Сывлӑх
![]() Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче каҫхине, 17 сехет те 45 минутра, «Атӑл» М-7 ҫул ҫинче, Ҫӗрпӳ районӗнче, виҫӗ машина ҫапӑннӑ. «Рено-Дастер» автомобиль малтан «Ман» фура ҫине пырса кӗнӗ, унтан — «Дэу-Нексиа» машинӑпа тӑрӑннӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Рено» автомобиль тӗп ҫул ҫине тухнӑ чухне грузовика ирттерсе яман. Инкекре ҫӑмӑл машинӑн водителӗн 38 ҫулти арӑмӗ йывӑр суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Вӑл водительпе юнашар ларнӑ. Машина хӗрарӑм ларнӑ енчен пырса ҫапӑннӑ. «Рено» водителӗ, Ҫӗрпӳ районӗнчи 39 ҫулти арҫын, ӳсӗрри палӑрнӑ. Каярах ӑна хӑйне те тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Ҫул-йӗр правилине пӑснӑшӑн, ҫав шутра хӑвӑртлӑха ӳстернӗшӗн те, пӗлтӗр ҫак водителе административлӑ майпа 5 хутчен явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Владимир Милютин сӑнӳкерчӗкӗ Шӑматкун, раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗ пухӑва пуҫтарӑннӑ. «Литература. Писатель. Вулакан... Чӑваш литераторӗсем ҫулталӑкри пӗтӗмӗшле пухӑва пуҫтарӑнчӗҫ. Писательсен пӗрлӗхӗн форумне пухӑннисене, хӑнасене та, чӗннисене те пухӑва хастар хутшӑннӑшӑн чунтан тав тӑватӑп», — тесе ҫырнӑ Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова Фейсбукра. Лидия Ивановнӑн Фейсбука вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗкӗсем тӑрӑх хакласан, пухӑва республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова хутшӑннӑ, сӑмах каланӑ, уйрӑм ҫыравҫӑна чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() "Чебмедиа" сайтри сӑн Шупашкарти Гагарин урамӗнче Чӑваш Енӗн экс-премьер-министрне Иван Моторина ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ. Вӑл руль умне ӳсӗрле ларни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. «Город Грехов» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ниссан» водителӗ ҫуран ҫӳрекенсене ҫул паман. Ҫакна инспекторсем курнӑ. Алкотестер Иван Моторин урӑ тесе кӑтартнӑ. Ачах темшӗн унӑн пӑрӑхӗ кӗтмен ҫӗртен татӑлса ӳкнӗ. Инспекторсем иккӗленнипе Моторина наркологие илсе кайнӑ. 0,325 мг/л – ҫапла кӑтарту пулнӑ наркологире. Экс-премье-министр тӳрре тухнӑ – вӑл темӗнле эмел ӗҫнӗ-мӗн, анчах ятне астумасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Ене лайӑх хыпар ҫитнӗ. Пирӗн республикӑна тин кӑна 53 санитари машини илсе килнӗ: «Лада Ларгуссем» тата «Нивӑсем». Ку хыпара ЧР Элтеперӗ Олег Николаев халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Мӗн тӗллевпе усӑ курӗҫ-ха ҫак машинӑсемпе? Ватӑ пациентсене пульницӑна тӗрӗслеме илсе кайӗҫ. Тухтӑрсем те пациентсем патне киле ҫакнашкал машинӑпах ҫитӗҫ. Сӑмах кӑшӑлвируспа чирлӗ пациентсем пирки пырать. 53 машинӑран 36-шне районсене парӗҫ, тепӗр 17-шӗ Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта юлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() tourprom.ru сайтри сӑн Кӑшӑлвируспа статистика кашни кун тенӗ пекех пӗрешкел. Чирлекенсен тата вилекенсен йышӗ ӳссех пырать. Паянхи кун тӗлне тепӗр 7 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен вирусран 370 ҫын сывалайман. Паянхи кун тӗлне 14177 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 12722-шӗ сывалнӑ. Пӗр талӑкра 131 ҫын чирленӗ, 90 ҫын кӑна сывалнӑ. Аса илтерер: шкул ачисем дистанци мелӗпе вӗренме пӑрахнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ техникумсемпе колледжсенче ӑс пухакансене те «дистанционкӑран» кӑларма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян 11 сехетре Шупашкар тата Хыркасси хушшинчи, Чантӑр ҫывӑхӗнче, ҫул ҫинче хӑрушӑ авари пулнӑ. Шел те, ҫухату та пысӑк. Аварире ача тата аслӑ ӳсӗмри пӗр ҫын вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мерседес» водителӗ, 67-ри арҫын, Шупашкар еннелле кайнӑ чухне ҫул пӑрӑнӑшӗнче руле итлеттереймен, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса «Мицубисипе» ҫапӑннӑ. «Мерседес» водителӗ аварире чӗрӗ юлайман. «Мицубисире» пулнӑ 6 ҫулти хӗрача та, шел те, вилнӗ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫҫиххипе ҫыхӑннӑ пулнӑ, «бустер» ҫинче ларнӑ. «Мерседес» водителӗн 63-ри арӑмӗ, «Мицубисири» арӑмӗпе упӑшки /хӗрачан ашшӗ-амӑшӗ/ тата вӗсен 4-ри ывӑлӗ чӗрӗ юлнӑ, анчах аманнӑ. Пӗчӗк арҫын ача ятарлӑ креслӑра ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() econet.ru сайтри сӑн Мари Элти ҫынсене, ҫаратса ҫӳрекенсене, Чӑваш Енри полицейскисем тытса чарнӑ. Вӗсем хӑйсен айӑпне йышӑннӑ. Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарти Водопровод урамӗнчи пӗр офиса хурахсем кӗрсе унти мӗнпур техникӑна йӑтса тухнӑ: ноутбук тата икӗ моноблок. Вӑрӑсем сӗтел ещӗкӗнчи укҫа-тенке те хӑварман. Вӗсем пӗтӗмпе 65 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Чӑваш Енри полицейскисем ҫак ӗҫе ике арҫын тунине палӑртнӑ. Вӗсем – Мари Элтен. Хайхискерсем вӑрланӑ япаласене ломбарда панӑ. Ҫитес вӑхӑтра вӑрланӑ пурлӑха шар курнӑ ҫынсене тавӑрса парӗҫ. Йӗрке хуралҫисем вӑрӑсене кӳршӗ республикӑри полицейскисене панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Тутарстанри чӑваш тухтӑрне ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин чысланӑ. Раҫҫей ертӳҫи хушӑва раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Унта вӑл кӑшӑлвирус инфекцийӗпе кӗрешекен маттур тухтӑрсене «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. «Савӑнса пӗлтеретпӗр, патшалӑх наградине тивӗҫнисен хушшинче пирӗн ентеш, чӑваш хӗрӗ Лия Сухачева (хӗр чухнехи хушамачӗ Шишкина) та пур. Лия Александровна Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, шкул хыҫҫӑн Киров хулинчи медицина институтӗнче вӗреннӗ», — тесе ҫырнӑ «Сувар» хаҫатра. Тутарстанра ҫуралнӑ чӑваш хальхи вӑхӑтра Мускаври «Медси» компанисен ушкӑнӗн 1-мӗш номерлӗ клиника пульницин уйрӑмӗн ертӳҫи, терапевт пулса ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Тутарстанра хальхи вӑхӑтра 88 чӑваш шкулӗ ӗҫлет тесе пӗлтерет асӑннӑ тӑрӑхри «Сувар» хаҫат. 2 пинмӗш ҫул пуҫламӑшӗнче 100-е яхӑн пулнӑ. «Суварҫӑсем» шухӑшланӑ тӑрӑх, чӑваш шкулӗсене упраса хӑварасси тӳрреммӗнех хамӑртан килет. «Шел пулин те, сахал районта чӑваш чӗлхине вӗрентесси ачасен шучӗпе пӑхсан 100 процентпа танлашать. Кун пек районсен шутне Ҫӗпрел, Ҫӗнӗ Шуҫӑм, Спас, Аксу районӗсем кӗреҫҫӗ. Вӗсенче пуҫламӑш класран тытӑнса аслӑ классем таранах тӑван чӗлхепе литература урокӗсене илсе пыраҫҫӗ. Ҫарӑмсан районӗнче чӑвашла вӗрентесси – 76, Пӑвара – 63, Элметпе Нурлатра – 50-шар процентпа танлашать. Павлӑпа Пӗкӗлме районӗсенче чӑваш ачисен 30 ытла проценчӗ кӑна тӑван чӗлхене вӗренет. Пурӗ 18 районта чӑваш шкулӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Малашне те кун пек кайсан мӗн тӑвӑпӑр? Хальхи 88 шкула упраса хӑвармаллах пирӗн», — тесе ҫырнӑ «Суварта». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Раҫҫейре
Эпир сирӗнпе нумай пулмасть Бутан ҫӗршывӗнчи Кури Чу юханшывӗ хӗррипе ҫӳресе куртӑмӑр. Паян вара Тула облаҫӗнчи Песковатски ялне ҫитсе пӑхӑпӑр. Енчен те инҫетри Монграна эпир ӑнсӑртран лекрӗмӗр пулсан — кунта вара ятарласа ҫул тытрӑмӑр. Мӗн сӑлтавпа тетӗр-и? Ара, хальхи вӑхӑтра эпир Василий Смирнов ҫырнӑ «Саша Чекалин» повеҫе мӑшӑрлатпӑр. Унта вара вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче пуҫне хунӑ 16 ҫулхи ҫамрӑк каччӑ пирки ҫырса кӑтартнӑ. Александр Павлович шӑп та шай ҫак ялта, Песковатски (выр. Песковатское) ятлинче, ҫуралнӑ та. Малтанах ку яла Яндекс картти тӑрӑх ҫитме май пулӗ тесе шутларӑмӑр та, шел те вӗсен машинисем ҫак инҫетри яла килсе каяйман. Ирӗксӗрех Google картти ҫине пӑхма тиврӗ — кусен аппаратури вара кунта пулнӑ. Яла кӗнӗ май мӗн куҫа курӑнать? Чи малтанах, Р92 ятлӑ ҫула хунарсемпе ҫутатнӑ, ҫулӗ такӑр, шӑтӑк-путӑк ҫук (Бутанри ҫула саплани курӑнатчӗ). Тата, паллах, йӑмрасем. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |