Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Чӑвашлӑх

Чӑвашлӑх
Виктор Чугаров тунӑ сӑн
Виктор Чугаров тунӑ сӑн

Хӗлле – сырӑш ҫакмалли вӑхӑт. Шупашкарта вӗсем унта та кунта курӑнкалама пуҫланӑ ӗнтӗ.

Виктор Чугаров хулари пӗр паркра хӑйне евӗр сырӑш ҫакӑнса тӑнине курсан ӑна ӳкерсе илнӗ. Ӑна чӑваш эрешӗллӗ ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_18344
 

Чӑвашлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Кӳкеҫри ача-пӑча интернат шкулӗнче ӑс пухакан Владислав Разводов вӗтӗ шӑрҫапа чӑваш ялавне тӗрленӗ. Вӑл ку ӗҫпе темиҫе ҫул ӗнтӗ аппаланать.

Владислав куравсемпе конкурссене хутшӑнать, ытти ӑстапа опытпа пайланать. «Ку ӗҫ интереслӗ кӑна мар, ун валли тимлӗх, чӑтӑмлӑх нумай кирлӗ. Мана хамӑн алӑпа мӗнле те пулин хӑйне евӗр япала тума, чӑваш тӗррин историпе йӑли-йӗркине пуҫӗпех путма килӗшет», – тенӗ ӑста арҫын ача.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_18296
 

Чӑвашлӑх

«Смешарики» мультфильмӑн Чӑваш Ен пирки сери тухнӑ. Унта республикӑри ремесла пирки каласа кӑтартнӑ. Ҫапла пӗлтерет «Смешарики» проект кӑларакан «Рики» ГК пресс-служби.

Проект Культура пуҫарӑвӗсен президент фончӗ пулӑшнипе пурнӑҫланать. Мультфильмри сӑнарсем Чӑваш Ене унти культура пирки пӗлес тесе кайнӑ. Кар-Карыч республикӑри ҫӗр ӗҫӗ, утар ӗҫӗ пирки, йывӑҫран касса кӑларасси ҫинчен каласа кӑтартать. Хӑва пылӗ Лосяша питӗ тӗлӗнтернӗ, вӑл унччен ку усӑсӑр йывӑҫ тесе шутланӑ.

 

Чӑвашлӑх

Паян – Чӑваш тӗррин кунӗ. Ӑна 2020 ҫултанпа уявлаҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, паян чылайӑшӗ ӗҫе чӑваш тумӗпе килет. Тӳре-шара та акцие хутшӑннӑ.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев, Дмитрий Краснов вице-премьер, министрсем, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков... Нумайӑшӗ паян ӗҫе чӑваш тӗрриллӗ тумпа килнӗ.

 

Чӑвашлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкар муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан Вера Блинова Чӑваш тӗррин кунӗ тӗлне хӑйсен тӑрӑхӗн тӗрленӗ карттине хатӗрленӗ. Унччен Шупашкар округӗнче кун пек ӗҫе никам та пурнӑҫламан.

Халӗ Вера Блиновӑн ӗҫӗ «Бичурин тата хальхи самана» музей фондне пуянлатать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_18281
 

Чӑвашлӑх
Владимир Живов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Владимир Живов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Питӗрти чӑвашсен икӗ коллективӗ асӑннӑ хулара иртнӗ Этнос культурисен «ЭТНО-ПИТЕР» фестивалӗн гала-концертне хутшӑннӑ. Сцена ҫине тухма икӗ чӑваш коллективӗ тивӗҫнӗ: Питӗрти чӑвашсен культура обществин «Парне» тата «Телей» фольклор ансамблӗсем.

Ку фестиваль ҫиччӗмӗш хут иртет. Унта тӗрле наци ҫыннисен пайташҫӗм хутшӑннӑ. ногоголосии этнических традиций Санкт-Петербурга и России.

 

Чӑвашлӑх
Владимир Живов старницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Владимир Живов старницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Питӗрте пурӑнакан чӑвашсем Кӗр сӑрине пуҫтарӑнӗҫ. Уява чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Питӗрти Loft Stori залӗнче ирттерӗҫ.

Хӑнасене 14 сехет те 30 минута пыма чӗнеҫҫӗ. Уяв каҫӗ 15 сехетре пуҫланӗ. Вал 18 сехет те 30 минтучен пырӗ. Унта чӑваш юрри-ташши, чӗлхи янӑрӗ, авалхи ырӑ йӑла-йӗркене аса илӗҫ.

 

Чӑвашлӑх
Ҫемье архивӗнчи сӑн
Ҫемье архивӗнчи сӑн

Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче – Чӑваш тӗррин кунӗ. Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Шӑнкас ялӗнче пурӑнакан Ивановсем тимӗр хапхине чӑваш наци тӗррипе илемлетнӗ.

Вӗсем хапха ҫине чӑваш эрешне хӗрлӗ сӑрӑпа ӳкерсе хунӑ.

 

Чӑвашлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Норильскра ҫулсерен «Край – наш общий дом» наци культурисен фестивалӗ иртнӗ. Кӑҫал вӑл Зааолярье тӑрӑхӗнчи В.Маяковский ячӗллӗ драма театрӗнче 20-мӗш хут иртнӗ.

Театрта наципе культура организацийӗсем куравсем, ӑсталӑх класӗсем йӗркеленӗ. Уяв концерчӗ вырӑнне спектакль иртнӗ. Унта харпӑр историсем янӑранӑ, паллӑ пулӑмсем пирки каласа кӑтартнӑ, йӑла-йӗркепе, вӑйӑсемпе, юрӑсемпе паллаштарнӑ.

Норильскри чӑвашсен «Хӗвел» общество организацийӗ те айккинче юлман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_407212
 

Чӑвашлӑх
Чӳкӗн 13-мешӗнче тунӑ сӑн. "Ҫыхӑнура" порталти сӑн
Чӳкӗн 13-мешӗнче тунӑ сӑн. "Ҫыхӑнура" порталти сӑн

Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗ уҫӑлмаллаччӗ. Ҫапла пӗлтернӗччӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Аукцион та иртнӗ, подрядчике те палӑртнӑ. Анчах мӗн пулса иртет-ха паянхи кун кӳлмекре? «Ҫыхӑнура» портал журналисчӗсем вырӑна тухса сӑн ӳкернӗ.

Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче сӑнӳкерчӗксене пӑхсан ҫакӑ курӑнать: тимӗр карта леш енче никӗс кӑна пур. Монтаж тума тытӑнман та. Музей чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗччен, Чӑваш тӗррин кунӗччен, пулӗ-ши?

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, ...140
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.12.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -10 - -12 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 16

1821
204
Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем