Республикӑра
![]() Шыравҫӑсем Чӑваш Енри салтак виллин юлашкисене тупнӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнса пуҫ хунӑ. Специалистсем салтакӑн ятне-шывне палӑртнӑ. Вӑл – Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ Фомин Михаил Иванович. Вӑл Хӗрлӗ Ҫарта стрелоксен 378-мӗш дивизийӗн стрелоксен 1256-мӗш полкӗнче ҫапӑҫнӑ. Халӗ салтакӑн тӑванӗсене шыраҫҫӗ. Унӑн виллин юлашкисене 2016 ҫулхи кӗркунне Новгород облаҫӗнче тупнӑ. Михаил Фомина Березово ҫар комиссариатӗнчен Омск облаҫне илсе килнӗ. Шыравҫӑсем унӑн тӑванӗсем тупӑнасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫӗсен министерствин анлӑ коллегийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта республикӑри вӑй-хал ведомствисен ертӳҫисем ҫеҫ мар, чӑваш парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов та пулнӑ. Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ҫулталӑкри ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетсе тухса калаҫнӑ. Унӑн сӑмахӗнчен тытӑмра ӗҫ-пуҫ лайӑхланнӑ пек курӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах Василий Пословский прокурор коррупципе ҫыхӑннӑ ӗҫсене палӑртасси сахалланнӑ тесе каланӑ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов ырӑ сунӑмпа ҫитнӗ. Вӑл Сергей Неяскина республика Элтеперӗн Тав ҫырӑвне тыттарнӑ тата алла ҫыхмалли сехет парнеленине Александр Белов журналист пӗлтерет. Мана наградӑлама иртерех мар-ши тесе аптӑранӑ министра спикер мана хушнӑ тесе хуравланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Вӑрнар районӗ йӗркеленнӗренпе 90 ҫул ҫитет. Ҫавна май район ҫуралнӑ кунне паллӑ тума хатӗрленет. Уявра вӑрнарсем район историйӗ пирки фотокурав йӗркелесшӗн. Фотокурава йӗркелемешкӗн ҫынсен пулӑшӑвӗ те кирлӗ. Тен, сирӗн ҫемье архивӗнче иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенчченхи санӳкерчӗсем упранса юлнӑ? Кивӗ урамсем, картишсем предприятисем мӗнлерех пулнине кӑтартсан питӗ аван-ҫке-ха. Культура, спорт мероприятийӗсенче ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксем пур пулсан та илсе пыма ыйтаҫҫӗ. Вӗсене сканерлаҫҫӗ те каялла тавӑрса параҫҫӗ. Сӑнӳкерчӗксене Вӑрнар район администрацийӗн культура пайне илсе пымалла. Е сканерланӑскере ҫак электронлӑ почтӑпа ярса памалла: vur_culture@cap.ru. Ыйтса пӗлмелли телефон: 2-53-38, 2-53-87. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Наталья Мажукова тунӑ сӑн Ҫӗмӗрлере кама асӑрханине тем тесен те пӗлейместӗр. Унта «Татьянин день» сериалта ӳкерӗннӗ Кирилл Сафонов килнӗ! Паллӑ актер кафере апатланнӑ. Унти ӗҫчен Наталья Мажукова Кирилл Сафоновпа сӑн ӳкерӗнне. Вӑл каланӑ тӑрӑх, паллӑ актер бозбаш, чалагач, ҫӗрулми нимӗрӗ, «Цезарь» салат ҫинӗ. Ӑна йӑлтах килӗшнӗ. Ҫавна май вӑл кафе ӗҫченӗсем валли ырӑ сӑмахсем ҫырса хӑварнӑ. Кирилл Сафонов пӗччен пулман. Вӑл Ҫӗмӗрлене «Викинг» фильмӑн пултарулӑх ушкӑнӗпе ҫитнӗ. Кафе ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, паллӑ актер питӗ уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Мария Кузнецова Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева Раҫҫей Федерацийӗнчи Кӗрешӳ спорчӗн федерацийӗн президентӗнчен Михаил Мамиашвилирен Тав ҫырӑвӗ килнӗ. Мамиашвили пирӗн тӑрӑхра кӗрешӳ спортне аталантарма тата пысӑк шайри кӗрешӳҫӗсем хатӗрлеме витӗм кӳнӗшӗн Михаил Игнатьева ырласа ҫырнӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче Германири Дортмунд хулинче хӗрсем хушшинче ирӗклӗ мелпе кӗрешессипе Европа шайӗнче юниорсен ӑмӑртӑвӗсем иртнине аса илтернӗ. Унта Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗ пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Раҫҫей спортсменӗсем пӗтӗмпе пухмача 18 медаль пуҫтарнӑ. Ылтӑн медале тивӗҫекенсенчен пӗри Чӑваш Ен спортсменки — Мария Кузнецова. Хӗрсем хушшинче иртнӗ ӑмӑртусенче унӑн ҫитӗнӗвӗ чи ӑнӑҫли пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнар район администрацийӗн ертӳҫин ҫумӗ тата строительство тата ЖКХ пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем нумай ачаллӑ ҫемье валли хваттер туяннӑ чухне йӗркене пӑснӑ иккен. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнче администраци нумай ачаллӑ ҫемье валли хваттер туянмашкӑн конкурс ирттерссине пӗлтернӗ. Унта пӗр заявка кӑна килнӗ. Вырӑнти усламҫӑ туса пӗтермен хваттер туянма сӗннӗ. Кирлӗ документсем вырӑнне вӑл техника планне ҫеҫ кӑтартнӑ. Тӳре-шара вара хутсене алӑ пуснӑ. Ҫапла майпа фирма счечӗ ҫине 2 миллион та 900 пин тенкӗ куҫнӑ. Анчах хваттере халӗ те туса пӗтермен. Ҫавна май республика хыснине тӑкак кӳнӗ. Пуҫиле ӗҫе Вӑрнар районӗн судне янӑ. Айӑпланакан ҫынсен пурлӑхне арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Александр Борисов Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан Александр Леонидович Борисов шапаша кайнӑ та киле таврӑнман. ЧР ШӖМӗ ӑна шырама тытӑннӑ. 36 ҫулти арҫын Мускава шапаша тухса кайнӑ та ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тӑванӗсемпе ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Ҫӗршывӑн тӗп хулине кайнӑ чухне вӑл тӗттӗм кӑвак тӗслӗ куртка, ҫавӑн тӗслех джинс шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле кустармалли хура сумка пулнӑ. Александр Борисов 35 ҫулти пек курӑнать, 180 сантиметр ҫӳллӗш, куҫӗ ҫутӑ кӑвак. Александр Борисов ӑҫтине пӗлетӗр тӗк пӗр тӑхтамасӑр дежурнӑй чаҫе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8-(83542) 2-10-02. Е 102 ҫавӑрттармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канашра тинех ыйту татӑлнӑ. Герб пирки тавлашу темиҫе ҫула пынӑ. Тинех вӑл мӗнле пулассине йышӑннӑ. Гербӑн мӗнле пулмалла? Ку тавлашу 8 ҫул пынӑ. Чылайӑшӗ киввине хӑварма сӗннӗ. Ӑна 1976 ҫултах йышӑннӑ. Анчах вӑл геральдика сакунне пӑхӑнман, ӑна регистрацилеме май ҫук. Юлашкинчен йышӑну тунӑ. Ҫӗнӗ герб авторӗ — Сӗнтӗрвӑрринчи ӳнерҫӗ Вадим Шипунов. Халӗ документсене ҫӗнӗ символикӑна патшалӑх регистрне кӗртмешкӗн Питӗре Геральдие ярӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Шупашкарта ҫарпа транспорт самолечӗ анса ларнӑ. Аэропортра ИЛ-76 ларнине паян хула ҫыннисем асӑрханӑ. Вӗсемех «На связи» (чӑв. Ҫыхӑнура) портала самолета ӳкерсе ярса панӑ. Форума кӗрекенсен портала сӗннӗ ӳкерчӗксенче самолет курӑнать. Ҫарпа транспорт самолечӗсӗр пуҫне полици ӗҫченӗсем, Шалти ӗҫсен министерствин машинисем йышлӑ пулнӑ. Хӑшӗ-пӗрисем шухӑшланӑ тӑрӑх, аэропорта анса ларнӑ борт ҫӗршыв ертӳҫисене кӗтсе илме кирлӗ оборудовани илсе килнӗ. Пирӗн регионпа кӳршӗллӗ республикӑна ҫывӑх вӑхӑтра ҫӗршыв ертӳҫисем килмелле текен сас-хура та ҫӳрет. Вӗсем унта ҫитес кунсенче ҫитмелле имӗш. Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Мари Эл республикӑна Шупашкар урлӑ каймалла тесе калаҫакансем те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи пӗр ялта 3 ҫулти ачана хура ҫӗлен сӑхнӑ. Ку инкек пахчарах пулнӑ. Юрать, ашшӗ-амӑшӗ ачана ҫӗлен тапӑннине вӑхӑтра курнӑ. Ачана Патӑрьел районӗн пульницине илсе кайнӑ. Тухтӑрсем пӗчӗкскере тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн хулари пульницӑна яма йышӑннӑ. Унта ачана тӳрех хура ҫӗлен наркӑмӑшӗнчен сыворотка янӑ. Телее, ача халӗ хӑйне чиперех туять. Шӑпӑрлана халӗ пульницӑра сиплеҫҫӗ. РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ асӑрхануллӑ пулма ыйтать. Ҫӗлен курсан сехӗрленсе ӳкмелле мар, майӗпен каялла чакмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ. | ||
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |