Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Сывлӑх
like29.ru сайтри сӑн
like29.ru сайтри сӑн

Паян кӑшӑлвирусран 12 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен республикӑри 340 ҫын каварлӑ вируса пула вилнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.

Юлашки талӑкра 123 ҫын инфекциленнӗ. Ку таранччен 13654 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 12415-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 36 ҫын чире парӑнтарнӑ. Хальхи вӑхӑтра «кӑшӑлвирус» диагноз лартнӑ 899 ҫын килте амбулатори мелӗпе е пульницӑра сипленет.

Палӑртмалла: раштав уйӑхӗ пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 62 ҫын кӑшӑлвируспа чирлесе вилнӗ.

 

Чӑваш чӗлхи
@kalikova_sa сӑнӳкерчӗкӗ
@kalikova_sa сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн паянхи ларӑвӗнче республикӑн «Культурӑна тата туризма аталантарасси» патшалӑх программине «Чӑваш чӗлхине упрасси, вӗренесси тата аталантарасси» ҫум программӑпа пуянлатӗҫ.

Республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫум программӑра ачасене мӗн пӗчӗкрен, ача пахчине ҫӳрекен ӳсӗмрен, тӑван чӗлхене вӗрентме пӑхса хӑварнӑ. ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствипе Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви тӗрлӗ проектсем пурнӑҫа кӗртӗҫ, ҫав шутра чӑвашла мультфильмсем хатӗрлесси те пур.

Чӑваш ҫыравҫисен кӗнекисемпе шкул вулавӑшӗсене пуянлатӗҫ. Вӗсене туянма 2014 ҫултанпа укҫа уйӑрман.

 

Хулара

Шупашкар хулинче тӗлӗнмелле елкӑсем вырнаҫтарнӑ. Вӗсене Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн журналисчӗ Эльвира Хмелева асӑрханӑ. Вӑл вӗсене Шупашкарта иртнӗ эрнере курнӑ.

Сӑнӳкерчӗкре сулахай енче сӑнланнӑ елка Йӑлари каяшсен управленийӗ умӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна пластмасса кӗленчерен ӑсталанӑ. Теприне, сӑнӳкерчӗкре сылтӑм енче сӑнланнине, журналист республикӑн Апат-ҫимӗҫ фончӗ умӗнче курнӑ.

Кӑҫал Хӗрлӗ лапамра 6 метр ҫӳллӗш тухья вырнаҫтарма палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл юрӑ-кӗвӗллӗ фонтан вырӑнӗнче пулӗ. Тухьяпа юнашар 14 метр ҫӳллӗш чӑрӑш лартӗҫ, ӑна илемлетӗҫ. Ача-пӑча лапамӗнче кукша пуҫ евӗр лампӑсем ҫутатӗҫ. Сцена ҫине лотос евӗр 6 арт-объект вырнаҫтарӗҫ.

 

РАШ
09

Хӗл сивӗ килӗ
 Софья Савнеш | 09.12.2020 19:28 |

Ҫутҫанталӑк
photosight.ru сайтри сӑн
photosight.ru сайтри сӑн

Кӑҫал хӗлле мӗнле пулать? Пӗлтӗр ӑшӑ пулчӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пӗлтӗрхи Антлатика пулмӗ. Эппин, хӗл сивӗ килӗ.

Синоптиксем каланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи пек хӗлле 10 ҫул пулман. Ҫурҫӗртен килекен антициклон Шупашкара тӑватӑ кунлӑха 30 градуслӑ сивӗ илсе килме пултарать. Ун пекки хулара тахҫанах пулман. Ку сивӗ е раштав уйӑхӗнче, е кӑрлачра килӗ.

Юрсӑр юлмӑпӑр. Ҫитес икӗ уйӑхра юр ытти чухнехинчен ытларах та ҫӑвӗ. Темиҫе хутчен те вӑйлӑ юр ҫӑвӗ. Хӗл вӗҫленнӗ тӗле юр хулӑнӑшӗ 45 сантиметра ҫитме пултарӗ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 20 сантиметр ытларах.

 

Культура

Паян республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче икӗ район хаҫатне «Хыпар» издательство ҫурчӗпе пӗрлештерес ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Михаил Анисимов пӗлтернӗ.

«Хыпар» медиахолдинг ҫумне Красноармейскинчи «Ял пурнӑҫӗ» район хаҫатне тата Сӗнтӗрвӑрринчи «Пирӗн сӑмах» район хаҫатне пӗрлештерӗҫ.

Реорганизаци укҫа-тенке перекетлеме май парӗ теҫҫӗ. Вырӑнти пуҫлӑхсем пулманнипе ҫулталӑкне 576 пин те 905 тенкӗ те 73 пус перекетленӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Райхаҫатсенси журналистсем районсенчех ӗҫлӗҫ.

 

Республикӑра
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑранпа 80 ҫул ҫитет. Ҫавна май Чӑваш Енре медаль ҫирӗплетме палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл патшалӑх наградисен йышне кӗмӗ, хавхалантармалли ҫеҫ пулӗ.

Халӗ пирӗн республикӑра астӑвӑм медалӗн эскизне хатӗрлес енӗпе конкурс иртет.

Комисси ларӑва пухӑнса ӗҫсене хакланӑ-ха, анчах юрӑхлине тупайман. Ҫавна май конкурса документсене малалла йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗччен тӑратма пулать. Кун пирки ЧР Элтепер Администрацийӗн патшалӑх граждан службин, кадр политикин тата патшалӑх наградисен управленийӗнче пӗлтернӗ.

 

Культура

«Уяв» ансамбль «Халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ коллективӗ» Раҫҫей шайӗнчи хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Кун пирки ӗнер, раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, паллӑ пулнӑ.

Пултарулӑх ушкӑнӗ Шупашкарти Тӗп клуб тытӑмӗн йышӗнче шутланать. Вӑл — Чӑваш Республикинчи тата Раҫҫейри сайра тӗл пулакан коллектив. Ансамбле чӑвашсен хӑйне евӗр культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарнишӗн кӑмӑллаҫҫӗ. Ансамбль халӑх художество пултарулӑхне тата ҫӗршывӑн культурине пысӑк тӳпе хывнине халӗ тивӗҫлипе хакланӑ.

Фольклор ансамбльне Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Душа России» (чӑв. Раҫҫей чунӗ) РФ Правительствин премийӗн лауреачӗ Зинаида Козлова йӗркеленӗ, вӑлах ертсе пырать. Аккомпаниаторӗ — Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Эдуард Кириллов.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CIjBBPApLbO/
 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 45 ҫулхи арҫынна суд тунӑ. Вӑл сунар пӑшалӗпе ҫынсене хӑратнӑ. Ӑна Раҫҫей Пуҫиле кодексӗн 213-мӗш статйин 1-мӗш пайӗн «а» пункчӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ. Ӑна ирӗкрен тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.

Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вӑл ӳсӗр пулнӑ. Ӑна, 4-мӗш хутра вырнаҫнӑ хӑйӗн хваттерӗн балконӗ ҫинче тӑраканскере, подъезд умӗнче икӗ арҫын хыттӑн калаҫса тӑни килӗшмен. Ҫавӑншӑн вӑл вӗсене малтан сӑмахпа асӑрхаттарнӑ, кайран алла пӑшал ярса илнӗ. Арҫынсен ҫывӑхӗнчи тротуара тата лапама икӗ хутчен пенӗ.

 

Республикӑра
мояоколица.рф сӑнӳкерчӗкӗ
мояоколица.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче канасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев Инстаграма хыпарланӑччӗ. «Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче канӑпӑр», — ҫапла ҫырнӑччӗ вӑл раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Инстаграмри хӑйӗн страницинче.

Кану кунӗ туса хурасси ҫинчен Олег Николаев ҫав кунах хушу кӑларнӑччӗ. Анчах унта сӑмах патшалӑх служащийӗсем пирки пырать. Ҫапах та Элтепер республикӑри ытти организаци ертӳҫисене раштавӑн 31-мӗшӗнче ӗҫченсене кантарма сӗннӗ. Ун вырӑнне раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, шӑматкун, ӗҫлеттерсе.

 

Кӑсӑклӑ Тӗнчере

Ҫакӑн ятлӑ юханшыв тӗнчери хӑш кӗтесре юхни пирки, пӗлсех калатӑп, сирӗнтен нихӑшӗ те пӗлмест. Хам та, чӑннипе паянччен пӗлмен. Анчах, пирӗн телее, хальхи вӑхӑтра ҫулҫӳреве тухас тесен пысӑк укҫа пухма кирлӗ мар — Google карттине уҫмалла та тӗнчери пӗр-пӗр кӗтесе пусмалла. Вара хӑвӑрт кӑна чылай вырӑна лекме, унти тӗлӗнтермӗшсемпе паллашма пулать.

Хальхинче те эпӗ ҫавнашкалах турӑм. Бутанри пӗр кӗтесе пусрӑм та инҫетри сӑртлӑ-туллӑ вырӑна лекрӗм. Кӑсӑкли, тӗлӗнтерекенни вара кунта сахал мар. Атьӑр, кӑштах ҫак инҫетри ҫӗршыв тӑрӑх, Кури Чу ятлӑ юханшыв хӗррипе ҫӳресе пӑхар.

Бутан — буддистсен ҫӗршывӗ, сӑртлӑ-туллӑ вырӑнта вырнаҫнӑ. Тӗп хули — Тхимпху. Патшалӑха Джигме Кхесар Намгьял Вангчук ятлӑ патша ертсе пырать. Сӑмах май, патша пуҫлӑх пулнине вӗсен конституцийӗнче ҫирӗплетнӗ.

Тхимпху ҫӗршывӑн анӑҫ енче вырнаҫнӑ, пире ӑнсӑртран лекнӗ юханшыв вара патшалӑхӑн тухӑҫ енӗнче юхать — Китайри Лходжар урлӑ, Бутанри Лхунци, Монгран хӗррипе иртсе Дангма Чу юханшыва юхса кӗрет. Сӑмах май, «чу» тени, ахӑртнех, вырӑнти чӗлхере юханшыва пӗлтерет пулас — кашни ят ҫумӗнче тенӗ пекех вӑл пур.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 1362, 1363, 1364, 1365, 1366, 1367, 1368, 1369, 1370, 1371, [1372], 1373, 1374, 1375, 1376, 1377, 1378, 1379, 1380, 1381, 1382, ... 3956
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑрта савнипе, туссемпе тӗл пулатӑр. Инҫе ҫулҫӳреве тухакансемпе, лавккана каякансемпе пӗрле ӑнӑҫу пулӗ. Пултарулӑхпа аппланакан ҫынсене те ҫӑлтӑрсем ӑнӑҫу парӗҫ. Ку эрне пулӑмсемпе тулли пулсан та юрату пирки манмалла мар.

Ҫурла, 08

1888
137
Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1919
106
«Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1994
31
Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...