Хулара
![]() visitvolga.ru сайтри сӑн Шупашкар хули 555 ҫулхи юбилейне паллӑ тума хатӗрленет. Анчах ҫӗршыври юлашки лару-тӑрӑва пула массӑллӑ мероприятисем пулӗҫ-и? Юбилея хатӗрленес енӗпе ӗҫлекен ушкӑн (ӑна Алексей Ладыков ертсе пырать) канашланӑ. Ҫапла йышӑннӑ: салют пулмӗ, Раҫҫей эстрада артисчӗн Шаманӑн концерчӗ иртӗ. «На связи» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Шаманӑн концерчӗ 20 миллиона яхӑн ларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян Шупашкарти депутатсем хисеплӗ ята кама парассине палӑртнӑ. Унчченех пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ: Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни пулма пултарӗ, мӗншӗн тесен вӑл сасӑлавра чи нумай сасӑ пухнӑ. Паян депутатсем сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: Анатолий Аксакова ҫак хисеплӗ ята памаллах. Палӑртмалла: Анатолий Аксаков 2022 ҫулта Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫынни пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗнче, ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, йӑлана кӗнӗ мероприяти иртӗ: ҫӑлтӑрпа зарядка тӑвӗҫ. Кӑҫал ӑна паллӑ ММА кӗрешӳҫи Джефф Монсон ирттерӗ. Зарядка Хӗрлӗ тӳремре 11 сехетре пуҫланӗ. Спортсмен ятарлӑ тренировка ирттерӗ. Унта кирек кам та хутшӑнма пултарать. Джефф Монсон унччен Америка спортсменӗ пулнӑ, халӗ - Раҫҫейӗн. Вӑл пирӗн ҫӗршыва 2013 ҫулта куҫса килнӗ, 2018 ҫулта Раҫҫей гражданствине илнӗ, 2023 ҫулта АПШ гражданинӗ пулма пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() 2gis.ru сайтри сӑн Шупашкар ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне троллейбуссемпе автобуссем ытларах вӑхӑт ҫӳрӗҫ. Кун пирки хула мэрӗ Владимир Доброхотов пӗлтернӗ. Шӑматкун, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, общество транспорчӗ ҫур ҫӗрччен ҫӳрӗ. Вырсарникун вара, ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, автобуссемпе троллейбуссем ҫур ҫӗр иртни 1 сехетчен пассажирсене илсе ҫӳрӗҫ. Кӑҫал Шупашкар 555 ҫул тултарӗ. Уява Шаман юрӑҫ, «Вӗршӗнсем» пилотаж ушкӑнӗ килӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Патшалӑх автоинспекцийӗн сайтӗнчи сӑн Ӗнер Шупашкарта Эгер урамӗнче 101-с автобус водителӗ алӑка хупма тӑрсан 9 ҫулти арҫын ачан урине хӗстерсе лартнӑ. Анчах кун пирки ниҫта та пӗлтермен, транспорта хускатса малалла кайнӑ. Каярахпа арҫын ачапа амӑшӗ Республикӑри клиника пульницине кайнӑ. ЧР Транспорт министерстви реестрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак маршрут ҫинче «Авто Лидер» тулли мар яваплӑ общество ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Контактри" сӑн Шупашкарти Машиностроительсен тӑкӑрлӑкӗнче, «ЦветыТорг» лавккан курттӑммӑн илмелли базӑра, ҫурт стенине графиттипе илемлетнӗ. Унччен ҫав икӗ хутлӑ ҫурт тӗксӗммӗн курӑнса ларнӑ. Вӑл - Текстильмаш корпусӗсенчен пӗри. Ҫак илем авторӗ - Ксения Кокель ҫамрӑк ӳнерҫӗ. Вӑл Хевеш урамӗнчи 30-мӗш ҫурт ҫине чӑваш хӗрарӑмне ӳкернӗ. Сӑмах май, утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫак вырӑнта Ҫырла фестивалӗ иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() mk.ru сайтри сӑн Шупашкарти 34 ҫулти арҫын патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та смспа килнӗ кода калама хушнӑ. Ку сим-карттӑна ӗҫлеттермешкӗн тӑсма кирлӗ-мӗн. Чӑннипе вара вӑл Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталне кӗмелли код пулнӑ. Кун пирки шӑнкӑравланӑ тепӗр ҫын, «ФСБ ӗҫченӗ», каланӑ. Вӑл ултавҫӑсем кредитсем ан илччӗр тесе арҫынна хӑйне кредитсем илсе «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма ыйтнӑ. Ку кӑна мар-ха, арҫын пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма та ҫаплах тума хушнӑ. Ҫапла вӗсем «хӑрушсӑр счет» ҫине 6 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн ГАЗель водителӗ ӳсӗр пулнине ҫынсем асӑрханӑ. Кун пирки Патшалӑх автоинспекцине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Водителе Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи гаражсем патӗнче тытса чарнӑ. Вӑл ГАЗельпе сӗт юр-варне турттарнӑ. Хайхискер инспекторсене турӑх кӑна ӗҫнине ӗнентерме хӑтланнӑ. Анчах алкотестер суйма паман - водитель эрех сыпнине кӑтартнӑ: сахал та мар, самаях ӗҫни палӑрнӑ. Водитель тӗлӗшпе административлӑ материал ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() 9111.ru сайтри сӑн Шупашкарти 51 ҫулти воспитатель ултавҫӑсене 2,3 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, йӗрке хуралҫи-мӗн. Хайхискер ӑна пӗтӗм укҫине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Хӗрарӑм ӗненнӗ, укҫи-тенкине йӑлтах темӗнле счет ҫине куҫарнӑ. Хӑйне улталанине вара кайран тин ӑнланнӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Контактри" сӑн Шупашкарта икӗ ҫамрӑк каччӑ ӳсӗр водителе тытса чарма пулӑшнӑ. Степан Мытарев тата Антон Васильев машинӑпа пынӑ чухне «Фольксваген Транспортер» водителӗ ҫул ҫинче йӗркеллех пыманнине асӑрханӑ. Хайхискер ҫул хӗресленекен вырӑнта чарӑнсан ҫак икӗ каччӑ ӑна полицейскисем ҫитиччен тытса тӑнӑ. Палӑртмалла: Степан Мытаревпа Антон Васильев нумаях пулмасть салтакран таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |