Чӑвашлӑх
![]() Паян Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Жить здорово» кӑларӑмра «Наци тӗпелӗ тата ҫимӗҫӗ» рубрикӑра чӑвашсен Мускаври ентешлӗхӗн элчисене кӑтартнӑ. Кӑларӑма Ҫӗнӗ ҫул умӗнех ӳкернӗ. Пӗрремӗш кӑларӑма паян эфира кӑларнӑ. Пирӗн халӑхӑмӑр ушкӑнӗ «Каҫайрап-и, каҫаймасп-и — каҫӑ хурса парӑр-ха», — тесе юрласа, чӑваш ялавне йӑтса ҫӑкӑрпа тухрӗ, чӑвашла сывлӑх сунчӗҫ. Ҫӑкӑра Хӗрлӗ Чутайӗнче ҫуралнӑ Ольга Ванеева пӗҫернӗ. Ялава Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Волков тата Ираида Карпова йӑтса тухрӗҫ. Чӑвашсем сухан нимри пӗҫерме вӗрентрӗҫ. Хӑнасене кӑларӑма ертсе пыракансем пурне те кӑмӑлтан йышӑнчӗҫ. Ҫапах та Канаш районӗнчи Чарпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ медицина ӑслӑлӑхӗсен докторне Владимир Стеклов полковника уйрӑмах ӑшшӑн йышӑннӑн туйӑнчӗ. Стеклов ултӑ ачаллӑ ҫемьере ҫуралнине, унта вӑл пиллӗкмӗш пулнине каласа кӑтартрӗ. Мандрыка ячӗллӗ ҫар госпиталӗнче кардиологра ӗҫленине пӗлсен кӑларӑма ертсе пыракан Елена Малышева «Атьӑр-ха эп сире ыталам», — тесе ыталаса илчӗ. Аритмолог тесен Елена Малышева хӑйӗнпе пӗрле кӑларӑма ертсе пыракан Герман Гандельман кардиолога «Герман Шаевич, аритмолог», — тесен Гандельман эпӗ те ыталам-ха тесе ыталарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑвашлӑх
![]() Нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Йӗпреҫри культура ҫуртӗнче «Чӑваш пики — 2014» конкурс иртнӗ. Районти 6 ял тӑрӑхӗнчи 9 пике хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Диана Козлова (Кӗлӗмкасси ял тӑрӑхӗ), Анжела Анисимова (Пучинке ял тӑрахӗ), Луиза Ильина (Шӑрттан ял тӑрахӗ), Валентина Васильева (Чӑваш Тимеш ял тӑрӑхӗ), Мария Савельева (Кирово ял тӑрӑхӗ), Вера Архипова (Энтриел ял тӑрӑхӗ), Анжела Прохорова (Чӑваш Тимеш ял тӑрӑхӗ), Алиса Васильева (Пучинке ял тӑрӑхӗ), Эльвира Бронникова (Кӗлӗмкасси ял тӑрӑхӗ) пилӗк конкурсра ӑмӑртнӑ. Малтанах хӗрсем хӑйсемпе паллаштарнӑ. Иккӗмӗш конкурсра кӑткӑс ыйтусене хуравланӑ. Виҫҫӗмӗш конкурсра юрӑ-ташӑ пулнӑ. Унтан хӗрсем чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарнӑ. Ӑна вӗсем хӑйсем хатӗрленӗ. Юлашки конкурсра пикесем хитре кӗпесем тӑхӑнса утнӑ. Паллах, кашни хӗр малти вырӑна йышӑнма тивӗҫ. Анчах ҫӗнтерӳҫе палӑртмаллах. Пӗтӗмлетӳсене Йӗпреҫ хула тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Анисимов тата Культура аталанӑвӗн центрӗн директорӗ пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑвашлӑх
![]() Клуб ӗҫӗ Эстронири чӑваш культурин «Нарспи» пӗрлӗхне ертсе пыракан Ираида Захарова пӗлтернӗ тӑрӑх ытларикун, нарӑсӑн 25-мӗшӗнче Эстони алӗҫ клубӗнче чӑваш тӗррин каҫӗ иртнӗ. Унта пурӗ вуннӑн хутшӑннӑ — ытларах, хӗрарӑмсем. Унта хутшӑнакансем пирӗн халӑхӑн тӗрлӗ тӗррипе паллашнӑ, хӑшӗ-пӗрне ӑсталаса та пӑхнӑ. Тӗрлесе пӑхнисен йышне Йӗпкӗн, Чӑрмалла, Ӑсма Хантӑс ятлӑ тӗрӗсем кӗреҫҫӗ. Киле ӗҫ те парса янӑ — Хантӑс тӗрре вӗренме. Ҫапла май эстонири чӑвашсем ҫитес вахӑтра тӗрле сувенирсем те тума тытӑнасшӑн. | ||
Музейри урокЧӑвашлӑх
![]() Муркаш районӗнчи Николай Никольский музейӗнче Сосновкӑри шкул ачисемпе урок ирттернӗ. Унӑн теми «Чӑваш наци тумтирӗ» ятлӑ пулнӑ. Урок валли музейҫӑсем «Вирьялсен тумтирӗ: ӗнер тата паян» ятпа курав хатӗрленӗ. Сосновкӑри ял вулавӑшӗн заведующийӗ Т.З. Степанова наци ҫи-пуҫне кӑтартнӑ тата ун пирки каласа панӑ. Ачасем экспозицисемпе хаваспах паллашнине палӑртма уйрӑмах кӑмӑллӑ. Вӗсенчен хӑшӗсене тӑхӑнса пӑхмах май килнӗ. Урокра ачасем чӑваш тумтирӗ тата вӗсенчи тӗрӗсем виҫӗ этнографи ушкӑнне пайланнине пӗлнӗ. Анатри чӑвашсем килте тӗртнӗ пиртен ҫӗленӗ ҫи-пуҫне шултра тӗрӗпе капӑрлатнӑ. Вӑтам анатрисем те ҫи-пуҫ тата тӗрӗ енчен анатрисене ҫывӑхарах ӑсталанӑ. Вирльялсем вара шурӑ пирсӗр пуҫне хӗрлине те усӑ курнӑ тата вӗсем вӗттӗн тӗрлеме ӳркенмен. Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑвашлӑх
![]() Питӗр хулинчи «Троицки» культура центрӗнче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина 90 ҫул тултарнине халалласа чӑваш ҫипуҫӗн уявне йӗркеленӗ. Уява Вера Кузьмина хӑй те ҫитнӗ. Унта вӑл паллӑ спектакльсенчи сыпӑксене вылянӑ. Чӑваш Енрен килнӗ юратнӑ артистсемпе «Парне» ансамбль ентешсене чӑвашла тата вырӑсла хитре юрӑсемпе савӑнтарчӗ тесе хыпарланӑ Питӗр хулинчи чӑваш наципе культура автономийӗн сайчӗ. Асӑннӑ хулара тӗпленнӗ чӑваш хӗрӗсемпе яшӗсем тӑван халӑхӑмӑрӑн наци ҫи-пуҫне кӑтартнӑ: хӗрарӑм тумтирне, арҫынсен кунсерен тата уявра тӑхӑнмалли ҫи-пуҫа. Хальхи вӑхӑт ыйтнӑ пек ҫӗленӗ япаласем те пулнӑ. Кашни пиркиех Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Воронова каласа ӑнлантарса пынӑ. Сӑнсем (4) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑвашлӑх
![]() Лауриата чысланӑ самант Нарӑсӑн 19-мӗшӗнче наци вулавӑшӗнче В.В. Николаева асӑнса мероприяти ирттерчӗҫ. Ун ячӗпе хисепленекен премие кӑҫал паллӑ тюрколога, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн тӗп сотрудникне, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторне Николай Иванович Егорова пачӗҫ. Тимӗр Акташ журналист пӗлтернӗ тӑрӑх мероприятие К.В.Иванов ячӗллӗ фонд ертӳҫи Виталий Петрович Иванов ертсе пынӑ. Преми лауриатне те вӑлах чысланӑ. Ҫавӑн пекех Хисеп хучӗсем илме ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, Чӑваш Ен радиовӗн шеф-редакторӗ Ольга Туркай, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗн пай пуҫлӑхӗ Галина Соловьева тивӗҫнӗ. Асӑну каҫӗнче юрӑ-ташӑ янранӑ, чӑваш тумӗсене кӑтартнӑ, Василий Васильевича аса илнӗ. Сӑнсем (14, Тимӗр Акташ тунисем) | ||
Чӑвашлӑх
![]() Лауреатӑн кӑкӑр ҫине ҫакмалли палли Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Нестӗр Янкас поэт ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май Трак енри ял тӑрӑхӗсем хушшинчи Информаципе кану центрӗнче сумлӑ поэта тата Чӑваш Республикинчи Культура ҫулталӑкне халалласа литературӑпа пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Ӑна йӗркелекенӗ — районти Нестӗр Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗ. Уява район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.В.Шестаков та хутшӑнчӗ. Литература каҫне пӗрлӗх правленийӗн председателӗ Георгий Ефимов-Тусли ҫыравҫӑ уҫрӗ. Вӑл Нестӗр Янкасӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа пама Николай Ершов-Янгер поэта сӑмах пачӗ. Тухса калаҫакан Нестӗр Янкасӑн чӑваш литертуринчи вырӑнӗ, тӑван енре поэтӑн пархатарлӑ ятне упрассипе мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа пачӗ. Шупашкарти ентешлӗхпе пӗрле унӑн еткерлӗхне халалланӑ сумлӑ кӗнеке кӑларни, Янкас ялӗнче обществӑлла музей ӗҫлени тата поэтӑн ялӗнчи пӗр урама ун ятне пани, шкулсенче тата районта унӑн пултарулӑхне халалласа вуншар конкурс ирттерни ҫинчен илтме кӑмӑллӑ пулчӗ. Кун хыҫҫӑн пухӑннисем 2013 ҫулшӑн пӗрлӗх ҫумӗнчи районти Нестӗр Янкас ячӗллӗ Премие парас енӗпе ӗҫленӗ комисси йышӑнӑвне итлерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑвашлӑх
![]() Сасӑлав вӑхӑчӗ Ӗнер Вӑрнар районӗнче Чӑваш наци конгресӗн уйрӑмне туса хунӑ. Асӑннӑ район пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак шухӑш патне ЧНК пырса тухнӑ. Ун пеккисене ҫывӑх вӑхӑтра мӗнпур районта пуҫарма палӑртнӑ. Ҫапла туни чӑваш чӗлхипе культурине, литературине, ӳнерне, ҫутта кӑлараслӑхне, халӑхӑн эткерлӗхне сарассине, халӑхсен историйӗпе туслӑхне хисеплессине аталантарма пулӑшмалла-мӗн. Тухса калаҫнисем тӑван чӗлхепе культурине упраса хӑварасси кашнинчен килнине, чӑваш чӗлхин пуянлӑхӗпе илемӗ пулас ӑрусемшӗн те пуянлӑх пултӑр тесен май килнӗ таран йӑлтах тумаллине палӑртнӑ. ЧНК Вӑрнар районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи пулма «Вӑрнарҫултӑвӑм» обществӑн тӗп директорне Ольга Куликовӑна шаннӑ. Ун пирки вырӑнтисем ҫыравҫӑ тата нумай кӗнеке авторӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Куликовӑна «Хорнзор» ял хуҫалӑх кооперативӗн ертӳҫи Федор Кузьмин ҫум должноҫӗнче пулӑшса пырӗ. Вӑл та чӑваш культурине упраса хӑварассишӗн хыпса ҫунаканскер-мӗн. Пӗлтӗр вӑл тӑван ял историйӗ пирки кӗнеке кӑларнӑ, вӑл пуҫарнипе Хорӑнсор Ҫармӑс ялӗнче таврапӗлӳ музейӗ йӗркеленӗ иккен. ЧНК Вӑрнар районӗнчи уйрӑмӗн пайташӗ пулма вӗрентекенсене, тӗрлӗ шайри тӳрене шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑвашлӑх
![]() Нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Красноармейски районӗн тӗп библиотекин вулав пӳлӗмӗнче Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗ хӑйӗн ларӑвне ирттерчӗ. Хӗрлӗ Чутайра вара ЧНК уйрӑмне ӗнер, нарӑсӑн 13-мӗшӗнче, йӗркелерӗҫ. Ларӑва районти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсемпе чӑвашлӑхшӑн ҫунакан хастарсем пуҫтарӑнчӗҫ. Чи малтанах пухӑннисем умӗнче Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Петр Васильевич Ивантаев чӑваш наци конгресӗн пӗлтерӗшӗ, унӑн историйӗ, малтанхи утӑмӗсем пирки каласа пачӗ, 8-мӗш съезд пирки чарӑнса тӑчӗ, черетсӗр 9-мӗш съездра ҫӗнӗ устав йышӑнасси пирки пӗлтерчӗ, устава вырӑнсенче сӳтсе явма сӗнчӗ. Петр Ивантаев чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси кашни чӑвашӑн тӗп тӗллевӗ пулмалли пирки чӗнсе каларӗ. Вырӑнти ЧНК уйрӑмне чӑвашлӑхшӑн вӑй-халне шеллемен ҫынсене суйлама сӗнчӗ: чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, ҫыравҫӑсем... Район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров Чӑваш конгресӗн Хӗрлӗ Чутай районӗнчи уйрӑмӗн председателӗ пулма Юлия Петровна Мареевӑна сӗнчӗ. Юлия Петровна журналистка «Хыпар» хаҫатри хастар ҫыравҫӑ. Ӑна пулӑшма чӑваш пуласлӑхӗшӗн ҫунакан 20 хастара суйласа хӑварчӗҫ. | ||
Чӑвашлӑх
![]() Кӗнекери пӗр пай Паян республикӑн Наци вулавӑшӗнче Эдисон Патмарӑн «Чӑваш салтакӗ» кӗнеке хӑтлавӗ иртет. Вӑл кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетре пуҫланмалла. Эдисон Патмар ятне самайӑшӗ пӗлет-тӗр. Вӑл халӑх пултарулӑхне пухаканӗ, ҫыравҫӑ. Эдисон Патмара ашшӗн ҫулне тӑснӑ тесе калани йӑнӑш пулмасть тесе шухӑшлас килет, мӗншӗн тесен унӑн ашшӗ, Иван Патмар, хӑй вӑхӑтӗнче чӑваш фольклорне самай пухнӑ тата тӗпченӗ. Красноармейски районӗнчи Яманак ялӗнче 1915 ҫулта ҫуралнӑ, ҫак тӗнчерен 1983-мӗш ҫулта уйрӑлса кайнӑ. Эдисон Ивановичӑн ҫӗнӗ кӗнеки — ашшӗпе ывӑлӗн фольклор ӗҫӗсен 10 томлӑ пуххинчен ҫиччӗмӗшӗ. Кӑларӑмра арҫынсене ӗлӗк ҫара епле ӑстани ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ҫарпа ҫыхӑннӑ тӗшмӗшсем те вырӑн тупнӑ. Салтак юррисене вара кӗнекене уйрӑм пайпах кӗртнӗ. Сӑмах май: ку кӗнекене Эдисон Патмар 2012 ҫултах кӑларнӑ. Апла-и, капла-и — кӗнекере шӑп ҫак ҫула кӑтартнӑ. Ӑна эсир «СУМ» лавккара та туянма пултаратӑр, хакӗ 200 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |