Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Чӑваш Енре утӑ уйӑхӗн 27–31-мӗшӗсенче «Ӑс-хакӑлпа вӑйлисем» марафон иртет. Ӑна Афган вӑрҫин сусӑрӗсен тата вӑрҫа пула суранланнисен пӗтӗм Раҫҫейри пӗрлешӗвӗн регионти уйрӑмӗ тата Вӑрҫӑ сусӑрӗсен реабилитаципе интеграци центрӗн регионти уйрӑмӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн Администраицйӗ пулӑшнипе йӗркелет.

Марафона хутшӑнакансем «Етӗрне–Ҫӗмӗрле–Канаш–Шупашкар» маршрутпа иртмелле. Ҫул тӑршшӗ 400 километрпа танлашӗ. Кашни хуларах марафона хутшӑнакансем валли мероприятисем палӑртнӑ. Ҫав шутра сусӑрсем влаҫ ҫыннисемпе тӗл пулӗҫ, хӑйсен ыйтӑвӗсене вӗсемпе калаҫнӑ хускатӗҫ.

«Ӑс-хакӑлпа вӑйлисем» социаллӑ-патриотла марафона предприяти-организацисене, учрежденисене, пултарулӑх ушкӑнӗсене, ҫынсене чӗнсе калаҫҫӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре кӑҫалхи ҫур ҫулта 32 ача вилнӗ, 2014 ҫулта — 76. Черетлӗ инкек ӗнер, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, сиксе тухнӑ. Хальхинче Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ял пӗвине 3 тата 5 ҫулхи икӗ арҫын ача путса вилнӗ. Шӑпӑрлансем пӗве патне выляма кайнӑ, хӑйсем ӑҫта ҫул тытассине ачасем аслисене пӗлтермен.

Ачасем инкеке лекнине паян республикӑн правительство ларӑвӗнче хускатнӑ. Правӑна сыхлакансем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пирӗн республикӑра ултӑ ача шыва путнӑ. Пӗр хӗрача Шупашкарти Ҫӗнӗ сала патӗнчи пляжра шар курнӑ, ыттисем — ялсенче. Шывра путнисенчен нихӑшӗ те ишме пӗлмен. Тӗпчевҫӗсем ачасене пӗчӗкрен ишме вӗрентме сӗнеҫҫӗ тата куҫран вӗҫертмелле марри пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Республикӑн тӳре-шари те ашшӗ-амӑшӗн яваплӑрах пулма кирлине палӑртать.

 

Республикӑра Михаил Игнатьев
Михаил Игнатьев

Ку шухӑша паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче палӑртнӑ.

Ларура республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗ пирки хатӗрленӗ прогноза тишкернӗ. Михаил Васильевич Экономика министерстви тата Ял хуҫалӑх министерстви хатӗрленӗ план пирки иккӗленнине палӑртнӑ. Цифрӑсене вӑл пӗчӗк тесе хурланӑ. Элтепер тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакана промышленноҫ, ял хуҫалӑх аталанӑвӗн кӑҫалхи кӑтартӑвӗсем тата инфляци шайӗ пирки палӑртни уйрӑмах тӗлӗнтернӗ.

— Эсир ӗҫлесшӗн-и? — ыйтнӑ иккен Михаил Игнатьев.

— Ӗҫлетпӗр, — хуравланӑ Владимир Аврелькин министр.

«Кам тӗрӗсрех прогноз парать, правительствӑн ҫӗнӗ йышӗнче ӗҫлеме ҫавӑн министрта ӗҫлеме ирӗк пулӗ», — тесе асӑрхаттарнӑ Михаил Васильевич.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://regnum.ru/news/polit/1945115.html
 

Республикӑра

Паян, утӑн 21-мӗшӗнче, ҫӗрле Чӑваш Енри чӑх-чӗп фабрикинче инкек пулнӑ. Ку Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерӗ» фабрикӑра пулнӑ.

«Ҫыхӑнура» канашлура пӗлтернӗ тӑрӑх, унта электропитани сӳннӗ, автоматика пӗр цехри вентиляцие сӳнтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна пула 13–15 пин чӑх вилнӗ.

Ҫакна предприяти ӗҫченӗсем ҫирӗплетсе каланӑ. Инкек чӑнах та ҫӗрле пулнӑ. Анчах вилнӗ чӑхсен шучӗ мӗн чухлӗ пулнине тата электроэнерги мӗншӗн сӳннине вӗсем калайман.

 

Республикӑра

Чӑваш Ене «Этносла Чӑваш Ен» турист кластерне туса федераци хыснинчен уйӑрнӑ укҫа-тенке усӑ курассипе кая юлса пынишӗн ят лекнӗ иккен. Ҫавна кура-тӑр иртнӗ эрнере республикӑн Правительство ҫуртне «ТРИ групп» акционерсен уҫӑ обществине йыхравланӑ. Шӑпах ӑна ӗҫе генподрядчик пулса тума шаннӑ.

7,6 миллиард тӑракан проекта пурнӑҫлама федераци хыснинчен 1,7 миллиард тенкӗ ытларах килмелле пулсан, 550 миллионне уйӑрнӑ. Анчах ӗҫӗ вырӑнта кал-кал пыни сисӗнмест иккен. Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ростуризм комиссийӗ ӗҫ-пуҫ епле пынине вырӑна ҫитсе тӗрӗслемелле. Генподрядчик хӑй майӗпен ӗҫленине кризиспа тата патшалӑх подрядчикӗсемпе сӑлтавлама пӑхать имӗш. Хайхи проекта тата ҫӗнӗрен пӑхса тухма тивет тесе ӗнентересшӗн иккен.

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев кун пек тӳрре тухма пӑхнине, айӑплисене шыраса ларнине ӑнланманнине пӗлтернӗ. Таса чунпа ӗҫлемесен следовательсем патне те ҫул такӑрлатма тивме лекесси пирки асӑрхаттарнӑ.

 

Республикӑра

Куславкка районӗнчи шыв тасатакан сооруженисем таса шыв вырӑнне сиенлӗ концентратсем кӑларнӑ-мӗн. Нефтепродукт, сульфатсем, хлоридсем… Ку концентратсен тулли мар списокӗ-ха.

Ҫакна вырӑнти прокуратура пӗтӗмлетнӗ. Концентратсем нормативран ытларах тухнӑ-мӗн. Фосфат, тӗслӗхрен, 100 хут нумайрах. Нитратсем вара — икӗ хут. Ытти япаласен тӗлӗшпе те лару-тӑру ҫакӑн пекех.

Пӗлтӗр кӑна унта 200 кубла метр хура шыв тухнӑ. Ку йӑлтах Шурӑ Воложка юханшывне кайнӑ. Вӑл вара Куйбышев шыв управне кӗрет. Унтан вара чылай хулана шывпа тивӗҫтереҫҫӗ.

Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, сооруженире хӑй вӑхӑтӗнче юсав ӗҫӗсем туман. Ҫавна май унта кислород сахал лекет. Вӑл шыв тасатакан микроорганизмсем валли ҫитмест-мӗн.

 

Республикӑра

Тӑвай районӗнчи вулавӑшра кӗнеке-билигвсем пур-мӗн. Вырӑссен тата ют ҫӗршыври паллӑ классиксен кӑларӑмӗсене, икӗ чӗлхепе тухнӑскерсене, вулавӑша парнеленӗ.

Тӑвайри тӗп вулавӑша кунашкал 69 кӗнеке килсе ҫитнӗ. Вулавӑш Анна Ахматовӑн вырӑсла тата итальянла тухнӑ сӑвӑсене пуххипе, Михаил Лермонтовӑн вырӑсла, пӑлхарла, венгрла, грекла, испанла, итальянла тата ытти чӗлхепе пичетланнӗ «Демон» кӗнекипе пуянланнӑ. Ҫавӑн пекех ҫӳлӗксем ҫинче Австри, Германи, Швейцари ҫыравҫисен хайлавӗсем вырӑн тупнӑ. Вӗсене Михаил Рудницкий куҫарнӑ.

Икӗ чӗлхеллӗ кӗнекесене ҫӗртме уйӑхӗнчех парнеленӗ. Унпа ытларах шкулта вӗренекенсем усӑ кураҫҫӗ. Акӑлчанла ытларах вулаҫҫӗ-мӗн.

 

Республикӑра

Вӗсемсӗр пуҫне монтажниксене, слесарьсене, электричество машинисемпе аппаратсене пухакансене, программа управлениллӗ станоксен операторӗсене. Конкурс «Промтрактор» акционерсен обществинче, Шупашкарти электроаппаратура савутӗнче тата Шупашкарти электромеханика колледжӗн ресурс центрӗсенче иртнӗ. Республика шайӗнче ун пек мероприятире юлашки вунӑ ҫулта пуҫласа ирттернӗ-мӗн.

Профессире чи лайӑххисене палӑртмалли ӑмӑртӑва республикӑри 19 предприятире ӗҫлекен вуншар специалист хутшӑннӑ. Конкурса савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ чух республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов та пулнӑ. Вӑл ун йышши конкурссем кирлине палӑртса хӑварнӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене чыслама республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев тата ытти тӳре шара пырса ҫитнӗ. Михаил Васильевич рабочи пулма кӑмӑл тӑвакан ҫамрӑксене ырласа мухтанӑ май кун пек специальноҫа илессишӗн вӗренме кӗрес текенсен конкурсӗ 1,5 хута яхӑн ӳснине пӗлтернӗ.

Конкурсра чи лайӑх сварщик «Ремхимпромстрой» предприятири Алексей Трофимов тесе палӑртнӑ, станокпа ӗҫлекен чи лайӑх оператор – Шупашкарти агрегат савутӗнчи Сергей Воробьев, чи лайӑх монтажник – «ЭЛАРА» общетсвӑри Елена Иванова, чи лайӑх слесарь – Ҫӗмӗрлери ятарлӑ урапасен савучӗнчи Александр Семин, электричество машинисене тата аппаратсене чи лайӑх пухаканни – Шупашкарти электроаппаратура савутӗнчи Эльвира Васильева.

Малалла...

 

Республикӑра

Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераци центрӗнче ӗҫлекенсем Чӑваш Енпе пӗрле «Новороссине Пӗлӳ кунӗ!» Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑнать.

Асӑннӑ сиплев учрежденийӗнчи шурӑ халатлисем шкул ачисем валли 70 комплект хатӗрленӗ. Унта ручка-кӑранташ кӑна мар, канцеляри таварӗпе шкулта кирлӗ ытти хатӗр-хӗтӗр те пур. Хӑйсен ыркӑмӑллӑхне федераци центрӗн тӗп врачӗ, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Николаев ачасене ҫӗршыври тӑнӑҫ мар лару-тӑрӑва пӑхмасӑрах вӗренме май туса парас килнипе ӑнлантарнӑ. «Украинӑн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫӗнчи хирӗҫтӑру ҫӗршер пин ачана пырса тиврӗ. Ҫуртсене, ача пахчисене, шкулсене ватса пӗтернӗ. Вӗренӳ организацийӗсенчен нумайӑшӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ачасене йышӑнаймӗ. Анчах Пӗлӳ кунне кирек мӗнле пулсан та ирттермеллех. Ун валли эпир те хамӑр енчен пулӑшма — ашшӗ-амӑшне ачисене шкула яма хатӗрлеме тӗкӗ кӳме пултаратпӑр», — тенӗ федераци центрӗн тӗп тухтӑрӗ.

Акцие Николай Николаев республикӑри ытти предприяти-организаци те, Чӑваш Енре пурӑнакансем те хутшӑнасса шанать.

 

Республикӑра

Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Матьшӳ ялне К.В.Иванов драма театрӗн артисчӗсем ҫитнӗ. Ку мероприятие Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне халалланӑ вӗсем.

Артистсем матьшӳсем патне А.Пӑрттан «Килех килчӗ Тур ҫырни» камитпе килнӗ. Куракансем Шупашкар артисчӗсене хапӑлласах йышӑннӑ.

Артистсене сцена ҫинче лайӑх вылянӑшӑн ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ С.Л.Иванов тата ялта пурӑнакан В.С.Васильев тав сӑмахӗ каланӑ, ӗҫре ӑнӑҫу, ҫитӗнӳсем суннӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 501, 502, 503, 504, 505, 506, 507, 508, 509, 510, [511], 512, 513, 514, 515, 516, 517, 518, 519, 520, 521, ...578
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 27

1911
113
Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1918
106
РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ.
1950
74
Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
46
Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи