Республикӑра
![]() Текех Чӑваш Енре «Юрма» агрохолдинг пулмӗ. Тӗрӗсрех каласан, вӑл хӑйӗн ятне улӑштарнӑ. Малашне ӑна «CHUVA» ятпа пӗлме май пулӗ. 2021 ҫулхи раштавра «МегаМикс» «Юрма» агрохолдинга туянас процедурӑна вӗҫленӗ. Ҫавна май ятне те, логотипне те улӑштарнӑ. Логотипри ҫутӑ кӑвак, шурӑ, симӗс тӗссем продукци экологи тӗлӗшӗнчен таса пулнине, тин туса кӑларнине кӑтартаҫҫӗ. Сарӑ – чӑваш тӗрринчи пекех, пурнӑҫа пӗлтерет. Малашне агрохолдинг продукцине «CHUVA» ятпа сутма пуҫлӗҫ. Ку йыша какай, ҫурмафабрикатсем кӑна мар кӗреҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра агрохолдинг 200 яхӑн продукци кӑларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкартан Краснодар крайне хӑҫан вӗҫме май пулӗ? Росавиаци улттӑмӗш хут ӗнтӗ Раҫҫей тӗп пайне тата кӑнтӑра вӗҫме чарать. Хальхинче ку чарӑва ака уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӑснӑ. Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗччен Анапа, Белгород, Брянск, Воронеж, Геленджик, Краснодар, Курск, Липецк, Дон ҫинчи Ростов, Симферополь, Элиста аэропорчӗсене вӗҫме май пулмӗ. Авиакомпани пассажирсене урӑх маршрутсемпе – Сочи, Волгоград, Минеральные Воды, Ставрополь, Мускав аэропорчӗсемпе усӑ курса – илсе ҫӳреме сӗннӗ. Аса илтерер: ҫак маршрутсемпе нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вӗҫме чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑваш бройлерӗ» акционерсен уҫӑ обществин 40 ӗҫчен умӗнчи шалу парӑмӗ 3 миллион тенкӗпе танлашать. Тата тепӗр миллион тенкӗ парӑм ӑна вӑхӑтра тӳлеменрен пухӑнса кайнӑ. Паян Чӑваш Енре шалӑва вӑхӑтра тата туллин тӳлессипе ӗҫлекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ. «Чӑваш бройлерӗ» предприятин конкурс управляющийӗ Владислав Павлов парӑма татма укҫа пур тесе ӗнентернӗ. «50 миллион тенкӗ укҫа счетсем ҫинче пур», – тесе каланӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Суд приставӗсен управлени ҫурчӗ. Google.Map-ран тунӑ скриншот Федерацин суд приставӗсен службин Чӑваш Енри Управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен сотрудникӗсем васкавлӑ та майлашуллӑ ӗҫленине пула республикӑри 36 ҫын умӗнчи ӗҫ укҫи парӑмне татса пама май килнӗ. Ҫакна тумашкӑн ӗҫпе тивӗҫтерекенӗн хваттерне сутма тивнӗ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен ӗҫ укҫи тӗлӗшӗпе хӑйӗн ӗҫченӗсем умӗнче 1 млн та 800 пин тенкӗлӗх парӑма кӗнӗ. Ҫак парӑма пӗтерес тӗлӗшпе суд приставӗсем пӗр пӳлӗмлӗ хваттере арестленӗ, каярахпа ӑна сутса янӑ. Сӑмах республикӑри пӗр агропредприяти пирки пыни паллӑ. Конкретлӑ хӑшӗ пирки сӑмах пынине вара пӗлтермен. Суд приставӗсен служби ҫирӗплетнӗ тӑрӑх ыйтӑва ҫакӑн пек татса пама предприяти ертӳҫи ку ыйтӑва татса парас тӗлӗшпе нимӗн те туманни, тата вӑл хӑй ҫине илнӗ тивӗҫе пурнӑҫламанни хистенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вячеслав Александров. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Обязательнӑй медицина страхованийӗн Чӑваш Ен территорийӗнчи фончӗн директорне 67 ҫулти Вячеслав Александрова ӗҫрен кӑларнӑ. Документа республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Вячеслав Александров Канашра 1954 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл виҫӗ хутчен аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ӗҫ биографине Куславкка районӗнчи финанс пайӗнче патшалӑх тупӑшӗсен инспекторӗнчен пуҫӑннӑ. 1996-2013 ҫулсенче Перекет банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмне ертсе пынӑ. 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен Обязательнӑй медицина страхованийӗн Чӑваш Ен территорийӗнчи фончӗн директорӗ пулса тимлеме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() землякичувашии.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре кӑҫал Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ пулнӑ май «Выдающиеся люди Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн паллӑ ҫыннисем) кӗнекесен ярӑмне пичетлеме палӑртнӑ. Редколлегие республика ертӳҫи Олег Николаев ҫирӗплетнӗ. Редколлегие цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Кристина Майнина ертсе пырӗ, унӑн ҫумӗ пулма культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрне Светлана Каликовӑна шаннӑ. Редколлеги йышӗнче — вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Дмитрий Захаров; Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ, философи наукисен кандидачӗ Петр Краснов; Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Ольга Куликова, Чӑваш наци вулавӑшӗн директорӗ Роза Лизакова; И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн историпе географи факультечӗн деканӗ, профессор, истори наукисен доценчӗ Олег Широков тата Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн Регион аталанӑвӗн центрӗн директорӗ Инесса Ядранская. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 10 сехет те 40 минутра, «Шупашкар – Сӑрҫи» автоҫулӑн 158-мӗш ҫухрӑмӗнче, Пӑрачкав районӗнчи Напольное сали ҫывӑхӗнче, хӑйӑр турттаракан самосвал кювета чӑмнӑ. ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче ларнӑ 29 ҫулти водитель транспорта итлеттереймен, кювета чӑмнӑ. Самосвал ҫаврӑнса ӳкнӗ. Водителе, суранланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Спортсменсене чыслама медальсем кирлӗ. Ҫапла пӗлтерет ЧР Спорт министерстви. Ҫавна май ведомство 11940 медаль туянмашкӑн аукцион ирттерет. Малтанхи хак – 988393 тенкӗ. Пӗр медаль хакӗ 82,78 тенке кайса ларӗ. Аукциона ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗпе килӗшӳ алӑ пуссан медальсене 30 ӗҫ кунӗнче илсе ҫитермелле. Сӑмах май, 2018 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Спорт министерстви 10 пин медаль туяннӑ. Ун чухне аукционра палӑртнӑ малтахи хака, 726 пин те 300 тенке, 322 пин те 949 тенкӗ таран антарма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар хулинче пурӑнакансем вырӑссен паллӑ ҫыравҫипе Александр Пушкинпа Иакинф Бичурин ӑсчах туслӑхне халалласа палӑкуҫасшӑн. Сасӑлава «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) порталта йӗркеленӗ. Унта 1,6 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Сасӑлава хутшӑннисенчен 53,4 проценчӗ, е 860 ҫын, палӑк кирлӗ тесе палӑртнӑ; 27,6 проценчӗ (448 ҫын) – хирӗҫ; 18,8 проценчӗ (303 ҫын) ку ыйтӑва специалиссен татса памалла тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче республикӑри 19 район муниципалитет округӗ пулассине йышӑннӑ. Чылай депутат ку реформӑна ырласа сасӑланӑ. Малашне кашни округра пӗр пуҫлӑх, парламент, администраци, хысна тата вырӑнти программӑсем пулӗҫ. ЧР Элтеперӗ каланӑ тӑрӑх, кун пек система ҫынсене патшалӑх пулӑшӑвӗсемпе хӑвӑртрах тата меллӗрех усӑ курма май туса парать. Кӑҫал районсем муниципалитет округӗ ҫине куҫӗҫ, уставсем хатӗрлӗҫ. Ҫитес ҫултан муниципалитет округӗсем туллин ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.