Чӑвашлӑх
![]() Туудеровсем Елчӗкри музейра Елчӗкри историпе таврапӗлӳ музейӗнчен тӗрлӗ наци ҫыннисем татӑлма пӗлмеҫҫӗ тени ӳстеререх калани пулать-тӗр. Ҫапах та унта тӗрлӗ ҫӗртен час-часах килсе ҫӳрени чӑнлӑх. Нумаях пулмасть унта Эстони ҫыннисем пулнӑ. Вӗсем — Туудеровсен ҫемйи. Настя тата Мадис. Анастасия — Чӑваш Енрен. Сӗнтӗрвӑрринче ҫуралнӑскер Таллинта ӗҫлесе пурӑнать. Мадиспа ҫемье ҫавӑрни вӗсен нумаях мар. Туй ӗҫкине вӗсем наци тумӗ тӑхӑнса уявланӑ. Настя — чӑваш наци тумӗпе, Мадис — эстонсеннипе. Елчӗкри музея пырса курма вӗсене ҫамрӑксен тӑванӗ, Ираида Захарова, сӗннӗ. Хӑй вӑл Елчӗк районӗнчи Тӳскелте ҫуралса ӳснӗ. Унтан Эстоние тухса кайнӑ. Халӗ вӑл унти чӑвашсен «Volgomaa» диаспорине ертсе пырать иккен. Эстони халӑхӗсен ассоциацине кӗрекен организаци ҫумӗнче «Палан» ансамбль йӗркеленӗ. Вӑл вара тӗрлӗ ҫӗршыва концертпа ҫӳрет. Ираида Захарова тӑван тӑрӑхне ҫулсерен килме тӑрӑшать, Эстонире пурӑнакан чӑвашсене пӗтӗҫтерессипе те тимлет. Сӑнсем (3) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Шевлере» канакасем Ҫурлан 14-мӗшпе 27-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи «Детский отдых» (чӑв. Ачасен канӑвӗ) ТМЯП кану базинче республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи пултаруллӑ шкул ачисем «Шевле» уйлӑхра канаҫҫӗ. Кунта Шупашкар хулинчи, Муркаш, Йӗпреҫ, Тӑвай, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк тата Етӗрне район ачисем лекнӗ. Ачасен канӑвӗ кӑсӑклӑ иртет. Вӗсене тӗрлеме, ташлама, чӑваш апат-ҫимӗҫне пӗҫерме вӗрентеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫак маттур ачасемпе «Тантӑш» хаҫат редакцийӗн журналисчӗсем, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн актёрӗсем тӗлпулусем ирттерӗҫ. Паллах, кӑсӑклӑ экскурсисемсӗр ачасен канӑвӗ иртмӗ. Уйлӑха ҫурлан 15-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑн уҫрӗҫ: «Несӗлсен ҫӗрӗ ҫинче» паллашу саманчӗ иртрӗ, ачасем уйлӑх йӗркипе паллашрӗҫ, отрядсене ятсем пачӗҫ, уйлӑх логотипне суйларӗҫ, стена ҫинчи хаҫатсем кӑларма шантарчӗҫ. Пӗрремӗш кунхине ачасем валли ятарлӑ концерт йӗркелерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗнӗ почта уйрӑмӗ уҫнӑ хыҫҫӑн Кирек епле уяв умӗн те пӗр-пӗр объект уҫма тӑрӑшаҫҫӗ те, Шупашкар 545 ҫул ҫитнине уявланӑ май тӗп хуламӑрта ҫӗнӗ почта уйрӑмӗ уҫӑлнӑ. 24-мӗш номерлӗскерте таможня тӗрӗслевӗн вӑхӑтлӑх зони вырнаҫнӑ. Таможньӑн тӗрӗслев зони вырнаҫнӑ почта уйрӑмӗсем Шупашкарта тек ҫуккине шута илсен вӑл ыттисенчен уйрӑлса тӑни каламасӑрах паллӑ. Халӑхсем хушшинчи посылкӑсене пӑхтарас тесен ӑна илекенсен маларах тавара вӑхӑтлӑх упрамалли склада, вӑл вара Шупашкра хӗрринче вырнаҫнӑ, ҫитме тивнӗ. Ӳлӗмрен клиентсем кӑмӑллӑ пуласса шанаҫҫӗ. Ҫак шухӑша Раҫҫей почтин Чӑваш Енри пуҫлӑхӗ Владимир Тимофеев палӑртнӑ. Ҫӗнӗ уйрӑма уҫнӑ май ҫӗнӗ почта открыткисене те кӑтартнӑ. Шупашкарӑн 550 ҫулхине, Чӑваш АССРӗн 100 ҫулхине халалласа Раҫҫейӗн почти вырӑнти тематикӑллӑ открыткӑсем, конвертсем тата маркӑсем кӑларма палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн художество музейӗпе, ӳнер шкулӗсемпе тата республикӑра пурӑнакансемпе пӗр шухӑшлӑ пулса кӑҫал кӑна маркӑсӑр 50 тӗрлӗ открытка кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Лариса Долинӑпа Михаил Игнатьев Шупашкар хулине йӗркеленӗренпе 545 ҫул (кун пирки тӗпчевҫӗсенчен хӑшӗсем урӑхларах шухӑшлаҫҫӗ те, анчах официаллӑ йышӑннӑ тӑрӑх вӑл ҫавӑн чул ҫулта) ҫитнӗ май паян Шупашкарта паллӑ эстрада тата джаз юрӑҫи Лариса Долина пулнӑ. Раҫҫейӗн халӑх артисчӗ хисеплӗ ята тивӗҫнӗ пултарулӑх ҫыннипе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Тӗлпулӑва вӑл, сӑмах май, тӗрленӗ чӑваш кӗпи тӑхӑнса пынӑ. Долина пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ май Михаил Васильевич джаз юрӑҫи совет тата Раҫҫей эстрадине аталанма пысӑк тӳпе хывнине, ҫынсене чылай ҫул чун ӑшшине парнеленине палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне Чӑваш Ен Элтеперӗ Лариса Долина юрлани ҫынсенче чи лайӑх туйӑма — юрату, шанчӑклӑх, ҫепӗҫлӗх, ырӑлӑх — ҫуратать тесе шухӑшлать иккен. Долина Шупашкар питӗ килӗшнине пӗлтернӗ. Регионсенче юрлама ӑна Мускавпа Питӗртинчен ытларах килӗшнине те пытарман вӑл. Каҫхи тӑхӑр сехетре вӑл Шупашкрати Хӗрлӗ тӳремре концерт кӑтартнӑ. Ӑна Наци телекуравӗ тата республикӑн влаҫ органсӗен официаллӑ порталӗ тӳрӗ эфирта трансляциленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Фестивальте Тӑвай район делегацийӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке ертсе пынипе Пӗтӗм Кузбасри чӑваш культурин фестивальне хутшӑннӑ. Фестиваль Кемӗр облаҫӗнчи Прокопьевск районӗнчи Михайловка ялӗнче иртнӗ. Михайловка хӑнасене юрӑ-ташӑпа тӗлӗнтернӗ, хӑйсен культурипе тата йӑлипе паллаштарнӑ. Михайловкӑра пурте тенӗ пекех — чӑвашсем. Наци юррисене аслисем те, кӗҫӗннисем те шӑрантараҫҫӗ. Ялта аслисен тата кӗҫӗннисен темиҫе пултарулӑх ушкӑнӗ чӑмӑртаннӑ. Вӗсен пултарулӑхне кӳршӗ районсем ҫеҫ курма килмеҫҫӗ. Пӗтӗм Кузбасри чӑваш культурин фестивальне 20 ытла ҫул йӗркелеҫҫе. Чӑваш Ен те унта яланах ҫитме тӑрӑшать. Прокопьевск районӗнче йӑла-йӗркене хисеплеҫҫӗ. Михайловка ялӗ чӑваш культурин фестивалӗпе палӑрса тӑрать. Ку тӑрӑхра хӑнасене кашни ялтах хапӑлласах кӗтеҫҫӗ. Сӑнсем (43) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Мускаври национальноҫен ҫуртӗнчи тӗлпулу Ҫак кунсенче Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков тата Мускаври чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫипе Анатолий Григорьевпа тата Мускаври национальноҫсен ҫурчӗн ертӳҫисемпе курнӑҫнӑ. Тӗлпулура ҫитес ҫул Мускавра Культура тата Литература ҫулталӑкне халалласа тӗрлӗ мероприяти ирттересси пирки калаҫса татӑлнӑ. Кӑҫал та ахаль лармӗҫ. Юпа уйӑхӗнче Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа пултарулӑх каҫӗ йӗркелӗҫ. Унта пултарулӑх интеллигенцине, ҫав шутра Раҫҫей тата Чӑваш ҫыравҫисен союзӗн пайташӗсене чӗнесшӗн. Тата, паллах, — поэтӑн юлташӗсемпе тӑванӗсене. Ҫичӗ чӗлхепе кӑларнӑ «Нарспи» кӗнекене 2015 ҫулхи нарӑсра Константин Иванов классик ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ май хӑтлама шухӑшлаҫҫӗ. Мускавра ҫулсерен иртекен наци культурисен «Раҫҫейӗн нумай тӗсӗ» фестивальне ҫӗртме уйӑхӗнче чӑваш культурине пуҫӗпех халалласшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш Ен ҫитес ҫул Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулассине нумаях пулмасть пӗлчӗ. Апла пулин те ӑна тата Раҫҫейри литература ҫулталӑкне епле ирттересси пирки калаҫма тытӑннӑ. Литературӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, чиновниксем канашлу ирттернӗ. Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмине парне евӗр акӑлчанла, вырӑсла, чӑвашла кӑларасшӑн. Ҫакна чылайашӗ ырланӑ. Чӑваш халӑх поэчӗ Валерий Туркай, ЧР Профессионал писательсен правленийӗн председателӗ Сергей Павлов, Чӑваш халӑх поэчӗ Юхма Мишши, ЧР Наци вулавӑшӗн директорӗн ҫумӗ Марина Андрюшина ҫитес ҫулталӑка ирттермелли шухӑшсемпе паллаштарнӑ. Сӑмах май, Константин Иванов ҫулталӑкӗ республикӑра кӑна мар, регионсем шайӗнче те иртӗ. Пӗрлехи акцисем, куравсем, пултарулӑх каҫӗсем Пушкӑрт, Тутар республикисенче, Чӗмпӗр облаҫӗнче, Мускавра иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ваттисене асӑнни / Н. Плотников тунӑ сӑн Шӑп ҫак вӑхӑтра 1223 ҫулта Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ тӗнчери хӑруш вӑйпа тытӑҫса илнӗ — пирӗн авалхи ҫӗршыв ҫине тутар-монголсем пӗрремӗш хут тапӑнса кӗнӗ. Супетей ертсе пыракан ҫар маларах ытти ҫӗршывсен ҫарӗсене аркатнӑ хыҫҫӑн ҫурҫӗрелле — Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхнелле — ҫул тытнӑ. Пирӗн мӑн асаттесем вара тутар-монголсене пӗрремӗш хут аркатса тӑкнӑ. Историре «Така ҫапӑҫӑвӗ» ят илнинчен хӑшӗ-пӗри кӑна тарма пултарнӑ, никам та ҫӗнеймен тутар-монголсем пӗрремӗш хут ҫӑпӑҫӑва выляса янӑ. Ҫак пулӑма асра тытса Шупашкар районӗнчи Вӑрманкас ялӗпе Шупашкар чиккинчи вырӑна чӑваш йӑли-йӗркипе пурӑнакансем ваттисене асӑнма пухӑнчӗҫ. Вӗсен шутӗнче паллӑ ӳнерҫӗсем, историксем, пултарулӑх ҫыннисем пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех кӳршӗлле ирҫе халӑхӗ те хӑнана килчӗ — ваттисене асӑннӑ чӳке пысӑк делегаци хутшӑнчӗ. Асӑну йӑли-йӗркине тунӑ хыҫҫӑн хӑшӗ-пӗри чӑвашла ят йышӑнчӗ. Вӗсен йышӗнче пӗчӗкки те асли те пулчӗ. Ҫак ҫул ҫине ачасем те тӑни пурин кӑмӑлне те кайрӗ. Фёдор Мадуровпа Праски Витти ӳнерҫӗсем паянхи кун мӗншӗн пухӑнни пирки каласа пачӗҫ. |
Чӑвашлӑх
![]() Кӗҫӗн Таяпари Светлана Агеева библиотекарь Елчӗк районӗнчи Кӗҫӗн Таяпа ял администрацийӗн чи пысӑк та ҫутӑ кӗтесне вулавӑш валли уйӑрни пирки пӗлтерет «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫат. «Юмах тӗнчинче», «Ӗмӗр манми ҫӗнтерӳ», «Юратнӑ енӗм, Елчӗк ен», «Шупашкарӑм, савнӑ Шупашкар» чӑвашла ҫырнӑ стендсен ячӗсем вулавӑша пуянлӑх сӗмӗ кӗртсе алӑк уратинченех хӑйсем патне туртаҫҫӗ иккен унта. «Чӑвашла кунта, йӑлтах чӑвашла Елчӗк тӑрӑхӗнче. Тӑван чӗлхене хисеплеҫҫӗ, юратаҫҫӗ», — пӗтӗмлетнӗ вӑл тӑрӑхра пулнӑ хаҫатҫӑ. Пӗр кӗтесе вырнаҫтарнӑ тӗрлӗ халӑх тумӗллӗ пуканесенчен куҫа илме ҫук-мӗн. Вӑййа тухмалли аркӑллӑ кӗпе тӑхӑннӑ, умне шурӑ саппун ҫакнӑ чӑваш хӗрӗ те, пуян ҫи-пуҫлӑ чикан майри те пур кунта. Хӗрачасем ҫитӗннӗ май выляма пӑрахнӑ кивӗ пуканесене чун кӗртекенӗсем — вулакансем. Вӗсем «Ӑстапи» кружока ҫӳреҫҫӗ. Пушӑ вӑхӑт тупса тӗрлеҫҫӗ те, ҫыхаҫҫӗ те. Ӑна Светлана Агеева библиотекарь ертсе пырать. Йӗри-тавра — ешерекен хитре чечексем, чӑваш тӗррисем иккен... «Ӑҫта мӗнле пулӗ, пирӗн ҫуллахи вӑхӑтра та вулакансем пур. Ачасем библиотекӑран тухма пӗлмеҫҫӗ. Хуларан асламӑшӗ, кукамӑшӗ патне канма килнисем ҫӑвӗпех кӗнеке йӑтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Уйлӑхри ачасем Ҫакӑн пек ятлӑ наци уйлӑхӗ кӑҫалтанпа Тутарстанта ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушкинче ӗҫленӗ. Нумаях пулмасть пӗрремӗш смена вӗҫленнӗ. Чӑваш Енри «Эткер» уйлӑх йышшине кӳршӗллӗ ҫав регионта йӗркелес шухӑш тахҫанах пулни пирки Чӑваш наци конгресӗ пӗлтернӗ. Кӑҫал вара уйлӑха йӗркелемех йышӑннӑ. Ӑна уҫма Чӑваш наци конгресӗ тата Чӑваш наципе культура автономийӗ хытах тӑрӑшнӑ-мӗн. Сахал мар укҫа-тенке вырӑнти усламҫӑ тата меценант, Теччӗ районӗнчи чӑвашсен наципе культура центрӗн ертӳҫи Володар Тимофеев хывнӑ. Лагере тытса тӑрассине Тутарстанӑн Вӗренӳ министерстви хӑй ҫине илнӗ. Уйлӑх пурӗ вунӑ кун ӗҫленӗ: утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче уҫӑлнӑ та 23-мӗшӗнче хупӑннӑ. Анчах килес ҫул йӗркелӳҫӗсем хастартарах пулса ачасен ҫуллахи канӑвне йӗркелемелли республика программине лекме ӗмӗтленеҫҫӗ. Унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчи ачасем валли 50 вырӑнлӑх икӗ сменӑллӑ уйлӑх ӗҫлеттерме шухӑшлаҫҫӗ. Хальхинче Тутарстанӑн 8 районӗнчи 25 ача каннӑ. Тӑван чӗлхене вӗренме ачасене тӗрлӗ кружок тата чӑвашсен историйӗпе ҫыхӑннӑ вырӑнсене ҫитсе курни, кӑсӑклӑ ҫынсемпе тӗл пулни пулӑшнӑ тесе ӗнентереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |