|
Политика
![]() Халӑх сасӑлавӗ пырать. Ҫынсем Элтепере мӗнле шаннине, пурнӑҫ шайне, регион сӑн-сӑпатне, коррупципе мӗнле кӗрешнине, информаци уҫӑлӑхне, ҫулсен пахалӑхне тата ыттине балл лартса кӑтартма пултараҫҫӗ. Михаил Игнатьев кӗпӗрнаттӑрсен халӑх танлаштарӑмӗнче 16-мӗш вырӑн йышӑнать. Чӑваш Ен ҫыннисем унӑн ӗҫӗ-хӗлне 5 балран 3,3 балпа хакланӑ. Сасӑлав малалла пырать-ха. Эппин, эсир те Элтепере паллӑ лартса пама пултараҫҫӗ. Халӑх Элтепере шанать-и? Ҫынсем ҫакна 3 балпа хакланӑ, пурнӑҫ шайне – 3,07 балпа, коррупципе кӗрешнине – 3,2 балпа. Пӗтӗмӗшле илсен, сасӑлава Чӑваш Енри 150 ҫын хутшӑннӑ. Элтепере балл лартса парас тесен ҫак ссылкӑпа куҫмалла: http://governors.ru/glava-regiona/Chuvashskaya-Respublika/Ignatev-Mikhail-Vasilevich#pub_rating. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ялтӑна вӗҫсе кайнӑ. Вӑл унта Пӗтӗм тӗнчери IV канашлӑва хутшӑнать. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 19-21-мӗшӗсенче Ялтӑра Пӗтӗм тӗнчери экономика канашлӑвӗ иртет. Чӑваш Енри делегацие Михаил Игнатьев ертсе пырать. Крым Республикин Правительствин пайташӗсемпе 2018-2020 ҫулсенче ЧР Министрсен Кабинечӗпе Крым Республикин Министрсен канашӗ хушшинче суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника, культура тӗлӗшӗнчен килӗштерсе ӗҫлесси пирки калаҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Татьяна Николаенко. Сар.ru сӑнӗ Чӑваш Енӗн Общество палатин аппарачӗн ертӳҫине Татьяна Николаенкӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче пичетленӗ. «Правда ПФО» (чӑв. «Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Тӗрӗслӗх») интернет-кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, Татьяна Николаенкӑна ӗҫрен ярасси пирки Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин хушӑва паян, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Аса илтерни вырӑнлӑ пулмалла, Татьяна Владимировна Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ. 1999 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн хими факультетӗнчен хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнӑ, 2010 ҫулта вара Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗн юридици факультетне пӗтернӗ. Ку должноҫе вӑл 2015 ҫулта йышӑннӑ. Ун чухне унпа ӗҫ килӗшӗвне 5 ҫуллӑха тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Николай Маловпа мӑшӑрӗ Хальхи вӑхӑтра иртнӗ ҫулхи тупӑшсене кӑтартмалли вӑхӑт, РФ Патшалӑх Думине суйланнӑ депутатсем те декларацисем хатӗрленӗ. Чӑваш Енӗн РФ Патшалӑх Канашӗнчи «халӑх тарҫисенчен» Николай Малов ыттисенчен сахалтарах ӗҫлесе илнӗ: унӑн ҫулталӑкри тупӑшӗ — 3,5 миллион тенкӗ. Мӗншӗн ӑна ыттисенчен катӑкрах тӳленӗ тесе пӑшӑрханма кирлӗ мар — депутат тивӗҫне вӑл ыттисенчен каярах кӳлӗннӗччӗ. Ҫав вӑхӑтрах Николай Малов хӑйӗн мӑшӑрӗпе чӑннипех мухтанма пултарать. Вӑл иртнӗ ҫул 17,6 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. 2016 ҫулхи деклараципе танлаштарсан Маловӑн арӑмӗн харпӑрлӑхӗнче техобслуживани станцийӗ те, ҫул хӗрринчи сервиспа тивӗҫтерекен машинӑсен чарӑнӑвӗ те, магазинлӑ кафе тата унччен пулнӑ тепӗр кафе те юлман. Малтан шыв алтмалли икӗ скважина пулнӑ, халӗ вӗсем те, хуралҫӑ ҫурчӗ те ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Владимир Барсуков. Сар.ru сӑнӗ Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк министерствин Экологипе ҫутҫанталӑкпа усӑ куракан ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн пуҫлӑхне ӗҫрен кӑларнӑ. Кун пирки Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Енилина хушу алӑ пуснӑ. «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Барсуков ку должноҫе 2011 ҫулта, «НИИ Экологии» йӗркеленсен, йышӑннӑ. Ун чухне вӑл 23 ҫулта кӑна пулнӑ. Пӗлтерхи кӑрлач уйӑхӗнче Владимир Барсукова ӗҫрен кӑларнӑччӗ, анчах темиҫе уйӑхранах каялла лартнӑччӗ. Палӑртса хӑвармалла, ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн пуҫлӑхӗн пуканне йышӑниччен вӑл «ЕТЕК» пӗрлӗхӗн тӗп директорӗнче ӗҫленӗ, 2010-2011 ҫулсенче «Коммуналлӑ технологисем» пӗрлешӳре специалистра вӑй хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() РФ Федераци Канашӗн ҫӳлти палатин пайташӗсем иртнӗ ҫул мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине кӑтартнӑ. Официаллӑ сайтра Чӑваш Енӗн ҫӳлти палатӑн элчисен Николай Федоровӑн тата Вадим Николаевӑн тупӑшӗ те пур. Николай Федоров пӗлтӗр 5 412 000 тенке яхӑн ӗҫлесе илнӗ. Унӑн мӑшӑрӗ вара – 596 пин тенкӗ. Николай Васильевичӑн харпӑрлӑхӗнче хваттер тата пурӑнмалла мар ҫурт пур. Арӑмӗ ҫинче вара – икӗ лаптӑк ҫӗр, пӳрт, виҫӗ хваттер. Николай Федоровӑн тата ГАЗ М-21 машина пур. Вадим Николаев пӗлтӗр 4 644 000 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Арӑмӗ вара – 7 009 000 тенкӗ. Сенаторӑн виҫӗ лаптӑк ҫӗр, пӳрт, виҫӗ хваттер тата гараж, BMW 740LixDrive машина, юр ҫийӗн ҫӳремелли икӗ транспорт пур. Мӑшӑрӗ ҫинче вара - автомобиль тата трактор. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() «Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне тинех суйлӗҫ», — ҫапла хыпарланӑччӗ Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ уйӑхӑн 16-мӗшӗнче. Унта автор конкурс ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртессине пӗлтернӗччӗ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра виҫ кун каялла ҫырнине ӗненсен, конкурс иртмен. Шупашкар районне ертсе пырас шухӑшлисем виҫӗ ҫын пулнӑ иккен. Вӗсенчен иккӗшӗн ваканси конкурсне тӑратнӑ ӗҫлӗ хучӗсем йӗркеллӗ пулман имӗш. Виҫҫӗмӗшне, пӗртен-пӗр кандидат тӑрса юлнине кура, суйлаймӑн. Шупашкар районне ертсе пыма Муркаш район пуҫлӑхне Ростислав Тимофеева сӗннӗ, ӳкӗте кӗртнӗ, анчах кайран вӑл шухӑшне улӑштарнӑ текен сӑмах та ҫӳрет. Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне хальхи вӑхӑтра Владимир Димитриев пурнӑҫлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ шанчӑкран тухнӑ тенӗ, ҫавӑнпа ӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Прокруратура тӗрӗслеве пулнӑ хыҫҫӑн ҫапла вырӑнти депутатсем йышӑннӑ. Арҫынна ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче суйланӑ. Вӑл пӗр коммерци организацийӗн ертӳҫи тата пӗртен-пӗр учредителӗ. Организаци ҫав ял тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ. Ахӑртнех, «шанӑҫа ҫухатнӑ ҫын» - Александр Кудряшов, 1958 ҫулта ҫуралнӑскер. Вӑл «Агрофирма Александр» тулли мар яваплӑ обществӑн директорӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Юрий Исаев Паян ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин Юрий Исаева ЧР Вӗренӳ интститучӗн ректорӗн должноҫне парасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Аса илтерер: кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗччен вӑл ЧР вӗренӳ министрӗ пулнӑ. Кайран ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӑна отставкӑна ярса хӑйӗн администрацийӗн ертӳҫин ҫумне лартнӑ. Ҫав вӑхӑталлах ЧР Вӗренӳ институчӗн унчченхи ректорне Сергей Савина ӗҫрен кӑларнӑ. Юрий Исаев 1969 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. 1995 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ пӗтернӗ, «Чӑваш чӗлхи тата литература» специальноҫе алла илнӗ. Унтан вӑл юриста вӗреннӗ. Юрий Николаевич – филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, доцент. Вӑл – 80 ытла вӗренӳпе методика ӗҫӗсен авторӗ. Вӗсенчен 5-шӗ – монографи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева ӗҫрен кӑларӗҫ текен сӑмах черетлӗ хутчен тухнӑ. Ҫапла, черетлӗ хутчен. Кун пек сӑмаха унччен те сарнӑччӗ. Эпир астӑвасса пӗрре кӑна та мар. Халӗ тата ҫыракансем тупӑннӑ. Хальхинче — «МК» хаҫатӑн нумаях пулмасть пичетленнӗ номерӗсенчен пӗринче. Материал авторӗ — Актуаллӑ экономика институчӗн пуҫлӑхӗ Никита Исаев. 1978 ҫулта Мускавра ҫуралнӑ ҫак ҫынпа тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсенче политолог, экономист, усламҫӑ, телеертӳҫӗ, юрист тата преподаватель тесе паллаштараҫҫӗ. Вӑл юридици ӑслӑхӗсен кандидачӗ иккен, юрисконсульт, Раҫҫейӗн ҫамрӑксен енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитетӗнче, Регионсен аталанӑвӗн министерствин ятарлӑ программӑсемпе территорие аталантаракан проектсен департаментӗнче ӗҫленӗ-мӗн. Суйлав хыҫҫӑнхи лару-тӑру пирки ҫырнӑ май «Кузбаса, Якут Республикине, Чӑваш Ене, Пушкӑртстана, Брянска, Калининграда, Тулӑна, Ӗренпура, Иваново облаҫне, Алтай тата Краснодар тӑрӑхӗсене ӑмсанаймӑн. Вӗсенчен хӑшӗсен кӗпӗрнаттӑрӗсен чӑматан хатӗрлеме вӑхӑт», — ҫавӑрттарнӑ ҫав ҫын хай шухӑшне. «Центр шанӑҫне Чӑваш Ен ертӳҫи Михаил Игнатьев та ҫухатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
