Раҫҫейре
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗн хастарӗсем — «Тӑван ҫершывӑн ывӑлӗсем» офицерсен юлташлӑхен хастарӗсем Кремльте Президент полкӗнче хӗсметре тӑракан Чӑваш Енри каччӑсемпе тӗл пулнӑ. Раҫҫейӗн Президент полкӗ Патшалӑха сыхлакан федераци службин тытӑмне кӗрет. Юлташлӑхӑн правленийӗн председателӗн пӗрремӗш заместителӗ Иван Николаев тата организацин офицерсен тӗп тытӑмӗ маттур каччӑсен ячӗпе нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ, Хисеп грамотисемпе хавхалантарнӑ. Тӗлпулӑва хутшӑннӑ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Ирина Шоркина, Ольга Оболенская музыкант тата чӑваш эсрадин артисчӗ Алена Силпи концерт лартса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Раҫҫейре Географи диктанчӗ иртӗ. Чӑваш Енре кӑҫал та ӑна Шупашкарти Наци музейӗнче ҫырӗҫ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе Географи диктантне тӑватӑ вариантран йӗркелӗҫ. Вӗсенчен кашнинех 40 ыйту кӗрӗ, вӗсене икӗ пая пайлама пулать. Никӗс шайӗ шутланакан пай 10 ыйтуран тӑрӗ. Ута пурте пӗлекен географи факчӗсене кӗртнӗ. Иккӗмӗш пайӗнчи 30 ыйтӑва хуравлама пуҫа кӑштах ватма, ӗҫлеттерме тивӗ. Диктант ҫырасси музейра юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 12 сехетре пуҫланӗ. Географи пӗлӗвне dictant.rgo.ru сайтра та тӗрӗслеме пулать. Онлайн-тест юпа уйӑхӗн 30-мӗшенче 14 сехетре пуҫланӗ те чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 14 сехетре (Мускав вӑхӑчӗпе) вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кӗҫех, чӳк уйӑхӗнче, вӑраха тӑсӑлакан канмалли кунсем ҫитӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗ – Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ. Уяв пулнӑ май эрнере пилӗк кун ӗҫлекенсем 3 кун канӗҫ: эрнекунран пуҫласа вырсарникунччен. Кӗҫнерникун, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, ӗҫ кунӗ 1 сехет кӗскерех пулӗ. Вӑраха тӑсӑлакан ҫитес канмалли кунсем Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ҫеҫ пулӗҫ. Ун чухне раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен тытӑнса кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен ӗҫлемӗпӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() www.gazeta.ru сӑнӳкерчӗкӗ Патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗсен порталӗпе усӑ куракансем асӑннӑ ҫӑлкуҫ урлӑ илекен тӗрлӗ тӳлевшӗн хальхи вӑхӑтра сахалтарах тӑкакланаҫҫӗ. 30 процент йӳнӗрех. Сӑмахран, 10 ҫуллӑха тутаракан ют ҫӗршыв паспорчӗшӗн 5 пин тенкӗ тӳлемелле пулсан, портал урлӑ саккас парсан тӳлевӗн 30 процентне перекетлеме май килетчӗ. Е тата водитель правишӗн. Кунта сӑмах электрон мелпе тӳлени пирки пырать-ха. Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн, 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен, ун пек ҫӑмӑллӑха пӗтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ Борис Моисеев вилнӗ. Кун пирки унӑн арт-директорӗ Сергей Горох пӗлтернӗ. Борис Моисеев 68 ҫулта пулнӑ. Ӑна хӑҫан пытарассине, унпа хӑш кун сыв пуллашассине хальлӗхе пӗлтермен. Палӑртмалла: 2010 ҫулта унӑн инсульт пулнӑ. 2015 ҫулта вара — микроинсульт. Унтанпа артист сцена ҫине тухман. Юрӑҫ 1954 ҫулта Беларуҫре ҫуралнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче вӑл Алла Пугачевӑн труппине лекнӗ. 80-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче вара хӑй тӗллӗн юрлама пуҫланӑ. Сцена ҫинче вӑл 30 ҫул ирттернӗ, хореограф, режиссер, юрӑҫ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() nan-news.ru сайтри сӑн Раҫҫей Правительстви ӗҫшӗн тӳлекен чи пӗчӗк виҫене ҫитес ҫул пысӑклатасшӑн. Вӑл 16 пин те 242 тенкӗпе танлашмалла. Кун пирки РИА Новости пӗлтерет. Агентство хыпарланӑ тӑрӑх, улшӑнусем ҫитес ҫул тата 2024 ҫулта пулмалла. Саккун проектне РФ Патшалӑх Думин пӑхса тухмалла. Аса илтерер: халӗ ӗҫшӗн тӳлемелли чи пӗчӗк виҫе 15 пин те 279 тенкӗпе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Правительство паян газшӑн, ҫутӑшӑн, шывшӑн тата ӑшӑшӑн тӳлемелли тарифсене маларах хӑпартма йышӑннӑ. Хаксене кӑҫал та ӳстернӗччӗ. Тепӗр хутчен вӗсене 2023 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хӑпартмалла пулнӑ та, РФ Правительстви ку утӑма ҫичӗ уйӑх маларах тума йышӑннӑ. Хаксен ӳсӗмӗн чи пысӑк виҫи 9% ытла пулмӗ, — тесе шантарнӑ Минэкономаталану пресс-службинче. Кун хыҫҫӑн хаксене 2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑна ӳстересси пирки шантараҫҫӗ. Апла пулин те халӑхӑн 7 уйӑх хушши ҫутӑшӑн, шывшӑн тата ытти коммуналлӑ тӑкакшӑн малтан планланинчен ытларах укҫа кӑларса хума тивӗ. Ҫак утӑма тума, имӗш, коммуналлӑ хуҫалӑх кӑлтӑксӑр ӗҫлемешкӗн, пахалӑха упраса хӑвармашкӑн тума тивет. Ведомство лӑплантарнӑ тӑрӑх социаллӑ тӳлевсене те хӑпартӗҫ, вӗсен виҫине ҫӗнӗрен шутласа кӑларнӑ чухне коммуналлӑ тӳлев ӳснине шута илӗҫ. Ҫӗнӗ хаксене кашни субъект хӑй палӑртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() brl.mk.ru сайтри сӑн Ҫитес ҫул нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫейре Амӑшӗн капиталне индексацилӗҫ. Ҫапла вӑл 12,4 процент хӑпарӗ. Ҫав тапхӑртан пӗрремӗш ачашӑн паракан тӳлев 589,5 пин тенкӗ пулӗ, икӗмӗшӗшӗн – 779 пин тенкӗ. Хальхи вӑхӑтра ку тӳлевсем 524,5 пинпе тата 693,1 пин тенкӗпе танлашаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ пӗрремӗш ачишӗн амӑшӗн капиталне илнӗ пулсан иккӗмӗшӗ ҫуралсан ҫемьене 189,5 пин тенкӗ парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе Раҫҫейре водитель правине смартфонран кӑтартма ирӗк парӗҫ. Электронлӑ документ «Госуслуги. Авто» сарӑмра пулӗ. Ку сервиса юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хута яма палӑртнӑ. Анчах хальлӗхе – тест режимӗнче кӑна. Тӳре-шара саккуна улшӑнусем кӗртме хатӗрленет – электронлӑ документпа саккунпа килӗшӳллӗн усӑ куртарасшӑн. Ҫӳлерех асӑннӑ сарӑмӑн тӗнче тетелӗ ҫук вырӑнта та ӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Станислав Тарасов архивӗнчи сӑн Муркашра пурӑнакан 27 ҫулти Станислав Тарасов Эльбрус ҫине хӑпарнӑ. Вӑл унта гидсемсӗр, инструкторсемсӗр кайнӑ. Эльбрус ҫине вӑл 3 кун хӑпарнӑ. Ӑна тусем яланах килӗшнӗ. Пӗрре Сахалина кайсан унта Кӑнтӑр Дагестанри каччӑпа паллашнӑ. Лешӗ хӑйсем патӗнчи хитре вырӑнсем пирки каласа кӑтартнӑ. Ҫапла Станиславӑн Эльбруса парӑнтарас шухӑш ҫуралнӑ. Ту ҫине вӑл ҫурҫӗр енчен хӑпарнӑ. Унти тавралӑх тата илемлӗрех. Станислав унта хӑпариччен икӗ уйӑх хатӗрленнӗ. Хӑй вӑл – спортсмен. Вӑл ту ҫине хӑпарнӑ кун пӗр арҫынна вертолетпа илсе аннӑ, унӑн ӳпки шыҫнӑ-мӗн. Станислав вара Эльбрус ҫине чиперех хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |