Чӑвашлӑх
![]() Вулавӑшӑн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче те «Паха тӗрӗ» фабрикӑн пӗр ӗмӗрхи юбилейне халалласа ятарлӑ эрне ирттерессине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. авна май вулавӑшра курав уҫӑлнӑ. Экспозицире фабрикӑн малтанхи художникӗсем Е.И. Ефремова, М.В. Симакова, Т.И. Петрова тата хальхи вӑхӑтра унта ӗҫлекен А.В. Андреева, О.А. Ландышева тӗрленӗ костюмсем, платьесем, ытти япаласем вырӑн тупнӑ. Унтах ал ӑҫтисен биографийӗпе паллашма пулать. Курав утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ӗҫлӗ. «Паха тӗрӗ» эрни иртнӗ май ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 10 сехетре «Бренд «Паха тӗрӗ» в истории и национальной культуре Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн истрийӗпе наци культуринче «Паха тӗрӗ» бренд») ятпа ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ уҫӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ 2022 ҫулта Мускавра «Литература народов России: Народная мудрость» антологи пичетленсе тухнӑ. Ҫав тома Раҫҫейри тӗрлӗ халӑхӑн 14,5 пин пин ытла паремийӗ кӗнӗ. Вӗсене 65 наци чӗлхинчен, ҫав шутра 22 диалектпа калаҫуран суйласа илнӗ. Чӑвашсен ваттисен сӑмахӗсемпе тата каларӑшӗсемпе 587–597-мӗш страницӑсенче паллашма пулать. Вӗсене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗн филологи енӗпе ӗҫлекен аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Ольга Михайлова пухса хатӗрленӗ. Вӗсене вырӑслана асӑннӑ институтӑн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, истори наукисен кандидачӗ Алексей Леонтьев куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта паян ачасен Акатуйӗ иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Шупашкар хулин тӗп клуб тытӑмӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, А.Г. Николаев паркӗнчи уяв кӑсӑклӑ иртнӗ. Ачасем валли этноквест та йӗркеленӗ. Ӑна чӑваш халӑхӗн историне, йӑли-йӗркине, культурине халалланӑ. Ачасем валли тӗрлӗ 8 лапам ӗҫленӗ. Вера Иванова мультфильм хатӗрлессипе, Светлана Гордеева прикладной ӳнер енӗпе ӑсталӑх лаҫҫисем йӗркелени те ачасене питех те килӗшнӗ. Шупашкарти 39-мӗш вӑтам шкулта ӗҫлекен Татьяна Ильина этнокроссворд хатӗрленӗ. Вӑйӑ картине ушкӑнпа тӑни те ачасен асӗнче юлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() afisha.cheb.ru сайтра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енре ача-пӑча Акатуйӗ иртӗ. Вӑл Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ паркра иртӗ. Уяв 10 сехетре пуҫланӗ. Ача-пӑча Акатуйне йӗркелекенсем мероприяти кӑсӑклӑ пулассине шантараҫҫӗ. Ачасем хӑйсен тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхне туллин кӑтартса парӗҫ. Спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртӗҫ, асра юлмалли кӑсӑклӑ ытти самантсем те пулӗҫ. Вӗсем, пӗр енчен, Акатуя хутшӑнакансемшӗн кӑсӑклӑ пулмалла, тепӗр енчен, куракансене савӑк кӑмӑл парнелемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне тӗрлӗ регионти чӑвашсем хутшӑнӗҫ. Ҫав шутра — Самар тӑрӑхӗнчи «Ҫӑлкуҫ» фольклор ансамблӗ те. Пултарулӑх ушкӑнне Надежда Савельева ертсе пырать. Вӑл — Самар облаҫӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Хормейстерӗ те — вӑлах. Концертмейстерӗ — Вера Иванова. Самар облаҫӗнчи Исаклӑ районӗнчи Аслӑ Микушел ялӗнчи ҫав ушкӑна 1990 ҫулта йӗркелесе янӑ. Тепӗр сакӑр ҫултан коллектив халӑх ятне тивӗҫнӗ. «Ҫӑлкуҫ» ансамбль чӑваш культурин тӗрлӗ уявне ҫулсерен хутшӑнать. Пӗтӗм Раҫҫейри, регионти тата облаҫри фестивальсемпе смотрсенче лауреат ятне ҫӗнсе илет. Ансамбль репертурӗнче вырӑнта ҫырса илнӗ чӑваш фольклорӗ сумлӑ вырӑн йышӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() t.me/oanikolaev канала вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Мускавра та Акатуя пуҫтарӑнӗҫ. Ӑна унта утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ирттерӗҫ. Наци сӑн-сӑпатне тӑван культурӑн йӑли-йӗркине тӗпе хурса, ӳнерпе спорт мероприятийӗсемпе пуянлатса та илемлетсе кӑтартма палӑртаҫҫӗ. Ҫӗршывӑмӑрӑн тӗп хулинчи уява республикӑн ял хуҫалӑх отраслӗнче ӗҫлекенсем те хутшӑнӗҫ. Мускаври уяв пирки Телеграмри хӑйӗн страницинче хыпарланӑ май республика Элтеперӗ Олег Николаев чӑваш Акатуйне ытти халӑх ҫыннисем те ҫитсе курасса шаннине палӑртса хӑварнӑ. Республика ертӳҫи хӑй те Акатуя хутшӑнма ӗмӗтленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Маргарита Красотина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем Шупашкарти трикотаж чӑваш сӗмӗллӗ футболкӑсем кӑларнӑ. Вӗсем сӑнавлӑ парти пулӗҫ-и (тен, Республика кунӗ тӗлне туса кӑларнӑ-ши) — ӑна калама пӗлместпӗр. Вӗсене фабрика Константин Ивановӑн «Нарспи» поэминче иллюстрацисемпе усӑ курса хатӗрленӗ. Кун пирки Маргарита Красотина журналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. «Вӑтӑр ҫул та иртмерӗ, Праски Витти монументалистӑн, эмалёрӑн и графикӑн тӗлӗнмелле пултарулӑхне пӗчӗкшерӗн те пулин вырӑнти дизайнерсем халӑхра сарма тытӑнчӗҫ», — тесе ҫырнӑ постра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() ch-ansamble21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Елчӗкре Акатуй иртӗ. Ӑна уявлама вырӑнтисем Культура паркӗнче 10 сехетре пуҫтарӑнӗҫ. Ӗҫпе юрӑ уявне Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ те хутшӑнӗ. Районта пурӑнакансене сцена ӑстисем юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ. Чӑваш халӑх артистки Ольга Лукова, пӗтӗм тӗнчери тата пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреачӗсем Ольги Кирилловой тата Фёдор Казанов хӑйсен репертуарӗнчи илемлӗ юрӑсем хатӗрлесе хунӑ та ӗнтӗ. Ансамблӗн ылтӑн фондӗнчи вокал тата хореографи номерӗсем те вырӑнтисемшӗн пысӑк парне вырӑнне пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паянтан республикӑри тин ҫуралнӑ ачасене чӑааш тӗрриллӗ парне пама тытӑнмалла. Аса илтерер: ҫак йыша кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ ачасем те кӗреҫҫӗ. Ӗнер, уяв умӗн, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев мӑшӑрӗпе Наталия Николаевӑпа тин кун ҫути курнӑ пепкесене ҫак парнепе пӗррӗмӗш хут чысланӑ. Чыслав Президент пепекелӗх центрӗнче иртнӗ. Аса илтерер: "Тӗрӗллӗ парне" йышне чӑваш тӗрриллӗ таврашӗ, алшӑлли тата "Чӑваш Енри халӑхсен юмахӗсем" кӗреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче «Сухви сехмечӗсем» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Асӑннӑ кӑларӑм — «Алран алла» ярӑмпа хатӗрленӗ тӑваттӑмӗш кӗнеке. Чӑваш кӗнеке издаельствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, малтанхи виҫҫӗшӗ «Инкеклӗ телей», «Йӑкӑнат авланать», «Виҫҫе пайланнӑ ӗмӗр»ятпа кун ҫути курнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑма Григорий Лучӑн, Петӗр Львовӑн, Геннадий Мальцевӑн, Виталий Енӗшӗн, Микиш Павӑлӗн, Николай Мартыновӑн, Юлия Силэмӑн, Нелли Петровскаян калавӗсем тата Александр Угольниковӑн повеҫӗ кӗнӗ. Кӗнеке издательствинче хакланӑ тӑрӑх, «Г. Лучӑн, П. Львовӑн, Микиш Павӑлӗн, Г. Мальцевӑн, В. Енӗшӗн калавӗсенче шӳтлесе те юптарса калани сахал мар. Ю. Силэм, Н. Мартынов, Н. Петровская хайлавӗсене вуласан ирӗксӗрех шухӑша путатӑн». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |