Экономика
![]() Фейсбукри Григорий Даниловӑн страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта туса кӑларакан пальтосем ют ҫӗршыва ӑсанаҫҫӗ. Кун пирки Экспорта пулӑшакан Чӑваш Енри центр ертӳҫи Григорий Данилов Фейсбукра пӗлтернӗ. Пальто ҫӗлекен компани (Монополипе кӗрешекен федераци служби хыпара реклама тесе хакласран материалта фирма ятне асӑнмӑпӑр. — Авт.) продукцине Раҫҫейре ҫеҫ мар, чикӗ леш енче те пӗлеҫҫӗ иккен. Ҫӗвӗ продукцине экспорта кӑларма хайхи предприяти ертӳҫисене Экспорта пулӑшакан Чӑваш Енри центр пулӑшнӑ. Кӑҫал компани Мускавра иртнӗ пӗтӗм тенчери курава хутшӑннӑ. Казахстанпа килӗшӳ тунине кура продукци унта ӑсанма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн вӗҫне илсен Чӑваш Енре тавар тата пулӑшу хакӗн индексӗ ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчипе танлаштарсан 107,79 процент пулнӑ, 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчипе пӑхсан — 108,53 процент. Цифрӑсене Чӑвашстат илсе кӑтартнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа апат-ҫимӗҫ хакӗ пирӗн патра 8,93 процент ӳснӗ, апат-ҫимӗҫ мар япаласен хакӗ – на 8,84%, тӗрлӗ пулӑшу – 4,69%. Апат-ҫимӗҫрен аш-пӑш, кӗрпе тата пӑрҫа йышшисем, ҫӑкӑр, макарон, услам ҫу, сахӑр песукӗ, пулӑ тавраш, тип ҫу, сӗт-турӑх, ҫӑмарта хакланнӑ. Стройматериалсен хакӗ 26,14% ӳснӗ, телерадиотовар 16,35% хакланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() yourma.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Юрма» агрохолдингӑн пурлӑхне 3,2 миллиарда яхӑн тенкӗпе сутса янӑ. Ӑна Мускаври «Мегамикс Комбикорм» компани туяннӑ.. Вӑл предприятин хальхи хуҫипе, Волгоградри «МегаМикс» компанипе, ҫывӑх иккен. Чӑваш Енри пысӑк кайӑк-кӗшӗк хапрӑкне панкрут тесе йышӑннӑ. Арбитраж управляющийӗ малтанласа ӑна 3,1 млрд тенкӗпе сутас тенӗ. Сутлӑха кӑларнӑ пурлӑх йышӗнче — кайӑк-кӗшӗк фабрики хӑй, унӑн склачӗсем, административлӑ ҫуртсем, цехсем, птичниксем, ҫӗр лаптӑкӗсем, тислӗк упрамалли вырӑн. Автомобильсемпе самосвалсем, лавкка витринисемпе чӑх-чӗп тата ҫӑмарта таранах сутса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() ekra.ru сӑнӳкерчӗкӗ Промышленность отраслӗнче нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн ӗнер республика Элтеперӗ Олег Николаев «Экра» ӑслӑлӑхпа производство предприятийӗн ӗҫченӗсене чыслама йышӑннӑ. «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена гендиректорӑн канашҫине Олег Саевича парас тенӗ, Чӑваш Республикин Хисеп грамотине — Константин Дони гендиректора. Кунсӑр пуҫне предприяти ӗҫченӗсене хисепӗ ятсем пама йышӑннӑ. «Чӑваш Республикин промышленноҫӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята электрооборудование юсакан тата тытса тӑракан электромонтёра Михаил Козлова, радиоэлектрон аппаратурин тата приборсен монтажникне Ирина Носкована, гендиректорӑн пӗрремӗш ҫумне Андрей Фурашова пама палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() minprom.cap.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Пирӗн республикӑн тӗп хулинче «Ростех» патшалӑх корпорацийӗн «Технодинамика»холдингӗн тытӑмне кӗрекен В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ ура ҫинче ҫирӗп тӑрать, малалла аталанса пырать. Унта экономикӑн тӗрлӗ отраслӗнче кирлӗ, пӗлтерӗшлӗ япаласем туса кӑларнипе пӗрлех резина мечӗк ӑсталаҫҫӗ. Анчах завод хӑйӗн ҫав продукцине Шупашкарта ваккӑн сутман. Ҫывӑх вӑхӑтра ун пекки уҫӑлӗ. Резина мечӗк сутакан лавкка ГОСТ ыйтнипе килӗшсе тӑракан ача-пӑча теттине 1960 ҫултанпа туса кӑларать. Шупашкарти мечӗке ют ҫӗршывсенче сутаҫҫӗ. Ӑна Великобритание, Германие, Австралие, Сауд Аравине, Кувейта тата Монголие ӑсатаҫҫӗ. Мечӗке халӗ Шупашкарта «ПОЙМАЙ» (чӑв. Тыт) брендпа кӑлараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Юрма» предприятин пурлӑхне 3,4 млрд тенкӗпе сутма йышӑннӑ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче Чӑваш Енри пысӑк кайӑк-кӗшӗк фабрикине панкрут тесе йышӑннӑ. Арбитраж управляющийӗ ӑна сутлӑха кӑларнӑ. Сутлӑха темиҫе лотпа тӗрлӗ пурлӑха кӑларнӑ. Ҫав шутра Шупашкарти Етӗрне шосси ҫинчи 3-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Контур» завод та пур. Уншӑн 303,6 млн тенкӗ ыйтаҫҫӗ. Ӑна пӗрре сутма тӑнӑ-ха, анчах туянакан тупӑнман. Ун чухне заводшӑн 337,3 млн тенкӗ ыйтнӑ. Иккӗмӗш лотпа «Юрма» агрохолдинга сӗнеҫҫӗ. Унӑн пуҫламӑш хакӗ — 3,1 млрд тенкӗ. Сутлӑха кайӑк-кӗшӗк фабрикине, складсене, администраци ҫуртне, цехсене, кайӑк-кӗшӗк витисене, ҫӗрсене, тислӗк упракан вырӑн таранах кӑларнӑ. Асӑннӑ мӗнпур пурлӑх Лапсарта вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви транспорт сутассине пӗлтернӗ. Конкурс юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 9 сехетре иртӗ. Унта хутшӑнас тесен электрон аукциона кӗмелле. Министерство республика хыснинчи икӗ транспорта сутӗ. Вӗсенчен пӗри — «ГАЗ-32213» ГАЗель (микроавтобус). 2003 ҫулта кӑларнӑскерӗн пуҫламӑш хакӗ 62 пин тенкӗпе танлашӗ. Микроавтобуспа Ҫӗнӗ Шупашкарти политехника техникумӗ усӑ курнӑ. Сутлӑха кӑларнӑ тепӗр транспорт — «ПАЗ-3206-110-70» автобус. 2008 ҫулта кӑларнӑскерӗн пуҫламӑш хакӗ — 197,1 пин тенкӗ. Автобуспа Чӑваш Республикин Шыравпа ҫӑлав служби усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() gcheb.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ «Чувашторгтехника» (чӑв. Чӑвашторгтехника) акционерсен обществи ҫӑвакан машинӑсен производствине уҫасшӑн. Асӑннӑ предприятире хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков пулнӑ. «Чӑвашторгтехника» компанин директорӗ Наиль Хайрутдинов хӑнасене пӗлтернӗ тӑрӑх, предприятире ҫӑвакан машинӑсен производствине уҫасшӑн. Ҫав машинӑсем ҫума, дезинфекцилеме пултарӗҫ. Завод валли ҫӗр лаптӑкӗ кирлӗ. Алексей Ладыков ку ыйтӑва ҫывӑх вӑхӑтра татса пама шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() transphoto.org сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Арбитраж судне Шупашкарти троллейбус управленийӗпе ҫыхӑннӑ тавӑҫ ҫитсе выртнӑ. Чӑвашэнергосбыт компанийӗ троллейбус управленийӗнчен 13,272 миллион тенкӗ парӑма шыраса илесшӗн. Тавӑҫа ӗнер, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, регистрациленӗ. Чӑвашэнергосбыт Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗпе те судлашас кӑмӑллӑ. Асӑннӑ хулари управлени парӑмӗ — 3,569 миллион тенкӗ иккен. Шупашкарти троллейбус управленийӗ Чӑвашэнергосбыт умӗнче унччен те парӑма кӗрсе кайнӑ. Ун чухне сӑмах 60 миллион ытла тенкӗ парӑм пирки пынӑ. Енсем тавлашӑва ҫураҫтарма пултарнӑ. Асӑннӑ парӑма транспорт предприятийӗн 2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхччен тӳлесе татмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енре музыка инструменчӗсене ӑсталакан производство йӗркелесшӗн. Ҫавӑн пек ӗмӗтли — Мускаври «Ателье Гончарова» (чӑв. Гончаров ателйи) компани. Асӑннӑ компани классика музыка инструменчӗсене проектлать, туса кӑларать, юсаса ҫӗнетет, сутать. Мускаври предприяти ӗҫченӗсем Чӑваш Енре темиҫе тӗлпулу ирттернӗ. Сӑмахран, Шупашкарти электромеханика колледжӗнче пулнӑ. Мускавсем унта хӑйсен производстви валли специалистсене хатӗрлеме пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пурӗ 30-а яхӑн ҫынна. Инженер-конструкторсемсӗр, технологсемсӗр, программа управленийӗллӗ станоксен операторӗсемпе наладчиксемсӗр пуҫне компание ювелирсем те кирлӗ. Инвестицм проекчӗн хакӗ — 250 миллион тенкӗ ытла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Лукианов Николай Егорович, паллă юрист, общество ĕçченĕ (ЧАП партийĕн йĕркелекенсенчен пĕри). | ||
| «Улатӑр хыпарӗ» хаҫатӑн 20 пинӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |