Экономика
![]() oko-planet.su сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре ИТ-специалистсене ытларах вӗрентсе кӑларма тытӑнӗҫ. Паянхи куна илсен, республикӑн экономикине 350-а яхӑн ИТ-специалист кирлӗ. Суту-илӳпе промышленность палати шухӑшланӑ тӑрӑх, 2022 ҫул тӗлне ун пек специалистсен йышӗ икӗ хута яхӑн ӳсӗ, тепӗр майлӑ каласан, Чӑваш Ен экономикинче ИТ-кадрсем 700 ҫын таран кирлӗ пулӗҫ. Республика ертӳҫи Олег Николаев ЧР Вӗренӳ тата Цифра аталанӑвӗн министерствисене вӑтам тата аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче квота шутне ӳстермеллине хушса каланӑ. Паянхи куна илсен, ИТ-специалистсене 7 техникумпа 5 аслӑ шкулта хатӗрлеҫҫӗ. 21 шкул ИТ-классем йӗркелес проекта хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем 2022-2023 ҫулсенче ӗҫлесе каймалла. Ачасем валли ИТ-лагерьсем, хакатонсем йӗркелеме, вӗренекенсене ИТ-предприятисене илсе кайса кӑтартма палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Экономика
Раҫҫейре чек лентти ҫитмест текен хыпара кашни кун пӗлтерме пуҫларӗҫ. Ӑҫта ҫухалнӑ-ха вӑл, мӗнле сӑлтавсене пула ҫав тери сахалланса юлнӑ? Ҫак ыйту тавра тӗпчесе пӑхар. Мӗн вӑл чек лентти?Чек лентти — ятарлӑ сийпе витнӗ хут хӑйӑвӗ. Вӑл сарлакӑшӗпе (44, 57, 80 стандартсем пур) тата мӗн чухлӗ явнипе уйрӑлса (кунта стандарт ҫук — касса аппаратне вырнаҫма пултартӑр) тӑрать. Кам туса кӑларать?Хӑй чек ленттине кӑларакансем пирӗн ҫӗршывра сахал мар. Анчах вӗсем чек ленттине касса хатӗрлеҫҫӗ кӑна. Хутне вара Европӑран кӳрсе килеҫҫӗ. Мӗншӗн Европӑран? Унта хучӗ пахалӑхлӑрах тата йӳнӗрех те. Пысӑк рулонсемпе кӳрсе килеҫҫӗ те хайхи касса аппарачӗсем валли ятарлӑ станоксем ҫинче касаҫҫӗ, кирлӗ чухлӗ яваласа тӗркемсем хатӗрлеҫҫӗ. Чек лентти ҫитменни хайхи Европӑран хут кӳрсе килме пӑрахнипе ҫыхӑннӑ та. Германи унччен ҫак хутпа 60–70% таран тивӗҫтернӗ. Халь унта ӗҫлекен Koehler Paper пачах тиесе ямасть, Mitsubishi Paper Mills вара самай сахалтарах леҫме тытӑннӑ. Ҫавӑн пекех Финляндири Jujo Thermal Kauttua, Кӑнтӑр Корейӑри Hansol Paper ҫак хута Раҫҫее сутма пӑрахнӑ. |
Экономика
![]() Тӗнчере юлашки кунсенче пулса иртекен пулӑмсем пирӗн ҫӗршыв экономикине палӑрмаллах пырса ҫапассине тавҫӑрма йывӑр мар. Апла пулсан ҫӗнӗ тапхӑра кӗтсе илме пирӗн хатӗр пулмалла. Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хаксене тытса тӑрасси пирки каланӑ. Теприсем ҫак ансат мар саманапа усӑ курса хаксене хӑпартса ярас хӑрушлӑх пур. Элтепер апла тума юраманнине, лару-тӑрӑва сӑнаса тӑмаллине палӑртса хӑварнӑ. Иртнӗ эрнере пирӗн республикӑра штаб ӗҫне йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Дмитрий Краснов вице-премьер тата республикӑн промышленность министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Александр Кондратьев «Трансэнергопром» тӗп директорӗпе Елена Климашевскаяпа тӗл пулнӑ. Тӗлпулура электротранспорт валли республика лаптӑкӗнче заправка станцийӗсен йышне вырнаҫтарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра 2030 ҫул тӗлне 160 станци таран тума палӑртнӑ. Вӗсемпе электромобильсене ҫеҫ мар, юлашки вӑхӑтра анлӑ сарӑлнӑ самокатсене те авӑрлама май пулӗ. Ҫавӑн пекех республикӑра электромобильсен каршерингне йӗркелесе ярас план пирки пӗлтернӗ. Асӑннӑ пуҫарусен тӗллевӗ — углерод йӗрне чакарасси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян ирхи 8 сехет тӗлӗнче Шупашкарти банксенче ют ҫӗршыв валютисен хакӗ ӳссе кайнӑ. Долларпа евро хакӗ 100 тенкӗрен иртнӗ. Ҫав вӑхӑта илсен Раҫҫейӗн Тӗп банкӗ долларӑн официаллӑ курсне 80.4194 тенкӗ, евронне 90.8820 тенкӗ тесе палӑртнӑ. Апла пулин те Шупашкарти хӑш-пӗр учрежденире ют ҫӗршыв валютине хаклатса сутма тытӑннӑ. Тӗлӗхрен, РФ Перекет банкӗн Шупашкарти офисӗсенче 1 доллар туянма ирхи 8 сехет те ҫурӑ тӗлӗнче 110 тенкӗ те 86 пус кӑларса хума тивнӗ, 1 еврошӑн — 112,08 тенкӗ. Валюта хакӗ ӳссе кайнине паян ирпе пирӗн ҫӗршыв Президенчӗ Украинӑра ҫар операцийӗ ирттерме йышӑннипе сӑлтавлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Алексей Ладыковӑн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри предприятисем Мускаври курава хутшӑннӑ. «Продэкспо» — Раҫҫейри тата Хӗвелтухӑҫ Европӑри чи пысӑк куравсенчен пӗри. Унта апат-ҫимӗҫпе тата тӗрлӗ сӗткенпе паллаштарнӑ. Пӗтӗм тӗнчери курава тӗнчери 73 ҫӗршыври 2,5 пин ытла предприяти пырса ҫитнӗ. Экспозицие 100 пин ытла тӑваткал метр лаптӑк ҫинче вырнаҫтарнӑ. Сумлӑ куравра пирӗн республикӑри предприятисем те тивӗҫлӗ вырӑн йышӑннӑ. «Сделано в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре туса илнӗ) стенд аякранах курӑнса тӑнӑ. Унта Шупашкарти ликерпа водка завочӗн, Етӗрнери сӗт завочӗн, «АККОНДӑн», Етӗрнери спирт завочӗн, «Мелилотус», «Приволжские колбасы», «Деревенский дворик» предприятисен тата ыттисен продукцийӗпе паллаштарнӑ. |
Экономика
![]() investchr.ru сайтран илнӗ скриншот Чӑваш Енри муниципалитетсенче инвесторсемпе тата усламҫӑсемпе ӗҫлекен ушкӑнсем йӗркелӗҫ. Ун пек команда кирлине Инвестици тата предпринимательлӗх хастарлӑхне сарассипе ӗҫлекен республикӑри координаци канашӗн ларӑвӗнче палӑртса хӑварнӑ. Мероприятие Олег Николаев Элтепер ертсе пынӑ. Республика ертӳҫи районсемпе хуласене инвестици командисем йӗркелеме хушса каланӑ. Асӑннӑ ушкӑнсене ӗҫлеттерсе ярассишӗн Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви тата Чӑваш Енри инвестици аталанӑвӗн агентстви яваплӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Олег Николаев «ГазЭнергоСтрой» корпораци представителӗсемпе тӗл пулсан. Cap.ru сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре экотехнопарк уҫас кӑмӑллӑ. Ку ыйтӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев «ГазЭнергоСтрой» корпораци представителӗсемпе тӗл пулсан сӳтсе явнӑ. Олег Николаев республикӑра хупӑ циклӑ производство йӗркелессине ырласа калаҫнӑ. Ҫитменнине тата ун пек тӗллеве регионсем умне ҫӗршыв Президенчӗ лартнӑ. Хальхи вӑхӑтра ESG-технологие пурнӑҫа кӗртесси пирки ҫӳллӗ шайрах сӑмах хускатаҫҫӗ. Ансат чӗлхепе каласан, ку вӑл ҫутҫанталӑка перекетлессине, пысӑк социаллӑ яваплӑха тата ертсе пырассине ҫӳллӗ шайра йӗркелессине пӗлтерет. «ГазЭнергоСтрой» корпораци президенчӗ Сергей Чернин йӑлари хытӑ каяша, строительствӑран, промышленноҫран юлнӑ япаласене тирпейлес кӑмӑллине пӗлтернӗ. Анчах патшалӑхпа уйрӑм ҫын килӗшӗвӗ туса. Ҫапла вара картонпа, кивӗ хутпа, термопластикпа, юрӑхсӑра тухнӑ аккумуляторпа тивӗҫлипе усӑ курасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() poetrysilver.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакансем кредитпа машина туянма тӑхтарах тӑраҫҫӗ. Кредит историйӗсен наци бюровӗн аналитикӗсем кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче автомобиль туянма пирӗн республикӑри 686 ҫын кредит илнине пӗлтернӗ. Ку вӑл юпа уйӑхӗнчинчен 12,1 процент сахалрах. Ҫӗршывӗпе илсен чӳк уйӑхӗнче 73,3 пин автокредит панӑ, ку кӑтарту та юпа уйӑхӗнчинчен 8 сахалрах. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчинчен вара 18,5 процент пӗчӗкрех. Автокредит калӑпӑшӗпе 30 регион лидерсен шутӗнче иккен. Анчах вӗсенче те кредит калӑпӑшӗ ӳснӗ. Автокредитпа усӑ куракансен йышӗ Раҫҫейри виҫӗ субъектра ҫеҫ йышланнӑ. Вӗсем — Воронеж облаҫӗ (+4,6%), Ставрополь крайӗ (+1,8%) тата Волгоград облаҫӗ (+0,1%). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе ҫав-ҫавах парӑм пур-ха. Ӗнер ку ыйтӑва Ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлессипе ӗҫлекен ведомствӑсем хушшинчи комиссин Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Чӑваш Енӗн патшалӑх ӗҫ инспекцийӗн цифрисене ӗненсен, 24 организаци 36,3 миллион тенкӗлӗх парӑм пухса тултарнӑ. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчипе танлаштарсан парӑм виҫи 29 процент, е 14,93 миллион тенкӗ, чакнӑ-ха. Раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗ тӗлне илсен ҫапах та 856 ҫын умӗнче шалу парӑмӗ пур. Шалу парӑмӗллӗ организацисен хушшинче — 13 предприяти-панкрут, ӗҫлеме пӑрахнисем — 10 компани. . Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Лукианов Николай Егорович, паллă юрист, общество ĕçченĕ (ЧАП партийĕн йĕркелекенсенчен пĕри). | ||
| «Улатӑр хыпарӗ» хаҫатӑн 20 пинӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |