|
Чӑвашлӑх
![]() «Контактри» сӑн Чӑваш наци музейӗ йӗркленнӗнпе 105 ҫул ҫитнӗ май акци пуҫарнӑ: унта ҫемье реликвийӗсемпе этнографи япалисене йышӑнаҫҫӗ. Нарӑсӑн 12-мӗшӗччен наци тумне, савӑт-сапа, теттесем, капӑрлӑхсем тата ытти япаласем илсе килме юрать. Япаласене ӗҫ кунӗсенче 9:00-17:30 сехетсенче ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар, Хӗрлӗ тӳрем, 5/2 ҫурт. Ыйтса пӗлмелли телефон: 8 (8352) 62-41-24). Экспонатсене нарӑсӑн 17-мӗшӗнче «Ҫемьепе пӗрле» куравра кӑтартӗҫ. Япала парнеленӗ кашни ҫынна музей хӑй те парне тӑвӗ: ҫулталӑк тӑршшӗпе ҫӳремелли абонемент парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫитес уйӑхра пирӗн республикӑра «Халӑх ӑс-хакӑлӗн иксӗлми ҫӑлкуҫӗ: сӑмах мехелӗпе чӗлхе хавалӗ» ятпа республика шайӗнчи форум ирттерме палӑртса хунӑ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пулӗ. Ӑна паллӑ критик, литературовед, филологи наукисен докторӗ, профессор, Юрий Артемьев 85 ҫул тултарнине халаллӗҫ. Форума хутшӑнма ӑслӑлӑх, ӑслӑлӑхпа тӗпчев организацийӗсенче ӗҫлекенсене, чӑваш тата Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи ытти халӑхӑн литературине тӗпчекен преподавательсемпе аспирантсене йыхравлаҫҫӗ. Заявкӑсене кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗччен conf.chgign@yandex.ru электрон адреспа йышӑнӗҫ, ҫырура «Артемьев» тесе палӑртмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() https://vk.ru/wall-194537172_25984 сӑн ӳкерчӗкӗ Питӗрте пурӑнакан Степановсен ҫемйи «Новогодние семейные чтения вслух» (чӑв. Ҫӗнӗ ҫулти ҫемье вулавӗсем) акцие хутшӑннӑ. Питӗрти кӗнеке ҫуртӗнче вӗсем «Мӗншӗн хырпа чӑрӑш ялан симӗс» чӑваш юмахне вуланӑ. Ҫемье чӑваш тумне тӑхӑнса пынӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ Анастасия Петровна та, унӑн хӗрӗсем Ольгӑпа Маша та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() forum.zarulem.ws порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Тӑван чӗлхемӗре кӑшт та пулин хисепленине кӑтартма-палӑртма пӗр тесен нумай та кирлӗ мар: пысӑк укҫа та, тем чухлӗ специалист та... Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫул урлӑ каҫма ҫуран ҫӳрекенсем валли проекци вырӑнӗ йӗркеленӗ. Ӑна Винокуров урамӗнчи 18-мӗш ҫурт тӗлӗнче вырнаҫтарнӑ. Ҫуран ҫӳрекенсене ҫул урлӑ каҫмаллине ҫуталса тӑракан сарӑ тата шурӑ йӗрпе палӑртнӑ. Каҫмалли вырӑн патне утса ҫитнӗ чухне «Внимание! Асӑрхӑр!» тесе вырӑсла тата чӑвашла ҫырса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() «Контактри» сӑн Питӗр хулинче пурӑнакан Степановсем Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑнса чӑвашла юмах вуланӑ. Вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнче иртнӗ «Ҫӗнӗ ҫулхи вулав. Чӗрӗ классика» акци хутшӑннӑ. Питӗрти Кӗнеке ҫурчӗн сцени ҫинче тӗрлӗ юмах вуланӑ. Анастасия Степанова тата унӑн хӗрӗсем Ольгӑпа Маша куракансене «Хырпа чӑрӑш мӗншӗн ӗмӗр симӗс» хайлавпа паллаштарнӑ. Вӗсем сцена ҫине чӑваш тумӗпе тухнӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: уявра сумлӑ хӑна пулнӑ. Вӑл — Раҫҫей театр тата кино артисчӗ Сергей Перегудов пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() vk.com/chgign сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гумнанитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Вак жанрсене тӗпчессипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусем» ятпа ҫавра сӗтел ирттернӗ. Ӑна Н.Р. Романов фольклор ӑсти ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ. Мероприятире институт ӗҫченӗсем тӗрлӗ темӑпа тухса калаҫнӑ май Никита Романович ҫинчен те, паянхи чӑваш анекдочӗпе вак жанрсене тӗпчес йывӑрлӑхсем таранах сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() «Контактри» сӑн Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче «Иксӗлми Чутай ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль иртнӗ. «Арданас» тата «Ҫартмас» фольклор ушкӑнӗсем чӑвашсен утҫи вӑхӑтӗнчи йӑли-йӗркине кӑтартнӑ. «Шуҫӑм», «Айхал» тата «Елӗм» фольклор ушкӑнӗсем салтака ӑсатнине туса кӑтартнӑ. «Хӑмӑш» тата «Хӑнатар» фольклор ушкӑнӗсем туй юрри-ташшипе савӑнтарнӑ. «Шокӑль» тата «Сӑр таппи» халӑх фольклор ансамблӗсем Ҫӑвӑрни йӑли-йӗркипе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() vk.com/komsml21 сӑнӳкерчӗкӗ Комсомольски тарӑхӗнче «Ача-пӑча сасси» ятпа республикӑри фольклор фестиваль-конкурсӗн куҫӑн тапхӑрӗ пулса иртнӗ. Кун пек пултарулӑх ӑмӑртӑвне кӑҫал пуҫласа йӗркеленӗ. Фестивале вӑтам шкулсенче, шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенче тата ӳнер шкулӗсенче вӗренекенсем пуҫтарӑннӑ. Унта хутшӑнма 86 заявка тӑратнӑ. Конкурса хутшӑнакансен пултарулӑхне культура тата ӳнер ӗҫченӗсем хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() «Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн Калининградри 23-мӗш лицей ачисем чӑваш культурипе паллашнӑ. Вӗсене кун пирки вырӑнти чӑвашсем каласа кӑтартнӑ: «Балти чӑвашӗсем» фольклор ансамблӗн хастарӗсем вӗсене йӑла-йӗркепе паллаштарнӑ, кунсӑр пуҫне халӑх юмахӗсенчи сӑнарсем тата тӗрӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Чӑвашлӑх
![]() «Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн Санкт-Петербургра пурӑнакансем валли чӑваш наци апатне пӗҫерес енӗпе ӑсталӑх класӗ иртнӗ. Ӑна хулари чӑваш чӗлхипе культурин клубӗ йӗркеленӗ. Унӑн ертӳҫи – Надежда Котельникова. Ӑсталӑх класӗ кулинари студийӗнче иртнӗ. Унӑн хуҫисем Игорь Танцырев тата Венера Дасаева хӑнасене чӑваш сӑрипе кӗтсе илнӗ. Ӑсталӑх класне килнисем шеф-повар пулӑшнипе хуплу тата хуран кукли пӗҫернӗ. Кӑмакара хуплу пиҫнӗ вӑхӑтра вырӑнти чӑваш артисчӗсем юрӑсем шӑрантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
