Раҫҫейре
![]() Куславкка тӑрӑхӗнче пурӑнакан Васильевсем «Ҫулталӑкри ҫемье» Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Вӗсем «Ҫемье – йӑла-йӗрке управҫи» номинацире мала тухнӑ. Конкурса чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пӗтӗмлетнӗ. Пилӗк номинаци пулнӑ: «Нумай ачаллӑ ҫемье», «Ҫамрӑк ҫемье», «Ялти ҫемье», «Ылтӑн ҫемье», «Ҫемье – йӑла-йӗрке управҫи». Васильевсем юлашки номинацире маттур пулнӑ. Юрий Дементьевичпа Валентина Петрвна 32 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Палӑртмалла: кӑҫал конкурса пӗтӗм регионти 3 пин ытла ҫемье хутшаннӑ. Финала 366 ҫемье тухнӑ, вӗсенчен 85-шӗ ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() sharij.net сайтри сӑн Раҫҫейре транспорта тата лавккасене QR-кодпа кӗртме тытӑнасшӑн. Ҫавна май саккун проекчӗ хатӗрлеҫҫӗ. Тӳре-шара общество транспортне тата кафесемпе лавккасене ҫак кодпа кӗртме тытӑнасси пирки шутлать. Саккун проектне Патшалӑх Думине пӑхса тухма пани пирки кайран пӗлтерӗҫ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал йӗрке 2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен пулма пултарать. Мӗн тӗллевпе тӑвасшӑн ҫак йӗркене? Паллах, ҫынсем ытларах вакцинациленччӗр тесе. Аса илтерер: хальлӗхе Раҫҫейре аслӑ ӳсӗмри ҫынсен 48,4 проценчӗ кӑшӑлвирусран прививка тутарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫей правительствинче халӑхӑн 90-95 процентне вакцинацилесси пирки калаҫма тытӑннӑ. Ҫапла пӗлтернӗ Татьяна Голикова ӗнер. Вӑл каланӑ тарӑх, коллективлӑ иммунитет пултӑр тесе ҫӗршывра тепӗр 22 миллион ҫынна вакцинацилемелле, 9 миллион ҫыннӑн ревакцинациленмелле. Хальлӗхе Раҫҫейре коллективлӑ иммунитет 48,4 процентпа танлашать, Чӑваш Енре – 36,5 процентпа. Татьяна Голикова коллективлӑ иммунитет 80 процентпа танлашни те ҫителӗксер пулнине каланӑ. Ҫакна экспертсем палӑртнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Ю» телеканал лутра ҫынсем пирки ятарлӑ кӑларӑм пуҫарнӑ. Унта 150 сантиметртан лутрарах ҫынсем хутшӑнаҫҫӗ. Иккӗмӗш кӑларӑма Питӗрти артист тата шоумен Петр Чубко хутшӑннӑ. 29 ҫулти каччӑ 120 сантиметр ҫӳллӗш. Вӑл туйсене, корпоративсене, ҫуралнӑ кунсене ертсе пырать, 8 кинокартинӑра ӳкерӗннӗ. Петр Шупашкарти Марийӑпа 4 ҫул пурӑнать. Хӗр амӑшӗпе Чӑваш Енрен Питӗре куҫса кайнӑ. Петр Марийӑран 5 ҫул аслӑрах. Хӗр 170 сантиметр ҫӳллӗш. Вӗсем тахҫанах пӗрлешӗччӗҫ-ха, анчах Марийӑн амӑшӗ Инесса Евгеньевна ҫакна хирӗҫ. «Ю» телеканалти кӑларӑм ҫак ҫемьери лару-тӑрӑва уҫӑмлатасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Виктория Штратникова. svoya-igra.org сӑнӳкерчӗкӗ «НТВ» телеканалпа кӑтартакан «Своя игра» (чӑв. Хамӑн вӑйӑ) вӑйӑра аслӑ икӗ арҫынна ҫӗнтерчӗ. Асӑннӑ вӑййа ӑс-тӑна тӗрӗслеҫҫӗ. Улатӑрти Виктория Штратникова – биолог. Вӑл Мускавра ӗҫлесе пурӑнать. Хӑй калашле, ДНК тӗпчет. Хӑҫан та пулсан тӑван тӑрӑхне таврӑнма ӗмӗтленет. Маларах асӑннӑ телекӑларӑма хӗрарӑм 6 хутчен хутшӑннӑ, 3 хутчен ҫӗнтернӗ. Паян та вӑл хӑй ӑслине кӑтартса пачӗ. Хӗрарӑмпа Давид Эджибия тата Серафим Шибанов тупӑшрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() cap.ru сайтри сӑн Вакцинациленнисен хушшинче Раҫҫей правительстви лоторея ирттерни пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Вӑл раштавӑн 1-мӗшӗнче вӗҫленмеллеччӗ. Анчах Правительство лотерейӑна ҫулталӑк вӗҫӗччен тӑсма йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне 2 пин ҫын кӗрӗ. Кашнине 1-ер пин тенкӗ парӗҫ. Унччен палӑртнӑ тӑрӑх, лотерейӑна 1 пин ҫын хушшинче ирттермеллеччӗ. Лотерея авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене компьютер хӑй суйлӗ. Ҫӗнтернӗ сертификат номерӗсене «Бонус за здоровье» порталта пичетлеҫҫӗ. Патшалӑх пулӑшӑвӗсен потралӗнче те информацие пӗлме пулать. Укҫана илес тесен «Мир» банк карттин номерне кӑтартмалла, ҫакна 3 уйӑхран кая юлмасӑр тумалла. Кун хыҫҫӑн укҫа счет ҫине куҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() ridus.ru сайтри сӑн Раҫҫейри шкулсенче массӑллӑ мероприятисене ирттерме чарнӑ. Ку чару 2022 ҫулхи кӑрлаччен вӑйра пулмаллаччӗ. Чару мерисене тӑснӑ, массӑллӑ мероприятисене 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен ирттерме юрамӗ. Ку йышӑнӑва Раҫҫейӗн тӗп тухтӑрӗ Анна Попова алӑ пуснӑ. Ку чару ятарлӑ 18 ҫул тултарман ҫӳрекен учрежденисене, спорт организацийӗсене те пырса тивет. Анчах ку чару аслӑ шкулсене, техникум-колледжсене пырса тивмест. Малашне те ачасем пӗр класра вӗренӗҫ, пӳлӗмсене уҫӑлтарӗҫ, кашнин ӳт температурине виҫӗҫ. Сӑмах май, шкул ачисен каникулӗ чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() topobrazovanie.ru сайтри сӑн Вӑраха тӑсӑлакан канмалли кунсем вӗҫленсен аслӑ шкулсене дистанци мелӗпе вӗрентме ирӗк панӑ. Хушӑва РФ Вӗрентӳпе ӑслӑлӑх министерстви хатӗрленӗ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен аслӑ шкулсен тата ӑслӑлӑх организацийӗсен дистанци мелӗпе вӗрентмешкӗн ирӗк пур. Анчах вӗренекенсене кун пирки виҫӗ кун маларах пӗлтермелле, методика тӗлӗшпе пулӑшмалла. Ҫав вӑхӑтрах вӗренӳ пахалӑхӗ упранса юлтӑр тесе вӗренекенсем мӗнле ӗлкӗрсе пынине тӗрӗслемелле. Аса илтерер: Чӑваш Енре канмалли кунсем чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӑсӑлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫӗнҫӗпӗр хулинчи пӗр шкулта виҫӗ ҫын вӗри шывпа тулнӑ шӑтӑка кӗрсе ӳкнӗ. ТАСС хыпарланӑ тӑрӑх, ҫакӑн пирки МИХсенче пӗлтернӗ хыҫҫӑн следовательсем пӑтӑрмаха пирки тӗрӗслев пуҫарнӑ. 12-мӗш лицей путвалӗнчи урай ишӗлнӗ хыҫҫӑн шӑтӑка виҫӗ арҫын персе аннӑ. «Ҫӗпӗр генераци компанийӗн» пресс-служби каласа панӑ тӑрӑх вӗсем унта ӑшӑ пӑрӑхӗсене тӗрӗслеме килнӗ пулнӑ. Шар курнисене пурне те пульница ӑсатнӑ. Вӗсен сывлӑхӗ пирки регионти васкавлӑ пулӑшу паракан тӗп врач Ирина Большакова пӗлтернӗ. Вӑл рабочисене пиҫсе кайнисене сиплекен уйрӑмне хунине пӗлтернӗ. Ку самант тӗлне паллӑ ӗнтӗ: ҫынсем шӑпах вӗри шыв ӑшне ӳкнӗрен суранланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вырӑнти Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх виҫҫӗшӗ те халӗ реанимацире выртаҫҫӗ, лару-тӑру вӗсен йывӑр. Ҫӗнҫӗпӗр облаҫӗн прокуратури хӑрушсӑрлӑх техникине, ҫавӑн пекех ӗҫ сыхлавӗпе ЖКХ саккунӗсене епле пӑхӑнса ӗҫленине тӗрӗслеме пуҫланӑ. Маларах, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, вӗри шывлӑ шӑтӑка Ҫӗнҫӗпӗрте тӑратса хӑварнӑ машшинсем кӗрсе ӳкнӗ. Ун чухне вӗсен айӗнчи асфальт вӗри шывлӑ пӑрӑх шӑтнӑран путнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Саха (Якути) республикинчи Раҫҫей УФСБ тунӑ сӑн Раҫҫей УФСБ-ӑн Саха (Якути) Республикинчи следстви уйрӑмӗ Свердловск облаҫӗнче ҫуралнӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна хаклӑ метала пысӑк калӑпӑшпа саккуна пӑсса упранӑшӑн айӑплаҫҫӗ (Раҫҫей УК 191 ст. 4-мӗш пайӗ). УФСБ ӗҫченӗсем оперативлӑ-шырав мероприятийӗсем ирттернӗ май 1960 ҫулта ҫуралнӑ Нерюнгри хӗрарӑмӗнчен пӗтӗмӗшле 6,6 кг ытла таякан сапаланнӑ ылтӑн туртса илнӗ. Ҫутҫанталӑк чӗртаварне хӗрарӑм урӑх тӑрӑхра сутма хатӗрленнӗ. Ҫак тӗллевпе вӑл ӑна «Нерюнгри – Пассажирски» чукун ҫул вокзалӗн патӗнчи вокзалҫум тӳремне илсе ҫитернӗ. РФ Тӗп банкӗн котировки тӑрӑх туртса илнӗ хаклӑ металӑн хакӗ 32 млн тенке яхӑн танлашать. — Ҫирӗплетнӗ айӑплав пӗтӗмлетӗвлӗ пуҫиле ӗҫе Саха (Якути) Республикин Нерюнгрин хула судне тӗплӗ пӑхса тухма янӑ, — пӗлтерет Саха (Якути) Республикин Раҫҫей УФСБ пресс-служби. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |