Республикӑра
![]() РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле районӗнчи Анат Кӑмаша ял тӑрӑхӗн депутачӗ судра явап тытнӑ. Судья ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Депутата патшалӑхшӑн 160 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн транспорт рулӗ умне 2 ҫул ларма юрамӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Вӑл руль умӗнче ӳсӗр пулнӑ. Ун чухне ӑна 30 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн руль умне 1 ҫул 8 уйӑх ларма юраман. Хальхинче те депутат руль умне ӳсӗрле ларнӑ. Ӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Вӑл каллех суд тенкелӗ ҫине ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен Чӑваш Енре вулавӑш диктанчӗ иртет. Ӑна республикӑри патшалӑх символӗсене йышӑннӑранпа 25 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. ЧР Наци вулавӑшӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ диктанта йӗркелеме хатӗрленеҫҫӗ. Наци вулавӑшӗн сайтӗнче, «Контактра» халӑх тетелӗнче истори факчӗсене, патшалӑх символӗсемпе ҫыхӑннӑ ҫынсен историйӗсемпе паллӑ кунсене пичетлӗҫ. Акцие республикӑри вулавӑшсем, вӗренӳ учрежденийӗсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем истори урокӗсем, тӗлпулусем, лекцисем йӗркелӗҫ. Диктанта ЧР Наци вулавӑшӗн сайтӗнче онлайн-мелпе те ҫырма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Алена Блинова, ача пахчинче ӗҫленӗскер, халӑх тетелӗнчи страницинче: «Эпӗ «террорист», ҫавӑнпа мана ӗҫрен кӑларса ячӗҫ», — тесе ҫырнӑ. Воспитателе пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти Чапаев скверӗнче иртнӗ антикоррупци митингне хутшӑннӑнӑн ӗҫрен кӑларнӑ-мӗн. Аслӑ шкулта вӗренекен студента та ҫакӑншӑн университетран кӑларса яма пултарӗҫ. Алексей Глухов хӳтӗлевҫӗ вӗсен прависене судра хӳтӗлесси пирки Фейсбукри страницинче ҫырнӑ. Алена ҫырнӑ тӑрӑх, ача пахчине участковӑй килнӗ. Заведующи ӑна хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен каймашкӑн заявлени ҫырма хушнӑ. Анчах Алена хирӗҫленӗ. Унтан ӑна ачасене апатлантармашкӑн иртерех кайма ирӗк ыйтнине ӳкернӗ видеона кӑтартнӑ. Воспитателе Ӗҫ кодексӗн 81-мӗш статйин 5-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн ӗҫрен кӑларнӑ. Алена — ачине пӗччен ӳстерекен амӑшӗ, ӑна ӗҫрен кӑларассине саккун хӳтӗлет. Халӑх тетелӗнче И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн студентне, «Ҫуркунне» юхӑм хастарне Павел Иванова та йӗрлени пирки хыпарлаҫҫӗ. Ӑна аслӑ шкултан кӑларса ямалли сӑлтав тупнӑ: вӗренӳре ӗлкӗрсе пымасть имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн Журналистсене право тӗлӗшӗнчен пулӑшас енӗпе ӗҫлекен центрӗн эксперчӗсем Чӑваш Енре журналистсен правине пӑснине асӑрханӑ. Кун пек списока пирӗн республика пуҫласа лекнӗ. Журналистсен правине пӑснине палӑртакан карттӑна виҫӗ тӗспе сӑрланӑ: сарӑ, хӗрлӗ сарӑ тата хӗрлӗ. Сарӑ тӗслисенче журналистсен правине кӑштах кӑна пӑсакансене кӑтартнӑ, хӗрлисенче — ытла та пӑсакансене. Пирӗн республика сарӑ хӗрлӗ тӗспе уйӑрнӑ регионсен йышне лекнӗ. Журналистсен правине уйрӑмах пӑсакан регионсем — Иркутск облаҫӗ, Буряти, Тинӗсҫум крайӗ, Краснодар крайӗ, Пенза облаҫӗ. Чӑваш Ен журналистсене хӑратма хӑтланнипе, вӗсен пурлӑхне пӑснипе, суд тӑрӑх сӗтӗрнипе, укҫа-тенкӗ енчен пусмӑрланипе, цензурӑпа палӑрса тӑнине пӗтӗмлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Эрне хыпарӗсемРеспубликӑра
![]() Пуш уйӑхӗн пиллӗкмӗш, юлашки эрнинче Чӑваш халӑх сайчӗ ҫак хыпарсемпе паллаштарчӗ (вӗсене ытти чухнехи пекех чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ): • «Ирӗклӗх» хастарӗсем Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳ министрӗ патне ҫыру яни пирки пӗлтертӗмӗр; • Аксаковпа Николаев депутатсем камсемпе тӗл пулса калаҫни ҫинчен каласа патӑмӑр; • Культура минстрӗн виҫҫӗмӗш ҫумӗ пулма кама лартнине пӗлме пултартӑр; • Паян 85 ҫул тултарнӑ Владимир Агеев кӑкӑрӗ ҫине менле медаль ҫакни пирки хыпарларӑмӑр; • «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсра кӑҫал кама чыслани ҫинчен каласа патӑмӑр; • Чапаев палӑкӗ умне тухнӑ ҫынсене мӗншӗн тытса чарма пуҫланин вӑрттӑнлӑхне уҫрӑмӑр; • Владимир Иванов педагогика университетне ертсе пырӗ-ши тесе пуҫа ватрӑмӑр; • Нумай ачаллӑ ҫемьере 13-мӗш ача ҫут тӗнчене килни пирки хыпарларӑмӑр; • Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара ҫула тухакансен нушине транспорт министрӗ тӗрӗслени пирки пӗлме пултартӑр; • Пуҫа алебастр ӑшне чиксен мӗн пулни пирки ҫырса кӑтартрӑмӑр. | ||
Республикӑра
![]() Республикӑра Строительство министерствин вӗренӳпе производство комбиначӗн ертӳҫи пулнӑ ҫыннӑн ӗҫ-хӗлне тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫапла тума Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер хушнине влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ. Хуласемпе районсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура ЧР юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева ВПКра (вӗренӳпе производство комбинатӗнче) шалти аудит ирттернине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, вӗренӳ комбиначӗсем иккӗ: эпир маларах асӑннисӗр пуҫне Промышленность хӑрушсӑрлӑхӗн, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн вӗренӳпе курс комбиначӗ те пур. Иккӗшӗ те вӗсем пӗр пек пулӑшу кӳреҫҫӗ. ВПК экс-директорӗ пулнӑ Валерий Князев ӗҫрен пӑрахсанах тепӗр вӗренӳ учрежденийӗнче пуҫлӑхра ӗҫлеме пуҫланӑ. Маларах вара унта ВПК юрисчӗ пуҫлӑх шутланнӑ. Валерий Князев патшалӑх предприятине те ертсе пынӑ, уйрӑм предприятире те ӗҫлен тесе шухӑшлаҫҫӗ. Уйрӑм ҫын аллинчи вӗренӳ комбиначӗ патшалӑхӑн пурлӑхӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски ялӗнче пурӑнакан Щербаковсене РФ Президенчӗ Владимир Путин «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа чысланӑ. Геннадий Васильевич тата Руфина Тимофеевна тӑватӑ хӗрпе икӗ ывӑла ура ҫине тӑратнӑ ашшӗ-амӑшӗ тӑрӑшнипе кашниех аслӑ пӗлӳ илме, юратнӑ ӗҫ тупма, пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тӑма пултарнӑ. Ачисем шкулта вӗреннӗ чухне те маттур пулнӑ, мероприятисене хастар хутшӑннӑ. Геннадий Васильевич 1960 ҫултанпа савутра арматурщикра ӗҫленӗ.. 1968 ҫулта ӑна «Коммунизм ӗҫӗн ударникӗ» ята панӑ. 1987 ҫулта ӗҫре хастар пулнӑшӑн Хисеп грамотипе чысланӑ. Кайран ӗҫ ветеранӗн ятне тивӗҫнӗ. Руфина Тимофеевна – педгог. Вӑл ку тытӑмра 40 ҫул ытла ӗҫленӗ. Вӑл та – ӗҫ ветеранӗ. Пӗлтӗр Щербаковсем ылтӑн туя паллӑ тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 42 ҫулти хӗрарӑм суд сакки ҫине ларӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе кӗҫех судья пӑхса тухӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм 2012 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 2016 ҫулхи ҫурлаччен опекӑна илнӗ виҫӗ ачана — икӗ хӗрачапа арҫын ачана — хӗнесе пурӑннӑ. Хӗрарӑм вӗсене пиҫиххипе, патакпа, вешалкӑпа, бадминтонла вылямалли ракеткӑпа хӗненӗ, пӑрҫа ҫинче чӗркуҫленсе тӑратнӑ. Хӗрачасене ҫӳҫрен те сӗтӗрнӗ имӗш. Хӗрарӑм ачасене кирек мӗншӗн те — таса мар тумшӑн, шкулта япӑх паллӑ илнӗшӗн, 2 кӑвакал чӗппине пӑхса ҫитерейменшӗн (вӗсем вилнӗ). Пӗррехинче хӗнесен иккӗшӗ (асли хулара вӗренет) велосипед ҫине ларнӑ та килтен тухса тарнӑ. Анчах вӗсене полици ӗҫченӗсем тупнӑ. Шӑпӑрлансем — хӗрарӑмӑн тӑванӗн ачисем. Ку пӑтӑрмах хыҫҫӑн вӗсене урӑх тӑванӗ опекӑна илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Республикӑн тӗп хулинчен Турцие канма каякансен йышне Шупашкарти аэропорт икӗ хут ӳстересшӗн. Маларах «Пегас Туристик» компани самолетсене 10 кунта пӗрре вӗҫтерес тенӗ. Халӗ ҫӗршыври пысӑк турооператорсенчен пӗринпе калаҫса татӑлнӑ. Ҫапла туни Анталия хулине тӳрремӗн каякан рейссене Шупашкартан икӗ хут нумайлатма май парӗ. Маларах эпир Турци Раҫҫей ҫыннисене ют ҫӗршыв паспорчӗсӗрех кӗртме пуҫласшӑннине хыпарланӑччӗ. Аса илтерер, «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ку ыйтӑва ҫывӑх вӑхӑтра Мускавпа сӳтсе явасшӑннине асӑннӑччӗ. Ун пирки Турцин ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ Мевлют Чавушоглу каланӑ. Хӑйӗн шухӑшне министр Антальере Раҫҫей гражданӗсемпе тӗл пулнӑ чухне палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхне ҫынсен ыйтӑвне хуравлама васкаманшӑн явап тыттарнӑ. Вырӑнти тӳре-шара ерипен ӗҫлени пирки районти прокуратурӑна ҫав тӑрӑхра пурӑнакан пӗр ҫын систернӗ. Хайхи ҫав этем вӗренӳ учрежденийӗпе ҫыхӑннӑ ыйтупа район администрацине икӗ хут та шӑрҫаланӑ иккен, анчах унтисем ӑна ҫийӗнчех хуравламан. Саккунта вара ку вӑхӑта 30 кун тесе палӑртнӑ. Прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче районтисем ыйтӑва урӑх органа ярса пани палӑрнӑ. Хурав кӗтсе пурӑнакана вара вӗсем кун пирки асӑрхаттарман. Ҫавӑншӑн яваплисене, пурӗ икӗ ҫынна, дисциплина тӗлӗшӗнчен асӑрхаттарнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Миравай суд ӑна 5-шер пин тенкӗлӗх икӗ штраф хурса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ.