Чӑвашлӑх
![]() Владимир Живов старницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Питӗрте пурӑнакан чӑвашсем Кӗр сӑрине пуҫтарӑнӗҫ. Уява чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Питӗрти Loft Stori залӗнче ирттерӗҫ. Хӑнасене 14 сехет те 30 минута пыма чӗнеҫҫӗ. Уяв каҫӗ 15 сехетре пуҫланӗ. Вал 18 сехет те 30 минтучен пырӗ. Унта чӑваш юрри-ташши, чӗлхи янӑрӗ, авалхи ырӑ йӑла-йӗркене аса илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫемье архивӗнчи сӑн Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче – Чӑваш тӗррин кунӗ. Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Шӑнкас ялӗнче пурӑнакан Ивановсем тимӗр хапхине чӑваш наци тӗррипе илемлетнӗ. Вӗсем хапха ҫине чӑваш эрешне хӗрлӗ сӑрӑпа ӳкерсе хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() "Контактри" сӑн Норильскра ҫулсерен «Край – наш общий дом» наци культурисен фестивалӗ иртнӗ. Кӑҫал вӑл Зааолярье тӑрӑхӗнчи В.Маяковский ячӗллӗ драма театрӗнче 20-мӗш хут иртнӗ. Театрта наципе культура организацийӗсем куравсем, ӑсталӑх класӗсем йӗркеленӗ. Уяв концерчӗ вырӑнне спектакль иртнӗ. Унта харпӑр историсем янӑранӑ, паллӑ пулӑмсем пирки каласа кӑтартнӑ, йӑла-йӗркепе, вӑйӑсемпе, юрӑсемпе паллаштарнӑ. Норильскри чӑвашсен «Хӗвел» общество организацийӗ те айккинче юлман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Чӳкӗн 13-мешӗнче тунӑ сӑн. "Ҫыхӑнура" порталти сӑн Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗ уҫӑлмаллаччӗ. Ҫапла пӗлтернӗччӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Аукцион та иртнӗ, подрядчике те палӑртнӑ. Анчах мӗн пулса иртет-ха паянхи кун кӳлмекре? «Ҫыхӑнура» портал журналисчӗсем вырӑна тухса сӑн ӳкернӗ. Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче сӑнӳкерчӗксене пӑхсан ҫакӑ курӑнать: тимӗр карта леш енче никӗс кӑна пур. Монтаж тума тытӑнман та. Музей чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗччен, Чӑваш тӗррин кунӗччен, пулӗ-ши? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Лауреатӑн кӑкӑр ҫине ҫакмалли палли Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх 2024 ҫулшӑн литературӑпа искусство тата культура аталанӑвӗнче палӑрнисене Красноармейски муниципалитет округӗн Нестер Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗн ятне парассипе ҫыхӑннӑ сӗнӳсене йышӑнма тытӑнать. Кӑҫал ҫак ӗҫ 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗччен пырать, мӗншӗн тесен Трак енре асӑннӑ пӗрлӗх йӗркеленнӗренпе шӑп 35 ҫул ҫитет. Уяв ячӗпе ҫак кун Культура ҫуртӗнче лауреатсен пысӑк концерчӗ пулать тата ҫӗнӗ лауреатсене чыслаҫҫӗ. Кашни ырӑ япала, пултарулӑх хӑйӗн хакне тивӗҫлех. Конкурса иртсе каякан ҫулта литературӑпа искусство тата культура шайӗнче Трак тӑрӑхӗшӗн ырми-канми ӗҫленӗ, вулакансемшӗн, куракансемшӗн уҫӑмлӑ, чун-чӗрене ҫывӑх пысӑк пӗлтерӗшлӗ сцена ӗҫӗсемпе, юрӑ-кӗвӗсемпе, куравсемпе, кӗнекесемпе, ытти литература ӗҫӗсемпе савӑнтарнӑ, хавхалантарнӑ ентешӗмӗрсем хутшӑнасса шанатпӑр эпир. Пулас лауреатсен ӗҫ-хӗлне коллективсенче тишкерсе тухмалла, документсене тӑратса Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗн (канашӗн) ларӑвӗнче пӑхса тухса пӗтӗмлетмелле, ӑна Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн наградӑсем паракан комиссин пӑхса тухса ҫирӗплетмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Чӑваш Ен» ПТРК видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналисчӗ Алексей Енейкин Кемӗр чӑвашӗсем ҫинчен фильм ӳкернӗ. Ӑна вӑл «Пурӑнатпӑр-ха, тӑван» ят панӑ. Ҫӗпӗре тата тайгана чӑвашсем иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче йышлӑн куҫса кайса ҫӗнӗ ялсем пуҫарса янӑ. Алексей Енейкин пӗлтернӗ тӑрӑх, Кузбасра пурӑнакан пиншер чӑваш тӑван халӑхӑмӑрӑн культурине аталантарать. Промышленность районӗнчи Ивано-Родионовск ялӗнче пурӑнакан Курицынсен ҫемйи уйрӑмах ырӑ тӗслӗх кӑтартать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Таисия Ташней хатӗрленӗ сӑн Раштавӑн 7-мӗшӗнче чӑвашсен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗпе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗ пулӑшнипе шкул ачисен 2-мӗш ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ. Кун пирки «Хавал» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Конференци тӗллевӗсен шутӗнче вӗренекенсен хастарлӑхне ӳстерессине, тишкерӳ ӗҫне аталантарса пырассине, ӑслӑлӑха кӗме ҫул уҫса парассине, хӑйсем тӗллӗн ӗҫлеме хӑнӑхтарассине, вӗренекенсен ӑслӑлӑхри ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарассине кӗртнӗ. Конференцие 5-11-мӗш класра вӗренекенсем хутшӑнма пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() DIVA анонсӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян Шупашкара хальхи вӑхӑтри чаплӑ чӑваш ушкӑнӗсенчен пӗри, «DIVA», концертпа килнӗ. Асӑннӑ ушкӑн пултарулӑхӗпе киленсе савӑнма, хавхаланса ҫунатланма куракансем (ку ырӑ хыпара ҫак йӗркесен авторӗ ку хыпара ҫак самантра пӗлчӗ) Чӑваш патшалӑх филармонине пуҫтарӑннӑ. Чӑваш халӑх юррисене илемлетсе ҫӗнӗлле янӑратакан ушкӑн тӑван халӑхӑмӑрӑн культурин аталанӑвне чӑннипех те тӳпе хывать. Раштав уйӑхӗнче вӑл Мускавра концерт лартса парӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() Денис Матюхин тунӑ сӑн Ӗренпур облаҫӗнче пурӑнакан чӑвашсем Чӳклеме ирттернӗ. Уявра Ӗренпур, Чӗлепи облаҫӗсенчи, Чӑваш тата Пушкӑрт республикисенчи пултарулӑх коллективӗсем хутшӑннӑ. Унтах ярмӑрккӑ ӗҫленӗ, наци ҫимӗҫӗсене тутанса пӑхма май пулнӑ. Ӗренпур облаҫӗнче тӗрлӗ наци ҫыннисес пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем пӗр-пӗрин йӑли-йӗркине хисеплеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Владимир Живов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Питӗрти чӑвашсем юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Илем фестивальне хутшӑннӑ. «St. Petersburg Beauty 2024» Илем, мода тата пултарулӑх фестивалӗнчи Пултаруллисен конкурсне Питӗрти чӑваш культура обществин дизайнерӗсемпе модельерӗсен ушкӑнӗ пулнӑ. Вӗсем – тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе лауреачӗсем Алиса Шарпаева тата Фаина Антонова. Чӑваш тумӗн илемне Алиса Семёновна кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.