Раҫҫейре
![]() Анна Будаева Кӑҫал «Раҫҫей мисӗ» конкурса Чӑваш Енрен икӗ пике хутшӑнӗ: Анна Будаева тата Яна Галанина. Пӗтӗмпе унта тӗрлӗ регионти 25 чиперук хутшӑнӗ. Конкурс утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулӗ. Анна Будаева 2020 ҫулта Шупашкар мисӗ пулнӑ, кӑҫал вара Чӑваш Ен мисӗ. Вӑл электромеханика колледжӗнче программиста вӗренет. Яна Галанина, Анна пекех, 19 ҫулта. Вӑл нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ, фотокамерӑна мӗн пӗчӗкрен юратать. Пӗр хушӑ модель агентствинче ӗҫленӗ. Сӑмах май, «Раҫҫей мисӗ» конкурсра Чӑваш Ен пикисем икӗ хутчен ҫӗнтернӗ: 1996 ҫулта - Александра Петрова, 2018 ҫулта - Юлия Полячихина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() tamvesti.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян ҫӗршыв Президенчӗ Владимир ️Путин РФ Пенси тата Социаллӑ страховани фончӗсене пӗрлештересси ҫинчен калакан саккуна алӑ пуснӑ. Вӗсем малашне пӗрлехи Социаллӑ фонд шутланӗҫ. Ҫӗнӗлӗх патшалӑха социаллӑ тӳлевсене оперативлӑ, адреслӑ йӗркелесе пыма май парӗ. Раҫҫей Федерацийӗн пенси тата социаллӑ страховани фончӗ (Социаллӑ фонд) ӗҫе 2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнӗ. Куҫӑм тапхӑрӗ 2 ҫула та тӑсӑлма пултарӗ. Ҫынсен пулӑшу ыйтма унчченхи адреспах каймалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() novostivl.ru сайтри сӑн Раҫҫейре упӑте шатра чирӗпе аптӑранӑ пӗрремӗш ҫынна тупса палӑртнӑ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак чир Европӑран таврӑннӑ ҫамрӑк ҫынна ернӗ. Вӑл ют ҫӗршывран килсен кӗлетки ҫине шатра тухса тулнӑ тесе пульницӑна пынӑ. Ҫамрӑк ҫыннӑн чирӗ ҫӑмӑллӑн иртет. Роспотребнадзор хыпарланӑ тӑрӑх, ӑна сарӑлма паман. Сӑмах май, упӑте шатра чирӗ - вирус инфекцийӗ. Унччен вӑл Африкӑра ҫеҫ тӗл пулнӑ. Кӑҫал ҫуркунне вӗҫӗнче тӗнчипе сарӑлма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() t.me/hyparchuvashia каналта вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри экономист 2 миллион тенкӗ тӑракан автомобиль выляса илнӗ. «Русское лото» вӑйӑн 1442-мӗш тиражӗ валли билета Людмила Клементьева мӑшӑрӗ туяннӑ. Билет телейлӗ пулса тухнӑ. «Лотерейӑра выляса илни – пирӗн пӗтӗмӗшле ҫитӗнӳ тесе шухӑшлатпӑр!» – хавхаланса та хавасланса пӗлтернӗ Людмила. Ҫемье пӗрле пуҫтарӑнса калаҫнӑ хыҫҫӑн Клементьевсем килти мӗнпур ҫынна тивӗҫтермелле автомашина туянма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Роспотребнадзор Раҫҫейре кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ пӗтӗм чарӑва пӑрахӑҫланӑ. Ку каварлӑ инфекципе чирлекенсен шучӗ чакнипе ҫыхӑннӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра чирлесси 64 хут чакнӑ. Ытларахӑшӗ, 93 проценчӗ, чире ҫӑмӑллӑн чӑтса ирттернине палӑртнӑ. Малашне ниҫта та общество вырӑнӗсенче маска тӑхӑнмалла мар, кафесемпе ресторансем те талӑкӗпех ӗҫлеме пултарӗҫ. Анчах, ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, чарусене кайран тавӑрма та пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() 2021 ҫулта пенсионерсен шучӗ 1,1 млн ҫын чакнӑ, вӗсенчен 200 000-ӗшӗ кӑшӑлвируса пула вилнӗ, ытти 900 000-шӗ пенси ҫулне ӳстернине пула ҫак категорине лекеймен. Кун пирки Раҫҫейӗн Пенси фончӗн пуҫлӑхӗ Андрей Кигим каласа панӑ. «Ку хисеп пысӑк, анчах вӑл ҫынсем нумай вилнипе ҫыхӑнман», — ӑнлантарнӑ вӑл Патшалӑх думинче тухса калаҫнӑ вӑхӑтра. Фонд пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, ҫӗршывра реформа пулман пулсан 2021 ҫулта пенсие 1,8 млн ҫын тухмалла пулнӑ. Саккуна улшӑнусем кӗртнӗ май ку хисеп икӗ хута яхӑн сахалрах пулнӑ иккен — 974 000. Пенси илекенсен йышӗ ҫакӑн пек чакнине юлашки хут 1990-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче шута илнӗ. Ун чухне ҫак пулӑм патшалӑх бюджетне 1220 млрд тенкӗлӗх перекетлеме май панӑ, анчах мӗнпур укҫа-тенкӗ пенсионерсене хушма пулӑшу пама кайнӑ. Палӑртмалла: Раҫҫей Пенси Фончӗн статистикинче гражданла пенсионерсене кӑна шута илнӗ — унччен Шалти ӗҫсен министерствин, Хӳтӗлев министерствин тата ытти вӑй-хал структурин ӗҫченӗсем урӑх юрисдикцире шутланаҫҫӗ. Унашкаллисен йышӗ 2,7 млн ҫынпа танлашать. Пенсионерсен шучӗ 2022 ҫулта та чакса пырать. Ака уйӑхӗ тӗлне фонд 41,9 млн ҫынна шута илнӗ — ку вӑл кӑрлачри кӑтартусенчен 100 000 сахалрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Лаша кӗтӗвӗ. Pavvlovich видеори сӑн Кызыл хула сучӗ, ҫӗртмен 30-мӗшӗнче регионти прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, Тыва Республикин ҫыннисем тӗлӗшпе, вӑйпа лаша кӗтӗвне туртса илнипе айӑпа кӗнӗшӗн, йышӑну тунӑ. Ку ӗҫе вӗсем 2019 ҫулхи ҫуркунне тунӑ. Республикӑри тӑватӑ ҫын ентешсен шучӗпе пуйма шухӑшланӑ, пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлнӑ та темиҫе лаша вӑрланӑ тесе икӗ кӗтӳҫе айӑпланӑ. Хӑратса та хӗнесе вӗсем кӗтӳҫсене «айӑпа» йышӑнтарнӑ, вӑрланӑ пек шутланнӑ ҫичӗ лаша вырӑнне пӗтӗм кӗтеве — 184 лашана — пама хушнӑ. Суд икӗ ҫынна пилӗк ҫуллӑха ирӗклӗхсӗр хӑварма йышӑннӑ; вӗсемпе пӗрле ҫак ӗҫе хутшӑннӑ ҫынсене ҫур ҫул сахалрах лекнӗ. Асӑрхав ведомствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Олеся Курпяева тунӑ сӑн / «Российская газета» («Раҫҫей хаҫачӗ») Раҫҫей банкӗ ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа оливкӑллӑ хӗрлӗ-сарӑ тӗслӗ ҫӗнӗ ҫӗр тенкӗлӗх хут укҫана ҫаврӑнӑша кӗртет ярать. Кун пирки регулятор сайтӗнче пӗлтернӗ. Ӑна хальхи дизайнпа тунине, 200 тенкӗллинче усӑ курнӑ ҫирӗп хӳтӗлев пуррине палӑртнӑ, ҫӗнӗ хут укҫана Мускава тата Тӗп федераци округне халалланӑ. Унӑн пит енӗнче Мускав Кремлӗн Сӑпас башнин курантлӑ пӗр пайне ӳкернӗ, тӳнтер енӗнче — Совет Салтакне халалланӑ Ржев мемориалне. Банкнота ҫине Раҫҫей Банкӗн страници ҫине илсе каякан QR-код вырнаҫтарнӑ. ТБ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ хут укҫасене ҫаврӑнӑша майӗпен кӗртӗҫ, 1997 ҫулхи кивӗ ҫӗр тенкӗллӗ укҫасем те, ҫавӑн пекех 2001 тата 2004 ҫулта ҫӗнетнисем те ҫаврӑнӑшра юлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Пӗр класрисем» ушкӑнри «Чувашский край» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре Ленин, Сталин, Крупская, Распутин сӑнлӑ ҫынсене шыраҫҫӗ. Ҫак тӗллевпе пирӗн тӑрӑха Андрей Кончаловский продюсер центрӗн пайташӗ Дмитрий Матвеев килсе ҫитнӗ. Дмитрий Матвеев каланӑ тӑрӑх, паллӑ кинорежиссёр историлле пысӑк сериал ӳкерме пуҫлӗ. «Вӑл мана ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Раҫҫейри паллӑ ӗҫченсем евӗр сӑнлӑ ҫынсене тупма хушнӑ», – ӑнлантарса панӑ вӑл. Кайран Дмитрий ытти региона тухса кайӗ. Проектпа «Народный кастинг» сайтра паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Пӗр класрисем» ушкӑнри «Чувашский край» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Вӑрнарта пурӑнакан ҫемьене Пӗрремӗш каналӑн телекӑларӑмӗсенчен пӗринче кӑтартнӑ. Амӑшӗпе хӗрӗ — Алиса тата Илона — Мироновсем «Видели видео?» (чӑв. Видео курнӑ-и?) шоура ӳкерӗннӗ. Телекӑларӑм редакторӗсене Мироновсем килсӗр-ҫуртсӑр йытӑ ҫурисене пулӑшни килӗшнӗ, ҫавӑнпа вӗсене телекӑларӑмра кӑтартнӑ. Хӗлле амӑшӗпе хӗрӗ виҫӗ йытӑ ҫурине пулӑшнӑ. Вӗсене такам вӑрманта хутаҫра пӑрахса хӑварнӑ. Пӗчӗкскерсем чутах шӑнса вилмен. Телекӑларӑмра Мироновсем ҫав историпе паллаштарнӑ. Йытӑ ҫурисене вӗсем чӑвашла ятсем парса тухнӑ: Хӗл, Вӑрман, Нарӑс. Алиса килсӗр чӗрчунсене пулӑшассипе тахҫанах тӑрӑшать иккен. Вӑл ҫине тӑнипе 100-е яхӑн йытӑ-кушак ҫӗнӗ хуҫа тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |