳлевне улшӑнусем кӗртнине пичетленӗ. Документа ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрах, ЧР Патшалӑх Канашӗн ӗҫ фончӗн тӳлевӗ 1137800 тенкӗ ӳсет, ЧР Элтеперӗн администрацийӗн – 1579700 тенкӗ, ЧР Юстици министерствин – 715500 тенкӗ, миравай судьясен аппарачӗн – 1000700 тенкӗ, ЧР Финанс министерствин – 817800 тенкӗ, ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин – 631600 тенкӗ, ЧР Экономика министерствин – 604100 тенкӗ, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин – 565100 тенкӗ, ЧР Спорт министерствин – 516300 тенкӗ. Ҫын правине хӳтӗлекен уполномоченнӑйӑн тата унӑн аппарачӗн ӗҫ фончӗн тӳлевӗ 1039500 тенкӗ чакать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Елена Бадаева. Cap.ru порталти сӑн укерчӗк Паян иртнӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн 15-мӗш сессийӗ хыснана ҫитес ҫул тата 2019-2020-мӗш ҫулсем валли йышӑнассипе ҫыхӑннӑччӗ. Укҫа-тенкӗ яланах тавлаштарать, вӑрҫтарать. Паянхи сессире депутатсем бюджет проектне хӗрсех сӳтсе яврӗҫ. Пӗрисем хыснана ырларӗҫ пулсан, теприсем хурларӗҫ. Унтан та ытларах: пӗрне-пӗри ӳпкелени те сисӗнчӗ. Елена Бадаева депутат хӑш-пӗр парламентарие ятран асӑнса тухрӗ. Кунта вӑл Игорь Молякова, Сергей Семенова, Григорий Данилова хытах ӳпкелерӗ. «Пирӗн предприяти 137 миллион тенкӗ налук тӳлерӗ», – тенӗ май вӑл маларах хӑй асӑннӑ депутатсене пӗчӗк цех та пулин уҫма сӗнчӗ. Александр Андреев ячӗ те пулчӗ унта, анчах вӑл ӳлӗмрен ферма уҫасси пирки иккӗленменнине палӑртрӗ. |
Политика
![]() Шупашкар хулин Ленин район судӗнче чӑваш парламенчӗн депутачӗн Сергей Семеновӑн тавӑҫне пӑхса тухнӑ. Ку хыпара «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм ӗнер хыпарланӑ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗпе судлашни ӑна хӑй вӑхӑтӗнче парламентри тӳлевлӗ вырӑна хӑйӗнчен ыйтмасӑр лартнипе ҫыхӑннӑ. Аса илтерер, пӑтӑрмахӗ асӑннӑ партин парламентри фракцин ертӳҫине Игорь Моляеова ЧР Патшалӑх Канашӗнче ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерес теменнипе асӑннӑ партин тепӗр пайташне пукан панӑччӗ. Анчах Сергей Семенов укҫаллӑ вырӑна кӗрсе ларма килӗшмерӗ, ку йышӑну саккуна пӑсни пулать тесе суда ҫитрӗ. Парламентари шухӑшӗпе маларах тӳресем килӗшнӗччӗ. Халӗ, ав, Сергей Семенов саккунсӑр йышӑнупа хӑйне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ тесе 200 пин ыйтнӑ. Суд депутатӑн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ, анчах укҫа виҫине палӑрмаллах чакарса 10 пин хӑварнӑ. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗменнине кура енсем аппеляци ҫӑхавӗ пама пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗ республика Элтеперӗпе ирттерекен «Приложение силы» (чӑв. Вӑй парса) кӑларӑма чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Ютуб» видеохостингра онлайн трансляци ирттерсе куракан патне ҫитерӗҫ. Трансляци пулассине пӗлтернине комментариленисене, эфир пынӑ вӑхӑтра ҫырнисене те онлайн мелпе кӑтартнӑ чух сӳтсе явма палӑртнӑ. Элтеперпе онлайн трансляци ирттерессине телерадиокомпани Фейсбукри хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Эфирта республика ертӳҫин Михаил Игнатьевӑн оппопенчӗсем шырав тата нимеҫӗ (волонтер) юхӑмӗсен хастарӗсем, ҫамрӑк усламҫӑсем тата патшалӑх служащийӗсем пулӗҫ. «Приложение силы» кӑларӑм «Ютуб» видехостингра онлайн трансляци мелӗпе миҫе сехетре эфира тухассине телеканал каярах хыпарлама шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Игорь Моляков депутат Иртнӗ эрнере, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ вун тӑваттӑмӗш сессийӗ ӗҫленине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Ун чухне хыснана улшӑну кӗртнипе пӗрлех пӗлтерӗшлӗ ытти ыйтӑва та пӑхса тухрӗҫ. Ҫавсенчен чи пӗлтерӗшли — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн ертӳҫине, чӑваш парламентӗнчи ҫак партин фракцийӗн ертӳҫине Игорь Молякова тӳлевлӗ должноҫе лартни. Аса илтерер, парламентри тӳлевлӗ пуканшӑн депутат ЧР Патшалӑх Канашӗн ҫӗнӗ созывне суйланнӑранпах тапаҫланчӗ. Парламентри кирек епле партин пайташӗсене те ӗҫ укҫиллӗ должноҫ памаллине кура пӑтӑрмахлӑ ыйтупа суда та ҫитнӗччӗ. Иртнӗ эрнере тавлашу тинех татӑлчӗ: Игорь Молякова экономика тата агропромышленность комитечӗн ертӳҫин ҫумне лартма йышӑнчӗҫ. |
Политика
![]() «Пире тӑван кӗтсе тӑрать», «Шӑматкун каҫхине», «Ҫыру ҫырсамӑр салтаксем патне» - ҫак юрӑсен авторӗ камне калама та кирлӗ мар. Юрий Кудаков! Ҫак кунсенче вӑл 75 ҫул тултарнӑ. Унӑн кӗввисем «Праски инке хӗр парать», «Ҫӗмӗрт шап-шурӑ ҫеҫкере» спектакльсене те илемлетеҫҫӗ. Юрий Кудаков Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче 8 ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Юбилей каҫӗ унта иртнӗ. Ентешӗсем ӑна хисеплеҫҫӗ. Композитор Хутар, Ҫӗмӗрле районӗн гимнӗсене хайланӑ. Ытти тӑрӑхсене те ҫырса панӑ вӑл. Тӗслӗхрен, Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ялӗнче пурӑнакан Лев Ефимова йӑх гимне хайласа панӑ. Вӗсем пӗр-пӗрне 50 ҫула яхӑн паллаҫҫӗ. Хутара композитора саламлама Шупашкартан чылай хӑна килнӗ. Тӗслӗхрен, Чӑваш халӑх ӳнерҫи Николай Енилин. Вӑл Юрий Кудакова ҫамрӑк чухне пир ҫине ӳкерсе юлнӑшӑн хӗпӗртет. Уяв каҫӗнче пултаруллӑ композитор ҫӗр-ҫӗр ӑшӑ сӑмах илтнӗ. Унӑн юррисене чӑваш халӑхӗ чунран юратать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |