Культура
![]() Чӑваш Енри юрӑпа ташӑ ансамблӗ Испанири Бургос хулинче утӑ уйӑхӗн 11—15-мӗшӗсенче иртнӗ «Chiudad de Burgos» Пӗтӗм тӗнчери фольклор фестивальне хутшӑннӑ. Индири, Эквадорти, Мексикӑри, Чехинчи ансамбльсемпе пӗрле сцена ҫине тухнӑ чӑвашсене унти хаҫат ырласа ҫырнӑ. «Фестиваль хулари чи кӗтнӗ культура пулӑмӗ пулса тӑрать. Чӑваш Енри динамикӑллӑ ташӑсем тӗнче культурине халалланӑ каҫа уҫрӗҫ.. Концертра Раҫҫейри чӑваш ушкӑнӗн Тухӑҫ Европӑри ташшисем уйрӑмах уйрӑлса тӑчӗҫ», – тесе ҫырнӑ Испанири Бургос хулинче тухса тӑракан «Diario de Burgos» хаҫат. «Chiudad de Burgos» фестиваль кӑҫалхипе 41-мӗш хут иртнӗ. Чӑваш Енри патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ унта иккӗмӗш хут кайнӑ. Унччен вӑл 1999 ҫулта Бургос сцени ҫинче куракана тыткӑнланӑ. Асӑннӑ хулари фестиваль вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ансамбль ҫав ҫӗршыври Португалете тата Баске хулисенчи фестивале хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче Кокель плэнерӗ кӑҫалхипе 11-мӗш хут иртет. Унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ. Зуфар Гимаев, Юрийпе Татьяна Бердниковсем (Хусан), Сергей Качин (Харьков), Владимир Чернышев (Минск), Алексей Волковпа Вера Дмитриева (Шупашкар), Алия Зейнутдинова (Питӗр) Аслӑ Чемен ялӗнче пурӑнакан Нина Мулгачева патӗнче пулнӑ. Вӗсем кинемей тӗрӗ тӗрленине, кӑмакара ҫӑкӑр пӗҫернине ӳкернӗ. Ӳнерҫӗсем ҫуртпа та паллашнӑ, аваллӑхпа ҫыхӑннӑ япаласене типтерлӗ упранинчен тӗлӗннӗ. Нина Михайловнӑн ҫуртне музейпа танлаштарма пулать. 50 ҫул каяллахипе танлаштарсан, унӑн пӳрт ӑшчикӗ нимӗнпе те улшӑнман. Стена ҫинче – ӳкерчӗксем, урайӗнче – кавир. Плэнера кашни ҫулах ирттерессине йӑлана кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Опурӑпа балет театрӗ (2014). Н. Плотников тунӑ сӑн Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ Раҫҫейри чи пысӑк тупӑшлӑ 25 театр йышне лекнӗ. Укҫа-тенкӗне РБК журнал шутласа тухнӑ. Пӗтӗмлетӳ савӑнмаллиех мар — хыснаран илекен укҫа-тенкӗне шута илмесен Раҫҫейре пӗр тупӑшлӑ патшалӑх театрӗ те ҫук. Театрсене тишкерме аналитиксем Раҫҫейри 650 патшалӑх театрӗн пӗлтӗрхи тупӑшӗсемпе тӑкакӗсене илнӗ. Танлаштарӑмра пӗрремӗш вырӑна 7 823 млн тенкӗ пӗтӗмӗшле тупӑшпа Раҫҫей Пысӑк театрӗ йышӑннӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ рейтингра 19-мӗш вырӑна лекнӗ: пӗтӗмӗшле тупӑш 137 млн тенкӗ, комерциллӗ тупӑш — 16 млн тенкӗ, тӑкак — 100 млн тенкӗ. Чи нумай укҫаллисен йышне ҫавӑн пекех И.Гончаров ячӗллӗ Чӗмпӗрти драма театрӗ (17-мӗш вырӑн), Удмуртин вырӑс драма патшалӑх театрӗ (20-мӗш вырӑн) лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Эх, ҫухалсах ӗлкӗреймен ӗмӗтсен пире хитрен пиллекен ытарайми тӗнчийӗ... Ҫав ахах-мерченлӗ ниепле хакпа виҫейми тупра пире малашлӑх ҫулӗпех уттарать, пурнӑҫ епле пулмаллине тата пулмалла маррине куллен ытарлӑн вӗрентсе калать. «Эпир хамӑр ӗмӗрте кил-йышри ҫичӗ сыпӑка курма тивӗҫ: хамӑра, атте-аннене, асатте-асаннепе кукамай-кукаҫине, вӗсен ашшӗ-амӑшне, ачамӑрсене, мӑнуксене, вӗсен ачисене. Йӗркеллӗ, илемлӗ, сывлӑха упраса пурӑнайсан этем ӗмӗрӗ ҫакна валли ҫитет...» (В.Аванмарт). Ҫитмелле тетпӗр, анчах ӑс-паруҫи кам? Чӑрсӑр ҫил ташшиллӗ паянхи пурнӑҫӑн таппипе куллен пире тухӑҫлӑн ӗҫлеттерме тӑрӑшакан ӑс-хакӑлҫӑ-ши.... Ҫакӑнтах Ҫынлӑх Ӑшшине куллен ҫунат хушса патваррӑн утма вӑй паракан сӑвӑҫӑн тӳпи те пысӑк. Вӗсен йышӗнче чи малта Теветкел тӑрать. Вӑл ӑста ҫыравҫӑ-сонетҫӑ-куҫаруҫӑ пулнине пурте лайӑх пӗлетпӗр. Шӑплӑха куҫайнӑ хыҫри ҫулсене (тӗлӗнмелле, иртнисӗр пирӗн малашлӑх ҫук!) этемлӗх ӑс-тӑнӑн пӗлӳ асамӗ ҫеҫ чӗртсе тӑратма пултарать. Ыттисемпе пӗрлех ӑна пурнӑҫлаканӗ — эпир сывлакан сывлӑшпах куллен хавхаланса пурӑнакан ҫак ҫыравҫӑ-поэт та пулса тӑрать. |
Культура
![]() Тури Ачакри хӑнасем Етӗрне хулинче паян «Бородино» теплоход пырса чарӑннӑ. Ун ҫинче ларса килне хӑнасем Етӗрне ҫӗрӗнчи музейсемпе паллашнӑ. Район сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх теплоход ҫинчен пурӗ 60 ҫын аннӑ. Етӗрнесем хӑнасемпе пысӑк экскурси программипе паллаштарнӑ. Туристсем хулари музейсемпе ҫеҫ мар, Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнчи тури чӑвашсен музейӗпе те паллашнӑ. Чи малтанах хӑнасене Етӗрнери таврапӗлӳпе ӳнер музейне кӑтартнӑ. Ун хыҫҫӑн Николай Мордвинов СССР халах артисчӗн тата Таланцев пиччӗшсен музей ҫурчӗсемпе паллаштарнӑ. Хӑнасене Вячеслав Еткер ӑстаҫӑ тунӑ кӳлепесем те кӑсӑклантарнӑ. Экскурси программине вӗҫленӗ май туристсем Тури Ачак ялне ҫитсе курнӑ, кунти XIX ӗмӗрти хресчен хуҫалӑхӗн музейӗпе паллашнӑ. «Вирьял» халӑх ансамблӗ вара хӑнасене чӑваш юррисене шӑрантарса панӑ, сӑра мӗнле вӗретнине тата ӗлӗк пир мӗнле ҫапнине кӑтартса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ольга Ырсем Паян, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Ольга Ырсем ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртнӗ. Вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 14 сехетре пуҫланнӑ. Унта пыракансем валли фойере сӑнӳкерчӗксен куравӗ йӗркеленӗ. Вӑл РФ тава тивӗҫлӗ артисткин тата Чӑваш Республикин халӑх артисткин пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Театр сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, программа Ольга Ырсем пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Спектакльти сыпӑксене те кӑтартнӑ. Надежда Кузьмина тата Сергей Павлов артистсен репертуарӗнчи юрӑсем янӑранӑ. Ырсем Ольга Ивановна 1892 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Куснарта ҫуралнӑ. Театр сцени ҫине тухиччен Ольга Ивановна ялта ачасене вӗрентнӗ, кайран Хусанти педагогика институтӗнче вӗренсе тухнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче ҫӗр ытла сӑнара вылянӑ. Куракансене вӑл Нарспи (1922), Пинерпи (1927), Анисса (1943), Анюк («Энтип», 1949), Пелегея («Кукушка все кукует», 1974) сӑнарсенче яланах асра юлнӑ. Сцена ҫинчен Ольга Ивановна 1978 ҫулччен кайман. 1979 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗнче вӑл пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Ялта» спектакль труппи К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ хӑйӗн 100 ҫулхи юбилейне халалласа ял-ял тӑрӑх «Ялта» спектакльпе гастрольсемпе ҫӳрет. Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче театр труппи (Федор Павлов пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ялта»-ра пӗтӗм ушкӑн вылять. Ҫав шутра — Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин халӑх артистки Нина Яковлева, РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Любовь Федорова, Владимир Семенов, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсем Валентина Ситова, Иван Иванов, Сергей Иванов тата ыттисем выляҫҫӗ) Елчӗкри Культура ҫуртӗнче кӑтартнӑ. Театр ушкӑнне вырӑнти «Варкӑш» ансамбль юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Тӳре-шарасенчен район администрацийӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Антонина Александрова ӑшшӑн йышӑннӑ. Кӗркунне театр гастрольсене малалла тӑсӗ. Ун чухне вӑл 18 района ҫитсе килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Библиотекарь – 2017» конкурса пӗтӗмлетнӗ. ЧР Культура, национальноҫ ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса 200 ытла ӗҫ килнӗ. Ӑна Пӗтӗм Раҫҫейри «Публикатор» электронлӑ публикацисен проекчӗ пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Етӗрнери вулавӑш ӗҫченӗ Н.В.Мазюкова ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ. Конкурсра Чӑваш Ен чысне вӑл пӗччен хӳтӗленӗ. Н.В.Мазюкова «Мероприятисен сценарийӗ» номинацире 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл «История края – в радиоэфире» сценари пуххипе паллаштарнӑ. Вӑл Наци радиовӗн эфирӗнче унччен янӑранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян Ҫӗрпӳ ярмӑркки уҫӑлнӑ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче мӗн авалтанпах халӑх Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсен мӑнастиӗ умӗнчи лапама суту-илӳ тума пуҫтарӑннӑ. Таврари ялсенчен кӑна мар, Атӑлҫи тӑрӑхӗнченех унталла туртӑннӑ. Кирлӗ тавара халӗ таҫта та тупса илме пулать пулин те тахҫанхи йӑла пӑрахӑҫланмасӑр паянхи куна ҫитнӗ. Халӗ унта Раҫҫейӗн 20 хулинчен сутуҫӑсем, ал ӑстисем пуҫтарӑннине ӗнентерет Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи тӳре-шара. Хальхи саманара Ҫӗрпӳ ярмӑркки культурӑпа спорт мероприятине ҫаврӑннӑ тесен те юрать. Паян унта «Сохранение и передача национальных культурных традиций от матери к дочери, от отца к сыну» ятпа республикӑри курав ӗҫлеме тытӑннӑ, каҫпа ярмӑрккӑна тӳре-шара тата артистсем савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пӑрачкаври фестиваль. Михаил Вансяцкий сӑн ӳкерчӗкӗ Республика кунне кӑҫал Пӑрачкавра та ирттереҫҫӗ. Ҫав ятпа унта ирттерме палӑртнӑ мероприятисен шутӗнче бензин пӑчӑкӑпа йывӑҫран тӗрлӗ кӳлепе касакансен «Фантазия из дерева» (чӑв. Йывӑҫран фантази) Пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль те пур. Ӑна «Этем тата ҫут ҫанталӑк» ятпа ирттереҫҫӗ. Фестивалӗн арт-директорӗ — Евгений Акимов скульптор, Чӑваш Республикин халӑх промыслисен ӑсти, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн кафедрин доценчӗ. Чулхула облаҫӗнчи Богородскри художествӑпа промышленность училищине хӑй вӑхӑтӗнче вӗренсе пӗтернӗскер тӗрлӗ шайри ӑӑмртусене хутшӑннӑ. Кӑҫал ҫеҫ вӑл икӗ хутчен Германири конкурса хутшӑннӑ. Раҫҫейрен унта вӑл тата унӑн вӗренекенӗ Артем Смирнов хутшӑннӑ. Вӗсен скульптурине Германири Сотрум хулинчи парксенчен пӗринче вырнаҫтарнӑ. Пӑрачкаври фестиваль паян 15 сехетре хупӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |