Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх
gor-dez.spb.ru сайтри сӑн
gor-dez.spb.ru сайтри сӑн

Паянхи кун тӗлне республикӑра 11 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ку таранччен вируса парӑнтармасӑр 323 ҫын сывлама пӑрахнӑ. Раштав пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 45 ҫын вилнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.

Пӗр талӑкра 120 ҫын инфекциленнӗ, 31 ҫын сывалнӑ тесе палӑртнӑ. Паянхи кун тӗлне 13295 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 12317-шӗ сывалнӑ.

Хальхи вӑхӑтра республикӑра «кӑшӑлвирус» диагноз лартнӑ 655 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ.

 

Персона

Шупашкар мэрӗ пулнӑ Анатолий Игумнов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Унӑн чӗри паян ирхине тапма пӑрахнӑ. Вӑл кӑшӑлвируспа чирленӗ.

Анатолий Александрович 75 ҫулта пулнӑ. Вӑл Шупашкар мэрӗнче 7 ҫул ӗҫленӗ. Анатолий Игумнов – хулан хисеплӗ ҫынни.

Анатолий Александрович Шупашкарта 1946 ҫулта ҫуралнӑ. Ҫар ҫынни пулнӑ, саппаса 1994 ҫулта кайнӑ. 1995 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вӑл Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑ, 1996 ҫулхи раштавра хула самоуправленйӗн пуҫлӑхне суйланӑ. Тӑватӑ ҫултан, 2001 ҫулта, ӑна иккӗмӗш срока суйланӑ.

Анатолий Игумновпа раштавӑн 8-мӗшӗнче Ҫветтуй Татиана соборӗнче 15 сехетре сывпуллашӗҫ.

 

Раҫҫейре

Чӑваш Ене «ТопБлог» проект ҫӗнтерӳҫсем килме пултараҫҫӗ. Вӗсем халӑх тетелӗсем ҫынна аталанма, профессире ҫитӗнӳсем тума пулӑшни пирки каласа кӑтартаҫҫӗ, вӗрентеҫҫӗ.

Топ списока кӗнӗ блогерсен йышӗнче – Елена Летучая тележурналист, «Comedy Woman» кӑларӑма хутшӑннӑ Наталия Медведева, MIA BOYKA юрӑҫ, Шевги Ахадов сценарист тата актер, Сергей Романович актер, Инстаграмри тӗп анне Ирина Акопян, Настя Рыжик тата Сергей Штепс тиктокерсем.

Блогерсем хӑш региона килӗҫ? Ҫакна халӑх сасӑлавӗпе палӑртӗҫ. Ҫынсем унта регионсенчен пӗрне суйлӗҫ. Региона килсен блогерсем чи илемлӗ вырӑнсем, ҫынсем, пулӑмсем пирки фильм ӳкерӗҫ.

 

Сывлӑх
pressproject.gr сайтри сӑн
pressproject.gr сайтри сӑн

Эрнекун кӑшӑлвируспа кӗрешессипе ӗҫлекен оперативлӑ штаб ларӑвӗ иртнӗ. Унта ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов статистикӑпа паллаштарнӑ.

Министр каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре килте амбулатори мелӗпе 3600 ытла пациент сипленет. Вӗсене 754 тухтӑр пӑхса тӑрать.

Нумаях пулмасть республикӑра килте сипленекенсене тӳлевсӗр эмелсем пама тытӑннӑ. Министр республикӑна 31,7 миллион тенкӗлӗх эмел килни пирки пӗлтернӗ. Ку таранччен тухтӑрсем пациентсене 3221 рецепт ҫырса панӑ, 1805 ҫынна кирлӗ эмелсемпе тӳлевсӗрех тивӗҫтернӗ.

«Пӗрремӗш эрнере 250-280 пациента тӳлевсӗр эмел панӑ, паянхи кун тӗлне вара – 1800 ытла ҫынна. Вӗсен шучӗ ӳссех пырать», - тенӗ Владимир Степанов.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/68432
 

Пӑтӑрмахсем

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарта арҫын ача машина айне лекнӗ. Инкек ирхи 8 сехет ҫитеспе хулари Чернышевский урамӗнче пулса иртнӗ.

14-ри яш ҫине «Рено Сценик» автомобиль пырса кӗнӗ. Ача ҫуран ҫӳрекенсем каҫмалли ҫулпа утнӑ.

«Ача суранланнӑ. Ӑна тухтӑрсем тӗрӗсленӗ, кайран ӑна килне янӑ. Водителе тӗрӗсленӗ те, вӑл урӑ пулни палӑрнӑ», — пӗлтернӗ Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн Чӑваш Енри управленийӗнче.

Ҫул урлӑ каҫнӑ каҫнӑ чухне питех те асӑрханмалла. Ҫуран ҫӳрекенсем каҫмалли вырӑн е светофор пулсан та тимлӗхе ҫухатмалла мар. Водительсен те, паллах, тимлӗхе ҫухатмалла мар тата ҫуран ҫӳрекенсене хисеплемелле пек те...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/68428
 

Экономика

Чӑваш Енри кафесемпе ресторансем икӗ миллиард тенкӗлӗх шар курнӑ. Ҫакӑн пирки республикӑн экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов кӑшӑлвируспа кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперштабӑн эрнекун иртнӗ ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

Министр хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑвашстатӑн цифрисемпе усӑ курнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач-чӳк уйӑхӗнсенче обществӑлла апатлану предприятийӗсен тавар ҫаврӑнӑшӗ икӗ миллиард тенкӗ ытла чакнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем налук тата ӗҫ укҫи тӳлесси унчченхинчен сахалланман.

Аса илтерер: кафесемпе ресторансем пӗр вӑхӑтра хупӑнчӗҫ, унтан вӗсене хатӗр апат-ҫимӗҫе киле парса сутма ҫеҫ ӗҫлеме ирӗк пачӗҫ. Ҫакӑ йӑлтах кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑччӗ.

 

Хулара

Ҫӗнӗ Шупашкарти икӗ шкула вӗренме ҫӳрекен ачасен машина ҫулӗпе ҫӳреме тивет. Кун пирки «Прo Гoрод» хаҫат хула ҫыннисем пӗлтернине кура хыпарлать.

Ачасен автомобиль ҫулӗпе утма тивнишӗн машинӑсем айӑплӑ. Тротуара вӗсем йышӑнаҫҫӗ иккен.

Ҫавӑн пек лару-тӑрӑва 14-мӗш тата 16-мӗш шкулсен ҫывӑхӗнче асӑрхама пулать. Асӑннӑ шкулсем Ельниково микрорайонӗнче вырнаҫнӑ. Тротуара машинӑсем халӗ, хӗлле, юр ҫунӑ хыҫҫӑн, ярса илнӗ иккен.

«Семенов урамӗнче тротуар туса парасса эпир вӑрах кӗтрӗмӗр. Анчах ачасен пӗрех ҫулпа утма тивет, мӗншӗн тесен машинӑсене тротуар ҫине лартаҫҫӗ», — пӗлтернӗ пӗр хӗрарӑм кӑларӑма.

 

Пӑтӑрмахсем
orenburzhie.ru сӑнӳкерчӗкӗ
orenburzhie.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 24 ҫулти хӗре ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ.

Экономистра ӗҫлекен 24 ҫулти хӗр патне ӗнер кӑнтӑрла палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ. Хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ, кредит илмен-и тесе кӑсӑкланнӑ. Ҫук тесе хуравланине илтсен вӑл хӗрпе кредит уйрӑмӗн ӗҫченӗ ҫыхӑнассине, ыйтӑва татса пама пулӑшассине шантарнӑ.

Ултавҫӑ тӗрлӗ номертен 30 ытла хутчен шӑнкӑравланӑ. Юлашкинчен хӗр ӑна банк карттин номерне, банк карттин виҫӗ цифрӑллӑ кодне, унтан тата смс-ҫырупа килнӗ кода каланӑ.

Ҫапла вара палламан ҫынсем хӗр ячӗпе кредит илсе хӑйсен счечӗ ҫине 150 пин ытла тенке куҫарнӑ.

Улталаннине ӑнланнӑ хыҫҫӑн хӗр пакунлисенчен пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл ҫынсене ҫапла майпа улталаҫҫӗ тенине илтнине, анчах хӑй ҫакланасса шутламаннине пӗлтернӗ.

 

Спорт

Биатлона юратакансене ҫак кунсем чӑннипех те савӑнтараҫҫӗ. Пӗрремӗшӗнчен, биатлон енӗпе Раҫҫей Кубокӗн иккӗмӗш тапхӑрӗ пырать; иккӗмӗшӗнчен, Тӗнче кубокӗн черетлӗ тапхӑрӗ.

Пирӗн биатлон ҫӑлтӑрӗ, Татьяна Акимова, ҫӗршывӑн кубокӗнче ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳпе палӑрать. Чӑваш Енре ҫуралнӑ, Тӗменшӗн ӑмӑртакан Татьяна Акимова спринт ӑмӑртӑвӗнче пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.

Тупӑшӑва пӑхнӑ Михаил Вансяцкий журналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ентешӗмӗр кашнинчех тӗл пенӗ, финиша 40 ҫеккунт маларах ҫитнӗ.

Тӗлӗнмелле те, анчах ӑна Тӗнче кубокӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрне чӗнмен.

Сӑмах май каласан, Акимовсем хӑйсен пӗчӗк хӗрӗ валли йӗлтӗр туяннӑ. Вӑл ун ҫине тӑрса пӑхнӑ та ӗнтӗ. «Кӗҫех амӑшӗнчен иртсе кайӗ», — ӑшшӑн шӳтлесе пӗлтернӗ Михаил Вансяцкий. Сӑмах май аса илтерер: Татьянӑн мӑшӑрӗ Вячеслав Акимов та биатлонист, вӑл тренер.

 

Сывлӑх
samara.er.ru сайтри сӑн
samara.er.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре тепӗр 6 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Ку таранччен 312 ҫын вилнӗ. Палӑртмалла: раштав уйӑхӗнче вируса пула 34 ҫын сывлама пӑрахнӑ. Чӳк уйӑхӗнче, 5 кунра, 16 ҫын вилнӗ.

Пӗр талӑкра 128-ӑн инфекциленнӗ. Пӗтӗмпе 13175 ҫыннӑн организмӗнче кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ. Вӗсенчен 12286-шӗ сывалнӑ. Паян 27 ҫын чире парӑнтарнӑ тесе палӑртнӑ. «Кӑшӑлвирус» диагноз лартнӑ 577 пациент килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленет. Паллӑ ӗнтӗ: пульницӑра «пневмони» диагнозлӑ ҫынсем те выртаҫҫӗ, вӗсен анализӗнче кӑшӑлвирус тухман.

 

Страницӑсем: 1 ... 1365, 1366, 1367, 1368, 1369, 1370, 1371, 1372, 1373, 1374, [1375], 1376, 1377, 1378, 1379, 1380, 1381, 1382, 1383, 1384, 1385, ... 3956
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑрта савнипе, туссемпе тӗл пулатӑр. Инҫе ҫулҫӳреве тухакансемпе, лавккана каякансемпе пӗрле ӑнӑҫу пулӗ. Пултарулӑхпа аппланакан ҫынсене те ҫӑлтӑрсем ӑнӑҫу парӗҫ. Ку эрне пулӑмсемпе тулли пулсан та юрату пирки манмалла мар.

Ҫурла, 08

1888
137
Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1919
106
«Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1994
31
Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...