Чӑвашлӑх
![]() Тимӗр Акташ тунӑ сӑн Иртнӗ эрнекун, юпан 3-мӗшӗнче, «Сувар» фонд Пӳлер ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Валем-хуҫа сӑваплӑ вырӑнта ҫӗнӗ юпа вырнаҫтарнӑ. Кун пирки Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет. Юпа лартнисӗр пуҫне Шупашкартан килнӗ хӑнасем вырӑнти историпе таврапӗлӳ музейне кӗрсе курнӑ, ӗлӗкхи Пӳлер хулипе паллашнӑ. Ҫӗнӗ юпана Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Юрий Ювенальев, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ ӳнерҫисем Владимир Нагорновпа Леонид (Арслан) Николаев ӑсталанӑ. Арслан ертсе пынипе Вӑрмар районӗнчи ӑстасем юпана юманран касса кӑларнӑ. Юпа никӗсне тутӑхман тимӗртен ӑсталанӑ. Ҫавӑн пекех ҫӗнӗ юпа ҫине икӗ табличка ҫакса хунӑ. Пӗр енче «Суварсем, пехиле тивӗҫлӗ пулӑр! Валем-хуҫа», тепӗр енче — «Ҫулти Турӑ тата атте-анне — ман Турӑ». Малтанхи юпа унтах юлнӑ, хӑйсене «сувар» текенсем ӑна тӗкӗнмен. Асилтеретпӗр, хульччен тӑнӑ юпана 20 ҫул каялла чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ вырнаҫтарнӑ. Ӑна вырӑнти юманран Фёдор Мадуров кӳлепеҫӗ касса кӑларнӑ пулнӑ. Вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн Валем-хуҫа вырӑнне Тутарстан влаҫӗсем хӑт кӳртнӗччӗ, анчах та чӑвашсем лартнӑ юпана тӗкенменччӗ — вӑл ҫаплипех ларатчӗ. Халь те ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ юбилей ҫулӗнче ҫынсене савӑнтарас тесе почта открыткисен ҫӗнӗ ярӑмне кӑларни пирки республикӑн Культура министерстви хыпарлать. Хальхинче вӑл наци темиллӗ открыткӑсем кӑларнӑ. Малтанхи партине вӑл чӑваш художникӗсем Шупашкара сӑнланӑ ӳкерчӗксене усӑ курса кун ҫути кӑтартнӑччӗ. Музея пырса ҫӳрекенсем ҫак шухӑша кӑмӑлласа йышӑннӑ. М.С. Спиридоновӑн чиперккисем, Н.В. Овчинниковӑн тӗп сӑнарӗсем, Н.К. Сверчковӑн тӑван халӑх пурнӑҫӗнчи сюжетсем тӑван тӑрӑхӑн ытармалла мар пуянлӑхне, чуне уҫса параҫҫӗ. Ю.А. Зайцевӑн «Хӑмла» триптих та унат вырӑн тупнӑ. Е тата Н.К. Сверчковӑн «Чӑваш туйӗ» ӳкерчӗке илер-и? Асӑннӑ открыткӑсене Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче туянма май пур. Сӑнсем (3) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тулай чӑвашсем пирки юлашки вӑхӑтра телевизорпа кӑтартма пуҫланнине палӑртма кӑмӑллӑ. Чӑваш наци телекуравӗ, ав, «Епле пурӑнан, аякри тӑван?» кӑтартать. «Эх, юррӑм, янӑра!» кӑларӑмӑн асӑннӑ ярӑмӗ щутланать. Унӑн черетлӗ кӑларӑмӗ нумаях пулмасть кун ҫути курнӑ. Унта аякри тӑванӑмӑрсемпе, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче тӗпленнӗ йӑхташӑмӑрсемпе паллаштарнӑ. Халӑх юрри-ташшине кӑмӑллакансене хальхинче Чӑнлӑ районӗнчи Чӑвашкасси ялӗнчи «Шуҫӑм» фольклор ушкӑнӗн тата Аслӑ Накаткари «Шанчӑк» фольклор ансамблӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Апаш Ен» фольклор ушкӑнӗ Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» аваллӑх управҫи мӗнпе куракана хапӑл пулнине ятӗнченех ӑнланма пулать. Кивӗ шкул пулнӑ ҫуртра хӑй вӑхӑтӗнче йӗркеленӗ ҫак культура учрежеднийӗ таврара ят-сум ҫӗнсе илме ӗлкӗрнӗ. Пӗр вырӑнта тӑмасть музей. Аталанса пырать. Ҫав шутра «Чӑваш картишне» асӑнма пулать. Музей ҫумӗнчи лапамра вырнаҫнӑскер пирки ытлашши темех каласа кӑтартма та мар-тӑр, мӗншӗн тесен ӑна та ячӗ уҫса парать. Унта юлашки вӑхӑтра ҫамрӑк мӑшӑрсем пырса ҫӳресси йӑлана кӗме тытӑннӑ иккен. Ҫавӑн пек самантсенчен Апашри «Апаш Ен» фольклор ушкӑнӗ те юлмасть. Иртнӗ эрне кун та вӑл унта ҫитнӗ. Тин кӑна мӑшӑрланнисене ушкӑн чӑвашла юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Съезда хутшӑннӑ чӑвашсем Нумаях пулмасть Тутарстанри Арск хулинче Раҫҫейӗн тӗп халӑхӗсен ассоциацийӗн йӗркелӳ пухӑвӗ тата I съезчӗ иртнӗ. Унта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи наци республикисенчен хутшӑннӑ. Чӑвашсенчен пухӑва тата съезда наципе культура чӗрӗлӗвӗн «Ирӗклӗх» пӗрлешӗвӗ (ертӳҫи — Дмитрий Степанов) кайнӑ. Пухӑва хутшӑннисем Патшалӑх Думи тата регионсенчи Патшалӑх Канашӗсем «Вӗренӳ ҫинчен» тата «Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен чӗлхисем ҫинчен» саккунсене ҫӗнӗрен пӑхса тухнине тиркенӗ. Съездра ҫӗршывӑн Президенчӗ, федераци парламенчӗн икӗ палатине тата Атӑлҫи тӑрӑхсенчи регионсен: Чӑваш Енӗн, Тутартсанӑн, Пушкӑртстанӑн — ертӳҫисемпе вӗсенчи парламентсене ямалли резолюци йышӑннӑ. Асӑннӑ хутра виҫӗ саманта палӑртнӑ. Пӗрремӗшӗнчен, регионсене хӑйсен ертӳҫисене епле калассине хӑйсене суйлама ирӗк пама ыйтнӑ. Иккӗмӗшӗ Чӑваш Ене кӑна пырса тивет. Унта Чӑваш ене патшалӑх ят тавӑрасси пирки сӑмах пырать. Виҫҫӗмӗшӗнче вырӑнти халӑхсене хӑйсен чӗлхипе пӗлӳ илме тан майсем туса парасси ҫинчен каланӑ иккен. Республикӑсенче, сӑмахран, тӑван чӗлхепе патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тыттарма май туса пани аван тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Мускав студенчӗсем Вӑрнар районне Мускаври М. Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университечӗн студенчӗсем музыкӑпа этнографи практикине килнӗ. Анна Ковязина, Герман Устьянов, Мария Стрелова студентсемпе вӗсен преподавателӗ Г.А. никитина вӑл тӑрӑхри чӑваш фольклорне тӗпчӗҫ. Ҫамрӑксем пурте истори факультечӗн этнологи кафедринче ӑс пухаҫҫӗ. Чӑваш фольклорне тӗпчес тӗллевллӗскерсем Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗпе Владимир Михайловпа тӗл пулассишӗн ятарласа Вӑрнар тӑрӑхне пырса ҫитнӗ иккен. Ку ӑста 100 ытла юрӑ ҫырнӑ, чӑваш музыка инструменчӗсене тӑвать. Вӗсене халӗ чӑваш ансамблӗсемпе пултарулӑх ушкӑнӗсем шӑрантараҫҫӗ. Галина Никитина преподаватель палӑртнӑ тӑрӑх, Вӑрнара килме тахҫанах ӗмӗтленнӗ. «Музыка культурин инструмент пайне вӗреннӗ чухне пире яланах Владимир Михайлов патне кайма сӗнетчӗҫ, — тенӗ вӑл. — Пӗрре килниех ҫителӗксӗр. Кунта тата килме ӗмӗтленӗпӗр. Эпир ӑна хамӑр пата Мускава чӗнӗпӗр. Владимир Михайлов пӗлекен математикӑна, физикӑна, акустикӑна эпир пӗтӗмпех ӑша хываймӑпӑр, анчах ун патне ҫывхарма тӑрӑшӑпӑр», – тенӗ вӑл. Вӑрнар раойнӗнче Мускав хӑнисем асӑннӑ районти Пӑва ялӗнчи Анна Пескова патӗнче пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Бичурин тата хальхи самана» музейри «Чӑваш картишӗ» экспозици тепӗр экспонатпа пуянланнӑ. Музейра пӗчӗк ҫӑлӑн макечӗ вырӑн тупнӑ. Ҫӑла Тутар Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Александр Иванович Алексеев (Сантӑр Пикл) парнеленӗ. «Чӑваш картишӗнче» унӑн ытти ӗҫӗ те пур. Малтан вӑл музея «Тӗнче пулса кайни» скульптура композицине тата «Ӗмӗр сакки сарлака» сака парнеленӗ. Сантӑр Пикл музейпа 10 ҫул ытла тачӑ ҫыхӑну тытать. Шупашкар районӗнче вырнаҫтарнӑ унӑн пирвайхи ӗҫӗ — «Апаш» скульптура композицийӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Елчӗк районӗнчи Хӗрлӗҫыр ялӗ вулавӑшӗнче Раҫҫейӗн художниксен союзӗн пайташӗсемпе Вениамин Мефодьевпа тата Анатолий Петровпа тӗл пулнӑ. Анатолий Петров 34 ҫул Чукоткӑри Анадырь хулинче пурӑннӑ. Унта вӑл Раҫҫей художниксен союзӗн Чукоткӑри регионти уйрӑмӗн правленине ертсе пынӑ. Халӗ вӑл ҫуралнӑ тӑрӑхне таврӑннӑ, живопиҫпе аппаланать, чӑваш тумӗпе тата натри чӑвашсен пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсемпе кӑсӑкланать. Вулавӑшра Евдокия Каширина ӑста «Ал ӑсти» кружокӑн куравӗпе паллаштарнӑ, пуҫа тӑхӑнмаллисене хатӗрлеме вӗрентнӗ. Кружок пайташӗпе Зинаида Тихоновӑпа иккӗшӗ наци тумне кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫак кунсенче Шупашкарти Мускав районӗнче вырнаҫнӑ «Созвездие» (чӑв. ҫӑлтӑр ушкӑнӗ) ача пахчинче «Чӑваш пӳрчӗ» пӗчӗк музей уҫӑлнӑ. Унта ачасем тӑван халӑхӑмӑрӑн авалхи йӑли-йӗркипе тата пурнӑҫӗпе паллашма пултараҫҫӗ. Музей тӗллевӗ — ачасенче ӑс-хакӑлпа этеплӗх туйӑмӗсене аталантарасси, тӑван халӑхӑмӑр ламран лама пухнӑ пуянлӑха вӗсем патне ҫитересси теҫҫӗ. Халӑхӑн сӑмахлӑхӗпе — ваттисен сӑмахӗсемпе, тупмалли юмахӗсемпе, юмах-халапӗпе тата ыттипе — паллаштарассине те музей йӗркелекенсем пӗчӗкрен пуҫламалла тесе шухӑшлаҫҫӗ. Сӑнсем (2) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Г.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗ Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, Шупашкар администрацийӗн Г.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци интернат лицейӗн ҫуртне юсамалла. Анчах лицее Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищипе пӗрлештерес ӗҫ пырать-мӗн. Училищӗне ҫӗнетмелли проект документацине йышӗнни пирки хыпар сарӑлнӑ. Документпа килӗшӳллӗн, училищӗне ҫӗнетнӗ май пристрой тума палӑртнӑ. Вӑл Г.Лебедев ячӗллӗ Чаваш наци интернат лицӗйӗн пултаруллӑ ачисем валли пулӗ-мӗн. Асилтерер: ЧР Аслӑ сучӗ пркуратура майлӑ пулса ҫурта 2015 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗччен юсамалла тесе йышӑннӑччӗ. Прокуратурӑри суд искӗнче каланӑ тӑрӑх, лицей мӗнле пулнӑ — ҫапла кирлине палӑртнӑ. Шел те, хула администрацийӗ лицее суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн ҫав вырӑнтах ҫӗнетсе хута ярасшӑн марри куҫкӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |