Чӑвашлӑх
![]() Парка хитрелетес тесе паян та тӑрӑшаҫҫӗ Ҫӗрпӳ хулинче этнокультура паркне тума тытӑнни пирки эпир нумай пулмасть пӗлтернӗччӗ. Хайхи ҫав парка паян хамӑр ҫитсе куртӑмӑр. Кӳлепесене касса кӑларнӑ Вячеслав Эткер ӳнерҫӗ каласа панӑ тӑрӑх ку шухӑш ҫӗрпӳсен Киров хулинче ҫакӑн йышши паркпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ имӗш. Хула администрацийӗ ун патне тухнӑ хыҫҫӑн вӑл ҫак парка епле курнине пӗлтернӗ, вара, килӗшсе татӑлнӑ хыҫҫӑн, ӗҫе пуҫӑннӑ. Ҫӗрпӳ хула администрацийӗ кӑҫал ҫак парк валли 100 пин тенкӗ грант выляса илнӗ хыҫҫӑн кӳлепесем те парка вырнаҫма пуҫланӑ. «Чӑваш Ен» ЧПТРК каналӗпе хыпар тухнӑ вӑхӑталла хайхи администрацине Вячеслав атте ятӗнчен ҫын килнӗ иккен — юнашар вырнаҫнӑ чиркӳн пупне паркри кӳлепесем килӗшмен имӗш. Вячеслав атте, паллах, хӑй ятӗнчен сӑмах хушмасть — ҫак сӑмахсене ӑна чиркӗве пуҫ ҫапма килекенсем евитленӗ имӗш. Ку кӳлепесем ачасене тӗрӗс маррине вӗрентессинчен те хӑрать арҫынсен мӑнастирӗн пупӗ — юнашарах 1-мӗш вӑтам шкул вырнаҫнӑ-ҫке. Ытларах, паллах, чиркӳпе юнашар хӑй калашле «язычество идолне» лартни питӗ кӑмӑла хуҫать унӑнне. Паллах, ку кӳлепесем чӑваш йӑли-йӗркипе ҫеҫ ҫыхӑннӑ. |
Чӑвашлӑх
![]() Нумай пулмасть Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишек ялне кӗнӗ вырӑнта ҫул хӗррине юпа лартнӑ. Ӑна вырнаҫтарас шухӑшпа ҫурҫӗрте ӗҫлекен В.Т. Огурцов тухнӑ иккен — вӑлах укҫине уйӑрнӑ. Кӳлепене Вячеслав Эткер ӳнерҫӗ касса хатӗрленӗ. Юпана вырнаҫтарнӑ кун ӑна чаплӑ уяв туса уҫнӑ. Тӳре-шара та сахал мар пулнӑ — Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑх ҫумӗ Валерий Краснов, Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Альфрит Айбетов. Ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Лев Кураковпа Владимир Карсаков та хутшӑннӑ. Шкул ачисемпе вырӑнти фольклор ушкӑнӗ пӗчӗк кӑна концерт лартса пачӗҫ. Юпа тӑрринче алтӑр вырнаҫнӑ — ун ҫине вара Ишек тата яла никӗсленӗ ҫула — 1701 — ҫырса хунӑ. Шап та лӑп Шупашкар районӗнчи Ишек тӑрӑхӗнчен куҫса килнӗ те имӗш ҫак ял ҫыннисем ҫӗн ҫӗре. Ял ятне те ҫавӑнпа Ишек ят панӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Чӑваш Ишекӗ ятлӑ. Сӑнсем: официаллӑ сайтран (24), Н. Плотников тунисем (7). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗрпӳре этнокультура паркӗ тума пуҫлани пирки пӗлтерет «Чӑваш Ен» ЧПТРК. Ҫак ӗҫе икӗ ҫул хушшинче вӗҫлесшӗн имӗш. Хальхи вӑхӑтра хӑш-пӗр кӳлепесене туса лартма та ӗлкӗрнӗ. Хула ертӳҫисем ҫак парк чи илӗртӳллӗ вырӑнсенчен пӗри пуласса шанаҫҫӗ. Этнокультура паркӗнче уявсем, тӗрлӗ фестивальсемпе концертсем ирттерме шухӑшлаҫҫӗ. Ачасене те ку вырӑн килӗшнӗ — 10–11-мӗш клас пӗтерсен те ҫак вырӑнтах пухӑнма шантарнӑ. Хула ҫыннисем те парка йӗркелессине ырланӑ. «Эпир чӑвашлӑха манса каяс мар тесессӗн пирӗн ӗмӗрхи чӑваш йӑли-йӗркине, унӑн ӗҫӗ-хӗлне пӗлмелле. Ҫавӑнпа та ҫакӑн пек юпа лартни, тата чӑвашӑн авалхи йӑли-йӗркине йӗркелесе пыма шут тытни вӑл пире питӗ хавхалантарать», — тенӗ хула ҫынни Геннадий Никифоров. Парка Чӑваш Ен культура министерствин грантне выляса илнипе пурнӑҫлама май тупӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑвашла кунталӑк (календарь) кӑларас йӑлана эпир кӑҫал малалла тӑсрӑмӑр. Асаилтеретпӗр, чи пирвайхи чӑвашла календаре эпир виҫӗмҫул кӑлартӑмӑр — ун чухне 2012 ҫулхи паллӑ юбилярсене вырнаҫтарнӑччӗ. Чӑвашла кунталӑк пӗлтӗр те кӑларса, анчах «Сӑвар» фондпа пӗрле. Ӑна эпир Анатолий Розов ӳнерҫе халалласа хатӗрленӗччӗ. Кӑҫал вара эпир тахҫанах шухӑшласа хунӑ кунталӑка пичетлесе кӑлартӑмӑр — хальхинче чӑваш уявӗсемпе. Пирӗн кӑҫалхи календарьте эсир хӑҫан Сурхури, хӑш кун Калӑм эрни пуҫланнине, Ҫӑварнине хӑҫан уявламаллине пӗлме пултарайратӑр. Ҫавӑн пекех Кӑшарни, Хӗр сӑри, Мӑнкун, Ҫимӗк, Питрав, Нартукан уявӗсене кунӗсене те палӑртнӑ. Вӗсене уявламалли кунсене тӗрлӗ ҫӑлкуҫсенче тӗрлӗрен кӑтартаҫҫӗ. Эпир вара уяв кунӗсене Фёдор Мадуровпа тата Виталий Станьялпа канашласа палӑртрӑмӑр. Кунталӑкра официаллӑ уявсене палӑртма та манса кайман. Унсӑр пуҫне ытти хӑш-пӗр паллӑ кунсене уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑваш кил-ҫурчӗн ҫуртне тума шухӑшлаҫҫӗ. Унӑн пӗрремӗш чулне хунӑ та ӗнтӗ. Пӗрремӗш кирпӗче хывма облаҫ кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Морозов хӑй хутшӑннӑ иккен. Чӑваш кил-ҫуртне хулари Ҫамрӑксен хулинче тума пуҫланӑ. Ӑна «Наци ялӗ» текен этнокультура соооруженийӗсен комплексӗнче хута яраҫҫӗ. Наци ялӗнче тӑхӑр халӑх ҫыннисен культурине кӑтартмалла тӑвасшӑн. Ҫавӑнта сакӑр номерлӗх хӑна ҫурчӗ, ампарлӑ тата лаша витиллӗ музей ҫурчӗ, ҫулла ӗҫсе-ҫимелли уҫӑ вырӑн хӑпартса лартасшӑн. «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӗмӗпӗрти наципе культура автономийӗ хӑйӗн комплексне тума чи малтан ирӗк илнисенчен пӗри-мӗн. Тӗп ӗҫсене килес ҫул тума палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ӗнер, чӳкӗн 13-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Кун пирки конгресӑн сайчӗ пӗлтерет. Ларура пӑхса тухнӑ тӗп ыйтусенчен пӗри VIII Аслӑ Пухӑвӑн йышӑнӑвӗсене редакциленӗ хыҫҫӑн тепӗр хут сӳтсе явса ҫирӗплетесси пулнӑ. Президиум пайташӗсем Чӑваш Республикин патшалӑх тата вырӑнти органӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытса чӑваш халӑхӗн хӑйевӗрлӗхне, йӑли-йӗркине, культурине тата чӗлхине малалла аталантарас енӗпе малашне те тӗллевлӗ ӗҫлемеллине, Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсенчи тата урӑх ҫӗршывсенчи чӑваш наципе культура ушкӑнӗсемпе ҫыхӑнӑва анлӑлатмаллине, пӗрлештернӗ ӗҫ планӗ тумаллине палӑртнӑ. Ларӑва пухӑннисем Конгресӑн тӗп ыйтӑвӗсемпе ӗҫлеме 11 комитет туса хучӗҫ. Вӑл шутра — чӑваш ялне аталантарас, халӑх сывлӑхне сыхлас, ӑна социаллӑ хӳтӗлев парас, культура, вӗрентӳ шайне ӳстерес тӗлӗшпе ӗҫлекеннисем. Унсӑр пуҫне тӗрлӗ ушкӑнсене пӗрлештерме, сӑмахран, ҫамрӑксен тата хӗрарӑмсен ыйтӑвӗсене ҫӗклеме, ятарлӑ комитетсем пулӗҫ. «Чи кирли — эпир кунта калаҫни сӑмах купи кӑна пулса ан юлтӑр. Ҫанӑ тавӑрса пуринпе те ҫураҫуллӑ ӗҫлемелле», — ларӑва вӗҫленӗ май ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов ҫапарах сӑмахсем каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗпӗр чӑвашӗсем ҫинчен Г.Дубров каласа парать Красноармейски районӗнчи Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа ӳнер тата культура пӗрлӗхӗн черетлӗ анлӑ ларӑвӗ муниципалитетӑн бюджет тытса тӑракан Красноармейскинчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулӗнче иртрӗ. Ӑна пӗрлӗхӗн правлени председателӗ Георгий Тусли уҫрӗ. Ларӑва правлени пайташӗсемсӗр пуҫне районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем тата литература пултарулӑхӗнче палӑрнӑ шкул ачисем, тӑван ен историйӗпе культури енӗпе наукӑпа тӗпчев ирттернӗ ҫамрӑксем, вырӑнти ҫыравҫӑсем хутшӑнчӗҫ. Ларура ҫак ыйтусене пӑхса тухрӗҫ: Чӑваш Наци Конгресӗн VIII-мӗш Аслӑ Пухӑвӗ йышӑннӑ резолюцисем ҫинчен, Тӗмен чӑвашӗсем патӗнче иртнӗ «Чӑваш культурин кунӗсем» ҫинчен тата районти шкул ачисем хушшинче чӑвашлӑха упраса хӑварасси тата вӗсен пултарулӑхне аталантарасси ҫинчен. Пӗрремӗш ыйтупа Чӑваш Наци Конгресӗн делегачӗ Виталий Михайлов тухса калаҫрӗ. Вӑл конгресс съезчӗ мӗнле иртни тата унта йышӑннӑ резолюцисен пӗлтерӗшӗ ҫинчен туллин ӑнлантарса пачӗ. Пухӑннисем ЧНК кӑларса тӑракан «Чӑваш тӗнчи» хаҫатра пичетленнӗ резолюцисемпе паллашрӗҫ тата конгресс ӗҫӗ-хӗлне халалланӑ кӗнеке-альбомпа паллашрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш лирики ҫинчен кӗнеке кун ҫути курнӑ тесен тӗрӗсрех пулатчӗ-ха. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗ Надежда Ильина кун ҫути кӑтартнӑ. Кӗнекене кӑларасшӑн ҫине тӑнӑ ҫын пирки каласан, вӑл Вӑрнар районӗнчи Мӑньял-Элмен ялӗнче ҫуралнине, 2002 ҫулта «Хальхи вӑхӑтри чӑваш лирикин поэтика тӗнчи» ятпа диссертаци хӳтӗленӗ. 2003 ҫултанпа гуманитари институтӗнче литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗнче тӑрӑшать. Виҫӗ пайран тӑракан «Чӑваш лирики (1960–1990 ҫулсем)» монографин пӗрремӗш пайне хальхи чӑваш поэзийӗн критика тӗлӗшӗнчен тишкерессине халалланӑ. Иккӗмӗш пйаӗнче 20 ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче поэтсен пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ильина Петр Эйзин, Любовь Мартьянова, Петӗр Яккусен, Алексей Аттил, Георгий Федоров, Михаил Сунтал, Марина Карягина тата Надежда Сельверстрова сӑввисене тишкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ял тӑрӑхне кӗрекен Кечкей ялӗнче «Чӑваш ҫӗрӗн эрешӗсем» ятпа историлле юмах-халапсен сехечӗ иртнӗ. Е.В. Павлова библиотекарь вулавӑша пухӑннӑ ачасене «Чӑваш ҫӗрӗн эрешӗсем» кӗнекепе паллаштарнӑ. Вӗсене вӑл тӑван халӑхӑмӑр тӑхӑннӑ ҫи-пуҫа, капӑрланмаллисене кӑтартнӑ. Ачасене вӑл авалтан пыракан йӑла-йӗркепе ҫыхӑнӑва кӑтартас тенӗ. Лешсем вара чӑннипех те кӑсӑкланса кайнӑ: хӑшӗсен вӗсене, калӑпӑр, пуҫа ҫыхмаллисене, хушпу-тухьяна — туянас е тӑвас килсе кайнӑ тесе пӗлтерет Карапаш ял тӑрӑхӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Паян Шупашкарпа ун ҫумӗнче вырнаҫнӑ Вӑрманкас ялӗ чиккинче чӳк ирттерчӗҫ. Чӑваш тӗнне тытса пыракансем ку вӑхӑтра Кӗр сӑри ирттереҫҫӗ — ӑна вӗсем 1236 ҫулта пирӗн халӑхӑн малтанхи патшалӑхне тутар-монгол ҫарӗсем аркатнӑ хурлӑхлӑ куна асаилсе йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вара унтанпа 777 ҫул ҫитнӗ иккен — ӑна асӑнса ирттерчӗҫ те. Кӗр сӑри чӳкне пурӗ 50 яхӑн ҫын пухӑнчӗ — вӗсем чӑваш халӑхӗн пултаруллӑ та маттур ывӑлӗсемпе хӗрӗсем. Ҫавӑн пекех юнашар вырнаҫнӑ Лапсар ял тӑрӑхне кӗрекен ялсенчи ҫынсем те сахал марччӗ. Чи малтанах пуҫтарӑннӑ халӑх мӑнаҫлӑ элемпе утса тухрӗ, кайран вара кӗлӗ вуланӑ тата чӳкленӗ хыҫҫӑн вӑйӑ карти йӗркелерӗ. Кӗр сӑрине вӗҫленӗ майӑн така пусса техӗмлӗ шӳрпе тутанчӗҫ. Халӑхӑн йӑли-йӗркине темле хӗтӗрсен те пӑрахмассине пӗлтерсе сӑтӑрҫӑсен «ӗҫне» те тӳрлетрӗҫ: юпа ҫумӗнчи шӑтӑка хупларӗҫ, йӗри-тавра ҫавӑрса илнӗ картапа килӗшменнине кӑтартса ун урлӑ каҫса кӗчӗҫ. Сӑнсем (131) |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |