Раҫҫейре
![]() Ака уйӑхӗнченпе Раҫҫей чукунҫулӗн виҫӗ пуйӑсӗ икӗ хутлӑ пулӗ. Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Мускавран Чӗмпӗре каяканни икӗ хутли ҫине куҫӗ. Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Йошкар-Олана ҫитекенни те ҫаплах ҫӳреме тытӑнӗ. Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче "Чӑваш Ен" пуйӑс та икӗ хутлӑ пулӗ. Ун йышӗнче хальхи йышши икӗ хутлӑ, купеллӗ вакунсем пулӗҫ. Ҫапла мапа Раҫҫей чукунҫулӗ пуйӑсри вырӑнсене 30 процент нумайлатма, билет хакне йӳнетме пултарнӑ. Пуйӑс ҫав расписанипех ҫӳрӗ. Хакӗ вара пӗчӗкрех. Купене илес тӗк 1738 тенкӗ пама тивӗ. Халӗ ку билет 3320 тенкӗ тӑрать. Плацкартпа каяс тӑк халӗ 2273 тенкӗ тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Упӑшкипе арӑмӗ тӗнче тетелӗнче тавар туянакансене улталанӑ. Ҫак йышӑ Чӑваш Енре пурӑнакансем те лекнӗ. Вӗсем йӗркене пӑснӑ 58 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Пӗтӗмпе ҫынсене 200 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Упӑшкипе арӑмӗ 2 ҫул тӗнче тетелӗнче сайтсем йӗркеленӗ, унта пушмак, тум, парфюмери сутни пирки пӗлтерӳсем вырнаҫтарнӑ. Таварӗсем хаклӑ мар пулнӑ. Анчах вӗсем клиентсенчен укҫа илсен сайтри тавара мар, йӳнӗреххине ярса панӑ. Тӗслӗхрен, брендлӑ кроссовка вырӑнне йӳнӗ угги пулнӑ. Ултавҫӑсене пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗнче тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Раҫҫейре
Нумай пулмасть «Новые известия» (чӑв. «Ҫӗнӗ хыпарсем») тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмра статья пичетленсе тухрӗ, сире унӑн чӑвашла куҫарӑвӗпе паллаштарасшӑн. Статьяна куҫарнин тепӗр сӑлтавӗ — «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» пуянлатасси. Ҫавна май вӑл вырӑсла текста питӗ ҫывӑх. Харпӑр опыт: хамӑн хӗрача ҫӳрекен шкулта спортзал урайне мӗнле улӑштартӑм тата ҫакӑ мӗнпе вӗҫленчӗПатшалӑхран пӗчӗк юсав ирттерме уйӑрнӑ укҫана самантрах вӑрласа пӗтернӗ, урая вара физкультура вӗрентекенӗн сӑрлама тивнӗ. Пирӗн ҫӗршывра пулса иртекен лару-тӑрӑва уҫӑмлӑн кӑтартса паракан историе Евгений Пятковский Ҫӗнҫӗпӗрти усламҫӑ хӑйӗн блогӗнче ҫапла каласа панӑ: «Авӑн уйӑхӗнче эпӗ 146-мӗш шкул ашшӗ-амӑшӗсене ал пустартӑм, мэрине хуталарӑм: ыйтаттӑм, хистеттӗм, ятлаттӑм. Ҫапла май спортзал урайне юсама мэри 600 пин тенкӗ уйӑрма килӗшрӗ. Урайне тӗппипех юсамалӑх мар, пӗр пайне ҫеҫ… Кайран вара эпӗ ҫак укҫа урая сӑрлама ҫеҫ ҫитнине, ӑна та пулин физрук тунине пӗлтӗм… Ну, эпӗ ытла хӗремесленсе тӑмарӑм, прокуратурӑна каймарӑм, ҫав шкулта унччен директор пулса ӗҫленӗ ҫынран ҫак ҫӗршывра мӗншӗн АПЛА пулса иртет-ха тесе ыйтрӑм? |
Раҫҫейре
![]() Владимир Жириновский. Михаил Воскресенский (РИА Новости) тунӑ сӑн Кӑшӑлвируса пула пульница хунӑ ЛДПР ертӳҫине Владимир Жириновские ӳпке вентиляцийӗн аппарачӗпе ҫыхӑнтарнӑ — кун пирки хӑйсен ҫӑлкуҫӗсем ҫине таянса РБК тата Ura.ru пӗлтереҫҫӗ. «Ҫирӗплетместпӗр. Пӗтӗмпех йӗркеллӗ», — «Москва» агентствӑна ЛДПР пресс-секретарӗ Александр Дюпин ҫапларах хурав панӑ. РБК тепӗр ҫӑлкуҫӗ, «лару-тӑрӑва лайӑх пӗлекенскер», политик сывлӑхӗ питӗ начар пулнине пӗлтернӗ. «Вӑл питӗ йывӑр, сывлӑхӗ унӑн питӗ начар. Никам та ним енчен те шантарса каламасть. Унӑн ытти чир-чӗрсем пулни лару-тӑрӑва йывӑрлатать», — тенӗ кӑларӑмпа калаҫнӑ ҫын. РЕН ТВ вара, нимӗнле ҫӑлкуҫ ҫине тайӑнмасӑр, политикӑн «ӳпки 75% таран сиенленни» ҫинчен палӑртнӑ. Жириновский господина кӑшӑлвируспа пульница хуни пирки МИХсем нарӑсӑн 9-мӗшӗнче кӑнтӑрла пӗлтернӗччӗ. «РИА Новости» ҫӑлкуҫӗ каланӑ тӑрӑх, ӑна Мускавӑн тӗп хула пульницине илсе ҫитернӗ. Дюпин господин ун чухне парти ертӳҫи «хӑйне лайӑх туять, вӑл малалла ӗҫлет» тесе каланӑччӗ. 75 ҫулти Владимир Жириновский кӑшӑлвирусран пурӗ сакӑр хутчен вакцинӑланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑшӑлвируспа официаллӑ мар майпа чирлесе ирттернисене те QR-код пама тытӑнӗҫ. Ку организмӗнче антителӑсем пур ҫынсене пырса тивет. QR-кода нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пама тытӑнӗҫ. Хушӑва Раҫҫей Сывлӑх сыхлавӗн министерстви хатӗрленӗ. Сӑмах май, официаллӑ мар майпа чирлесе ирттернисене QR-код парасси пирки чӳк уйӑхӗнчех калаҫма тытӑннӑ. Анчах ку калаҫу анчах пулнӑ, официаллӑ майпа йышӑнман. Ун чухне ҫынсен анализ панӑшӑн хӑйсен укҫа тӳлемелли пирки каланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() kremlin.ru сайтри сӑн РФ Президенчӗ Владимир Путин педофилсене тӗрмене пурнӑҫӗ вӗҫленичченех хупасси пирки саккун алӑ пуснӑ. Кун пирки РБК пӗлтерет. Унччен 14 ҫултан кӗҫӗнрех ачасене мӑшкӑлланӑ рецидивистсене ҫеҫ тӗрмене ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Ҫӗнӗ саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, 18 ҫултан кӗҫӗнрех ачасене мӑшкӑлланӑ рецидивистсене мӗн виличчен тӗрмене ӑсатӗҫ. Анчах кунашкал преступление пӗрремӗш хут тунӑ ҫынсене те йӗплӗ пралук леш енне ӗмӗрлӗхе ӑсатма пултарӗҫ. Анчах ку – преступник аллинчен темиҫе ача шар курнӑ, кунсӑр пуҫне тепӗр хӑрушӑ преступлени тунӑ пулсан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Шупашкарти пӗр урама Костромана халалласшӑн. Костромара вара Шупашкар урамӗ пулӗ. Ҫак шухӑша икӗ хула ырланӑ. Кострома хула пуҫлӑхӗн сӗнӗвне Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем пӑхса тухнӑ. Вӑл Костромара пӗр урама Шупашкар ятне парас ыйтупа тухнӑ. Костромара чылай урама, проспекта Раҫҫейри хула ячӗсене панӑ. Уйрӑмах – Атӑл хӗрринче вырнаҫнисен. Сӑмах май, пирӗн те унашкаллисем пур: Чулхула, Ярославль, Ленинград, урамӗсем, Мускав проспекчӗ пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи пӗрремӗш ӗҫ эрни вӗҫленчӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра пире, 5 кунлӑ ӗҫ эрнипе вӑй хуракансене, черетлӗ кану кунӗсем кӗтеҫҫӗ. Ҫуркунне вӗҫӗнче икӗ хутчен тӑватшар кун канӑпӑр: ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен тытӑнса ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗччен тата ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫӑнса ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗччен. Ҫитес уйӑхра Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне уявланӑ май пӗр кун, нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, юнкун, канӑпӑр. Ун умӗнхи ытларикун пӗр сехет сахалтарах ӗҫлеттерӗҫ. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн ӗҫ эрни вӑрӑм пулӗ, вӑл 6 кунтан тӑрӗ. Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи шӑматкуншӑн тунтикун, пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, кантарӗҫ. Ҫапла вара ун чухне вырсарникун, тунтикун тата ытларикун ӗҫлемӗпӗр. Шӑматкун ӗҫ кунӗ 1 сехет кӗскерех пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() brl.mk.ru сайтри сӑн Пӗлтӗр Раҫҫейре амӑшӗн капиталне 3,9% ӳстерме палӑртнӑччӗ. Халӗ вара ӑна 8,4% хӑпартма йышӑннӑ. Кӑҫал пӗрремӗш ачашӑн паракан амӑшӗн капиталӗ 524,5 пин тенкӗпе танлашӗ. Иккӗмӗшне ҫуратнисене 693,1 пин тенкӗ параҫҫӗ. Анчах – пӗрремӗш ачашӑн амӑшӗн капиталне илмен пулсан ҫеҫ. Пӗрремӗшӗшӗн илнӗ пулсан ҫемьере иккӗмӗш ача ҫуралсан 168,6 пин тенкӗ параҫҫӗ. Пӗлтӗр каланӑ тӑрӑх, кӑҫал амӑшӗн капиталӗ 503,2 тенкӗ пулмаллаччӗ. Иккӗмеш ачашӑн вара – 665 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() https://epp.genproc.gov.ru/web/proc_21 сӑнӳкерчӗкӗ Паян, кӑрлч уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Раҫҫей прокуратурине йӗркеленӗренпе — 300 ҫул. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫак ятпа Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн саламне вырнаҫтарнӑ. «Право хуралӗн чи аслӑ институчӗсенчен пӗри пулнӑ май прокуратура органӗсем саккунлӑхпа право йӗркин хуралӗнче виҫӗ ӗмӗр ҫирӗп тӑраҫҫӗ, патшалӑх, общество тата граждансен интересӗсене шанчӑклӑ хӳтӗлеҫҫӗ», — тенӗ республика ертӳҫи. «Сирӗн тухӑҫлӑ ӗҫӗр, йӗркелӗхӗрпе ҫирӗплӗхӗр Чӑваш Республикинчи тӑнӑҫлӑха упрамалли, тӗрлӗ сферӑра саккунлӑха тивӗҫтермелли, регионӑн кал-кал аталанӑвне йӗркелемелли, ҫынсен пурнӑҫ шайӗпе пахалӑхне ӳстермелли тӗп шӑнӑр пулса тӑраҫҫӗ», — палӑртса хӑварнӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |