Политика
![]() Шупашкарӑн экс-мэрӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе каллех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку – улттӑмӗш ӗҫ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Ирина Клементьева тӗлӗшпе пуҫарнӑ ытти уголовлӑ ӗҫе тишкернӗ чухне каллех йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Следовательсен шухӑшӗпе, 2014 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче экс-мэр «Чӑваш Ен-Мед» страхлав компанийӗн 100 пин тенкине саккунсӑр майпа тӑкакланӑ. Ун чухне вӑл Казахстанри Актау хулине Евразин Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн хулисен конференцине хутшӑнма кайнӑ. Ку вара страхлав компанийӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе ниепле те ҫыхӑнман. Аса илтерер: унччен Ирина Клементьева тӗлӗшпе 5 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл мэр пуканне пушатнӑ. Халӗ вӑл килти арестра ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Алексей Мурыгин (сулахайри) Тата тепӗр терӗмӗр те тессе, анчах капла калани тӗрӗсех мар. Шупашкарти 17-мӗш округпа ӗнер иртнӗ суйлавра Владимир Викторов вырӑнне суйланӑ. Аса илтерер: кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнченпе Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав отрасльне хулари стоматологи пульницин тӗп тухтӑрӗ пулнӑ Владимир Викторов ертсе пырать. Ӗнер иртнӗ суйлава парламент депутачӗ пулма Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнчи мӗнпур парти хӑйӗн кандидатне тӑратнӑ: «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти — Леонид Волкова, Коммунистсен партийӗ — Андрей Игнатьева, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» — Алексей Мурыгина, либерал-демократсем — Алексей Сапожникова. Социаллӑ тӗрӗслӗхшӗн пӗр партие пӗрлешнӗ пенсионерсем чӑваш парламентне Андрей Никитина суйлаттарасшӑн пулнӑ. Ҫапах та Алексей Мурыгин пуринчен ытла сасӑ пухнӑ. Вӑл, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, «Отделфинстрой» предприятире производство енӗпе ӗҫлекен директор пулса тӑрӑшать. |
Политика
![]() Федераци Канашӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ, Чӑваш республикин пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров Чӑваш Енре пулнӑ май Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Евгения Левановӑна илемлӗ гимнастика енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗшӗн саламланӑ. Палартса хӑварар: Евгения Леванова ахаль тренер патӗнче мар, тӳрех республикӑри художество гимнасчӗсен тӗп тренерӗ Ирина Штайнер патӗнче ӑсталӑха туптама пуҫланӑ. Халӗ вӑл Чулхулари Олимп резервӗн облаҫ училищинче 2-мӗш курса вӗренет. Ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командине Женя 2007 ҫултах кӗнӗ. «Сирӗн ҫитӗнӗвӗрсем — Раҫҫейӗн чысӗпе мухтавӗ. Эпир пурте Пезарӑра иртнӗ тӗнче чемпионатне тимлӗ сӑнарӑмӑр. Хамӑр ҫӗршыв спортсменӗсен ҫӗнтерӗвӗсемшӗн савӑнтӑмӑр», — ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума ырӑ сунса гимнасткӑна тав тунӑ Николай Васильевич. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР спорт министрӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Алексей Яковлев тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе прокуратурӑна айӑплав пӗтӗмлетӗвне тума ярса панӑ. Кун хыҫҫӑн тӳре суд сакки ҫине ларӗ. Следстви вӑл должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлать. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2013 ҫулта Яковлев «Белые камни» республика центрне реконструкцилемешкӗн документаци проектне хатӗрлесе Шупашкарти пӗр фирмӑпа килӗшӳ тунӑ. Унӑн хакӗ – 9 миллион тенкӗ ытла. Анчах документаци патшалӑх экспертизи витӗр тухайман, Яковлев вара ҫакна пӑхмасӑрах укҫа-тенке фирма счечӗ ҫине куҫарма хушнӑ. Ҫак схемӑпах вӑл Маунтинбайк центрӗн трассин проектпа смета документацине хатӗрленӗшӗн подрядчик счечӗ ҫине 1,3 миллион тенкӗ куҫарнӑ. Яковлева пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче килти ареста лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Владимир Крупнов Чӑваш Ен Элтеперне Владимир Крупнов пулӑшма тытӑнӗ. Ӑна пулӑшуҫӑ пулма шанасси ҫинчен республика ертӳҫи Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ. Паянах вӑл Владимир Анатольевичпа республикӑн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗнче тӗл пулнӑ. Республика ертӳҫин пресс-служби Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ӗҫлӗ ыйтусене сӳтсе явнӑ, умра тӑракан задачӑсене палӑртнӑ, ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме суннӑ. Владимир Крупновӑн Чӑваш Ен Элтеперне ытти регионсемпе тата халӑхсем хушшинчи ҫыхӑнусем йӗркелеме пулӑшмалла. Ҫӗнӗ пулӑшуҫӑ Раҫҫейӗн Халӑх туслӑхӗн университетӗнче «Лингвистикӑна» вӗренни тата вӑл ют чӗлхесене пӗлни паллӑ. Урӑх ун пирки кӗске хыпар та нимӗн те асӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Вӑрмар райадминистраци пуҫлӑхӗ Андрей Васильев (сулахайри) Элтепер патӗнче Ҫак кунсенче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев умлӑ-хыҫлӑ икӗ кун республикӑн муниципалитечӗсенчи пуҫлӑхсемпе тӗл пулнӑ. Авӑн уйӑхӑн 6-мӗшӗнче Правительство ҫуртне Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхне Александр Осипова, ӗнер Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхне Андрей Васильева йыхравланӑ. Муниципалитет пуҫлӑхӗн пуканне вӗсем иккӗшӗ те хальтерех йышӑннӑ. Аса илтерер, Андрей Васильев Вӑрмар район администрацине авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе ертсе пырать. Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма тӗв тунӑ кандидатсем хушшинче Петр Айвенов ятлӑ ҫын та пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Каҫал тӑрӑхне Александр Осипов ҫак уйӑхран ертсе пыма пуҫлассине те сайт хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Евгений Кадышев Шпашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем ҫӗнӗ мэра суйлас тесе официаллӑ мар сасӑлав ирттернӗ. Кун пек мелпе депутатсен хӑйсемшӗн те, ытти ҫыншӑн та сасӑлама май пулнӑ. Паян иртнӗ ларура ешчӗке уҫнӑ, пӗтӗмлетӳ тунӑ. Сасӑлавра Евгений Кадышев ытларах сасӑ пухнӑ. Пӗтӗмпе – 24. Вӑл – экономика политикин тата инвестицисен комиссийӗн председателӗ. Халӗ мэр тивӗҫне пурнӑҫлакан Николай Владимиров 10 сасӑ пухнӑ. Владимир Кузин депутатшӑн 4 сасӑ ҫеҫ панӑ. Тепӗр хутчен палӑртар: сасӑлав официаллӑ мар майпа иртнӗ. Аса илтерер: 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче депутатсем Ирина Клементьевӑна мэра суйланӑ. Анчах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче ӑна должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе килти ареста лартнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫсене тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партийӗн митингӗнче Шупашкарти Чапаев скверӗнче ӗнер «Справедливая Россия» (чӑв. «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей») парти халӑх пухӑвне йӗркелесе ирттернӗ. Унта коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвне, кивелнӗ ҫуртсенчи халӑха хӑтлисене куҫарассине тата ветерансен ҫӑмӑллӑхӗсене тавӑрассине хускатнӑ. Пирӗн корреспондент Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх митинга Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Моляков уҫнӑ. Ун хыҫҫӑн сӑмах Олег Николаев (Патшалӑх Думин депутачӗ) илнӗ. Микрофон умӗнче вӑл Мускаври «реноваци» опытне ытти тӑрӑхсене те сармалли пирки каланӑ. Чи хӗрӳ тухса калаҫакансен йышӗнче «Гидропроектра» экономист пулса ӗҫлекен Лариса Дробикова пулнӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл унчченхи тата хальхи пулӑшу виҫисене тата хаксене танлаштарнӑ. Сӑмахран, ҫул укҫине. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Эльдар Черкесов Шупашкар хула администрацийӗн ҫамрӑксен политикин пайӗн пуҫлӑхӗ Эльдар Черкесов чӑнах та ӗҫрен кайнӑ-и? Чӑннипе, кунашкал сас-хура ҫамрӑксен хушшинче икӗ уйӑх каяллах тухнӑ. Анчах Эльдар Хасанович кун пирки хӑй пӗр сӑмах та каламан. Сас-хурана уҫӑмлатар. Эльдар Черкесов хула администрацийӗнче текех чӑнах та ӗҫлемест. Вӑл малашне Шупашкарти коопераци институчӗн воспитани енӗпе ӗҫлекен проректор тивӗҫӗсене пурнӑҫлӗ. Эльдар Черкесов ӗҫрен мӗншӗн кайни, ахӑртнех, чылайӑшне кӑсӑклантарать. Хӑй акӑ мӗнле ӑнлантарать ҫакна: «Ывӑнтӑм. Ҫыннӑн кашни пилӗк ҫулта хӑйне евӗр чикӗ пулать теҫҫӗ. Манӑн шӑпах ҫавнашкалли ҫитрӗ-тӗр». Каласа хӑварар: Эльдар Черкесов Кабарда-Балкар Республикинче ҫуралнӑ, Чулхулари ШӖМ академине пӗтернӗ. Унтах вӗрентнӗ, директор ҫумӗнче ӗҫленӗ. 2012 ҫулта Шупашкар хула администрацийӗнче вӑй хума пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Михаил Ноздряков Чӑваш Енӗн финанс министрӗ пулнӑ Михаил Ноздрякова Севастопольте хисепленине вӑл тӑрӑхра ҫак кунсенче чӑваш парламенчӗн делегацийӗпе пулнӑ Игорь Моляков каласа кӑтартнӑ. Кӑнӑр енчи регионти ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе паллаштарма иртнӗ эрне вӗҫӗнче Валерий Филимонов спикер пресс-конференци пухнӑ. Михаил Ноздрякова 2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Севастопольти финанс департаменчӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумне лартнӑ. Аса илтерер, Ноздрякова 2014 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче, финанс министрне йышӑннӑ вырӑнтан хӑтарнӑччӗ. Михаил Ноздряков 1970 ҫулта ҫуралнӑ. 1992 ҫулта Питӗрти патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ, унта вӑл «Политика экономийӗ» специальноҫа алла илнӗ. 1999 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен 2010 пуш уйӑхӗччен РФ Перекет банкӗн республикӑри управляющийӗн пӗрремӗш ҫумӗнче тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн ӑна ВТБ банкӑн Шупашкарти филиалне ертсе пыма шаннӑ. 2011 ҫулта вӑл Чӑваш ен Правительствинче ӗҫлеме тытӑннӑ, министра ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |