Республикӑра
![]() Чӑваш Енре ветропарк тӑвасшӑн. Кун пирки ЧР Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министерствин сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ. Ку ыйтӑва ведомство ертӳҫипе, ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗпе Владимир Аврелькинпа сӳтсе явнӑ. Тӗлпулура «Русский ветер» тулли мар яваплӑ общество Турцири Guris компанипе ҫыхӑнса ӗҫлесси пирки калаҫнӑ. 180 МВт хӑватлӑ ветропарка 2018-2020 ҫулсенче тӑвасшӑн. Халӗ икӗ компани ветропарк строительствине инвестици хывасси пирки килӗшӳ алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канашра шкул директорӗ 6 ҫуллӑха йӗплӗ пралук леш енне кайма пултарать. Мӗнпе айӑпа кӗнӗ-ха вӑл? Директор виҫӗ вӗрентекене премисене каялла тавӑрса пама ыйтнӑ. Ку шкулта вак-тӗвек ӗҫсене пурнӑҫлама кирлӗ имӗш. Ҫапла майпа ӑна 14 пин тенкӗ тыттарнӑ. Анчах шкул ертӳҫи кунпа ҫеҫ ҫырлахман. Вӑл хӑйӗн ҫумне тата шкул умӗнхи ачасен воспитательне укҫа хушса тӳленӗ. Вӗсене ахальтен укҫа нумайрах паман вӑл. Ара, лешсем унӑн хӗрӗсем вӗт. Ҫапла майпа вӑл вӗсене 30 пин тенке яхӑн тӳленӗ. 26 пин тенкине вара хӑйӗн кӗсйине чикнӗ. Директор хӑтланӑвӗ шкула 44 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Акӑ мӗншӗн ун явап тытма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан Ольга Яфаркина 103-мӗш хутчен ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Хӑй вӑл Тутар Республикинче ҫуралнӑ, йышлӑ хресчен ҫемйинче ҫитӗннӗ. Ашшӗне кулак тесе айӑпласан ссылкӑна ӑсатнӑ. Кун хыҫҫӑн хӗрачана Ҫӗмӗрлери тӑванӗсем илсе кайнӑ. Ольга темиҫе ҫултан каялла тӑван тӑрӑхнех таврӑннӑ. 1937 ҫулта вӑл ялти каччӑпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсен икӗ хӗр ҫуралнӑ. Мӑшӑрне вӑрҫа илсе кайнӑ, унта вӑл йывӑр аманнӑ, ҫапах, телее, киле таврӑннӑ. Каярахпа ҫемье Ҫӗмӗрле хулине пурӑнма куҫнӑ. Ольга Яфаркинӑна сумлӑ ҫуралнӑ кунпа саламламашкӑн тӳре-шара ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре 57 ҫулти арҫынна шыраҫҫӗ. Вӑл иртнӗ кӗҫнерникун ҫухалнӑ. Арҫын хӗрлӗ тӗслӗ «Фольксваген» микроавтобус рулӗ умӗнче пулнӑ. ЧР ШӖМӗ Виталий Сергеевич Барсуков, 1960 ҫулта ҫуралнӑскер, ӑҫта ҫухалнине тӗпчет. Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вӑл хӑйӗн машинине ларнӑ та Ҫӗмӗрле районӗнчи пӗр ялтан тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫталла ҫул тытни паллӑ мар. Машинӑн патшалӑх номерӗ - Е248КО 21rus. Хӑй 55 ҫулти пек курӑнать, 170 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ ҫырӑ тӗслӗ. Барсуков тӗттӗм кӑвак кӗпе тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курсан 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӑвай районӗнче 45 ҫулти хӗрарӑма амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ. Анча вӑл хӑйӗн йӑнӑшне ӑнланса илнӗ, тӳрӗ ҫул ҫине тӑнӑ. Ҫавна май каярахпа унӑн правине тавӑрнӑ. Ӑна амӑшӗн правинчен 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнче хӑтарнӑ. Вӑл 5, 6 тата 13 ҫулсенчи ачисене пӑхман, кил-ҫуртра пуҫтарман, апат пӗҫермен, кӗпе-йӗм ҫуман. Кунсӑр пуҫне икӗ ачине шкула кайма хатӗрлемен. Пӗррехинче амӑшӗ ачисене килте хӑварса тухса кайнӑ, икӗ эрне ҫухалса ҫӳренӗ. Килте вара шыв та пулман. Ачасене приюта илсе кайсан ҫеҫ хӗрарӑм киле таврӑннӑ. Суда вӑл пыман, ун чухне ӑна амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ. Анчах йӑнӑшне ӑнланнӑ хӗрарӑм ӗҫе вырнаҫнӑ, ачасене тумтир илсе панӑ, вӗсен сывлӑхӗпе кӑсӑкланнӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна амӑшӗн правине тавӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Муркаш районӗнче Ҫамрӑксен кунне хӑйне евӗрлӗ паллӑ тунӑ. Кун пирки Муркаш район администрацийӗн порталӗнче пӗлтернӗ. Муркашсем Ҫамрӑксен кунне ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче паллӑ тунӑ. Унта темиҫе интерактивлӑ лапам ӗҫленӗ: ачасем, арҫынсем тата хӗрарӑмсем валли. Хӗрсем туй кӗпипе тухни уйрӑмах асра юлнӑ. Кӗпесене Муркашри туй кӗпи салонӗ панӑ. Хӗрсем лапама 1951 ҫулта кӑларнӑ «Москвичпа» ҫитнӗ. Ку машина Эдуард Терентьевӑн. Муркаш хӗрӗсем куракансене чӑннипех те тӗлӗнтернӗ. Ара, унашкал чиперккесене, туй кӗпи тӑхӑннӑскерсене, ӑҫта курма май пултӑр тата? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӑрачкаври ача ҫурчӗн директорӗн ҫумӗ 200 пин тенкӗ преми илнӗ. Анчах ку укҫапа вӑл нумаях савӑнса пурӑнайман – ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тата 23-мӗшӗнче вӑл, директор тивӗҫне пурнӑҫланӑскер, хӑйне преми парасси пирки хушу кӑларнӑ. Ҫапла майпа унӑн кӗсйине 200 пин тенкӗ ытла кӗнӗ. Вӑл унпа хӑйне кирлӗ пек усӑ курнӑ. Директор ҫумӗ ача ҫуртне тӑкак кӳнӗ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫа-тенке тӑкакланӑшӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӑна малалла тӗпчеҫҫӗ.____ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Ӑстакасси ҫывӑхӗнче срокран тухнӑ эмел купине тупнине сайтра унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: купана кӑмпаҫӑсем вӑрманта ӑнсӑртран асӑрханӑ. Вӑл – ял ҫывӑхӗнчех. Унта вара ачасем выляҫҫӗ. Инҫех мар ӗнесем ҫӳреҫҫӗ. Эмелсем ачасене илӗртме пултарнӑ-ҫке-ха. Шӑпӑрлансем ӑна ҫӑвара хыпнӑ пулсан ку мӗнпе вӗҫленнине калама та хӑрушӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн официаллӑ даннӑйӗсене ӗненес тӗк, 1,5 тонна эмел Чӑваш Енри складра упранма пултарайман. Эппин, вӗсене урӑх регионтан килсе тӑкнӑ. Специалистсен пӗтӗмлетӗвӗ вара лӑплантармасть: эмелсем ҫыншӑн вилмелле хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Вӗсене тӗп тума йышӑннӑ. Ку ӗҫе «Экология» НПО ООО производство базинче пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӑрачкав районӗнче Республика кунӗнче йывӑҫ скульптурӑсем лартнӑ. Ку яла илем кӳнӗ. Анчах ҫак кунсенче икӗ скульптура ҫухалнӑ. Ӑҫта кайса кӗнӗ-ха вӑл? Пӑрачкавра йывӑҫран кӳлепесем касса кӑларакан ӑстасен хушшинче конкурс иртнӗ. Вӗсенчен кашни 7 пин тенке яхӑн кайса ларнӑ. Пӗри ҫухалнине вырӑнти ҫынсем асӑрханӑ. Евгений Акимовпа Александр Иванов ӑстасен кӳлепи ҫухалнӑ-мӗн. Ӑна тӳрех тупнӑ. «Йытӑ тата кушак» скульптурӑна 55-ри тата 50 ҫулти хӗрарӑмсем вӑрланӑ иккен. Тепӗр скульптура та «ураланнӑ». Ӑна халӗ те тупайман. Ку тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енре вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ, аслати кӗмсӗртетнӗ. Ҫав кун Шупашкарти кӳлмекре кимӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Юрать, унти пилӗк ҫын шар курман. Вӑрнар районӗнче вара икӗ ӗне вилнӗ. Вӑйлӑ ҫил алхаснӑ хушӑра йывӑҫ турачӗсем электричество пралукӗ ҫине таяннӑ, ҫавна май пралук ӳкнӗ. Шӑпах ҫавӑн чухне ӗнесене киле хӑваланӑ. Пралук икӗ ӗне ҫине ӳкнӗ. Чӑваш Енри ГКЧС вӑйлӑ ҫил алхаснӑ чухне электричество пралукӗнчен инҫерех тӑма хушать. Ҫавӑн пекех реклама щичӗсенчен, ҫӳллӗ ҫӗрте ӗҫлемелли строительство техникинчен инҫерех пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |