Республикӑра
![]() Васкавлӑ медпулӑшу архивӗнчи сӑн Шупашкарти пляжра 3-ри тата 8 ҫулти ачасем хӗвелпе пиҫсе кайнӑ. Кун пирки Катастрофа медицинисен тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ пӗлтерет. Амӑшӗ 3-ри ачине хӑйех футболкине хывса янӑ, ӳт-пӗвӗ кӑштах пиҫӗхтӗр тенӗ. Анчах ачана нумаях та кирлӗ пулман - кӗҫех ӳчӗ хӗрелсе кайнӑ, хӑмпӑланса тухнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем вырӑнтах унӑн суранӗсене сӗрсе ҫыхса янӑ. Сӑмах май, ҫӗртмен 1-29-мӗшӗсенче республикӑра икӗ ҫын хӗвелпе анранӑ. Пӗр ҫын ҫакна пула тӑнне ҫухатнӑ. Пур тӗслӗхре те ҫынсем хӗвел ҫинче шлепкесӗр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() uezdny-gorod.ru сайтри сӑн Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Канаш хулинче 14 ҫулти хӗрача ҫул ҫинче, шкул умӗнче, банк картти тупнӑ. Хайхискер темиҫе сехетре хулари 9 лавккана ҫитнӗ, 3 пин ытла тенкӗлӗх тавар туяннӑ. Банк карттин хуҫи полицие пынӑ. Карточкӑна тупнӑ ҫын йӗрӗ ҫине часах ӳкнӗ. 14-ри хӗрача айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ хӗрачан судра явап тытма тивӗ. Кӗҫӗх Канаш районӗн сучӗ пуҫиле ӗҫе пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Юсанмалли 1-мӗш колони ҫумӗнче юсанмалли участока туса пӗтернӗ. Унта 100 ҫын вырнаҫмалӑх пулать, вӗсем пурте «Мега Юрма» предприятире ӗҫлӗҫ. Ҫапла айӑпланнӑ 100 ҫын асӑннӑ предприятие ӗҫе вырнаҫӗ. Унта кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗ, комбикорм савучӗ, суту-илӳ сечӗ пур. Ӗҫлекенсене уголовлӑ тытӑм ӗҫченӗсем сӑнасах тӑрӗҫ. Предприятире пӗчӗк тата вӑтам преступлени тунисем кӑна вӑй хурӗҫ. Айӑпланнисене ӳсӗмне, сывлӑхне, специальноҫне кура ӗҫе вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян 9 сехетре Мускавра Паллӑ мар салтакӑн вилтӑпри патӗнчен ҫулӑм илӗҫ. Ӑна авточупупа пӗрле Чӑваш Ене илсе килӗҫ. Ҫак ҫулӑм Куславкка районӗнчи Аслӑ Куснар ҫывӑхӗнчи окоп чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне халалланӑ палӑк патне ҫитӗ, унпа унти ҫулӑма ҫутӗҫ. Вӑл ӗмӗр сӳнми пулӗ. Александр садӗнче ЧР Элтеперне Олег Николаева, саккун тӑвакан влаҫ органӗсен элчисене, ҫамрӑк армеецсене, нимеҫӗсене, Чӑваш Енрен тухнӑ офицерсене, Кремль курсанчӗсене, тыл ӗҫченӗсен ҫемйисене кӗтсе илӗҫ. Ҫулӑма йӑтнӑ авточупу Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хулин ятне ҫӗнсе илнӗ хӑш-пӗр хула урлӑ Чӑваш Ене ҫитӗ. Колонна йышӗнче байкерсем, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи машинӑсем пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() bumper-stickers.ru/zapreshhaushhie-znaki сайтри сӑн Республикӑра шӑрӑх ҫанталӑк нумаях пулмарӗ пулин те ҫын путса вилнӗ чылай тӗслӗхе шута илнӗ. Ытларах чухне юраман ҫӗрте шыва кӗрсе вилеҫҫӗ. Юраман ҫӗрте чӑмпӑлтатнӑшӑн штраф тӳлеттереҫҫӗ. Ҫапла пӗлтерет прокуратура. Штраф виҫи 1 пин тенкӗпе танлашать. Юраман ҫӗрте шыва кӗнӗшӗн штраф тӳлеттересси пирки пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче Патшалӑх Канашӗ йышӑннӑ. Ку шыва кӗме юраманнине кӑтартакан табличка вырнаҫтарнӑ вырӑнсене пырса тивет. Буйкӑсенчен инҫерех ишсе кайсан та штраф тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем ача кӗтекен амӑшне ҫӑлнӑ. Хӗрарӑм чутах пепкесӗр юлман. Вӑл астмӑпа аптӑрать. Хӗрарӑмӑн унччен те астма приступӗсем пулнӑ-ха. Унччен вӑл ингаляторпа сывласа ирттерсе янӑ. Хальхинче вара ӑна ку мел пулӑшман, вӑл васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравланӑ. Ксения Шуряковӑпа Наталия Сергеевӑн бригади хӗрарӑма ыйтусем парса астма приступӗн сӑлтавне тупнӑ. Вӗсем ӑна ҫийӗнчех пулӑшу панӑ. Ҫапла вӗсем пулас амӑшӗпе варти ачан пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче — Ҫамрӑксен кунӗнче — яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа Чӑваш Республикин ҫамрӑксен патшалӑх премийӗпе чысланӑ. Хисепе республикӑра пурӑнакан 26 ҫамрӑк тивӗҫнӗ. «Сирӗн ӗҫӗрсемпе эпӗ хам паллашма тӑрӑшрӑм. Сирӗн кӑтартӑвӑрсем, ҫитӗнӗвӗрсем пире мӑнаҫланмаллипех мӑнаҫланма хистеҫҫӗ. Пирӗн пуласлӑх сирӗн ҫирӗп аллӑрта пулассине ӗненетӗп. Пирӗн ҫамрӑксем хастар, пултаруллӑ, ӑс-хакӑл енчен те пуян тавракурӑмлӑ, ҫав тери пысӑк тӗллевсем палӑртса вӗсене пурнӑҫа кӗртессишӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ», – мухтанӑ ҫамрӑксене республика Элтеперӗ Олег Николаев. 2021 ҫулшӑн Ҫамрӑксен патшалӑх премине илме пӗтӗмпе 37 проект тӑратнӑ. Проектсенчен ытларах пайӗ спортпа ҫыхӑннӑ. Литературӑпа, культурӑпа, журналистикӑпа ҫыхӑннисем те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ районӗнче шар курнӑ ҫуртсем Республикӑн кӑнтӑр районӗсенче паян вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Ҫил-тӑвӑла пула ҫуртсем тӑррисӗр юлнӑ, хӑш-пӗр ялта ҫутӑ пӗтнӗ. Уйрӑмах пысӑк сӑтӑр ҫил Йӗпреҫ районӗнчи Хумри Ишекре тунӑ — кунта темиҫе ҫурт тӑррисене тӗппипех вӗҫтерсе кайнӑ, хуралтӑ ҫиттийӗсене сӳсе антарнӑ. Яла кӗнӗ вырӑнта вырнаҫтарнӑ паллӑ та вӑйлӑ ҫиле чӑтайман — тӳнсе кайнӑ. Комсомольски районӗнчи Урмаелте те вӑйлӑ ҫил сӑтӑр тунӑ — кунта, сӑмахран, шкул тӑррин пӗр пайӗ хӑйпӑннӑ. Ҫавӑн пекех вӑйлӑ ҫиле пула ялта пушар та тухнӑ. Ҫурҫӗрти районсенче те ҫанталӑк хуҫа кам иккенне кӑтартнӑ. Муркаш районӗнчи Сорӑм Панклинче пысӑк пӑр ҫунӑ. Шупашкар районӗнчи Атайкассинче те 2-3 см пысӑкӑш пӑр ҫуса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() reporter-crimea.ru сайтри сӑн Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 257 ҫын ятне улӑштарнӑ. Кун пирки Юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби пӗлтерет. Чылай чухне ҫынсем ятне тӗпрен мар, кӑштах улӑштарма килеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Артем – Артём, Ирина – Ира, Дмитрий – Димитрий. Хӑшӗ-пӗри ячӗпе хушамачӗ янӑраманнипе ЗАГСа пырса ӑна урӑхла ҫыртарать. Кӑҫал ят улӑштарнисен йышӗнче Алюна, Доминика, Арослан, Ирен, Мирра пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() transphoto.org сайтри сӑн Чӑваш Енӗн юн резерв фондӗнчен 80 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. Ку укҫапа Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗсем электроэнергишӗн пухӑннӑ парӑма татӗҫ. 76 млн та 400 пин тенки Шупашкара кайӗ, 3 млн та 500 пин тенки - Ҫӗнӗ Шупашкара. Сӑмах май, квартал пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, Шупашкарти троллейбус управленийӗ электроэнергишӗн 73 млн та 400 пин тенкӗ парӑма кӗнӗ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ. | ||
| Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ. | ||
| Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |