Культура
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче халиччен пулман уяв иртет. Унта йӗкӗрешсемпе виҫӗрешсене тата тӑватӑрешсене чӗнеҫҫӗ. Мероприятие йӗркелесе ирттерекенни — район администрацийӗн гражданла актсене ҫыракан пайӗ тата районти тӗп вулавӑш. Вӗсем йӗкӗреш ачаллисен амӑшӗсен сӗнӗвне шута илсе ку мероприятие ирттерме йышӑннӑ. Уяв ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче хулари Культура тӳремӗнче 10 сехетре пуҫланӗ. Фестиваль парадран пуҫланӗ. Программа юрӑ-ташӑпа, хаваслӑ ытти мероприятипе пуян пуласса шантараҫҫӗ. Фестивале пухӑннисене хавхалантарма йӗркелӳҫӗсем пуян ҫынна тупса хунӑ. Вӑл пылак апат-ҫимӗҫ туянма укҫа-тенкӗ уйӑрса пулӑшать. Конкурссенче палӑрнисене тав туса кунсӑр пуҫне Хисеп хучӗсемпе чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Алексей Московский эстрада юрӑҫи «Контрактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хитре сасӑллисене шыранине пӗлтернӗ. Шоу-бизнесра хӑйсене туптама хатӗр пултаруллӑ ҫынсене аталантарма укҫа хывса пулӑшма хатӗррине палӑртнӑ май анкетӑсене boss.aleksm@mail.ru электрон адреспа йышӑннине каланӑ. Сцена ӑсти пулас текенсене Чӑвашран та, республика тулашӗнчен те йышӑнаҫҫӗ. Сӑмах май, Алексей Московскийпе ҫыхӑннӑ тепӗр хыпар та пӗлтерер. Ӑна «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Самант» журналӗн иртнӗ уйӑхри номерӗнче хыпарланӑ. Московский жилетне аукционта сутнӑ. Света ятлӑ пике ҫак тума 19 пин тенкӗпе туяннӑ. Ӑна Ирина ятлӑ хӗр те илме ӗмӗтленнӗ. Анчах — 2 пин ҫурӑпа. Ирина ӗҫлекен парикмахер салонне Московский ҫӳҫ кастарма ҫӳрет иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Питӗрти патшалӑх университечӗн преподавателӗ Мария Кошелева Финпа угр ҫамрӑкӗсен тӗнчери пӗрлӗхӗн академийӗ ҫак уйӑхӑн 8-мӗшӗнче вебинар ирттерет. Ӑна йӗркелекенни — Питӗрти патшалӑх университечӗн преподавателӗ Мария Кошелева. Ҫамрӑк ӑсчах — вепс хӗрӗ. Аслӑ шкул преподавателӗ вебинарта тӑван чӗлхине тишкерсе каласа кӑтартӗ. Вебинар каҫхи 17 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Унта хутшӑнма регистрациленес тесен ҫак каҫӑпа иртмелле: https://mafun.clickmeeting.com/veps/register. Вебинар пирки Дмитрий Степанов «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗн Фейсбукри страницинче паян ирпе пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, вепс чӗлхипе паллашма йыхравлакан Мария ӑшӑ тинӗс тата кофе юратать. Вепс чӗлхин корпусне ҫак каҫӑпа вырнаҫтарнӑ: http://vepsian.krc.karelia.ru/about/. Вепс вики каҫҫи — https://vep.m.wikipedia.org/wiki/Pälehtpo’. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнче кам концерт лартӗ? Ҫак кун Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрне чӗнесси йӑлана кӗнӗ. Хальхинче кам килессине хула ҫыннисем хӑйсем палӑртнӑ. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: сасӑлава онлайн-режимра утӑ уйӑхӗн 25-30-мӗшӗсенче ирттернӗ. Хула ҫыннисене 8 артистран е ушкӑнран пӗрне суйлама ирӗк панӑ: «Серебро», «Иванушки International», «УмаТурман», «Браво», «На-На» ушкӑнсем тата Вера Брежнева, Стас Пьеха, Анита Цой юрӑҫсем. Сасӑлава 12 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Сасӑлав утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 23 сехет те 59 минутра вӗҫленнӗ. Эппин, Шупашкар хулин уявне кам килесси паллӑ. Хальхинче «Браво» ушкӑн концерт кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Елчӗк Ен ентешлӗхӗн пайташӗсем, республикӑри композиторсемпе ҫыравҫӑсем, вӗрентекенсемпе культура ӗҫченӗсем Николай Карлин композитора тата поэта асӑннӑ. «Ҫичӗ чӳрече», «Юр тӑкӑнать», «Хӗвелҫаврӑнӑш» тата ытти чылай авторӗ вӑл. Асӑну каҫне хутшӑннӑ чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер Николай Карлинпа пӗрле ӗҫленӗ самантсене кӑмӑллӑн та ӑшшӑн аса илнӗ. Калӑпласа ҫитернӗ «Суйлса илнисем» юлашки кӗнекине пичетрен тухнине те курайман композитор. Кӗнекене юлашки вӑхӑтра ҫырнӑ сӑвӑсем, юмах, легенда, баллада тата поэмӑсем кӗнӗ. Асӑну каҫне пуҫтарӑннисем ку кӗнекене пысӑка хурса хакланӑ. «Николай Карлин — чӑн чӑн профессиллӗ композитор. Мӗн чухлӗ баллада ҫырнӑ вӑл. Ку пысӑк жанрлӑ произведени шутланать. Унӑн кашни юрри — шедевр, халӑх юрри пек пулса кайнӑ»,— тенӗ Юрий Кудаков композитор. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Чӑваш Енри культура ӗҫченӗсене ведомство наградипе чыслама пуҫласшӑн. Кун пек пуҫарупа республикӑн Культура, наци тата архив ӗҫӗсен министерстви Правительствӑна тухнӑ. Йышӑну проектне паян ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. «За достижения в культуре» (чӑв. Культурӑри ҫитӗнӳсемшӗн) кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑ ҫирӗплетесшӗн. Культура министрӗн ҫумӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Вячеслав Оринов ларура пӗлтернӗ тӑрӑх, ун пек награда Раҫҫей шайӗнче пур. Культурӑра, ӳнерте тата туризмпа ӗҫлекенсене унпа чыслаҫҫӗ. Чӑваш Енре вара вӑл паллӑна отрасльте 10 ҫултан кая мар ӗҫлесен ним мар ҫакса ярӗҫ. Тепӗр услови те пур-ха: награда илме тӑратнӑ организацире хайхи ҫыннӑн 5 ҫултан кая мар тимлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Иртсе кайнӑ канмалли кунсенче Тутарстанра Пӗтӗм Раҫҫейри драматургсен семинарӗ иртнӗ. Унта пирӗн республикӑран Марина Карягина хутшӑннӑ. Паллӑ телеертӳҫӗ, пултаруллӑ поэт литературӑра драматурги жанрӗпе те тухӑҫлӑ ӗҫлет. Унӑн хайлавӗсем чӑваш сцени ҫинче вырӑн тупаҫҫӗ. Маларах Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» пьеса лартнӑччӗ, пӗлтӗр Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ куракан патне унӑн «Куккуклӑ сехетне» ҫитерчӗ. Тутарстанри семинар пирки Марина Карягина Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта «ҫӗнӗ ҫынсемпе паллашнӑ — ҫӗнӗ тӗнчесем уҫнӑ». Семинар Тутарстанри ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн ертӳҫин Данил Салиховӑн ялти ҫуртӗнче, Хусантан утмӑл ҫухрӑмра, иртнӗ. «Эрнекунран пуҫласа тунтикунччен 40 хӑнана пӑхма, тӑрантарма, вырнаҫтарма, юрама ансат мар. Чаплӑ пӑхрӗҫ. Эпир йӗркелесе ирттерейӗпӗр-и ҫапла усӑллӑ семинарсем?» — тесе ҫырнӑ Чӑвашри хальхи вӑхӑтри драматург. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Шупашкарти тӑватӑ вулавӑша ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсен сӑнӗсем ҫӗнӗ сӑн кӗртӗҫ. Вӗсене юпа уйӑхӗнче ӳкерсе пӗтермелле. Ҫӗнӗ ӗҫе ҫитес уйӑхӑн ҫуррисенче пуҫӑнӗҫ. Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ бензин-топливо сутакан пысӑк компанисенчен пӗри ирттернӗ социаллӑ тата культура проекчӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Укҫа ҫӗнсе илме пултарнӑ «ART-Libraries» проекта В. Маяковский ячӗллӗ вулавӑшӑн пай ертӳҫи Юлия Шелтукова хатӗрленӗ. Проект партнерӗсем — Шупашкар хула администрацийӗ, «FreeArt» аэрографи студийӗ, Шупашкарти Элли Юрьев ячӗллӗ ача-пӑчан 4-мӗш ӳнер шкулӗн преподавателӗсем. Юлия Шелтукова ӑнлантарнӑ тӑрӑх, дизайна вӗсем пӗрле татса парӗҫ. Хӑш ҫыравҫӑпа сӑвӑҫ сӑнне ӳкересси те каярах паллӑ пулӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Фарида сассиХарпӑр шухӑш
Культура
Тахӑш вӑхӑтран пуҫласа чӑваш эстрадин уҫлӑхӗнче Фарида сасси янраса кайрӗ. Чӑваш Енти Патӑрьел районӗнче Начар Упи текен ял пур (Темшӗн ӑна "Красномайск" текен сӑнсӑр ятпа улӑштарнӑ та халиччен те чӑн ята каялла тавӑрман....). Асӑннӑ ялта ӗлӗкренпех тутарсем пурнакан кӗтес пур. Ҫав кӗтесе Тутаркасси теҫҫӗ. Официалла хутсенче те ҫаплах ҫырӑнать: улица Татарская. "Хыпар" хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, унта хальхи вӑхӑтра мӗнпурӗ 8 кил. Вӑт ҫав 7-8 килтен пӗринче ҫуралса ӳснӗ те ӗнтӗ Фарида. Ачаранпах чӑвашла пӗлнӗ тени — ним те каламаннипе пӗрех. Мӗншӗн тесен тутарла вӑл чӑннипе килте ҫеҫ калаҫнӑ. Кулленхи пурнӑҫра ытларах чӑваш чӗлхипе усӑ курнӑ. Шкулта та, ытти ачасемпе пӗрле, чӑваш программипех вӗреннӗ. Мӗншӗн-ха ҫакӑн пирки пусарсах калама тивет? Акӑ мӗншӗн! Юрлама пулать 10 чӗлхепе, 99 чӗлхепе, 100 чӗлхепе, 180 чӗлхепе.... Анчах та ку ҫавӑн чухлӗ халӑхӑн юрӑҫи пулса тӑнине пӗлтермест-ха. Фарида вара чӑн-чӑн чӑваш юрӑҫи пулса тӑчӗ. Апла пулса тӑма вара чӑвашла юрлани ҫеҫ сахал. | ||
Культура
![]() Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне юсамашкӑн мӗн чухлӗ укҫа кирлӗ? ЧР культура министрӗ Константин Яковлев пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 миллион тенкӗ тӑкакланӗ. Ку укҫа-тенке республика хыснинчен уйӑрса парӗҫ. Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче юсав Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче юсав ӗҫӗсем пуҫланнӑ ятпа «Халӑх пӗрлӗхӗнче — Раҫҫей вӑйӗ» чула савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хунӑ. Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне кӑҫалах уҫма палӑртнӑ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗ тӗлне юсаса пӗтермелле. Ку ахальтен мар. Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Халӑх пӗрлӗхӗн кунне уявлатпӑр-ҫке-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |