Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
Анастасия Осипова
Анастасия Осипова

Ҫӗрпӳре ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫухалнӑ 11 ҫулхи хӗрачана малалла шыраҫҫӗ. Чӑваш Енти Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче паян кӑнтӑрла тӗлӗсенче хыпарланӑ тӑрӑх, ачана малалла шыраҫҫӗ. Вӑл ӑҫти хальлӗхе паллӑ мар.

Аса илтерер, ача киле килменнине унӑн амӑшӗ тепӗр кунхине йӗрке хуралҫисене пӗлтерни паллӑ. Ун хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем ачана вӗлернӗ пуль пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Енри ачасене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, 11 ҫулти Ҫӗрпӳ хӗрачи килтен тухса кайни амӑшӗпе ӑнланманлӑх сиксе тухнипе ҫыхӑнма пултарнӑ. Халӑх сечӗсенчи сӑмах-юмаха ӗненсен, килте тӑнӑҫлах мар лару-тӑру пулнӑ.

Хальхи вӑхӑтра ачана ШӖМ ӗҫченӗсем, волонтерсем шыраҫҫӗ. Анастасия Осипована шырама пулӑшас текенсене 8 (83545) 21-2-40 номерпе ШӖМӗн Ҫӗрпӳ районӗнчи пайне шӑнкӑравласа шырав ушкӑнӗсене ҫырӑнма сӗнеҫҫӗ.

 

Республикӑра

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков нумай ачаллӑ ҫемьесене сертификат парасшӑн. Кун пирки вӑл Аталҫири хуласен Ассоциацийӗн пайташӗсен ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

Алексей Ладыков нумай ачаллӑ ҫемьесене 300-400 пин тенкӗлӗх сертификат пама сӗннӗ. Ӑна амӑшӗн капиталӗпе тыттармалла. Ҫапла майпа ҫемьен 700-800 пин тенкӗ пулӗ. Ку вара пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатма пулӑшӗ.

Сертификата пама тытӑнсан строительство та аталаннине палӑртнӑ вӑл. Ҫапла налук пухса хыснана пуянлатма пулать. Хусанӑн сити-менеджерӗ Ильсур Метшин Алексей Ладыковӑн шухӑшне ырланӑ. Анчах хальлӗхе ку ыйтӑва татса пама май ҫуккине палӑртнӑ.

 

Республикӑра

Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ишевҫӗсенчен пуҫласа республикӑн тава тивӗҫлӗ тренерӗ ята тивӗҫнӗ Ростислав Надеждин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл РСФСР тава тивӗҫлӗ тренерӗ, СССР физкультура отличникӗ пулнӑ.

Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫикасси ялӗнче ҫуралнӑскер пурнӑҫне спорта халалланӑ. Тӗрлӗ ҫулсенче тӗрлӗ спорт шкулӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ: 1962–1967 ҫулсенче — Сӗнтӗрвӑрринче, 1967–1980-мӗшсенче — Шупашкарти «Спартак» ҫумӗнчи спорт шкулӗнче. 1996 ҫулччен тренер пулса ӗҫленӗ май та вӑл сахал мар ишевҫе хатӗрленӗ. ЧР Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пурӗ 100 ытла пысӑк квалификациллӗ спортсмена туптанӑ Надеждин.

Спорта юратаканскер сакӑр теҫетке ҫул урлӑ каҫсан та унпа туслӑ пулнӑ. Икӗ ҫул каялла вӑл Хусанта ветерансем хушшинче иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче пӑхӑр ҫӗнтерӳҫи пулнӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗленӗ уполномоченнӑй Юрий Кручинин должноҫрен вӑхӑтсӑр кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Вӑйлӑ юрист халӗ коммерцилле мар организаци туса хунӑ. Фейсбукра вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн организацийӗ «Правозащитный бастион» (чӑв. Правӑна хӳтӗлекен бастион) ятлӑ.

«Патшалӑх хӳтӗлевҫин ӗҫӗ енчен йӑлтах уҫӑмлӑ, пӗлтӗмӗр, ишсе куртӑмӑр. Президент ирттернӗ тӳрӗ линире регионсенче этем правине епле хӳтӗлени курӑнчӗ. РФ субьекчӗсен ертӳҫисене патшалӑх ертӳҫи тарӑхӑвӗ ҫеҫ хӑратать. Вӗсем пуҫиле майпа явап тытасран та шикленемеҫҫӗ», — ҫырнӑ Юрий Кручинин.

Хай йӗркеленӗ коммерцилле мар организацие мӗншӗн бастион тенине экс-омбудсмен ҫирӗп никӗссӗр хӳтӗлеме йывӑррипе сӑлтавлать.

 

Республикӑра

Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Ҫӗрпӳре 11 ҫулти хӗрача ҫухалнине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ.

Ача киле килменнине унӑн амӑшӗ тепӗр кунхине йӗрке хуралҫисене пӗлтерни паллӑ. Ун хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем ачана вӗлернӗ пуль пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах йӗрке хуралҫисем капла ӗҫ пуҫарни ачана вӗлернине пӗлтермест тесе лӑплантараҫҫӗ. Апла статьяпа пуҫарни шырас ӗҫе вӑйлатма кирлӗ иккен.

Чӑваш Енри ачасене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, 11 ҫулти Ҫӗрпӳ хӗрачи килтен тухса кайни амӑшӗпе ӑнланманлӑх сиксе тухнипе ҫыхӑнма пултарнӑ. Халӑх сечӗсенчи сӑмах-юмаха ӗненсен, килте тӑнӑҫлах мар лару-тӑру пулнӑ.

Ачана тупас ӗҫ епле пынине РФ Следстви комитечӗн тӗп аппарачӗ те тӗрӗслесе тӑрать. Ҫухалнӑскере тӗрлӗ ведомство специалисчӗсем ҫеҫ мар, волонтерсем те шыраҫҫӗ.

 

Республикӑра

Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинче пурӑннӑ 11 ҫулти хӗрача ҫухалнине республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтерчӗҫ ӗнтӗ. Эпир вара тата тепӗр хыпар илтрӗмӗр. Халӑх сетӗсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, ачана волонтерсем те шыраҫҫӗ. Сӑмах май, хулари чарӑнусенче те пулӑшу ыйтса ҫырнӑ пӗлтерӳсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Пӗлменнисене пӗлтерер: хӗрача виҫӗ сехет тӗлӗнче хулари Тӗп урамри 2-мӗш ҫурт патне выляма тухнӑ та киле таврӑнман.

Хӗрачан ҫӳллӗшӗ – 110-120 сантиметр. Ҫутӑрах тӗслӗ ҫӳҫӗ хулпуҫҫи таран. Ӑна вӑл хӳре пек туса ҫыхнӑ. Тӗксӗм кӑвак тӗслӗ хулӑн кофта, «Nike» тесе ҫырнӑ бейсболка, ҫутӑрах хӗрлӗ тӗслӗ кроссовки, кӑвак шорты тӑхӑннӑ.

Ачана курнисене 883545 21-2-40, 02, 020 номерсемпе йӗрке хуралҫисене пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/feed?w=wall75022558_7544
 

Республикӑра

Чӑваш Енре Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкӗ пулнӑ май нумй ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсене малалла чыслаҫҫӗ.

Нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнче нумай ҫул пурӑнакан мӑшӑрсене ЗАГС ӗҫченӗсем чысланӑ. Шӑнкӑртам ялӗнче кун кунлакан Хайдер Гереевич тата Гельшат Хабибулловна Шршасем ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 55 ҫул пӗрле пурӑннине паллӑ тунӑ. Вӑтаел ялӗнче тӗпленнӗ Виталий Афанасьевич тата Валентин Николаевна Кирилловсем вара ҫӗртмен 13-мӗшӗнче ылтӑн туя паллӑ тунӑ.

ЗАГС ӗҫченӗсем икӗ мӑшӑра чӗнсе илнӗ те савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Ольга Гусарова специалист-эксперт ӑшӑ сӑмахсем каланӑ, ҫемье праҫникне пухӑннисене тав тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/42429
 

Республикӑра

Чӑваш Енре пурте хаклӑ. Республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче паян иртнӗ уявра тухтӑрсем Ҫакӑн пек девизпа ӗҫленине палӑртса хӑварнӑ. Унта республикӑн медицина отраслӗнче тӑрӑшакансене професси уявӗпе саламланӗ.

Шурӑ халатлисене республика Элтеперӗ ячӗпе Иван Моторин премьер-министр саламланӑ май тухтӑрсене ырласа ырӑ сӑмахсем каланӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, «пирӗн пурнӑҫа ҫуттине кӗртессипе – этем пурнӑҫне ҫӑлассипе» – халӗ 28 пин ҫын ӗҫлет. Тата вӑл Чӑваш Енре медицинӑна аталантарассишӗн ҫине тӑнине палӑртнӑ.

ЧР сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов кӑҫалхи ҫул медицинӑра: «Чӑваш Енре кашни паха», - лозунгпа иртнине палӑртнӑ. Тухтӑрсен ӗҫне пысӑка хурса хакланине палӑртса вӗсене вӑл ӗҫшӗн тав тунӑ.

Республикӑри офтальмологи клиникин тӗп тухтӑрӗ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗюДмитрий Арсютов юрласа панӑ.

 

Республикӑра

Ачасем чутах тӗтӗм-сӗрӗмпе наркӑмӑшланман. Ҫу, пушар пулман. Шкул автобусӗнче ҫавнашкал сиенлӗ газ тухать-мӗн.

Сӑмах – Етӗрне районӗнчи Советски шкулӗнче вӗренекен ачасем пирки. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ плана кӗртнӗ тӗрӗслев ирттернӗ. Специалистсем шкул автобусӗнчи сасӑ шайне тата газ тухнипе тухманнине тӗрӗсленӗ.

Мӗн тетӗр? 2011 ҫултанпа автобус салонӗнчи сывлӑш нормативпа килӗшсе тӑман. Углерод окисӗн шайӗ тӑватӑ хутран ытларах пулнӑ. Ҫавна май Етӗрне районӗн сучӗ автобуса вӑхӑтлӑха ҫӳреме чарнӑ.

 

Республикӑра

Канаш районӗнчи пенсионер килте патрон упранӑ. Ку – саккуна пӑсни. 69 ҫулти арҫыннӑн сейфӗнче патронсем тупнӑ.

Тӗрӗссипе, полицейскисем ун патне сунар пӑшалне тӗрӗслеме килнӗ. Шӑпах ҫавӑн чухне вӗсем сейфра патронсем тупнӑ. Тивӗҫлӗ канури арҫын каланӑ тӑрӑх, ку ӑна 2001 ҫулта ашшӗнчен лекнӗ.

Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Уголовлӑ кодексӑн 222-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарасшӑн. Куншӑн 4 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 441, 442, 443, 444, 445, 446, 447, 448, 449, 450, [451], 452, 453, 454, 455, 456, 457, 458, 459, 460, 461, ...633
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 07

1922
103
Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ.
1986
39
Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ.
2000
25
Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ