Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
https://zen.yandex.ru/media/id/ сӑнӳкерчӗкӗ
https://zen.yandex.ru/media/id/ сӑнӳкерчӗкӗ

Паян – Пӗтӗм Раҫҫейри ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ. Ҫав ятпа республика Элтеперӗ Олег Николаев саламланӑ.

«Ҫемье – сывӑ обществӑпа вӑйлӑ патшалӑхӑн никӗсӗ. Шӑпах ҫемьере эпир юратупа тӑрӑшулӑх, ӑнланупа пулӑшу витӗмне туйса ҫитӗнетпӗр, чи кирли – пурнӑҫ ҫулӗпе хамӑр тӗллӗн утма пил илетпӗр», – тенӗ республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ саламра.

Ҫавӑн пекех Олег Николаев «ҫемье ӑс-хакӑл ҫӑл куҫӗ тата чӑваш халӑхӗн пуян культурипе йӑли-йӗркине, ӗҫри ӑсталӑхне ламран лама куҫарса пыма, ҫирӗп сывлӑхлӑ, пур енлӗн аталаннӑ ҫынна, гражданина тата ҫӗршыв патриотне пӑхса ҫитӗнтерме пулӑшакан шанчӑклӑ хунтӑ пулнӑ май, патшалӑх политикин улшӑнми тӗп ҫул-йӗрӗ пулнӑ та, пулать те», – тесе каланӑ.

 

Республикӑра
Яндекс.дзен сайтри сӑн
Яндекс.дзен сайтри сӑн

Чӑваш Енре ачасем ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ тӗслӗхсем нумайланнӑ. Юлашки кунсенче Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин реанимаци уйрӑмне 8-ти тата 10 ҫулти ачасем лекнӗ.

Пӗри 5-мӗш хутран ӳкнӗ. Ача пуҫне, ҫурӑм шӑммине амантнӑ. Вӑл килте аппӑшӗпе ҫеҫ пулни паллӑ.

Тепри 2-мӗш хутран персе аннӑ. Вӑл та вӑйлах аманнӑ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн 3 сехет ҫурӑ кӗрешнӗ.

Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ ачасен 90-95 проценчӗ реанимацие лекет. Кӑҫал 14 шӑпӑрлан ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Телее, пурте чӗрех.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/80187
 

Республикӑра
Хӗрлӗ Чутай районӗн сайтӗнчен илнӗ сӑн
Хӗрлӗ Чутай районӗн сайтӗнчен илнӗ сӑн

Атнар ял клубӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ ача-пӑчасен клублӑ пухӑвне ҫӳрекен ачасем Хӗрлӗ Чутайри «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» таврапӗлӳ халӑх музейне ҫитсе килнӗ. Кун пирки район сайчӗ хыпарлать.

Район центрне 4 ҫухрӑмран ҫитнӗ ачасем музей вырнаҫнӑ культура эткерлӗхӗ шутланакан ҫуртпа паллашнӑ. Музейри экспонатсемпе экспозицисем те вӗсемшӗн кӑсӑклӑ пулнӑ. Сӑмахран, чӗрӗ хулӑран ӑсталанӑ япаласемпе паллашнӑ. Ҫӗр айӗнчен чавса кӑларнӑ авалхи чӗрчунсен шӑммисем те ачасене интереслентернӗ. Ку музейре вӗсем уйрӑмах нумай: мамонтӑн шӑммипе шӑлӗсем, бизон шӑммисем, аммонитсен чулланнӑ юлашкийӗсем.

Вӑхӑтлӑха йӗркеленӗ «О чем поет самовар» (чӑв. Сӑмавар мӗнле кӗвӗ калать?) курав та Атнар ачисемшӗн кӑсӑклӑ пулнӑ. Кунта вӗсем ыйтусем ҫине те хуравлакаланӑ, сӑмаварпа ҫыхӑннӑ ваттисен сӑмахӗсене аса илнӗ.

Район центрне ачасене клуб заведующийӗ Ольга Сергеева илсе кайнӑ.

 

Республикӑра
yaltch.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
yaltch.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Елчӗк районӗнчи Лащ-Таяпа ял тӑрӑхӗнчи Шӑмалак ялӗнче пурӑнакан тыл ветеранӗ Лидия Изекеева 90 ҫул тултарнӑ.

9 ача амӑшне (Лидия Петровна мӑшӑрӗпе Владимир Кузьмичпа 3 хӗрпе 6 ывӑл ҫуратса ӳстернӗ) вырӑнти тӳре-шара юбилейпе саламланӑ. Хӑнана вӗсем ҫӗршыв Президенчӗн Владимир Путинӑн саламӗпе ҫитнӗ.

90-ри хӗрарӑм паян та хастар. Вӑл кил-тӗрӗшӗнче тӑрмашать. Маларах вара хӗрарӑм общество ӗҫне хастар хутшӑннӑ. Унӑн мӑшӑрне те (вӑл 13 ҫул каялла пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ) вырӑнтисем хисепленӗ, арҫын ӑста платник пулнӑ.

 

Республикӑра
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Хӑйӗн 3 ҫулти ачине вӗлернӗ амӑшне суд пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 12 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.

Ку инкек пӗлтӗр Шупашкар районӗнчи Тутаркассинче пулнӑ. Хӗрарӑм упӑшкипе вӑрҫӑнса кайнӑ та ӑна киле темиҫе кун кӗртмен. Ӑна тавӑрас тесе вӑл иккӗшӗн хӗрне вӗлерме шутланӑ. Амӑшӗ ҫемҫе япалапа ачан питне хупласа сывлама паман. Унтан хӗрарӑм хӑйӗн ҫине алӑ хума тӑнӑ: аллине, мӑйне касса пӗтернӗ. Анчах ӑна вӑхӑтра медпулӑшу панӑ, вӑл чӗрех юлнӑ.

Хваттерте ача виллине, суранланнӑ хӗрарӑма арҫын /пепке ашшӗ/ тата тӑванӗсем тупнӑ. Судра амӑшӗ айӑпне йышӑнман, ку преступление урӑх ҫын тунӑ тесе каланӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре патриотла воспитани парасси ҫинчен калакан саккун йышӑннӑ. Ӑна республика парламенчӗ ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ, Олег Николаев Элтепер утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Халӗ документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Саккунта пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, патриотла воспитани парассипе муниципалитетсенче программӑсем йышӑнмалла.

Ачасене ҫуралнӑ ҫӗре тата тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентмелле. Юлашки ҫулсенче ку енӗпе пирӗн Раҫҫейре ҫине тӑрса ӗҫлемен тесен пысӑк йӑнӑш пулас ҫук.

 

Республикӑра
dokia.ru сайтри сӑн
dokia.ru сайтри сӑн

Патӑрьел районӗнчи ваттисемпе сусӑрсен ҫурчӗн заведующийӗ вилнӗ ватӑ ҫыннӑн укҫине кӗсьене чикнӗ тесе шутлаҫҫӗ.

Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем тата прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакан ҫын ӑна банк карттине упрама панӑ. Ҫав ҫын кайран вилнӗ. Заведующи вара банк картти ҫинче пенси укҫи юлнине пӗлнӗ те банкомата кайса 7 пин те 400 тенкӗ илнӗ.

Следстви вӑхӑтӗнче заведующи айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарнӑ.

Палӑртмалла: банк картти ҫинчи укҫана вӑрланӑшӑн 6 ҫул таранах ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/80132
 

Республикӑра
Соколовсен архивӗнчи сӑн
Соколовсен архивӗнчи сӑн

Андрейпа Александр Соколовсем утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре Атӑл ҫине ҫуйӑн тытма кайнӑ. Вӗсем киле ахаль таврӑнман - 20 килограмм таякан пулӑ ҫаклатнӑ. Ӑна туртса кӑларассишӗн пиччӗшӗпе шӑллӗ 10 минут ытла кӗрешнӗ.

Соколовсем пулла кимӗпе, эхолотпа тата квокпа кайнӑ. Пулӑ ахаль ӑман ҫинех ҫакланнӑ.

Соколовсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку таранччен вӗсем кун пек пысӑк пулӑ тытса курман. 20 килограмм таякан ҫуйӑнӑн пӗр пайне вӗсем тӗтӗмленӗ, тепӗр пайӗпе шӳрпе пӗҫернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/80126
 

Республикӑра
Яндекс.дзен сайтри сӑн
Яндекс.дзен сайтри сӑн

Куславкка районӗнчи фермер тахҫан шкул пулнӑ столовӑйне йышӑннӑ та унта сыр пӗҫерме тытаннӑ. Прокуратура тӗрӗслев ирттерсен вӑл ҫав 170 тӑваткал метрпа саккуна пӑсса усӑ курнине тупса палӑртнӑ. Фермерӑн муниципалитетпа нимӗнле килӗшӳ те пулман.

Административлӑ йӗркене пӑснӑ тесе хресчен фермер хуҫалӑхӗ тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе вара представлени ҫырнӑ.

 

Республикӑра
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Раҫҫей банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмне ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Унпа республика Элтеперне Олег Николаева банк ӗҫченӗсем паллаштарнӑ.

Раҫҫей банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн – Раҫҫейӗн Тӗп банкӗн Атӑл-Вятка тӗп управленийӗн Чӑваш Республикинчи наци банкӗн управляющийӗ пулма Максим Фролова ҫирӗплетнӗ. Максим Петрович Тӗп банкра 25 ҫул ытла ӗҫленӗ. Юлашки ҫулсенче вӑл Самарӑра тӑрӑшнӑ. Унта регионти уйрӑмӑн управляющийӗн ҫумӗ пулса 6 ҫула яхӑн тӑрӑшнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 145, 146, 147, 148, 149, 150, 151, 152, 153, 154, [155], 156, 157, 158, 159, 160, 161, 162, 163, 164, 165, ...637
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лару-тӑру лайӑх енне йӗркеленсе пырӗ. Ертӳлӗх сирӗнте пысӑк майсене асӑрхӗ, сирӗнпе урӑхларах хутшӑнма тытӑнӗ. Ӗҫпе, килӗшӳсемпе сӑмах пама ан васкӑр — ку тӗлӗшпе асӑрхануллӑрах пулӑр.

Ҫурла, 26

1901
124
Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ.
1930
95
Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1933
92
Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ.
1950
75
Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1973
52
Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ.
2009
16
Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ