Чӑвашлӑх
![]() Елена Нарпин страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче елчӗксем Шупашкарта ентешлӗх уявне пуҫтарӑннӑ. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ, халӗ И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫлекен Елена Нарпи халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. «Елчӗксен ентешлӗх кунӗ Шупашкарта майӑн 27-мӗшӗнче «Амазони» паркра иртрӗ. Тӑвансене, пӗлӗш-тантӑшсене курса савӑнтӑм. Маттур пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ халӑх. Юрри-ташши кӑмӑла ҫӗклет, тӗрри-эрешӗ куҫа илӗртет. Савӑнатӑп хам та ҫак тӑрӑхран пулнишӗн. Уява йӗркелекенсене вара пысӑк таймапуҫ!» — хыпарланӑ Елена Нарпи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ ҫурчӗ умӗнче ӳкерсе хунӑ Нарспи нумаях пулмасть ҫухалнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: Нарспи сӑнӗ ҫухални ҫынсене тӗлӗнтернӗ ҫеҫ мар, кӑмӑлсӑрлантарнӑ та. Граффитие мӗншӗн сӑрласа хунине каярах хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин халӗ Телеграмри хӑйӗн страницинче уҫӑмлатнӑччӗ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, граффити кӗҫех хӑй вырӑнне таврӑнӗ, анчах вӑл ҫӗнелӗ. Ксения Кокель художник ҫӗнӗ эскиз хатӗрлесе ӗҫе пуҫӑннӑ ӗнтӗ. Халӗ, чӑн та, «Каскад» суту-илӳ ҫурчӗ тӗлӗнче каллех Нарспи сӑнӗ пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() vk.com/gov_cap_ru страницӑран илнӗ скриншот Чӑваш Енре пурӑнакансем чӑвашла тумланса ҫемье ҫавӑрма кӑмӑллаҫҫӗ. Пурте мар-ха, анчах наци стилӗпе туй ирттерессипе кӑсӑкланакансем пур. Ун пек туйсенче ҫӗнӗ ҫынсем ҫеҫ мар, хӑнасем те чӑвашла тумланма тӑрӑшаҫҫӗ. ЗАГС органӗсенче вара чӑваш йӑли-йӗркине пӑхӑнса ҫырӑнтарма тата ҫырӑнтарнипе ҫыхӑннӑ пулӑма чӑвашла йӗркелеме пултараҫҫӗ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсем халӑх ушкӑнӗсенчи хӑйсен страницисенчен пӗринче пӗлтернӗ. Сӑмах май каласан, кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта пирӗн республикӑра 878 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ. Чи аслӑ каччӑ 89 ҫулта пулнӑ, хӗр – 77-ре. Ҫемье ҫавӑракансен вӑтам ҫулӗ — 24 ҫул. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Паян 14 сехетре ЧР Наци влулавӑшӗнче Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа «Ҫутта тухнин вӑраха тӑсӑлнӑ ҫутти» (вырӑсла – «Долгий свет просвещения) курав уҫӑлать. Паян – Славян ҫырулӑхӗн тата культурин кунӗ. Курав паянхи кун уҫӑлни – ахальтен мар. Иван Яковлева ывӑлӗ манаҫлӑ ҫуттакӑларуҫӑпа, гуманистпа танлаштарнӑ. «И.Я.Яковлев чӑваш халӑхӗшӗн тӗттӗм вӑхӑтра шӑпа пӳрни пулнӑ», - тенӗ вӑл. Курава «Чӑваш халӑхне панӑ Халал» концепци тавра йӗркеленӗ. Ун урлӑ Иван Яковлевӑн педагогика ӗҫне, чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнине кӑтартса панӑ. Унта документсемпе те паллашма май пур. Ҫав шутра – Раҫҫей патшалӑх вулавӑшӗнчи «Халалӑн» чӑвашла тата вырӑсла алҫырӑвӗпе те. Чылай экспонат – ЧР Наци вулавӑшӗн фондӗнчен. Ҫав шутра Иван Яковлев чӑвашла куҫарнӑ «Чӑн тӗн кӗнеки – Начальное учение православной христианской веры» кӗнеке те, 1911 ҫулта чӑвашла тухнӑ «Ҫӗнӗ халалӑн» тулли изданийӗ те, 1872-1919 ҫулсенче тухнӑ чӑвашла букварьсем те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() t.me/nikamran канала вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксем Тутарстанри Ҫыранҫи Чаллӑ хулинче чӑвашсен Уявӗ иртнӗ. Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каната пӗлтернӗ тӑрӑх, йӑхташӑмӑрсем уява «Ҫуллахи Микула кунӗпе ҫураҫуллӑн пухӑнаҫҫӗ». Асӑннӑ ҫӑлкуҫра ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫамрӑксем вӑййа тухнине кӑтартса панӑ, карталанса юрланӑ, ташланӑ, кӑмӑл туличчен савӑннӑ. Уява асӑннӑ хулари чӑвашсен наципе культура автономийӗ тата «Чӗкеҫ» халӑх ансамблӗ (пултарулӑх ушкӑнне Елена Кондюкова ертсе пырать) йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() "Контактри" сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тин ҫуралнӑ ачасене наци тӗрриллӗ парне пама пуҫлӗҫ. Ку кӑҫал кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн кун ҫути курнӑ пепкесене те пырса тивет. Ача-пӑча валли 5167 вырӑн таврашӗ туянмашкӑн аукцион ирттереҫҫӗ. Кун валли 7 миллион та 750,5 пин тенкӗ уйӑрма хатӗр. Пӗр комплект 1500 тенке кайса ларӗ. Пододеяльник ҫинче чӑваш тӗрри пулӗ. Аукциона ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ таварпа алӑ пуссан 20 кунран тивӗҫтерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Каскад» суту-илӳ ҫурчӗ умӗнче ӳкерсе хунӑ Нарспи нумаях пулмасть ҫухалнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫынсем тӗлӗннӗ, кӑмӑлсӑрланнӑ та. Граффитие мӗншӗн сӑрласа хунине хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин халӗ Телеграмри хӑйӗн страницинче уҫӑмлатнӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, граффити кӗҫех хӑй вырӑнне таврӑнӗ, анчах вӑл ҫӗнелӗ. Ксения Кокель художник ҫӗнӗ эскиз хатӗрлесе ӗҫе пуҫӑннӑ ӗнтӗ. Аса илтерер: «Нарспи» граффитие тӑватӑ ҫул каялла подстанци ҫурчӗ ҫинче ӳкерсе хунӑ. Ӑна ӳкерме Ксения Кокель 100 пин тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Ӑна валли художник Крымра иртнӗ «Таврида» ҫамрӑксен форумӗн гранчӗпе тата хӑйӗн укҫипе усӑ курнӑ. Граффитие ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче сӑрласа хунӑ. Ҫавна тӳре-шара штукатурка тӑкӑнма пуҫланипе сӑлтавланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Анжелика Александрова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре тата тепӗр музей уҫнӑ. Халӑх инструменчӗсен музейӗ Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑшра, унти «Ясна» этнокомплексра вырнаҫнӑ. Музейра тӗрлӗ инструмент вырӑн тупнӑ, ҫав шутра 200 ҫула яхӑн маларах хатӗрленӗ кӗсле те пур. Унти инструментсемпе ҫавсене ӑсталакан Даниил Даниловпа Николай Фомиряков темччен паллаштарма тата инструментсемпе каласа кӑтартма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() "Чӑваш Ен" НТРК сайтӗнчи видеоран илнӗ скриншот Раҫҫейри халӑхсен ҫуртӗнче ҫӗршыври чӑвашсен федераци наципе культура автономийӗн уйрӑм вырӑн пулӗ. Ку хыпара Чӑваш Енӗн нацителекуравӗ пӗлтернӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Раҫҫейри халӑхсен ҫурчӗн директорӗпе Анна Полежаевӑпа тӗл пулнӑ. Халӑхсен ҫурчӗ Чӑваш Енпе пӗрле тӗрлӗ проекта пурнӑҫа кӗртме палӑртать иккен. Анна Полежаева пирӗн республикӑран вӗренмелли чылай тесе палӑртса хӑварнӑ. Ырӑ тӗслӗх шутӗнче вӑл Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Мускаври Раҫҫей патшалӑх истори библиотекинче И.Я.Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ конференци иртессине эпир унччен пӗтернӗччӗ-ха. Марина Карягина тележурналист пӗлтернӗ тӑрӑх, конференцие Чӑваг Енӗн Наци вулавӑшӗн директорӗ Роза Лизакова ертсе пынӑ, тӗп хулари библиотекӑн пуҫлӑхӗ Михаил Афанасьев, Чӑваш Енӗн культура министрӗ Светлана Каликова, Раҫҫейӗн наукӑсен академийӗн информатика проблемисене тӗпчекен центр ертӳҫи Юрий Чёрный, Мускаври чӑваш культурин пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Лира Смирнова салам сӑмахӗпе тухса калаҫнӑ. «И.Я. Яковлев еткерне тишкерсе нумай ӗҫ тӑватпӑр. Ҫав ӗҫсене пӗтӗмлетсе форумра Олег Студенцов (гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Шупашкар), Нина Литвинова (Чӗмпӗр), Галина Ертмакова (ЧР патшалӑх истори архивӗ, директор), Александр Семёнов (ЧР патшалӑх истори архивӗ), Андрей Зарубин (Чӑваш патшалӑх Наци музейӗ), Татьяна Баймушкина (ЧР Наци библиотеки, директор ҫумӗ), Галина Быкова (ЧР Наци библиотеки, директор ҫумӗ), Надежда Кириллова (ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ) тухса калаҫрӗҫ. Эпӗ Вӗрентекенӗмӗрӗн сӑнарне "Чувашия" ГТРК ӳкернӗ телефильмсенче камсем тата мӗнле кӑтартни ҫинчен кӗскен каласа патӑм», — хыпарланӑ «Контактра» Марина Карягина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |