Раҫҫейре
![]() Анастасия Олангинан Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Етӗрне районӗнчи чӑваш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Анастасия Олангина Мускавра, Останкино башнинче, ӗҫлет. Темиҫе ҫул каялла вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультетӗнчи журналистика уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. Философи ӑслӑлӑхсен кандидачӗ Эрбина Никитина сӗннипе (кун пирки хӗр Фейсбукра пӗлтернӗ) вӑл Чӑваш Енӗн наци телевиденине ӗҫлеме кайса пӑхма кӑмӑл тунӑ. Унта 4 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн Мускава тухса кайнӑ. Анастасия Останкино башнинче 2,5 ҫул ӗнтӗ ӗҫлет. Хальхи вӑхӑтра вӑл продюсер тата маркетолог евӗр тӑрӑшать. МИХсем валли ӳкерессинчен, ҫурт ҫине рекламӑран пуҫласа ятарлӑ пулӑмсем тупса хатӗрлессипе килӗштерсе ӗҫлеме блогерсем шыраса тупасси таранах унӑн яваплӑхӗ шутланать. Хӑйӗн ӗҫне чӑваш хӗрӗ питех те килӗштерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() НТВ телеканалпа Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм пирки сюжет кӑтратнӑ. Вӑл тӗрӗслӗх шырать. Нумай ачаллӑ хӗрарӑма аваришӗн айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Халӗ вӑл приговора улӑштарассишӗн тӑрӑшать. Аэлита Софронова каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫав кун вӑл хӗрне шкула илсе кайнӑ. Поселокран хулана кайнӑ чухне вӗсем аварие лекнӗ. Тепӗр машинӑри 37 ҫулти хӗрарӑм ҫавӑнтах вилнӗ. Аэлита вара суранланнӑ, иккӗмӗш ушкӑн сусӑрӗ пулса юлнӑ, ҫӗнӗрен утма вӗреннӗ. 8-ти хӗрӗ та аманнӑ. Суд хӗрарӑма колони-поселение икӗ ҫуллӑха яма йышӑннӑ. Анчах Аэлита ку тӗрӗс мар, аваришӗн айӑплӑ чӑн ҫынна тупман тесе шутлать. Унӑн шухӑшӗпе, ҫакна видеорегистратор ҫирӗплетет. Унта акӑ мӗн курӑнать: ӑнсӑртран Аэлитӑна хирӗҫ машина сиксе тухать, ҫавна май вӑл руле итлеттереймесӗр транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса каять. Никама пӑхӑнман экпертиза Аэлитӑн ҫапӑнмасӑр май пулманнине ҫирӗплетнӗ. Видеорегистратор ҫинче вара тепӗр машинӑн марки те, номерӗ те лайӑх курӑнмасть, ҫавӑнпа водителе тупма ҫӑмӑл мар. Суд Алитӑна хӗрӗ 14 ҫул тултариччен отсрочка панӑ. Унччен хӗрарӑм Аслӑ суда тӗрӗслӗх шыраса ҫитесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() cheboksari.bezformata.com сайтран илнӗ сӑн Чӑваш Енре 5-9-мӗш класс ачисем валли ҫӗнӗ туризм программи пурнӑҫланма тытӑнӗ. Пирӗн республика ҫак сӑнава хутшӑнакан 18 регионтан пӗри. Раҫҫей Правительстви уйӑрнӑ 500 миллион тенке сӑнав проектне хутшӑнакан регионсене пайласа парӗҫ. Чӑваш Ене 15889600 тенкӗ лекӗ. Программӑна 5-9-мӗш классем ҫеҫ хутшӑнаҫҫӗ. Ачасем 24 сехетрен кая мар тӑсӑлакан ҫулҫӳреве кайӗҫ. Хакӑн 7 пин тенкине патшалӑх тӳлӗ. Ҫулҫӳрев хаклӑрах ларӗ тӗк ыттине ашшӗ-амӑшӗ тӳлӗ. Проект тӗллевӗ – ачасене пӗчӗк ҫулҫӳрев урлӑ тӑван ен культурипе паллаштарасси. Кӑҫал субсиди пулӑшнипе 100 пин ытла шкул ачи ҫак мелпе усӑ курайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() prizyv.ru сайтри сӑн Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пенси ӳсӗмне ҫитме пуҫланӑ хӑш-пӗр ҫынна тивӗҫлӗ канӑва маларах тухма ирӗк панӑ. Кун пирки «РИА «Новости» пӗлтерет. Ҫак категорие камсем кӗреҫҫӗ-ха? Ҫын штат кӗскетнипе е организаци хупӑннипе ӗҫсӗр юлнӑ пулсан вӑл тивӗҫлӗ канӑва 2 ҫул маларах тухма пултарать. Анчах арҫыннӑн ӗҫ стажӗ – 25 ҫултан кая мар, хӗрарӑмӑн 20 ҫултан кая мар пулмалла. Сӑмах май, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнченпе ӗҫлемен пенсионерсен пенсийӗ индексаципе килӗшӳллӗн 5,9 процент хӑпарнӑ, чи пӗчӗк виҫе 8736 тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑшӑлвируспа официаллӑ майпа чирленӗ ҫынсене те QR-код пама пуҫлӗҫ. Кун пирки Раҫҫей Правительствин вице-премьерӗ Татьяна Голикова пӗлтернӗ. Чирлесен пульницӑна кайман, анчах ПЦР-тест кӑшӑлвирус пуррине ҫирӗплетет тӗк пациента антителӑсем пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме сӗнӗҫ. Вӗсем пур тӑк ҫынна QR-код парӗҫ. Ку кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ПЦР-тест тунӑ ҫынсене пырса тивет. ПЦР-тест туман, анчах антителӑсем пур пулсан та код парӗҫ. Вӑл ҫур ҫул вӑйра пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «НТВ» телеканалпа кӑтартакан «ДНК» кӑларӑмра Паян Чӑваш Енри хӗрарӑмпа ывӑлӗ пулчӗҫ. Светлана Иванова – Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Турхан ялӗнчен. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Хусанти аслӑ шкулта ветеринара вӗреннӗ. Унта Олег ятлӑ студентпа туслӑ пулнӑ. Кӑштахран Светлана качча тухнӑ, унӑн хӗр те ҫуралнӑ. Ун чухне Светлана пиллӗкмӗш курсра вӗреннӗ. Вӑл вӑхӑтра Олег та авланса ӗлкӗрнӗ. Вӑл пӗрле вӗреннӗ хӗрпе ҫемье ҫавӑрнӑ. Пӗррехинче Светланӑпа Олег общежитири пӳлӗмре тӑрса юлнӑ. Кӑштахран ҫамрӑк хӗрарӑмӑн ача, ывӑл, ҫуралнӑ. Ӑна Пётр тесе ят панӑ. Халӗ вӑл 41 ҫулта. Вӑл ҫемьеллӗ, хӗрпе ывӑл ӳстерет. Петя Шупашкарта пурӑнать. Олег 2000 ҫултах вилнӗ, анчах арҫыннӑн тӑватӑ хӗр: Елена, Надежда, Дарья, Любовь – юлнӑ. Вӗсем – Чӗмпӗр облаҫӗнчи Красносельскран. Телекӑларӑмра Петьӑн ашшӗ Олег, апла пулсан унӑн тӑватӑ хӗрӗ чӑваш арҫыннипе ашшӗ енчен пӗр тӑван иккенне ДНК-анализ ҫирӗплетсе пачӗ. Пӗр тӑвансем чунтан савӑнчӗҫ, пӗр-пӗринпе туслӑн хутӑшса пурӑнма шантарчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Валентин Макаров. suvargazeta.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Каллех ҫухату, каллех ҫыравҫӑ...», — пӗлтернӗ Тутарстанри «Сувар» хаҫат асӑннӑ республикӑри Ҫӗпрел районӗнчи Алешкин-Саплӑк ялӗнче пурӑнакан хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ Валентин Макаров пурнӑҫран уйрӑлса кайни ҫинчен. Валентин Макаров 1941 ҫулта Ҫӗпрел районӗнчи Алешкин-Саплӑк ялӗнче ҫуралнӑ. Тракторист-машиниста вӗренсе тухнӑ, колхозра та ӗҫленӗ, ялти клубра заведующи те, шкулта учительте те, ҫав вӑхӑтрах таврапӗлӳ енӗпе те кӑсӑкланнӑ. «Пӗтӗм тӗнчери историе пӗлнипе кӑна мар, хамӑр тӑван ҫӗршыв ҫинчен пӗлни хаклӑ тупра. Ачасене хамӑр таврана вӗрентме тӑрӑшмалла», — тесе шухӑшланӑ Валентин Фёдрович. Вӑл — «Пирӗн тӑрӑхпа Алешкин-Саплӑк ялӗн аваллӑхӗ», «Жизнь, отданная авиации» кӗнекесен авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Шупашкарти Арам Гамбарян «Пятница» телеканалпа пыракан «Кондитер» шоуна хутшӑннӑ. Унӑн торчӗ жюрие килӗшнӗ, ҫавӑнпа вӑл финалта та кӗрешӗ. Арам 25 ҫулта, вӑл Шупашкартан. Кондитер ӗҫӗпе вӑл 3 ҫул аппаланать. Вӑл торт пӗҫерме юратать. Вӑл конкурса чӗре евӗр торт пӗҫерсе килнӗ. Халӗ Арам Гамбарян финалта Раҫҫейри чи лайӑх халӑх кондитерӗ ята тивӗҫессишӗн кӗрешӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() oreanda.ru сайтри сӑн Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ачасем валли хатӗрленӗ вакцинӑна регистрациленӗ. Кӑшӑлвирусран хӳтӗлекенскер «Спутник М» /«Гам-КОВИД-ВакМ»/ ятлӑ. Ӑна «Спутник V» вакцинӑна тӗпе хурса хатӗрленӗ. Вӑл икӗ компонентлӑ, иккӗмӗш укола пӗрремӗшӗ хыҫҫӑн 21 кунран тӑваҫҫӗ. Ку вакцинӑна 12-18 ҫулсенчи ачасем валли хатӗрленӗ. 12-15 ҫулсенчи ачасене ашшӗ-амӑшӗ алӑ пусса ирӗк парсан ҫеҫ прививка тӑваҫҫӗ. 15-17 ҫулсенчисен вара хӑйсен хут ҫырма ирӗк пур. «Спутник М»-па раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче вакцинацилеме тытӑнаҫҫӗ. Ҫав кунах РФ Президенчӗ Владимир Путин 2 ҫултан пысӑкрах ачасем валли вакцина хатӗрлемешкӗн тытӑнма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Чӑваш Ен мисӗ», 2018 ҫулта «Тӗнче мисӗ» пулса тӑнӑ Юлия Полячихина олигарха ача ҫуратса панӑ. Хӗрачана 59 ҫулти олигархӑн Рустам Тарикон амӑшне хисеплесе Роза ят панӑ. Юля хӑй 21 ҫулта. Апла упӑшки унран самай аслӑрах. Вӗсем пӗрле пулнине Дубайри фестивальте журналистсем асӑрханӑ. Унта Юльӑн ашшӗпе амӑшӗ те пулнӑ. Дубая вӗсем Рустам Тарикон самолечӗпе вӗҫнӗ. Кӑҫал пуш уйӑхӗнче Юльӑн ҫуралнӑ кунӗнче Дмитрий Маликов юрланӑ. Утрав ҫинче ун валли пляжра сцена хатӗрленӗ. Юля Раҫҫейри чи хитре пике ятне илтсен иномаркӑллӑ пулнӑ. Парне вырӑнне ӑна 3 миллион тенкӗ те панӑ. Рустам Тарико «Раҫҫей мисӗ» конкурс хуҫи пулни паллӑ. Вӑл унта ҫӗнтернӗ ытти хӑш-пӗр хӗрпе те пурӑннӑ. Пӗрне ывӑл ҫураттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |