Сывлӑх
![]() «Перекресток» суту-илӳ сечӗ лавккасенче кӑшӑлвирус тестне сутма пуҫланӑ иккен. Ҫав тестсем пирки мӗн шухӑшлани пирки паян Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ. Республикӑн патшалӑхӑн пысӑк лабораторийӗсенчен пӗринче, Республикӑн ӳтпе венерологи диспансерӗнче, ҫӗнӗ кӑшӑлвируса хӑвӑрт палӑртма темиҫе тест-тытӑмпа усӑ кураҫҫӗ-мӗн. Вӗсемпе ятарлӑ пӗлӳ илнӗ специалистсем ӗҫлеҫҫӗ. SARS-CoV-2 антигена палӑртмалли реагентсен пуххине Корейӑри «СД Биосенсор Инк.» фирма кӑларать иккен, теприне –(COVID-19 Ag Respi-Strip палӑртмаллине) Бельгири Coris BioConcept компани. Лавккари тестсене Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви ӗнентернӗ тӑрӑх, тестсен пахалӑхне Росздравнадзор ҫеҫ тӗрӗслесе хаклама пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Фото agritimes.ru Паян, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн паянхи черетсӗр ларӑвне 25 депутатран 23-шӗ хутшӑннӑ. Вӗсем хулан сити-менеджерне суйланӑ. Ку тлхепене Павел Семенова тыттарнӑ. Патшалӑхӑн влаҫ органӗсенче ӗҫлесе пуян опыт пухнӑ ҫав ҫын 1976 ҫулта Канашра ҫуралнӑ. Экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. РФ Патшалӑх Думине икӗ хутчен суйланнӑ, РФ ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ, РФ ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ, РФ Наци ӗҫӗсен агентствин ертӳҫин ҫумӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, республикӑри икӗ пульницӑра ҫӗнӗ тӗп тухтӑрсене ҫирӗплетнине пӗлтернӗ. Кун пирки сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов видеоселектор мелӗпе ирттернӗ канашлу вӑхӑтӗнче каланӑ. Республикӑн кардиологи диспансерӗн тӗп тухтӑрӗ пулма Вадим Бабокина ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ ертӳҫӗпе паллаштарнӑ май министр Вадим Егорович кардиологи тытӑмӗн ӗҫне аван пӗлет, вӑл чӗрепе юн тымарӗсен хирургӗ, унӑн кардиологи центрне ертсе пырас опыт пур тесе палӑртнӑ. Муркаш районӗнчи тӗп пульницӑн тӗп врачӗ пулма Оксана Поповӑна ҫирӗплетнӗ. Вӑл унччен ҫав пульницӑра тӗп врачӑн ҫумӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хусанти пысӑк суту-илӳ центрӗсем Чӑваш Енри бетонпа усӑ курӗҫ. Ҫакӑн пирки «ЖБК № 9» тулли мар яваплӑ обществӑн гендиректорӗ республикӑн строительство комплексӗнче ӗҫлекенсемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ. «Пирӗн савутӑн продукцине республика тулашӗнче те аван пӗлеҫҫӗ. Кӑҫал эпир хамӑр продукцине сутассине анлӑлатрӑмӑр. Ӑна халӗ Мурманскра иа туянаҫҫӗ. Унччен Хусанпа ӗҫленӗ. Асӑннӑ хулари «Леруа Мерлен», «Икея» организацисем, «Wildberries» пысӑк логистика центрӗ туяннӑ», – пӗлтернӗ тимӗр-бетон предприятийӗн пуҫлӑхӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри спортсмен Тимур Карамов Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртура ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Тупӑшу 14-19 ҫулсенчи юниорсен хушшинче иртнӗ. ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Тимур Карамов Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртура Чӑваш Ен тата Санкт-Петербург чысне хӳтӗленӗ. Олимп чемпионне Борис Шилкова халалланӑ тупӑшу шӑпах Питӗр хулинче чӳк уйӑхӗн 23-25-мӗшӗсенче иртнӗ. Тимур Карамов 500 метра 35,78 ҫеккунтра чупса финиша пӗрремӗш ҫитнӗ, пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() m.ru24.net сайтри сӑн РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫынсене кӑшӑлвирусран массӑллӑ вакцинаци тума хушнӑ. Ку хушӑва вӑл РФ премьер-министрне Татьяна Голиковӑна панӑ. Кун пирки «РИА Новости» пӗлтерет. Путин хушнӑ тӑрӑх, масштаблӑ вакцинацие тума тепӗр эрнерен тытӑнӗҫ. «Пӗлетӗп, пирӗн 2 миллион ытла доза туса кӑларнӑ е ҫитес темиҫе кунра кӑларма палӑртаҫҫӗ. Тӗнчере кӑшӑлвирусран тумалли пӗрремӗш регистрациленӗ "Спутник V" прививкӑна ку шая ҫитӗ. Ку пире массӑллӑ мар пулин те, масштаблӑ вакцинаци ирттерме май парать. Унччен калаҫса татӑлнӑ пекех, малтан хӑрушлӑх ушкӑнне кӗрекен ҫынсене – тухтӑрсене тата вӗрентекенсене – тӑвӗҫ», - ҫапла каланӑ Владимир Путин РФ Хӳтӗлев министерствин нумай функциллӗ медцентрӗсене уҫнине халалланӑ видеоконференцире. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Раштав уйӑхӗнче пире мӗнле ҫанталӑк кӗтет? Урамра ав шартлама сивӗ хуҫаланать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, эрнен иккӗмӗш ҫурринче татах сивӗтӗ. Раштавӑн пӗрремӗш декадинче 20-25 градус сивӗ пулма пултарӗ. Ку уйӑхӑн виҫҫӗмӗш декадинче «Атлантика» килет. Каллех сивӗ пулӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫеҫ кӑштах ӑшӑтма тытӑнӗ. Раштавӑн 31-мӗшӗнче тинех ӑшӑ кун пулӗ. Ҫанталӑк ӑшӑтсанах юр ҫума тытӑнӗ. Раштавӑн юлашки 4 кунӗнче юр хулӑнӑшӗ 7-10 сантиметра ҫитме пултарать. Эппин, Ҫӗнӗ ҫула эпир юрпа кӗтсе илӗпӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 81 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсенчен шар курнӑ. Лешсем ӑна пӗр ҫул суйса пурӑннӑ, укҫа сӑптӑрнӑ. Ватӑ хӗрарӑм телевизорпа сиплевҫӗ пирки пӗлтерӳ курнӑ. Хайхискер унпа ҫыхӑннӑ лешӗ унран укҫа ыйтма пуҫланӑ. Кинемей лешӗ ыйтнине пурнӑҫласа укҫа куҫарнӑ та куҫарнӑ… Банк ӗҫченӗсем хӗрарӑмӑн куҫне уҫма тӑрӑшнӑ, укҫа куҫармалла марри пирки асӑрхаттарнӑ. Ватӑскер вара вӗсене итлемен, палламан счетсем ҫине 29 хутчен куҫарнӑ, хӑйӗн юлашки укҫине кӑларса панӑ. Пӗтӗмпе 2 миллион тенкӗ куҫарнӑ. Палламан ҫынсем шӑнкӑравласа хӑратма тытӑнсан ҫеҫ вӑл тӑна кӗнӗ. Лешсем кредит илсе вӗсене куҫарса пама ыйтнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. . Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() vesti-aleksin.ru сайтри сӑн Паян, хӗллен пӗрремӗш кунӗнче, Шупашкарта иртен-ҫӳрен ҫын пӑр айне анса кайнӑ пулӑҫа ҫӑлнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ каласа кӑтартнӑ. Арҫын Атӑл ҫинче пулӑ тытса ларнӑ. Хайхискер кӑнтӑрла, 12 сехет ҫурӑра, ӑнсӑртран пӑр айне анса кайнӑ. 70 ҫулти арҫынпа мӗн пуласси пирки шутлама та хӑрушӑ. Пулӑҫ кӑшкӑрашнине илтсен иртсе каякан ҫын пулӑшма васканӑ. Вӑл ӑна шывран туртса кӑларма пултарнӑ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ. Пӑр айне анса кайнӑ арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ видео скринӗ Ватӑ хӗрарӑмсене вӗлерне ҫынна тытса чарнӑ. Ӑна 9 ҫул шыранӑ. Ҫак арҫын тӗрлӗ регионти, ҫав шутра – Чӑваш Ен те, хӗрарӑмсене 2011-2012 ҫулсенче вӗлернӗ. 26 хӗрарӑма вӗлернӗ тӗслӗхе следовательсем уҫӑмлатайман. Анчах ҫакӑ паллӑ пулнӑ: вӗсене пурне те пӗр ҫыннах вӗлернӗ. Ҫак тискер ӗҫсене кам тума пултарнине тупса палӑртнӑ. Вӑл – Хусанта пурӑнакан Радик Тагиров. Слесарьте ӗҫлекен арҫын 2009 ҫулта вӑрланӑшӑн судпа айӑпланнӑ. Тутарстанри ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ватӑ хӗрарӑмсен шанӑҫне кӗнӗ. Хӑй ЖКХ е социаллӑ служба ӗҫченӗ тесе хваттере кӗнӗ. Кил хуҫи хӗрарӑмне вӗлерсен вӗсене укҫи-тенкине вӑрласа кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |